Чӑвашла шухӑшла
463 subscribers
719 photos
27 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Эмине_Ман_аллӑмра_икӗ_шурӑ_тутӑр.pdf
32.4 MB
Эмине -- Ман аллӑмра икӗ шурӑ тутӑр

Ку кӗнеке каналта упранса юлтӑр тетӗп.
@arsayaslan сканерлесе пайлашнӑшӑн тав!

#сӑвӑ
Мана питӗ килӗшрӗҫ!
Автор Владимир Андреев
https://vk.com/ulatimr

#сӑвӑ #нумай_чӗлхелӗх
«A plague on both your houses» -- оригиналта.
"Чума возьми семейства ваши оба" Б.Л. Пастернак куҫарӑвӗнче.

Чӑвашла ылхану тата мӗнле пулма пултарӗччӗ:
"Вӗлтрен пустӑр сан ҫуртна!"

Е, ритмпа размер пӑсмасан:
"Пустӑр вӗлтӗрен ҫуртна, иксӗрӗнне те!"

#сӑвӑ
Ҫав Ваҫанкка кам-ши вӑл? "Кулак" пулнӑ пулӗ?
"Ҫилпе шыв ӗҫлеҫҫӗ" пулсан вӑл арман тытнӑ пулмалла.
(Шелепи сӑвви)

#сӑвӑ
Ак кунта:
Юмӑҫ карчӑк хӑни хан пулнине мӗнле майпа пӗлни.

#сӑвӑ
Йӑваш пулсан -- таптаяҫҫӗ,
Хастар пулсан -- хупаяҫҫӗ,
Ӑса текех -- ӑнланмаҫҫӗ,
Ырра текех -- ырламаҫҫӗ,
Ҫылӑх пулсан -- ҫыхаяҫҫӗ,
Чечекленсен -- татаяҫҫӗ,
Таса пулсан -- таканлаҫҫӗ,
Усал пулсан -- тыллаяҫҫӗ,
Мӗнле пулас -- ӑнланмастӑп...
Шӑпапала вӑй вылятӑп,
Хама хам лӑплантаратӑп:
"Хам телейпе хам пурнатӑп..."

Игорь Тальков (?) сӑввине чӑвашла Владимир Алексеев куҫарнӑ, 28.03.2023

Ҫӑлкуҫсем:
https://vk.com/wall208805031_1856
https://www.inpearls.ru/187101

#сӑвӑ
Ваҫҫа Аниҫҫи - пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑм-сӑвӑҫи. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Анатри Тимӗрҫен ялӗнче ӳснӗ. 1901-мӗш ҫулта унта шкул уҫнӑ пулнӑ, вара вӑл ҫавӑнта 1904-мӗш ҫулччен вӗреннӗ, анчах вӑл вӗренекенсен хушшинче пӗртен-пӗр хӗрача пулнӑ.

"Хӗрачана вӗренме ямаҫҫӗ" сӑввине вӑл 14-ра чухне ҫырнӑ.

#сӑвӑ
Салтак юрри

Хире тухрӑм эп ҫывӑрма,
Пуҫма хутӑм эп тумхаха.
Алла чиксе кумӗр илтӗм *,
Ҫамрӑк пуҫма инкеке.

Приюмӑн ** крильцисем, тӑвӑр икӗ алӑкӗсем,
Приюмӑн ӑшӗнче чун илекен пур иккен,
Приюмӑн алӑкӗсем кӗленче иккен,
Хӗвел пӑхсан, ҫуталать,
Ҫуталманни вутпа ҫунтӑр,
Ҫамрӑк пуҫӑм манӑн ҫухалать.

Кӑҫал каснӑ пӗрмесем ***
Шурӑ Атӑлта сул пулать.
Ҫухалнӑ пуҫ ҫухалать,
Ман ылханӑм ҫав пултӑр.

Тӑваттӑлла явнӑ сӳс кутлӑх,
Мӗншӗн часах татӑлать-ши,
Сӳсӗ начартан-и-мӗн?
Ҫук, сӳсӗ те начартан мар,
Лаша ҫинчен пӗртех хывӑнманран.

Мӗншӗн та маттурах салтака кайнӑ ачасем
Тӳсӗмсӗр те халь пулаҫҫӗ,
Хуйхӑран-ши вӑл вара?
Ҫук, хуйхӑран мар, мӗн те мар,
Кунӗн-ҫӗрӗн ҫӗмӗрӗлсе ҫӳренӗрен.

#юрӑ #сӑвӑ

* Алла чиксе кумӗр илтӗм - шӑпа туртса (жеребьёвкӑра) салтака каймаллине туртса кӑларни (кумӗр = кӑмрӑк)

** Приюм - приём, "военкомат"

*** Пӗрме = пӗрене, сулӑ (плот) валли каснӑ йывӑҫ
Мир пурнӑҫа! Вилӗм вӑрҫа!

Вӑрҫӑ пире хӑратман, хӑратмасть,
Вӑйлӑ эпир вӑрҫӑран.
Вилӗме пурнӑҫ чӑтма пултармасть,
Тулӗ шӑпу сан, тӑшман!

Пӗтӗм тӗнче янратать, кӑшкӑрать:
Мир пурнӑҫа! Мир пурнӑҫа!
Пӗтӗм тӗнче кӑшкӑрать:
Вилӗм вӑрҫа! Вилӗм вӑрҫа!
Мир пурнӑҫа!

Мул хуҫисемшӗн тӑван ачине
Амӑш вӑрҫа парас ҫук,
Халӑх тӑхлан сапакан пӑшалне
Хӑй ҫинелле йӑтас ҫук.

Пӗтӗм тӗнче янратать, кӑшкӑрать:
Мир пурнӑҫа! Мир пурнӑҫа!
Пӗтӗм тӗнче кӑшкӑрать:
Вилӗм вӑрҫа! Вилӗм вӑрҫа!
Мир пурнӑҫа!

Сарӑ хӗвел выляса ҫӗкленет
Ылтӑн шевле сапалать.
Пирӗн тӑван ҫӗршыв ҫутӑ кӳрет,
Пӗр тӗрӗс ҫул кӑтартать.

Пӗтӗм тӗнче янратать, кӑшкӑрать:
Мир пурнӑҫа! Мир пурнӑҫа!
Пӗтӗм тӗнче кӑшкӑрать:
Вилӗм вӑрҫа! Вилӗм вӑрҫа!
Мир пурнӑҫа!
© Стихван Шавли

#сӑвӑ #юрӑ