Чӑвашла шухӑшла
463 subscribers
719 photos
27 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Хуран кукли
#рецепт
Чăвашсем яшка темĕнрен те пĕçерме пултараççĕ пулĕ)
Паянхи тема - çăмах яшки. Çăмах яшки пĕçересси пĕрре те йывăр мар. Çăнăх, çăмарта, шыв пĕрле лăкамалла та, хатĕр. Лăканă хыççăн вара вĕрекен яшка ăшне кашăкпа касса ямалла (эп наян, чĕпĕтсех яратăп😄).
#рецепт
Шӳшӳ (ҫӳҫӳ, ҫӳхӳ) шӳрпи

Мӑнтӑр аш, сухан, ҫӳҫӳ, кантӑр сӗчӗ, тӑвар.
Ҫӳҫӳ валли: 80 г ҫӑнӑх, 2,5 г ҫӗпре, 2 г тип ҫу, 32 г шыв, 5 г сахӑр, 1 г тӑвар.

Ыраш е урпа ҫӑнӑхӗнчен ҫӳхе куймак - ҫӳҫӳ - тӑваҫҫӗ.
Аш шӳрпине кантӑр сӗтне тата сухан яраҫҫӗ, унтан тӑваткалла туранӑ ҫӳҫӳ яраҫҫӗ. Тӑварлаҫҫӗ.

Тури чӑвашсен апачӗ.

P.S. Кантӑр сӗтне килте кантӑр вӑрринчен тума пулать.

#рецепт
Эп кунта мӗн-ха.., пӗрремӗш хут сӑра тума шухӑш тытрӑм 😁

Пӗр каналта сӑра рецептне куртӑм, унтан дзенра тата..
Вара куҫ хупса уҫиччен хӑмла та, ҫӗпре те, урпа та туянтӑм иккен..(путсӗр вб, тӳлеме мӗн тери ҫӑмӑл тунӑ).

Урпа тупма питӗ ҫӑмӑл, ҫӗпре те йывӑрах мар, хӑмли вара ытла та тӗрлӗ пулать иккен. Эп чӑваш сӑрине тӑватӑп пулсан чӑваш хӑмли кирлӗ-тӗр терӗм:
https://www.wildberries.ru/catalog/65813463/detail.aspx

Каҫӑсем:

https://t.me/chushu/661

https://dzen.ru/a/W4n0j86-DACrjHan

#рецепт
Мӑн хырӑм ӑшне тӳпелесе чиксе тултараҫҫӗ (туранӑ аш, хура пӑрӑҫ, ыхра, тӑвар, лавр ҫулҫи), шӑтӑкне ҫӗлесе хураҫҫӗ, ҫӗввине аяла хӑварса хулӑн тӗплӗ ҫатма ҫине хураҫҫӗ те 280°-па кӑмакара ӑшалаҫҫӗ.
Ҫутӑ хӑмӑр хуппи пулсан тата пӗтӗм шывӗ типсен 150°-ччен чакараҫҫӗ те тата 10-12 сехет ӑшалаҫҫӗ, унтан 100°-ччен чакараҫҫӗ те тата кӑштах (мӗн чухлӗ?? кама мӗнле килӗшет пулас) тытаҫҫӗ.
Ҫурма типӗ шӑрттан вӗрилле те, сивӗлле те ҫиеҫҫӗ.

#рецепт