Чӑвашла шухӑшла
463 subscribers
719 photos
27 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Паян мĕнле кун? Тĕрĕс, пĕрремĕш хĕллехи кун, ПЯТНИЦА-эрнекун. Ĕҫ эрни пĕтнĕ кун😊

Ача чухне ҫак юрра юрататтӑмччĕ:
Юр ҫӑвать, пĕрремĕш юр
Юр ҫӑвать, пĕрремĕш юр
Юр ҫӑвать, тухса эс кур
Савӑнӑҫлӑ эсĕ пул

Ут эс тӳрĕ урампа
Юр пĕрчи вылять санпа
Пит ҫине ачаш ӳкет
Кӑтӑклать те ирĕлет

#кун #юрӑ
Паян шӑматкун - суббота. Ĕлĕк чӑвашсен (ун чух пире чӑваш тесе чĕнмен те-ха) эрни кĕскерех пулнӑ, 5 кун кӑна.

Шӑматкун - шабат сӑмахран пулса кайнӑ, те хасарсенчен, те арапсем урлӑ, халь никам та пĕлмест.

#кун #сӑмах
Паян вырсарникун - вырӑс эрнекун.
Чӑваш чĕлхинче вара виҫĕ эрнекун пухӑнчĕ))

#кун
Паян - эрне пуҫламӑшĕ, тунтикун.
Ачасем кун ячĕсене ҫапла вĕренеҫҫĕ:
Тунтикун ту çинчен ÿкрĕм.
Ытларикун ыратрĕ,
Юнкун юн юхрĕ,
Кĕçнерникун кĕçтерĕ,
Эрнекун эмеллерĕм,
Шăматкун шăтрĕ,
Вырсарникун вăййа тухрăм.

#кун
Паян эрнери иккĕмĕш кун - ытларикун.

Ваттисен сӑмахĕсем:
Ытларикун ырӑ кун, ырӑ кун та йывӑр кун.
Ытларикун акӑш та йывӑррӑн вӗҫет.
Ытларикун ытлашши сӑмах калама та юрамасть.

#кун
Паян юнкун - эрнери виççĕмĕш кун.
1. Çак кун ĕлĕк-авал, чăвашсем чăваш пулман чух, выльăх пуснă, çавăнпа юнкун.
2. Юнкун - тăвансен куне, çак кун атте-аннене курса килмелле е вĕсемпе калаҫса илмелле, ытти тăвансене те манмалла мар.

#кун
Паян - эрнен тăваттăмĕш кунĕ, кĕçнерникун, кĕçĕн эрнекун.
Чăвашсен чи паха кĕçнерникунĕ - Çимĕк (çулла). Кĕçĕн Çимĕк - вырас çимĕкĕ умĕн, Аслă Çимĕк - вырăс çимĕкĕ хыççăн.
Çимĕкре чи пуян та чи чаплă туйсем иртнĕ:
Иртрĕ çимĕк, иртрĕ туй,
Иртрĕ туйри савăнăç.
Кайрĕ пĕр пек тăсăлса.
Кунран-кунах пурăнăç.
(К.В. Иванов, "Нарспи")

#кун #сӑвӑ
Паян - Мункун (пирĕн "у" урлă калаççĕ) е Мăнкун.
Тĕне кĕмен чăвашсен мункунĕ вырăс мункунĕнчен пилĕк кун маларах пулать.
Пĕрремĕш кун темиçе кил пĕрле пухăнса пĕр-пĕрин патне килерен çÿресе пăтă çиеççĕ. Çав пăтта мункун пăтти теççĕ.
Иккĕмĕш кун ваттисене хываççĕ.
Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш кунсенче кассипе çисе çÿреççĕ.
Пиллĕкмĕш кун сĕрем тăваççĕ. (Сĕрем/сĕрен - ялтан усалсене хăваланă йăла).

☂️Мункун кун çăмăр пулсан çу йĕпе пулать теççĕ.
#кун