Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Audio
Комуз сасси
#юрӑ
Юрӑ сӑмахӗсем
#юрӑ
Хура-тур лашине тытма пĕлес пулать
Тытма пĕлес пулать анчах мар
Тытма пĕлес пулать, кӳлме пĕлес пулать
Унсăрăн çула çухатан.

Ыр тăвансем патне кайма пĕлес пулать
Кайма пĕлес пулать анчах мар
Килме пĕлес пулать, кайма пĕлес пулать
Унсăрăн тăван сивĕнет.

Хура-тур лашине пăхма пĕлес пулать
Пăхма пĕлес пулать анчах мар
Пăхма пĕлес пулать, савма пĕлес пулать
Унсăрăн утна çухатан...

Тăван, ай, халăха сума сӑвас пулать
Сума сӑвас пулать анчах мар
Сума сӑвас пулать, ыр ĕç тăвас пулать
Унсăрăн ятна çухатан.

© Эмине, XIX ӗмӗр
Праски Витти ӳкерчӗкӗсем

#сӑвӑ #юрӑ
Илемлё, илемлё
Августа Уляндина
Ыран чӑваш тӗрри кунӗ пулать.
Чӑваш тӗрри -- пирӗн халӑхӑн визитки, ак кунта пӑхса тӗлӗнме пултаратӑр:

http://www.nbchr.ru/virt_vyshivka/index.html

#юрӑ
Hijo de la luna
Mecano
Ҫамрӑк чикан хӗр Уйӑхран юрату тархасласа ыйтать, Уйӑх килӗшет, анчах ҫакӑншӑн "санӑн пӗрремӗш ывӑлна илетӗп" тет.
Вӑхӑт иртсен ҫав чикан арӑм пулать те ача ҫуратать: ашшӗпе амӑшӗ хура, ывӑлӗ вара уйӑх пек шурӑ.
Ашшӗ ҫиленет, арӑмне улталанӑ тесе шутлать те ҫӗҫӗпе чиксе вӗлерет. Ачине ту ҫине йӑтса кайса хӑварать.
Ача макӑрнине Уйӑх илтет те, анса ачине хӑйӗнпе пӗрле ҫӳле илсе хӑпарать.

Ачи макӑрсан уйӑх ҫурла пек - сӑпка пулса тӑрать, ачине йӑпатать. Ачи савӑнӑҫлӑ пулсан уйӑх та тулли, телейлӗ.

#юрӑ #халлап
Салтак юрри

Хире тухрӑм эп ҫывӑрма,
Пуҫма хутӑм эп тумхаха.
Алла чиксе кумӗр илтӗм *,
Ҫамрӑк пуҫма инкеке.

Приюмӑн ** крильцисем, тӑвӑр икӗ алӑкӗсем,
Приюмӑн ӑшӗнче чун илекен пур иккен,
Приюмӑн алӑкӗсем кӗленче иккен,
Хӗвел пӑхсан, ҫуталать,
Ҫуталманни вутпа ҫунтӑр,
Ҫамрӑк пуҫӑм манӑн ҫухалать.

Кӑҫал каснӑ пӗрмесем ***
Шурӑ Атӑлта сул пулать.
Ҫухалнӑ пуҫ ҫухалать,
Ман ылханӑм ҫав пултӑр.

Тӑваттӑлла явнӑ сӳс кутлӑх,
Мӗншӗн часах татӑлать-ши,
Сӳсӗ начартан-и-мӗн?
Ҫук, сӳсӗ те начартан мар,
Лаша ҫинчен пӗртех хывӑнманран.

Мӗншӗн та маттурах салтака кайнӑ ачасем
Тӳсӗмсӗр те халь пулаҫҫӗ,
Хуйхӑран-ши вӑл вара?
Ҫук, хуйхӑран мар, мӗн те мар,
Кунӗн-ҫӗрӗн ҫӗмӗрӗлсе ҫӳренӗрен.

#юрӑ #сӑвӑ

* Алла чиксе кумӗр илтӗм - шӑпа туртса (жеребьёвкӑра) салтака каймаллине туртса кӑларни (кумӗр = кӑмрӑк)

** Приюм - приём, "военкомат"

*** Пӗрме = пӗрене, сулӑ (плот) валли каснӑ йывӑҫ
Мир пурнӑҫа! Вилӗм вӑрҫа!

Вӑрҫӑ пире хӑратман, хӑратмасть,
Вӑйлӑ эпир вӑрҫӑран.
Вилӗме пурнӑҫ чӑтма пултармасть,
Тулӗ шӑпу сан, тӑшман!

Пӗтӗм тӗнче янратать, кӑшкӑрать:
Мир пурнӑҫа! Мир пурнӑҫа!
Пӗтӗм тӗнче кӑшкӑрать:
Вилӗм вӑрҫа! Вилӗм вӑрҫа!
Мир пурнӑҫа!

Мул хуҫисемшӗн тӑван ачине
Амӑш вӑрҫа парас ҫук,
Халӑх тӑхлан сапакан пӑшалне
Хӑй ҫинелле йӑтас ҫук.

Пӗтӗм тӗнче янратать, кӑшкӑрать:
Мир пурнӑҫа! Мир пурнӑҫа!
Пӗтӗм тӗнче кӑшкӑрать:
Вилӗм вӑрҫа! Вилӗм вӑрҫа!
Мир пурнӑҫа!

Сарӑ хӗвел выляса ҫӗкленет
Ылтӑн шевле сапалать.
Пирӗн тӑван ҫӗршыв ҫутӑ кӳрет,
Пӗр тӗрӗс ҫул кӑтартать.

Пӗтӗм тӗнче янратать, кӑшкӑрать:
Мир пурнӑҫа! Мир пурнӑҫа!
Пӗтӗм тӗнче кӑшкӑрать:
Вилӗм вӑрҫа! Вилӗм вӑрҫа!
Мир пурнӑҫа!
© Стихван Шавли

#сӑвӑ #юрӑ