Чӑвашла шухӑшла
455 subscribers
711 photos
27 videos
32 files
248 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Вӑй ҫинчен

Эппин, мӗнле вӑйлӑрах пулса тӑрас?
Темиҫе мел пур.

🐒 Чи примитивлӑ вариант - ӳт-пӳ вӑйӗ тата агресси усӑ курни.
Кам шултрарах, вӑйлӑрах - ҫавна тапӑнма хӑраҫҫӗ. Вӑрӑм ҫӳҫлӗ тата татуировкӑллӑ пысӑк байкера никам сӑмах чӗнмест, ҫавӑн пекех типшӗм ҫамрӑк ачана ҫисех яраҫҫӗ.
Анчах агресси тата та пӗлтерӗшлӗрех. Урнӑ ҫынпа никам ҫыхланмасть, леш имшеркке кӑна пулсан та. Черетри карчӑксенчен эпӗ хальте хӑратӑп.
Агрессишӗн гормонсем яваплӑ - тестостерон (ытларах арҫынсен) тата окситоцин (амӑшсем ачисене хӳтӗленӗ чух).
Ҫак майпа илнӗ авторитет ҫынсем хӑрани ҫинче тытӑнса тӑрать, ҫавна кура ҫирӗп мар, кӗске дистанци валли кӑна юрӑхлӑ.
Енчен те "вӑйлӑ" ҫын "вӑйсӑррине" тапӑнсан "вӑйлине" пӗтӗм ушкӑн хирӗҫ тӑма пултарать - тӗрӗслӗхе эпир ӑшпа туятпӑр.

🐲 Оригиналлӑх.
Ыттисене питӗ килӗшекен япала тума пултаракансем: артистсем, ӳнерҫӗсем, ҫыравҫӑсем, юрӑҫсем...
Теветкел те пур - ҫынсене килӗшмесен таптаса каяҫҫӗ, килӗшсен алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳреҫҫӗ. Нумай чухне апла та, капла та пулать.

🧪 Ӑслӑ тата компетентлӑ пулни.
Усӑллӑ ҫынсем иерархи тӗпӗнче пулас ҫук - вӗсен ыттисене кирли пур таран.
Лайӑх пуҫлӑх вӑйлӑ специалиста ӗҫре мӗнле майпа та пулин хӑйӗн патӗнче тытса хӑварма тӑрӑшать.

💞 Сӑпайлӑх.
Йӗркесене сӗмсӗррӗн пӑсакансем аутсайдер пулма ҫывӑх. Хӑйсене тӗрӗс тыткалакан ҫынсем пире ытларах килӗшеҫҫӗ.
Монархсем мӗншӗн ҫав тери ҫирӗп этикет тытаҫҫӗ те.

🎁 Дипломати.
Ҫынна пулӑшни шывпа юхса каймасть.
You scratch my back, I scratch yours.
Ҫынна пулӑшни ӑна сан енне ҫавӑрать, тепрехинче вӑл та сан майлӑ пулма тивӗҫ.
Кирлӗ чух пире пулӑшнӑ ҫынна пулӑшмасан - йӗркерен тухни пулать, ку вара социум ырламан япала, лвл тӳрех . Хирӗҫле, этем ушкӑншӑн тӑрӑшать пулсан, ҫынсене ачисене пӑхнӑ пек пӑхать тата хӳтӗлет пулсан, ушкӑнра килӗшӳ тытма пӗлет пулсан - унӑн авторитет питӗ ҫӳллӗ тата ҫирӗп пулать.

💰 Пуянлӑх.
Кощей пек пуянлӑх сыхласа ларсан ӗҫ тухмасть - пайлашсан кӑна. Анчах пуянлӑхӗ пӗтсен туссем те ҫухалаҫҫӗ.

🦚 Илем.
Хитре ҫынсем пурне те килӗшеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен хӑйсен енне ҫынсене ҫавӑрма ҫӑмӑлтарах.
Мӗн пирӗншӗн илемлӗ шутланать: пуянлӑх + сывлӑх + упчара хаклӑ кӑмӑл паллисем.
Тӗслӗхрен: яштака пӳ (сывлӑх тата пуянлӑх - тӗрӗс апатланма тата спортзала ҫӳреме май пур), лайӑх шурӑ шӑл (пуянлӑх тата сывлӑх), яка ҫутӑ ӳт (сывлӑх тата пуянлӑх - хӗвел ҫинче нумай ӗҫлеме тӳр килмест апла), хӗрсенче сӑпайлӑх (ырӑ кӑмӑл хакра), арҫынсенче ҫирӗп кӑмӑл (упча кӗтекен япала).

#longread
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Ҫар ҫыннисен савнийӗсем тата сӳннӗ юрату ҫинчен

Морган Скотт Пек, аслӑ вӑрҫӑра Окинавӑра ҫар психиатрӗ пулса ӗҫленӗ ҫын, хӑйӗн кӗнекинче ҫапла кӑсӑклӑ шухӑш парать:

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче американ салтакӗсем пинӗ-пинӗпе итали, нимӗҫ, яппун хӗрӗсемпе паллашса качча илнӗ. Шел пулин те, пӗрремӗш вӑхӑтра идеаллӑ пек курӑннӑ мӑшӑрсем час-часах вӑраха пулман, саланнӑ.

"Ҫарта ҫураҫнӑ хӗрсем" акӑлчанла вӗреннӗҫемӗн арҫынсем арӑмӗсен шухӑшӗсене, туйӑмӗсене, кӑмӑлӗсене хӑйсем тӗллӗн шутласа кӑларма май ҫухатнӑ. Ҫак хӗрарӑмсен хӑйсен шухӑшӗсемпе тӗллевӗсем пурри палӑрнӑ -- вара вӗсене ӗнтӗ маттуркка кушак ҫурине юратнӑ пек юратма май юлман.

Ҫак япала хӑш-пӗр мӑшӑрсен юратӑвне ҫирӗплетнӗ кӑна, анчах нумайӑшӗн пач кутӑнла пулса тухнӑ.

Чӗрчунсене юратма ансатрах.

Эпир пурте хамӑрӑн килти чӗрчунсене юрататпӑр. Анчах ҫакӑ ҫынсене юратни пек мар. Эпир чӗрчунсем мӗн шухӑшланине, мӗн туйнине пӗлместпӗр, ҫавӑнпа хамӑрӑн шухӑшсемпе туйӑмсене вӗсен ҫине куҫаратпӑр.
Чӗрчунсем пире савӑнтараҫҫӗ, анчах вӗсем йӑлтах пирӗн майлӑ тусан кӑна, мӗн те пулин пире килӗшменнине тума хӑтлансанах -- эпир вӗсене вӑрҫатпӑр. Тен, ҫавӑнпа та тӗнчере чӗрчунсене ҫеҫ юратакансем тата ҫав вӑхӑтрах урӑх ҫынсене чӑннипех юратма пултарайманнисем нумай.

Ашшӗ-амӑшӗсем те ҫавӑн пек хӑтланнине сӑнама пушшех те хурлӑхлӑ. Хӑш-пӗр амӑшӗсем хӑйсен ачисене икӗ ҫула ҫитиччен юратаҫҫӗ -- ҫитереҫҫӗ, лӑпкаҫҫӗ, савӑнса тӑранаймаҫҫӗ. Унтан пӗчӗкки ӳссе пырать те, унӑн хӑйӗн ирӗкӗпе кӑмӑлӗ пурри палӑрать. Вара ачан "икӗ ҫул кризисӗ" ҫинчен калаҫма пуҫлаҫҫӗ.

Морган Пек сӑмахӗпе, юрату вӑл -- савнийӗн аталанӑвӗшӗн савӑнма хатӗр пулни те.


Ҫӑлкуҫӗ:
Peck M Scott (психиатр) - The Road Less Traveled: A New Psychology of Love, Traditional Values and Spiritual Growth

#longread #ачалӑх
Стресс тӗрӗс йышӑнакан ҫын нумайрах пурӑнать

Арҫынсем мӗншӗн час вилни ҫинчен:
https://t.me/chushu/1349

Ҫыннӑн автономлӑ (вегетативлӑ) нервӑ системи икӗ пайран тӑрать:
1. Симпатик;
2. Парасимпатик.

😱 Симпатик системи стресслӑ лару-тӑрура хусканать, унӑн ӗҫӗпе юнра адреналин, норадреналин тата кортизол нумайланать, ҫавна кура юн тымарӗсем ансӑрланаҫҫӗ, чӗре хӑвӑртрах тапать, сывлӑш ҫулӗсем сарӑлаҫҫӗ.

😌 Парасимпатик системи ҫын каннӑ чух ӗҫлет.

📌 Стресс ҫынна хытса тӑратмалла мар, вӑраха та пымалла мар: унӑн пӗтӗм вӑйсене пуҫтарттармалла та хӑвӑрт иртмелле.

Вӑрттӑнлӑх: симпатик тата парасимпатик системисене сывласа алла илме май пур. Ҫак практика ҫинче йога, медитаци тата акушерсен канашӗсем никӗсленеҫҫӗ.

Ерипен, тарӑн сывласан пуҫ мими хӑрушлӑх иртрӗ тесе "шутлать":

🔹Тӑваткалла сывлани
Фридрайдерсен техники -- 4-ччен шутласа сывлӑш ҫавӑрса илетпӗр, чарӑнатпӑр, унтан 4-ччен шутласа сывлӑш кӑларатпӑр, татах чарӑнатпӑр.

🔹Хытарни тата ҫемҫелни
5 секунд хушши кашни мышцӑна пӗтӗм вӑйпа хытармалла, унтан сывлӑш кӑларса ҫемҫетмелле.

🔹Пӗр литр шыв хӑвӑрт ӗҫни
Сӑмахран, 10 минут хушшинче.
Анчах 1 литртан ытлашши мар, атту гипокалиемия тата гипонатриемия пулма пултарать (питӗ хӑрушӑ япала).
Ҫур литр - пӗр литр шыв хӑвӑрт ӗҫни адренокортикотроплӑ гормон сигналне пусарать, ҫавна кура организм кортизол тума пӑрахать.

🧘🏻‍♀ Ан тарӑхӑр.

#longread
Ваттисен сӑмахӗ ҫинчен

Норвегире 980-мӗш ҫулта Хӗрлӗ Ҫӳҫлӗ Эрик викинг ҫынна вӗлернӗ те тинӗсе тарнӑ. Темиҫе ҫул хушши вӑл пурнӑҫ валли юрӑхлӑ ҫӗр шыраса ҫӳренӗ. Юлашкинчен Эрик тата унӑн ҫарӗ Гренландире тӗпленме шут тытнӑ. 1000-мӗш ҫул тӗлне унӑн ялӗнче пилӗк пин ҫын яхӑн пурӑннӑ.

Малтан вӗсем норвегсем пекех пурӑнасшӑн пулнӑ: хуҫалӑхра ӗнесемпе сыснасем, сурӑхсемпе качакасем, ҫавӑн пекех темиҫе лаша, кӑвакалсемпе хурсем усранӑ.
Анчах Гренландире климат урӑхла, выльӑх тытма услови начар тата курӑк ытла сахал.
Ҫавӑнпа выльӑхсене шыв курӑкӗсемпе тӑрантарма пуҫланӑ, выльӑх хӑнӑхайманнипе майӗпен вилсе пынӑ. Вара гренландецсем сунара ҫӳреме пуҫланӑ. Анчах ку та вӗсене тӑрантарма пултарайман.

Гренланди тавра тинӗсри пулӑ ҫав тери нумай та паха, вӑл халь экспорт таварӗ пек ытти тӗнчене сутӑнать. Хӑш чух пулӑсене ҫара алӑпах тытма пулать.

Скандинавсем вара выҫӑпа вилнӗ, анчах пулӑ ҫимен.

Джаред Даймонд, эволюци биологӗ, шухӑшӗ тӑрӑх Хӗрлӗ Ҫӳҫлӗ Эрик чӗрӗ пулӑ ҫисе хырӑмпа аптранӑ пулнӑ. Сывалсан вӑл пурне те: "Пулӑ -- сывлӑхшӑн питӗ сиенлӗ япала, эпир вара Исландипе Норвегири ӑҫтиҫуксем ҫисе пурӑнакан апата нихҫан та ҫиместпӗр", -- тесе каланӑ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пулӑ ҫисе хырӑм пӑсӑлни те манӑҫнӑ, анчах "пулӑ ҫиме юрамасть" текен йӗрке юлнӑ. Мӗншӗн? Ан ыйт, юрамасть та ӗҫӗ пӗтнӗ, мӗншӗн тесен асаттесем ҫапла пилленӗ.

Йӑла тата нумай ҫул хушши этем пурнӑҫӗнчен хаклӑрах пулнӑ.
Урӑхла каласан, ҫынсем улшӑнма, майлашуллӑ пулма, хутлӑха улӑштарма, ҫӗнӗ условисенче пурнӑҫ ҫӗнӗлле йӗркелеме пултарайман -- ҫавӑнпа пӗтӗм колони вилсе пӗтнӗ.

Ҫӑлкуҫ:
https://www.litres.ru/book/dzhared-m-daymond/kollaps-pochemu-odni-obschestva-prihodyat-k-procvetaniu-21375823/

#longread #халлап
Сăтăрçă логопедсем çинчен

Кашни çур çул хамăн ачасен икчĕлхелĕх аталанăвĕ çинчен каласа паратăп.
Ак кунта пĕрремĕш пайĕ, ак кунта — иккĕмĕш.

Ача тăваттă тултарчĕ, чăвашла та, вырăсла та чиперех калаçать (хăйĕн çулĕсем валли), анчах та хăш-пĕр сасăсем йĕркеллĕ мар. Çавна кура логопед патне илсе кайма вăхăт çитрĕ тесе шутларăм.

Логопед ачапа калаçрĕ те çапла пĕтĕмлетсе пачĕ:
1. Вырăсла сăмахсем ача нормăран сахалтарах пĕлет (нож, белка, танк, локоть, колено, игла сăмахсене калаймарĕ). Ку вăл эпĕ ăна чăвашла калаçтарнăран, унăн шкулта вырăсла вĕренес пулать, çавăнпа та пирĕн приоритетлă чĕлхе суйламалла имĕш. "Если бы вы жили в стране, где государственный язык — чувашский..." Ăçта кун пек çĕршыв тупмаллине каламарĕ çав.
2. Ачапа малалла та чăвашла калаçсан, ача шкулта начар вĕренĕ. Мĕншĕн тесен вырăс чĕлхи ун чухне кирлĕ шая çитмест. Вӑхӑт сахал, васкамалла.
3. Темиçе сасă каламанни — питĕ япăх, ĕç пит нумай.

Çак логопед патне эпир урăх каймастпăр, паллах.
Пĕрремĕшĕнчен, мана унăн калаçăвĕнчи пассивлă агресси килĕшмерĕ.
Унтан — ачана ухмахрах вырăнне хуни (ача танк мĕн япала иккенне пĕлмесен логопедăн интонаци çав тери улшăнчĕ, тен мана туйăнчĕ кăна, анчах туйăма шанас терĕм).
Анчах чи пысăк сăлтавĕ — çак Агрессина Пассивовна икчӗлхелӗх пирки пач киревсĕр тата сиенлĕ канаш пани. Кун пек шовинистла шухӑшсем пирӗн ҫӗршыври логопедсен кӑна мар, пӗтӗм тӗнчере час-час тӗл пулаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Грецире.

Ачана тӑван чĕлхинчен уйăрни уншăн — амăшĕнчен тата çемьерен туртса илнипе пĕрех пулать [тесе шутлатӑп]. Чăваш тата вырăс чĕлхе хушшинче пĕрне кăна суйлани — амăшпе ашшĕ хушшинче суйланипе пĕрех.

Паянхи ӑслӑлӑх кун пирки мĕн шутлать:

❗️Логопедиллӗ проблемӑсемпе икчӗлхелӗх хушшинче ҫыхӑну ҫук.

🧠 Икчӗлхелӗх ӑс-хакӑл аталанӑвӗшӗн питӗ усӑллӑ. Шкулта ик чӗлхеллӗ ачасем пӗр чӗлхеллисем пекех вӗренеҫҫӗ.

🧑‍🎓 Мӗн пӗчӗкрен нумай чӗлхеллӗ ӳснӗ ҫынсен тиркевлӗ шухӑшлав (критическое мышление) вӑйлӑрах.

🏃‍♀️ Билингвӑн чӗлхисем, монолингвӑн чӗлхи пекех, индивидуаллӑ хӑвӑртлӑхпа аталанаҫҫӗ, анчах пӗр харӑс.

💞 Ик чӗлхеллӗ ача валли сасӑсем лартма унӑн проблемӑллӑ чӗлхепе ӗҫлекен логопед кирлӗ. Кун пекки пулмасан - нумай чӗлхелӗх аталанӑвне ӑнланакан логопед.

Ҫапла эпир хамӑра юрӑхлӑ логопед тата шыратпӑр-ха 🙂

Ҫӳлерех ҫырнӑ тезиссене ҫирӗплетекен ӑслӑ статьясем ҫакӑнта пухрӑм:

🔹Мӗн пӗчӗкренхи икчӗлхелӗх ача аталанӑвӗшӗн пӗртте сиенлӗ мар:
https://www.ncbi.nlm.nih.gov/pmc/articles/PMC6168212/

🔹Ик чӗлхелӗх ачасен пуҫ мимине улӑштарать:
https://www.frontiersin.org/articles/10.3389/fpsyg.2017.00552

https://www.ncbi.nlm.nih.gov/pmc/articles/PMC3583091/

🔹Сад ачисене ик чӗлхеллӗн вӗрентнин паха енӗсем:
https://www.researchgate.net/publication/369065583_The_benefits_of_bilingualism_in_early_childhood_education

🔹Икчӗлхеллӗ ачасем валли вӗсен тӑван чӗлхипе ӗҫлекен логопед кирлӗ:
https://cyberleninka.ru/article/n/logopedicheskaya-pomosch-dvuyazychnym-detyam-v-rechevom-razvitii/viewer

🔹Икчӗлхеллӗ ачасем социаллӑ-когнитивлӑ енчен вӑйлӑрах пулса ӳсеҫҫӗ:
https://www.child-encyclopedia.com/second-language/according-experts/second-languagebilingualism-early-age-emphasis-its-impact-early

🔹Пӗтӗмлетӳ (вырӑсла):
https://mel.fm/blog/daria-timoshchuk/76839-logopedy-vas-obmanyvayut

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх #longread
Чӗмсӗрлӗх ҫинчен

Чӑвашсем чӑнах ҫын ҫинче нумай калаҫмаҫҫӗ. Кун пирки ваттисен сӑмахӗсем те асӑрхаттараҫҫӗ:

▪️Ӑслӑ ҫыннӑн ӗҫ нумай, ухмахӑн сӑмах нумай.
▪️Каламан сӑмаха ху хуҫа, каланӑ сӑмаха ҫын хуҫа.
▪️Калаҫуран ҫу тухмасть.
▪️Куҫран куҫҫулӗ ахаль юхмасть, халӑх сӑмахӗ ахаль тухмасть.
▪️Пуш калаҫу пуҫ патне те, кут патне те пымасть.

Тӗлӗнмелле, чӑвашсен ҫак йӑли хальте питӗ лайӑх упранса юлнӑ. Чӑваш сасси чӑваш интернетра та пит илтӗнмест, пурте хӑйӗн ӗҫӗпе шӑппӑн аппаланаҫҫӗ. Контент тӑвакансем пурте ҫавна сӑнаса палӑртаҫҫӗ.
Пӗр енчен лайӑх -- пуш сӑмах вакласа лармастпӑр. Тепӗр енчен -- кутӑн та тухма пултарать.

♦️Чӗлхе пур — халӑх пур, чӗлхе ҫук — халӑх ҫук.

Шухӑшсемпе ылмашма вӗренме вӑхӑт ҫитрӗ-тӗр? Пӗчченшер инҫе каяймӑн, пӗр-пӗрне пулӑшни, ыр сӑмахпа хавхалантарни, ыйтнӑ чух канаш пани, харпӑр опытпа паллаштарни те кирлӗ:

▫️Пӗр ҫӑвартан тухни ҫӗр хӑлхана кӗрет.
▫️Тӳрӗ сӑмах чул касать.
▫️Ыр сӑмах каланипе чӗлхе хӑрса ӳкес ҫук.

Каҫӑсем:
https://t.me/polinanetam/90
http://as.chv.su

#longread
Шухӑшлав тӗсӗсем ҫинчен

Пуҫламӑшӗ:
https://t.me/chushu/1132
https://t.me/chushu/1143
https://t.me/chushu/1294

🦄 Асамлӑ шухӑшлав
- чи ансат тӗс.
Ку вӑл шухӑшлама ресурс (информаци, вӑхӑт, сыхлӑ вырӑн, вӑй) ҫитмен чух ӗҫлет.

Асамлӑ шухӑшлав икӗ факта ҫыхӑнтарать те вӗсенчен хӑвӑрт пӗтӗмлетӳ тӑвать.
Сӑмахран, хӑнасем килсе кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр кунне ача чирлет. Пуҫ ҫак икӗ факта хӑвӑрт ҫыхӑнтарать: "Аха, куҫ ӳкнӗ!".
Мӗншӗн тесен ку асра юлнӑ япала. Пӗтӗмлетӳ тума хыпалансан информацие тӗрӗс ҫавӑрса илме май пулмасть.

Тӗн шухӑшлавӗ
- тепӗр шай.
Вӑл ҫирӗп догма хатӗрлесе парать, хальхи чӗлхепе -- теори. Тӗн шухӑшӗн минусӗ ҫакӑ пулать: вӑл эмпирикӑлла опытран мар, хатӗр теорирен тухать.
Тӗнчере ҫав теорипе мӗн те пулин майлӑ мар пулсан, ку тӗнчере темскер тӗрӗс мар тесе пӗлтерет.

Тӗслӗх: гороскоп тӑрӑх скорпион паллипе ҫуралнӑ ҫынсем -- усалсем, вӗсене ӗненме юрамасть.
Ҫакна ӗненекен ҫын, ҫав шухӑша сирсе яракан тӗпчевсем пур пулсан та, -- вӗсене ниме хумасть, хӑлхине чикмест.
Пӗтӗм тӗнче калаҫса татӑлнӑ та пире улталасшӑн, анчах та эпир чӑнлӑх ӑҫта иккенне пӗлетпӗр вӗт, ҫапла-и?

Тӗн шухӑшӗ архаикӑллӑ пурӑнакан халӑхшӑн питӗ усӑллӑ, унти пурнӑҫ аслисен йӑли-йӗркисене тӗрӗс пӑхӑнса пынинчен килет. Вӗсене ӑнланса илме тата тиркеме май ҫук, мӗншӗн тесен тӗпчев хатӗрӗсем ҫук. Догмӑран пӑрӑнма хӑрушӑ, ахальтен мар мӗн чухлӗ ӑру ҫапла пурӑннӑ (пурӑнать те).

📚Ӑслӑлӑх шухӑшлавӗ
- чи кӑткӑс тата пуринчен вӑйлӑ аталаннӑ шухӑшлав шайӗ.

Логика, анализ, синтез -- ҫак виҫӗ кит ҫинче тытӑнса тӑракан меслет валли вӑхӑт, пӗлӳ тата хӑрушсӑрлӑх нумай кирлӗ.

Ҫакӑн пек шухӑшлав, прогресса тата пурнӑҫ пахалӑхӗ ӳснине пула, нумай пулмасть кӑна ахаль ҫынсене валли уҫӑмлӑ пулса тӑчӗ.
Тӗп тӗллев -- вилӗмрен хӑтӑласси пулсан, ӑслӑлӑхпа килӗшӳллӗн шухӑшлама май пулмасть.
Ӑслӑлӑх объективлӑ фактсем ҫинче никӗсленет, теорие тӗрӗслет. Вӑл унпа ҫыхӑнса тӑмасть, теорие ҫӗнӗтнӗ чухне кирек хӑш самантра та сирсе пӑрахма пултарать.

Чӑннипе кирек мӗнле тӗпчев те ҫак виҫӗ шая пӗрлештерет. Малтан эпир пӗр-пӗр пулӑма сӑнатпӑр, гипотеза (асамлӑ шай) тӑватпӑр -- сӑлтавпа пулӑм ҫыхӑнтаратпӑр.
Унтан эпир теорие йӗркелетпӗр (тӗн шайӗ) -- механизм/саккун шутласа кӑларатпӑр.
Ҫав теорие вара тӗрӗслес пулать (ӑслӑлӑх шайӗ): эпир тӗпчеме пуҫлатпӑр, сӑнатпӑр, тишкеретпӗр, татах тӗпчетпӗр, система йӗркелетпӗр.

Чи кирли -- ялан пӗр шайра тытӑнса тӑмалла мар.
Уйрӑм лару-тӑрура тӗрлӗ шухӑшлав та кирлӗ пулать.


#longread
Кризис вӑхӑтӗнчи танатасем ҫинчен

Йывӑр самана этем/ушкӑн/халӑх шухӑшлавне яланах улӑштарать, тата, шел пулин те, -- ансатлату, деградаци енне.
Малтанхи шайра юлас тесен хамӑра пӗрмай ревизи тума тӳр килет, анчах апла пулсан та -- ку паллиативлӑ япала кӑна, чӑннипе пуҫ ӑш-чиккине рете кӗртме лӑпкӑ тата сыхлӑ пурнӑҫ сывлӑш пек кирлӗ.

Тӑшмана куҫран пӗлни пурпӗр усӑллӑ:

🕸 Монохромлӑ (е дихотоми) шухӑшлав танати
Е лайӑх, е питӗ начар.
Эсӗ пирӗнпе мар пулсан, эсӗ пире хирӗҫ.
Шурӑ мар пулсан -- хура.
"Ситхсем анчах пӗтӗмӗшне абсолюта ҫитереҫҫӗ". Ӳссе ҫитӗнмен ҫынсемшӗн ҫапла хура-шурӑ шухӑшлав йӗркеллӗ япала, анчах кайран -- сиенлӗ, ҫынсен хушшинчи агресси шайне питӗ вӑйлӑ ӳстерет.

🕸 Ытла-пӗтӗмлетӳ
Сахал объект тӑрӑх пӗтӗм объект классӗ ҫинчен пӗтӗмлетӳ туса ҫавна чӑнлӑх вырӑнне хуни. "Учительсем пурте садистсем". "Пур мигрантсем те педофилсем".
Ҫынсене ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе тиркени питӗ нумай тӗрӗсмарлӑх ҫуратать.

🕸 Фундаментализм
Пулӑмсене тата япаласене тишкернӗ чух догматизм палӑрать, сӳтсе явма та, кӑштах тиркевлӗ хак пама та май ҫук, пӗр культурӑна никӗсе тата ытла пысӑка хурса ытти культурӑсене татӑклӑ хирӗҫ пулнипе палӑрать.
Культурӑсем пӗр-пӗринпе мӗн чухлӗ япӑхрах "калаҫма" пултараҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ вӗсен пӗр-пӗрин уйрӑмлӑхӗсене хӑйсен куҫӗнче ытла пысӑклатса кӑтартма тивет.
Фундаментализм яланах фанатизм ҫуратать.

🕸 Ушкӑнлӑ шухӑшлав
Хупӑ тата туслӑ ушкӑнри ҫынсем хушшинче килӗшӳ шырасси питӗ вӑйлӑ пулсан вӗсен шухӑшлавне пӑхӑнтарать. Тачӑ ҫыхӑннӑ ҫынсем хӑйсен харпӑр шухӑшӗсене ҫӑмӑллӑнах улӑштараҫҫӗ, идеологӑн тата нумайӑшӗн шухӑшӗпе шайлаштараҫҫӗ.
Ҫакна палӑртакан кӑмӑла "эпир-кӑмӑл" теҫҫӗ.

Хупӑ ушкӑнсем хӑйсене критикӑран хӳтӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ют ҫынсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ, хӑйсене "чи-чи" тесе шутлама пуҫлаҫҫӗ.
Ушкӑнла шухӑшлав ҫынсене пӗрпеклетет, "пирӗн--ют = лайӑх--начар" категорисемпе усӑ курса ҫынсене пайлать.

🕸"Ирсӗр этем" эффекчӗ
Хӑш-пӗр лару-тӑрура ушкӑн пӗр ҫынна тапӑнать, ӑна ыйтман ҫӗрте характеристика пама тӑрӑшать, ҫав ҫӗрте килӗшмен енӗсене анчах ытла пысӑклатса ярать, ҫав хушӑрах лайӑх енӗсене асӑрхамӑш пулать.
Хӑш чухне ҫав ушкӑн суйланӑ ҫын ҫине юриех пысӑк пусӑм кӳрет, ӑна йӑнӑшсем тума чышать. Ҫын хирӗҫ тӑрать пулсан, социаллӑ йӗркесене пӑхӑнмасть пулсан -- лекрӗ, ӑна е хӗссе кӑлараҫҫӗ, е пурте пӑрахаҫҫӗ (изгой пулать).
Ку вӑл социум йӗркеленӗ тата ҫӗнӗ норма пек йышӑннӑ буллинг пулать.

🕸 Шухӑшсӑрлӑх
Пӗтӗмӗшле психика активлӑхӗ чакни, шаблонсемпе паттернсене суккӑрла пӑхӑнни.
Кӗске вӑхӑтлӑха усӑллӑ та пулма пултарать, канса илмелӗх, анчах вӑраха тӑсӑлсан -- ҫын хӑй ирӗкне ҫухатать.

📌Ҫакӑн пек танатасене нумайрах та нумайрах ҫын лексен мӗн кӗтмеллине ак кунта ҫырнӑччӗ:
https://t.me/chushu/1099

💊 Хамӑрта ҫынна упраса хӑварас тесен мӗн тума пултаратпӑр:
1. Чӗрӗ юлма тӑрӑшмалла. Пӗр питӗ ырӑ ҫын ҫапла каланӑччӗ: "Кам пӗр пурнӑҫ ҫӑлать -- ҫав тӗнче ҫӑлать, мӗншӗн тесен кашни ҫын вӑл -- тӗнче".

2. Аркатуран, курайманлӑхран пӑрӑнса ырлӑх, усӑллӑх, илем хӑпартмалли енне куҫмалла. Чун ӑҫта туртӑнать, ҫавӑнта вӑй хумалла. (Ӳнерҫӗсем, ку сирӗн вӑхӑт.) Ҫӗнӗ япала тӑвакан -- чӗрӗ.

3. Кама та пулин вӑйсӑртараххине пулӑшмалла. Пӗрре мар, яланах, ырӑ сӑмахпа та пулин. Ҫывӑх ҫынсемпе ӑшӑ юлмалла.

Кризис иртетех, ун хыҫҫӑн пирте мӗн юлать вара -- курайманлӑхпа ҫилӗ е ырлӑхпа ҫынлӑх -- пиртен килет.



Ҫӑлкуҫсем:

Социальное мышление как человеческий капитал
https://cyberleninka.ru/article/n/sotsialnoe-myshlenie-kak-chelovecheskiy-kapital/viewer

Социальная психология. Интенсивный курс, Майерс Девид
https://royallib.com/read/mayers_devid/sotsialnaya_psihologiya_intensivniy_kurs.html#0

«Бегство от свободы», Эрих Фромм
https://www.litres.ru/book/erih-fromm/begstvo-ot-svobody-23188720/chitat-onlayn/

«Кто останется в живых? Основы социометрии, групповой психотерапии и социодрамы», Якоб Леви Морено
https://www.litres.ru/book/yakob-levi-moreno/kto-ostanetsya-v-zhivyh-osnovy-sociometrii-gruppovoy-psi-69598549/

Социальная психология. Курс лекций, В.Т. Крысько

#longread
Тиркевлӗ шухӑшлав ҫинчен

Ку япала мӗн иккенне эпир калама ҫук кукӑр-макӑр ӑнланатпӑр.
Тӗрӗссипе чи малтан тиркевлӗ шухӑшлав вӑл ҫын хӑйӗн тӗрӗслӗхӗнче яланах иккӗленнине пӗлтернӗ.

Пирӗн вара ку термин мӑнкӑмӑллӑх ярлыкӗ пек усӑ курӑнма пуҫларӗ: "Эпӗ нимӗне те ӗненместӗп, эпӗ никама та шанмастӑп".
Урӑхла каласан, "эпӗ яланах ҫын шухӑшне тиркетӗп, манӑн хамӑн шухӑш вара, паллах, тӗрӗс, вӑл тавлашуллӑ япала мар."

Ҫын хӑйӗн шухӑшӗсене яланах тӗрӗс тесе шутласан, унӑн пуҫӗнче аташу пуҫланса каять, чӑнлӑх кукӑр куҫлӑхри пек курӑнать.

Тиркевлӗ шухӑшлав вара -- ӑслӑлӑх туптамалли чаплӑ инструмент тата уҫӑ ӑс-тӑн палли. Пӗтӗм тӗнчери экономистсен форумӗнче ӑна ҫитес ӗмӗрти чи кирлӗ soft skills хушшинче палӑртнӑ.

Мӗнле ӑна аталантармалла?
Тӗрлӗ меслетсем пур, пуринче те тӗп "юпасем": логика, анализ, синтез тата шухӑшлав йӑнӑшӗсене пӗлни (ак кунта ҫырнӑччӗ: https://t.me/chushu/1144)

Мана килӗшекен оригиналлӑ хӑнӑхтару ҫапла:
1️⃣хама килӗшмен условисене йышӑнмалла.
2️⃣кирек мӗнле те тавлашуллӑ шухӑш илмелле.
3️⃣PRO тата CONTRA аргументсене суйламалла, шухӑш йӗркелемелле.
Оппонентсен енне "куҫма" хӑтланса пӑхмалла, ҫав енче чӑнахах та пулнӑ пулсан, мӗнле аргументсемпе усӑ курма юрӗччӗ?

Тиркевлӗ шухӑшлав аталантарма мӗн чӑрмантарать вара?
🔘Кӑмӑл-туйӑмсене ытла ирӗк пани (уйрӑмах курайманлӑха парӑнни).
🔘Ансӑр тавракурӑм.
🔘Мӑнкӑмӑллӑх.
🔘Шанчӑксӑр ҫӑлкуҫсене суккӑрла ӗненни.


Ҫӑлкуҫсем:
https://postnauka.ru/wtf/157181
https://www.weforum.org/agenda/2020/10/top-10-work-skills-of-tomorrow-how-long-it-takes-to-learn-them/
https://www.litres.ru/book/richard-dokinz/slepoy-chasovschik-kak-evoluciya-dokazyvaet-otsutstvie-zamy-9243263/
https://media.foxford.ru/articles/critical-thinking#

#longread
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Кӑмӑл-туйӑм мӗн усси?

Эпир логикӑпа усӑ курса кӑна тӗрӗс йышӑну тума пултаратпӑр тесе шутлатпӑр, туйӑмсем вара пире ҫав ӗҫре чӑрмантараҫҫӗ тетпӗр.
Ҫук иккен.

1996-мӗш ҫулта Антонио Дамасио, нейробиолог, Эллиотт ятлӑ пациенчӗн пуҫ мимийӗн хуппин пӗр пайӗ (ventromedial prefrontal cortex) ванчӑк пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл чиста калаҫма та пултарнӑ, ӑсӗ те вырӑнӗнче пулнӑ, анчах кӑмӑл-туйӑмӗсем пач ҫухалнӑ. Ҫавна кура Эллиотт пурнӑҫӗнче пӗр йышӑну та тума пултарайми пулса тӑнӑ: вӑл мӗн тӑхӑнмаллине те, мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине те ниепле те татайман, пӗр вӗҫӗмсӗр +/- танлаштарнӑ.

2002-мӗш ҫулта Дэниел Канеман, психолог, экономика уйрӑмӗнче Нобель премине тивӗҫнӗ: вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 90% ҫын рационаллӑ мар, кӑмӑл-туйӑма, хӑнӑхӑва е социаллӑ йӗркене пӑхӑнса автоматикӑлла йышӑну тунине пӗлтернӗ.

Ҫак тӗпчевсем йышӑну тунӑ чух кӑмӑл-туйӑм кӑна кирлӗ пулнине пӗлтермеҫҫӗ, паллах. Ӑс-тӑн тата логика пурпӗрех кашни суйлав хыҫҫӑн мӗн пулса иртме пултарнине шута илме кирлӗ. Анчах кӑмӑл-туйӑм факторне те шута илни лайӑхрах йышӑну суйлама май парать иккен.

Тата вуламалли:
Интуици ҫинчен:
https://t.me/chushu/1294

Ҫӑлкуҫсем:
https://www.ubs.com/microsites/nobel-perspectives/en/laureates/daniel-kahneman.html
https://teletype.in/@kill_god/eKAejgAT

#longread
Мур хыҫҫӑн

Мур тесе хӑрушӑ, нумай вилӗм илсе килекен чирсене каланӑ, кунта вӑл -- plague, чума.
14-мӗш ӗмӗрте ҫав чир ҫынсен йышне ҫурмалла сахаллатнӑ, ҫитменнине, чирне пыйтӑсем сарнипе, унпа ытларах чухӑнсем аптранӑ. Аса илмелӗх, 14-мӗш ӗмӗр вӑл феодализм вӑхӑчӗ, ун чухне ҫын мӗнле ҫемьере ҫуралнӑ, ҫавӑн ӗҫне малалла тӑснӑ: хресчен ачи хресчен пулнӑ, улпут ачи -- улпут.

Анчах та мур иртсе кайнӑ хыҫҫӑн лару-тӑру улшӑннӑ. Ӗҫченсем хӑйсен йышӗ сахалланнине асӑрханӑ, халӗ вӗсем лайӑхрах тӳлекенсене суйлама пултарнӑ, ӗҫне улӑштарма пултарнӑ. Ватӑ тимӗрҫӗ ӗлӗк хӑйӗн ӗҫне хӑйӗн ывӑлне кӑна вӗрентнӗ пулсан, халь вара хӑть кама та илме хатӗр пулнӑ.
Ҫӗр нумай та йӳн пулса тӑнӑ, тата ҫӗр ӗҫлекенсем сахал пулнипе вара унта кӗтӳ кӗтнӗ. Ҫынсем лайӑхрах пурнӑҫ шыраса нумайрах куҫса ҫӳреме пуҫланӑ.

Малтан аслӑ ывӑлсем кӑна эткер илме пултарнӑ пулнӑ, кайран кӗҫӗннисене те, хӗрӗсене те эткер уйӑрма пуҫланӑ. Хӗрарӑмсен прависем тата упчари вырӑнӗсем ҫавна кура ҫирӗпленнӗ. Чиркӳсенче пупсем ҫитмен, вилнисен вырӑнне ҫамрӑк пупсем килнӗ, вӗсем вара пӗлӳсем ҫитменнипе ӗлӗкхи йӗркесенӗ ҫирӗп тытма пӗлмен, хӗрарӑмсем тӗн ӗҫӗсенче тата ахаль пурнӑҫра ытларах палӑрма пуҫланӑ.

Ҫак улшӑнусем пуянсене питӗ килӗшмен, паллах. Ятарлӑ саккунсем йышӑнса вӗсем "иртӗхнӗ хресченсене" каялла алла илесшӗн пулнӑ. Хресченсем вӑйлӑ пӑлханнипе ҫав саккунсем Хӗвеланӑҫ енче вӑй илеймен. Хӗвелтухӑҫ Европӑра вара патшасем ҫав пӑлхавсене пусарайнӑ, ҫавӑнпа унта крепостла йӗрке текенни ҫирӗпленсе кӑна кайнӑ.

Ирӗклӗхпе пӗрле мур хыҫҫӑнхи вӑхӑт тата курайманлӑх вӑррисене те илсе килнӗ. Хӑрушӑ чир ӑҫтан-мӗншӗн килнине пӗлмесӗр ҫынсем кама кӑна айӑпламан. Тӗслӗхрен, мӑсӑльмансем халӑх хӗрарӑмсене пула ҫылӑха кӗнипе тӗнче пӗтме пуҫланӑ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа тӗн енчен хаярланнӑ, хытӑрах йӗркесене ҫирӗплетнӗ.
Ҫаплах тата нумай ҫӗрте ют халӑхсене, уйрӑмах еврейсене тата чикансене, ытти куҫса ҫӳрекен ҫынсене чир сарнӑ тесе айӑпланӑ, вӗсене хӑваланӑ, вӗлернӗ, йышӑнман.

Ырри те пулнӑ: пӗтӗмӗшле Европӑра майӗпен пурнӑҫ хакӗ ӳснӗ, гуманизм ҫуралнӑ. Этем хӑйӗн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫне пӗрремӗш хут пысӑка хунипе Италире ҫӗнӗ пысӑк тапхӑр -- Ренессанс -- пуҫланнӑ.

#longread
Икӗ ачан икчӗлхелӗхӗ ҫинчен

Кашни ҫур ҫул хамӑн ачасен чӗлхе аталанӑвӗ ҫинчен ҫыратӑп:
1⃣ ача малтан вырӑсла лайӑхрах калаҫни ҫинчен
2⃣ чӑваш чӗлхине тӳрлетни ҫинчен
3⃣ логопедиллӗ проблемисем

Паян кун аслӑ ывӑл 4,6 ҫулта, вӑл логопед патне ҫӳрени 4 уйӑх. Садика та кӑҫалтанпа ҫӳрет, унта пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ паллах.
Логопед патне ҫӳренин уссине пит курмарӑм-ха: хальччентемпе сасӑ лартма пуҫлаймарӗ, ытлашши нумай йӑнӑш тусан ачан кӑмӑлӗ пӑсӑлать те вӑл урӑх ӗҫлесшӗн мар пулать. Анчах та логопедпа та эрнере иккӗ, манпа тата кашни кун чӗлхе гимнастикине тата массаж тунин усси курӑнать: с, з, ш сассисем халь йӗркеллӗ, тата т, д, л, р юлчӗҫ.

Паян мана унӑн "хӑйне тыткалани" ҫинчен аслӑрах логопед патне калаҫма чӗнчӗҫ. Вӑл ачана диагностика тунӑччӗ.
1. Ача имӗш иртӗхнӗ, ҫавӑнпа итлесшӗн мар, ӗҫлесшӗн мар. Эпӗ ача хыҫҫӑн каятӑп имӗш.
2. Эпир килте икӗ чӗлхепе калаҫнипе ачан чӗлхе шайӗ час хӑпармасть, ҫавӑнпа ӗҫ хӑвӑртах кайтӑр тесен килте пӗр чӗлхе ҫине куҫмалла.

Икӗ тезиспа та эп килӗшес ҫук.
Пӗрремӗшне тӗкӗнместӗп, иккӗмӗш ҫинчен каласа хӑвармалли пур:
🔹Икӗ чӗлхеллӗ ачан кашни чӗлхепе "словарный запас" унӑн пӗр чӗлхеллӗ тантӑшӗсенчен пӗчӗкрех пулни йӗркеллӗ япала. Ку япала вӑхӑтлӑха кӑна, кайран, шкула кайиччен е (чи кайри) вӑтам шкула куҫиччен вӑл шайлашать.
🔹Сасӑ проблемисем икӗ чӗлхелӗхпе ҫыхӑнман, кун пирки ҫирӗп тӗпчевсем пур (ача пӗр чӗлхере пӗр-пӗр сасӑ калаймасан, вӑл ӑна урӑх чӗлхере те калаймасть). Ҫавна кура пӗр чӗлхе ҫине куҫни хӑвӑртрах сасӑ лартма пулӑшмасть.
🔹Пирӗн ҫӗршывра 80% вырӑс пурӑнать, вӗсем пурте тенӗ пек пӗчӗкрен пӗр чӗлхеллӗ кӑна. Ытти 20%-ран та хӑшӗсем килӗнчӗ вырӑсла кӑна калаҫнӑ.
Ҫавна кура пирӗн логопедсем, уйрӑмах республикӑсен тулашӗнче, мӗн пӗчӗкрен икӗ чӗлхеллӗ ачасене сайра кураҫҫӗ, вӗсен нормисем урӑхла пулнине пӗлмеҫҫӗ.

⚠️ Ашшӗ-амӑшӗ яланах ачине ырӑ кӑна сунать, ҫавӑнпа логопедсем кун пек канашсем парсан нумайӑшӗ итлеҫҫӗ. Ҫак канашсем пулӑшмаҫҫӗ кӑна мар, сиенлӗ иккенне пурин те пӗлмелле.

Эпир хамӑрӑн логопед патне ҫавах ҫӳреме шут тытрӑмӑр. Паян ак пурпӗр прогресс пулчӗ -- педагог мӗн каланине ача йӑлтах савӑнса турӗ тет, чиперех ӗҫлерӗ тет. Майӗпен пулсан та, усси пулатех тетӗп.

Кӗҫӗн ывӑл иккӗре халь. Эпӗ те, пиччӗшӗ те унпа ҫуралнӑранах чӑвашла калаҫнипе вӑл хӑйӗн ҫулӗсем валли питӗ лайӑх тата нумай калаҫать. Вырӑсла кӑштах сахалтарах, анчах куншӑн эп пӑшӑрханмастӑп, вӑл-ха кӑҫал садика каять.
Уйрӑмах мана мӗн килӗшет: вӗсем хӑйсен хушшинче 95% вӑхӑт чӑвашла калаҫаҫҫӗ.
Ҫапла диалог пӗр кун илтрӗм:
-- Пичче, пойдём! 😊
-- Эс мӗн манпа вырӑсла калаҫан? 🤨

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх #longread
Клипла шухӑшлав тӗнчере ҫук

Федор Гиренок философ шутласа кӑларнӑ термин "клиповое мышление" имӗш хальхи ҫамрӑксен аталаннӑ ҫӗнӗ шухӑшлав тӗсне пӗлтерет: питӗ тарӑн мар, питӗ эмоционаллӑ, чухӑн чӗлхеллӗ, т.ыт.те. Унтан ҫак термин вырӑс чӗлхеллӗ ресурссенче анлӑ сарӑлнӑ, ытти тӗнче кун пек термин пӗлмест.

🧠Тӗрӗссипе вара кашни ҫын пӗр шухӑшлав тӗсӗпе кӑна мар, пӗр харӑс темиҫепе усӑ курма пултарать: шухӑшлав сӑнарлӑ, вербаллӑ, абстрактлӑ-логикӑллӑ тата пралогикӑллӑ пулать.

Клипла шухӑшлав тесе хӑш чух урӑх термина асра тытаҫҫӗ: медиамультитаскинг. Пӗр вӑхӑтра темиҫе информаци ҫӑлкуҫӗпе усӑ курнин чӑнах та темиҫе тӗрлӗ витӗм пур.

👎Ҫакӑн пек тару-тӑрура ӗҫсене пурнӑҫлассин тухӑҫлӑхӗ чакнине кӑтартакан тӗпчевсем пур -- мӗншӗн тесен пирӗн ҫак ӗҫсен хушшинче хамӑрӑн тимлӗхе пайлама тӳр килет.

👍Анчах та когнитивлӑ процессем ҫакна пула аптрамаҫҫӗ.

👎Шкул ачипе студент социаллӑ медиасенче мӗн чухлӗ нумайрах вӑхӑт ирттерет, вӗренӳри ҫитӗнӳсем ҫавӑн чухлӗ начартарах.
Мӗншӗн тесен тик-токра е ютубра кунӗн-ҫӗрӗн ларсан вӗренме вӑхӑт юлмасть, ҫав кӑна.

🙃Гугл эффекчӗ: информацие онлайн тупма май пуррине пӗлсе ҫынсем нумайрах астуса юлма тӑрӑшмаҫҫӗ.
Пӗрремӗшӗнчен, ку иккӗлленӳллӗ япала, тӗпчевӗ ҫирӗпех мар. Иккӗмӗшӗнчен, ахаль мӗн-тӗр астуса юлни (тӗслӗхрен, сӑвӑ пӑхмасӑр калама е истори пулӑмӗсен ҫулӗсене вӗренни) лайӑхрах шухӑшлама пулӑшмасть.
Лайӑх шухӑшлама ҫӗнӗ чӗлхесем вӗренни, ҫӗнӗ кӗвӗ хатӗрӗсене алла илни, ҫӗнӗ професси илни пулӑшать, нейронлӑ системине аталантарать.

🔘Тӗпчевсем тата пӗлтереҫҫӗ: медиа ҫынсен шухӑшлавне мӗнле витӗм кӳнине ҫынсем хӑйсем тӗрӗс хаклаймаҫҫӗ. Проблемӑсем пур тесе шутлаҫҫӗ пулсан та, чӑннипе, ятарлӑ тестсем нимӗнле улшӑну та кӑтартмаҫҫӗ.
Мӗн чӑннипе пулма пултарать: тимлӗхпе концентраци ҫитменни -- пӗрмай улшӑнакан информаци юхӑмӗ ытла пысӑк пулнипе.
Анчах шухӑшлав проблеми кунта пач та ҫук.

Ҫӑлкуҫӗ:
https://postnauka.org/longreads/156614

#longread
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
ASMR (autonomous sensory meridian response)
- контент хӑй шутне лӑпкӑ тата ҫепӗҫ сасӑсене, тимлӗн пӑхнине, объектсене йӗрленине тата ачашланине кӗртет. Пӗтӗм ҫынсенчен 20% пек ASMR эффектне туйма пултараҫҫӗ тет: ҫавӑн пек видео пӑхнӑ чух ӳт тӑрӑх шатра иртсе кайма пултарать е урӑх туйӑм сиксе тухать.

ASMR ыйхӑсӑр, пуҫ ыратнипе, ытла вӑйлӑ пӑшӑрханнипе асапланакансене пулӑшма пултарать, анчах унӑн тухӑҫлӑхӗ ҫынран ҫынна расна. ASMR опычӗ тӗрлӗ ҫынсен чылай уйрӑлса тӑма пултарать: пӗрисене вӑл лӑплантарать, теприсене чӑрмантарать.

АSMR тата мизофони (хӑш-пӗр сасӑсене тӳсейменни) хушшинче ҫирӗп пӗрпеклӗх пур. Вӗсем пӗр спектрти реакцисен икӗ хирӗҫле вӗҫӗсем пулма пултараҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра вара ASMR -- сасӑ-туйӑмлӑ синестези спектрӗн позитивлӑ вӗҫӗ.

Синестези -- неврологиллӗ тӗлӗнмелле феномен, ҫавна туякан ҫынсем япаласен физикӑллӑ паллисем арпашса е пӗрлешсе кайнине сӑнаҫҫӗ: вӗсем шӑршӑ сассине илтме е саспаллисен тӗсне курма пултараҫҫӗ, тата ытти те . Тӗслӗхрен тата, пӗр тӗрлӗ салма тутлӑ пулать, тепӗр тӗрлӗ, ҫав чустаранах туни -- тутлӑ мар пек туйӑнать.
Кун пек эффект пуҫ мимин тӗрлӗ пайӗсен хушшинче изоляци ҫителӗксӗр пулнипе пулать, урӑхла каласан, пуҫ мимин пӗр пайне каякан сигнал ҫула май урӑх пайне те пӑлхатать.

Ҫапла вара ASMR туякан ҫынсенче вӗсем илтекен сасӑ темле туйӑм ҫуратать: лӑпкӑ е чӑрмавлӑ.

P.S. комментарисенче сире килӗшекен чӑвашла ASMR-видеосене ярсан аван ☀️

#longread
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM