Чӑвашла шухӑшла
457 subscribers
715 photos
27 videos
32 files
251 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Ашшĕ-амăшĕсен йăнăш шухăшĕсем
(Юлашки пайӗ)

Малтанхисем:
"Мӗншӗн ачасемпе чӑвашла калаҫмалла?"
https://t.me/chushu/954

"Ма ача чӑвашла калаҫмасть? Мӗн тумалла?"
https://t.me/chushu/991

#нумай_чӗлхелӗх
#longread
#нумай_чӗлхелӗх
#опыт

ИММИГРАЦИРЕ НУМАЙ ЧӖЛХЕЛЛӖ АЧА ӲСТЕРНӖ ОПЫТ

1/9 пайӗ

Сирӗн ачӑр тӳрех 3 чӗлхепе калаҫни мӗнле майпа пулса тухрӗ?
Полилингвсене ӳстерес енчен тӗрлӗ стратегисем пур: пӗр ҫын - пӗр чӗлхе, эрнери тӗрлӗ кунсенче тӗрлӗ чӗлхесем, тӗрлӗ лару-тӑрура тӗрлӗ чӗлхесем... Мӗнле стратеги эсир суйласа илтӗр?

Пӗтӗмӗшле кӑтарту валли ҫеҫ: эпӗ тата манӑн упӑшка иксӗмӗр те еврей-ашкенази. Эпӗ Питӗртен, манӑн ҫемье консервативлӑ, вӑл Харьковран, унӑн ашшӗ-амӑшӗ реформистсем пулнӑ. Кайран улшӑнусем пулчӗҫ - эпӗ Христос тӗнне йышӑннӑ (деноминацисӗр), мӑшӑр - ультра реформизмра, хӗрӗмӗр - реформизм йышӑннӑ. Реформизм - пысӑк юхӑм, йӑла-йӗркесене тытса пыраканскер, анчах экстремизмсӑр. Эпир йӑласемпе уявсене уяса пурӑнатпӑр, анчах кошерлӑ мар апата ҫав тери юрататпӑр :(
Вӑл - ученӑй физик, эпӗ - малтан врач-педиатрччӗ, халӗ аслӑ шайри медсестра (nurse practitioner), икӗ хутлӑ Masters, госпиталист.
Хӗрӗм халӗ 19 ҫулта, вӑл колледжра вӗренет, пӗр харӑс аслӑ математикӑпа статистикӑра.
Эпир ҫул ҫӳреме юрататпӑр, ӑслӑлӑх тата Шекспир фанатикӗсем, тата илемлӗ ӑсталӑхӑн тӗрлӗ ҫул-йӗрӗсем ҫинчен тавлашма юрататпӑр, кашнийӗн хӑйӗн юратнӑ ҫулӗ-енӗ пур.
Ҫемьери активлӑ усӑ куракан чӗлхесем: вырӑспа акӑлчан чӗлхисем пӗр тан, иврит - пурте калаҫатпӑр, унпа тӗн темисем валли усӑ куратпӑр, тӑвансемпе калаҫатпӑр тата Тора сӳтсе явнӑ чухне усӑ куратпӑр. Кӑштах испанла (мана профессипе кирлӗ пулкалать) тата нимӗҫле калаҫкалатӑп.

Анечка ҫуралнӑ тӗле эпир иксӗмӗр те билингвсемччӗ (вырӑсла тата акӑлчанла), ман упӑшкана тата вӑл ача чухне иммиграцине шанакан ашшӗ-амӑшӗ ивритла вӗрентнӗ (вӑл вара чылай каярах куҫса кайрӗ, эпир пӗрлешнӗ тӗле ашшӗ-амӑшӗсем ҫак тӗнчене пӑрахса кайнӑ пулнӑ ӗнтӗ). Пирӗн ПАТТЕРНСЕМ пурччӗ - сӑмахран, эпир хамӑр мӗн пӗлнине сӳтсе явма/вулама АПШ-ра пире акӑлчанла ансатрах пулнине тавҫӑртӑмӑр. Вырӑсла Шекспира сӳтсе явнӑ чух усӑ куратпӑр, мӗншӗн тесен вӑл акӑлчанла янӑрать... ытла тӗрӗс, лайӑхрах определени ҫук пулнӑран. Эпӗ чи малтан биохимие акӑлчанла вӗрентӗм, мӗншӗн тесен куҫарман кӗнеке 3 хут йӳнӗрехччӗ. Манӑн атте - аннепе вырӑсла калаҫатпӑр. Мӑшӑрӑн тӑванӗсемпе - ивритла. Тата ытти те.

Анечка экстремаллӑ ир ҫуралчӗ, сывлӑх енчен питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе ӳсрӗ. Хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те парас тенипе, эпир ХАМӐР пурнӑҫ йӗркине улӑштарас мар терӗмӗр. Урӑхла каласан, эпир ҫаплах музейсемпе выставкӑсене ҫӳреттӗмӗр, вӑл 9 уйӑх тултарнӑ чух ман упӑшка вӑхӑтлӑх ӗҫ илчӗ ( sabbatical - яланах тӗпчевсем, монографисем т.ыт. те, питӗ пысӑк интенсивлӑ) - Оксфордра, Англи, эпир унпа пӗрле кайрӑмӑр, ҫавӑнта 5 уйӑх хушши эпӗ те, хӗрӗм те музейсенчен, концертсенчен, тӗрлӗрен паллӑ вырӑнсенче ҫӳресе аран тухрӑмӑр.
Хӗрӗмӗр социум тата культура хутлӑхне 4 уйӑхран пуҫласа хутшӑннӑччӗ, эпир хамӑр хальччен мӗнле пурӑннӑ пекех пурӑнаттӑмӑр, ҫаплах ача умӗнче те (паллах ӗнтӗ, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнассисӗр пуҫне), мӗншӗн тесен эпӗ ӑна "кенгуру" меслечӗпе пӑхса ӳстернӗ - ку вӑл ача яланах амӑшӗпе ҫывӑх тытмалли меслет. Ҫулталӑк ҫурӑ тултариччен ку унӑн чӗри тӳсеекен пӗртен-пӗр юрӑхлӑ меслетчӗ. Ӗҫ пынӑ май эпир те вӑл ҫураличченхи пекех калаҫаттӑмӑр. Ларатпӑр ахаль - акӑлчанла халлап ҫапатпӑр, хӑнасем килчӗҫ - вырӑсла калаҫатпӑр, мӑшӑрӑм Шаббатра Тора вулать - ивритла. Тата ытти те - нимӗнле стратеги те пулман. Эпир ун ҫинчен шухӑшламан та :)
#longread
#нумай_чӗлхелӗх
#опыт

ИММИГРАЦИРЕ НУМАЙ ЧӖЛХЕЛЛӖ АЧА ӲСТЕРНӖ ОПЫТ

1/9 пайӗ https://t.me/chushu/1074
2/9 пайӗ

Ача илтнӗ чӗлхесем мӗнле пропорцире пулнӑ? Мӗнле чӗлхене вӑл чи малтан вӗреннӗ? Ачан сӑмахлӑхне мӗнле аталантарнӑ эсир?

Чӗлхесен пропорцийӗ пулнӑ та, халь те ҫавах: акӑлчанла тата вырӑсла 50/50, тата иврит 15 процент яхӑн пулнӑ (йӑлана кӗнӗ пек кашни Шаббатра Тора вулани, ӑна сӳтсе явни, тата, кӑмӑл пулсан, мӑшӑрӑн Израильте пурӑнакан тӑванӗсемпе калаҫни).
Анечка, эпир кӗтнӗ пекех, кая юлса калаҫма пуҫларӗ. Ӑс - тӑн аталанӑвӗн чӑрмавӗ пулман унӑн, пачах урӑхла (9 уйӑхра вӑл пиллӗкчен шутлатчӗ, каламан пулин те - ҫывӑрма выртнӑ чух пилӗк пӗчӗк минтерӗ те вырӑнтах пулман пулсан лӑпланмастчӗ - ҫапла эпир ӑна пӗлтӗмӗр). Пӗр ҫул ҫурӑра та, икӗ ҫулта та вӑл вырӑсла та, акӑлчанла та нумай предметсен ячӗсене пӗлетчӗ, "юрамасть" тата ытти виҫӗ чӗлхеллӗ командӑсене те ӑнланатчӗ, анчах калаҫма "ма" тата "гими" ("пар") акӑлчанла ҫеҫ калаҫатчӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, анчӑк пекчӗ - пурне те ӑнланатчӗ, анчах калаҫмастчӗ:) Логопедсем (speech-language pathologists) тӑтӑшах тӑрӑшатчӗҫ, анчах ача калаҫасшӑн марччӗ, калаҫу вырӑнне яланах хӑйӗн чӗлхине кӗртесшӗнччӗ: аллисемпе вылятнинчен пуҫласа мимика таранах усӑ курса "калаҫатчӗ". Вӑйпа калаҫтарма хӑтланса пӑхсан ача каҫӑхса макӑратчӗ, ку япала вара унӑн чӗри аптранипе ниепле те юраманнине пула, эпӗ ача хыҫҫӑн каяттӑм, ку вара лайӑхах марччӗ те. Вӑл кӗнекесемпе сӑвӑсене кирек мӗнле чӗлхепе те итлеме юрататчӗ.
Ача 3 ҫула ҫитеспе эпир Израиле кайрӑмӑр, унта пирӗн тӑвансем ӑна ытти ачасемпе выляма яма калаҫтарса килӗштерчӗҫ, вӗсен ҫемйинче вӑл вӑхӑтра ачасен шучӗ вӑтӑра яхӑнччӗ. Ҫемйи пысӑк, лингва-франка вырӑнне хутӑш иврит, идиш, арамей чӗлхипе, унсӑр пуҫне тата вырӑсла тата акӑлчансенчен килнӗ уйрӑм сӑмахсемпе усӑ кураҫҫӗ. Эпӗ хӑраса ӳкрӗм, анчах мана калаҫтарса килӗштерчӗҫ. Пӗрремӗш кунах вӑл "канфет", "печени", "апат", "ачасем", "пар", "тархасшӑн" сӑмахсем калама пуҫларӗ. Йӗри-тавра пылак япаласем калама ҫук нумай, анчах вӗсене ыйтмалла пулнӑ :) Вӑл хӑйӗншӗн ансатрах пек туйӑнакан сӑмахсемпе усӑ курчӗ, сӑмахран, вырӑсла "пожалуйста" вырӑнне акӑлчанла "рlease" йышӑнчӗ. Тепӗр виҫӗ кунтан вӑл "тархасшӑн канфет пар-ха" евӗр сӑмахсемпе лайӑх калаҫма пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ытти ачасем те ҫавӑн пекех тӑватчӗҫ. Пӗр вӑхӑтра вӑл "чӗлхе салатне" кӑйнӑччӗ, виҫӗ чӗлхери сӑмахсене пӑтраштаратчӗ, ун чух пӗр сӑмахах темиҫе хутчен тӗрлӗ чӗлхепе темиҫе хут каламаллаччӗ, тата тепӗр хут калама ыйтмалла пулчӗ. Паллах, лӑпкаса та юратса кӑна калаҫаттӑмӑр.
Израильте вӑл мӗншӗн калаҫмаллине тавҫӑрса илнӗ пек туйӑнать мана. Ҫав ҫемьере ачасене юратаҫҫӗ те ачашлаҫҫӗ, анчах канфет/юмах/тата мӗн те пулин ыйтмалла, кайран тав тумалла. Паллах, прогресса асӑрхасанах, эпир Анечкӑран тата нумайрах каласа пама, пиртен мӗн пуррине пурне те ыйттарма тытӑнтӑмӑр. Пӗррехинче эпир пикнике пӗр корзинка улма-ҫырла туяннӑччӗ. Унӑн кашни улма ҫинчен (пысӑк, сарӑ, пылак панулми, вӑл мӗн евӗрлӗ тата ытти те) малтан хӑй суйласа илнӗ чӗлхепе, унтан тата тепӗр чӗлхепе каламаллаччӗ. Туяну пӗр сехет иртрӗ, мӗскӗн сутуҫӑ :) эпир кирек мӗнле ӗҫе те ӑнлантарса параттӑмӑр, ӑна тепӗр хут калама ыйтаттӑмӑр (атя аллусене ҫӑватпӑр, аллусем ҫинчи микробсене ҫуса ярар, вӗсем усал... кам усал?) Ҫав вӑхӑтрах вара эпир аллине вылятни ҫине пӑхма пӑрахрӑмӑр, скандалсем урлӑ паллах.
Израильтен икӗ уйӑхран (ача 3 ҫул та 1 уйӑхраччӗ, е 2 ҫул та 10 уйӑхра "аталану календарӗ" тӑрӑх) "1 ҫул та 3-6 уйӑха яхӑн" шайри сӑмахсемпе калаҫакан ачана илсе килтӗмӗр. Малалла вара ӑна пирӗнпе калаҫма килӗшнӗ пирки ӗҫ ҫӑмӑлтарах иртрӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав майпа хӑйӗн ҫине пӑхтарас тесе кӑмӑла хума хистенӗ. Паллах, калаҫура "ан шавла", "ҫӑварна хуп", "ан ыйт" евӗр сӑмахсем пулман.

---- 2/9 пӑйӗн вӗҫӗ ----
#longread
#нумай_чӗлхелӗх
#опыт

ИММИГРАЦИРЕ НУМАЙ ЧӖЛХЕЛЛӖ АЧА ӲСТЕРНӖ ОПЫТ

1/9 пайӗ https://t.me/chushu/1074
2/9 пайӗ https://t.me/chushu/1078
3/9 пайӗ

Чӗлхене аталантарма ачан чӗлхе хутлӑхне хутшӑнмалла. Чӗлхе хутлӑхӗсемпе культурӑна хутшӑнассине эсир мӗнле тивӗҫтертӗр?

Эпир чӗлхе хутлӑхне мӗнле йӗркелерӗмӗр:) Израильтен таврӑннӑ хыҫҫӑн пуплеве аталантарас енӗпе ӗҫлекен спецсем ҫапах та ку ӗҫе ачан ӑҫта, кампа тата мӗнле чӗлхепе калаҫмаллине ӑнланнине йӗркелеме кирлӗ тесе каларӗҫ.

Ҫавӑнпа эпир кӑштах лартӑмӑр та акӑ мӗн ҫыртӑмӑр:
– эпир вырӑсла ҫеҫ тӑвакан япаласем пур, вара ӗҫӗ те пӗтнӗ. Ун пеккисен шутне эпир мӗн кӗртрӗмӗр: пурте пӗрле пуҫтарӑннӑ чухнехи сӗтел хушшинчи калаҫусем (Шаббатпа уявсемсӗр пуҫне), ҫавах тата манӑн атте-аннепе калаҫни. Тата - эпир ахаль вырӑс праҫникӗсене пурне те паллӑ тӑватпӑр, вӗсем АПШ-ра (Ҫӗнӗ ҫул, мартӑн 8-мӗшӗ) пачах та паллӑ мар, ҫавӑн пекех пирӗн ҫуралнӑ кунсене те палӑртрӑмӑр. Пурте, вӗсем шутне кӗрекеннисем – вырӑсла кӑна. Тата Анечкӑн пысӑк Чебурашка пурччӗ, вӑл акӑлчанла калаҫмастччӗ :(
4 ҫултанпа кун ҫумне тата хушӑнчӗҫ:
-Раҫҫей историйӗ (ӳкерчӗклӗ кӗнекесен чаплӑ серийӗ пурччӗ, шел те, унӑн ятне маннӑ, каярахпа - эпӗ адаптациленӗ Ключевский)
-вырӑс культури (хӑй вӑхӑтӗнче упӑшкан амӑшӗ илнӗ кӗнеке, илемлӗ кӑларӑмсем питӗ нумай пулнипе, тав ӑна)

– пур ҫӗрте те, акӑлчансӑр пуҫне пӗр чӗлхепе те калаҫман ҫынсем хушшинче пур ҫӗрте те – акӑлчанла ҫеҫ калаҫатпӑр, ӗҫӗ те пӗтнӗ. Урӑхла каласан, пур ҫӗрте те ҫын умӗнче - акӑлчанла. Палламан ҫынсемпе кун пек туни сӑпайлӑх кӑтартни пек туйӑнать пире.
– пӗтӗм Америка уявӗсене паллӑ тӑватпӑр, ҫав хушӑрах килте те, сӗтел хушшинче те акӑлчанла калаҫатпӑр. Ну, мӗншӗн тесен, Thanksgiving Day вӑл Thanksgiving Day:)

– синагогӑра (мӑшӑрӑм Анечкӑна унта 3 ҫултан илсе кайма пуҫларӗ, эпир питӗ аякра пурӑнаттӑмӑр, ҫавӑнпа уйӑхра пӗрре кӑна ҫӳренӗ) тата Израильти йӑхташӑмӑрсемпе калаҫнӑ чухне – ивритла кӑна калаҫатпӑр, пурин пекех. Чапи ятлӑ тетте-йытӑ пурччӗ, вӑл ивритсӑр пуҫне урӑх чӗлхесем пӗлместчӗ :(
-иудейсен мӗнпур уявӗсене паллӑ тӑватпӑр, ҫав хушӑра ивритла калаҫатпӑр
-Шаббата кашни эрнере йӑлана кӗнӗ кӗлӗ вулатпӑр
-иудаизм пирки хуть те мӗнле калаҫу
4 ҫул тӗлне ҫакӑн ҫумне хушӑнчӗ:
-еврей халӑхӗн историйӗ (ку темӑпа юрӑхлӑ ача-пӑча кӗнекисен шучӗ тӗнче)
-иудаизм тӗнче курӑм пек (шӑпах ҫапла – ачана тӗнче тӗнӗсем ҫинчен лайӑх ӑнлану паратпӑр тесе шутларӑмӑр, ӳссе ҫитсен – хӑех суйласа илӗ)
Паллах, кун пек пурнӑҫра вӗҫӗ-хӗррисӗр «ҫук, пӗчӗкскерӗм, кала-ха ак ҫапла … Мӗнле каласа парӑн-ха эсӗ ун ҫинчен кукамуна … ой, ӑҫта пирӗн Чапи? Хӑвӑртрах кайӑпӑр, Чебурашкӑна каласа парӑпӑр, ӑна та интереслӗ пулӗ». Ҫакӑ пӗр тонна нервӑпа чӑтӑмлӑха туртса илчӗ, анчах Анечка 4 ҫул тӗлне чӗлхесене уйӑрчӗ.

Шел пулин те, кирек мӗнле халӑхӑн та, кирек мӗнле ҫӗршывӑн (ҫемье пурӑнакан вырӑнсӑр пуҫне) историне, тӗрӗссипе, пурин те хӑйсенех вӗрентме тивет. Чи ҫӑмӑлли, паллах, халӑх юмахӗсенчен тата ашшӗ-амӑшӗ каласа панӑ мифологирен пуҫлама. Тата калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ япала вӑл – наци уявӗсем. Пач тӗрлисем, вӗсенче чи кирли - ашшӗ-амӑшӗпе ачисен калаҫӑвӗ, пур пулсан - тата юлташсемпе, хӑш чӗлхене ача тӗнчекурӑмне кӗртес тетпӗр - ҫав чӗлхепе. Вӗсем ҫитмеҫҫӗ-тӗк – шутласа кӑларма пулать, эпир пельмень кунне питӗ чаплӑ паллӑ турӑмӑр.
4-5 ҫулхи ача ҫав шухӑша питӗ ҫӑмӑллӑн ӑса хывать: «эпӗ (ҫӗршывра) пурӑнатӑп, анчах эпӗ ку ҫӗршывра пурӑнакан кӑна мар, эпӗ тата … мӗншӗн тесен эпир ҫакӑн пек тутлӑ ҫимӗҫсем ҫиетпӗр, ман пата Ҫӗнӗ ҫула Санта кӑна мар, Хӗл Мучи те килет» (хушса каламалли).

Ҫакӑнтан тӗп шухӑшсенчен пӗри ҫыхӑнуллӑ тухса тӑрать, вӗсене, пирӗн шутпа, хальхи тӗнчери кашни ачана вӗрентмелле: япӑх ҫӗршыв/чӗлхе/
халӑх ҫук.
Ҫакӑн пек воспитани парсан, паллах, ачан пурнӑҫра савӑнӑҫ питӗ нумай пулса тухать. Вӑл ҫапла пулмалла мар-и вара? Ҫапла вара – Thanksgiving Day – тӳрех Ханука – кайран часах Америка Раштавӗ, унтан Ҫӗнӗ Ҫул. 4 уяв пӗр раштав уйӑхӗнче кӑна. Ну, мӗн-ха вара — кашни ҫын парне туса ҫука юлас мар тесен, ун вырӑнне кирек камӑн та уяв чӗлхинчи тутлӑх, хаваслӑх, истори тата кӗнекесем илсе килме май пур.

--- 3/9 пайӗн вӗҫӗ ---
#longread
#нумай_чӗлхелӗх
#опыт

ИММИГРАЦИРЕ НУМАЙ ЧӖЛХЕЛЛӖ АЧА ӲСТЕРНӖ ОПЫТ

1/9 пайӗ https://t.me/chushu/1074
2/9 пайӗ https://t.me/chushu/1078
3/9 пайӗ https://t.me/chushu/1085
4/9 пайӗ

Полилингв ача-пӑчасем калаҫӑва хӑнӑхнӑ чухне йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ, сӑмахран, чӗлхе пӑтратни, теприсен (йывӑртарах) чӗлхине улӑштарни, пурте ӑнланаҫҫӗ, анчах темле чӗлхепе калаҫма килӗшменни тӗл пулать. Сирӗн мӗнле те пулин йывӑрлӑхсем пулнӑ-и, пулнӑ пулсан, эсир вӗсене мӗнле сиртӗр?

Йывӑрлӑхсем 5 ҫул тӗлне ҫухалнӑ. Питӗ нумай чӑтӑмлӑх кирлӗ, тепӗр хут калатӑп. Штатсенче (эпир пулнӑ пур ҫӗрте те) халӑх пурне те пӗлме тӑрӑшни пулӑшрӗ. Магазинта панулми ыйтнӑ чух: "Эпӗ тата вырӑсла панулми ыйтма пултаратӑп, ыйтас-и?" Анечка ҫавӑнпа сӗмсӗррӗн усӑ куратчӗ, мухтасса, тӳлевсӗр канфет парасса лӑпкӑн шанма пултаратчӗ.

Ҫавӑн пекех акӑлчанла "калаҫман" вылямалли теттесем йӗркелени те питӗ пулӑшрӗ, ҫавӑ пилӗк ҫул ҫурӑччен ӗҫлерӗ. Унтан вӑл вырӑссен ача садне лекрӗ, анчах унта чӗлхе аталанӑвӗн пур стадийӗсенче те ачасем пулнӑ, пӗр вырӑсла е акӑлчанла кӑна калаҫакансенчен пуҫласа вӗсене ивритпа тата испани чӗлхипе хутӑштариччен. Унӑн полиглот пултарулӑхӗ унта кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл мӑнкӑмӑлланса кайнӑ. Сӑмах майӗн, вӑл чӗлхепе усӑ курма пултарни обществӑшӑн кӑна мар пулнине часах ӑнланса илчӗ. Тепӗр уйӑхран ӑна тата тепӗр хӗрачана, акӑлчанла ҫеҫ калаҫаканскере, печени вӑрлассине сӳтсе явнине курнӑ. Акӑлчанла "мӗне пӗлтерет ку" тесе ыйтнине хирӗҫ вӑл вырӑсла мӑнкӑмӑллӑн "ку пирӗн хӗрупраҫ вӑрттӑнлӑхӗсем" тесе хуравларӗ:)

Тен, ытлашши йывӑрлӑхсем пулман пулӗ, мӗншӗн тесен эпир хамӑр чӗлхесене уйӑратпӑр. Эпир ӑна хамӑр калаҫусене хутшӑнтарма (паллах, интимлӑ плансӑр пуҫне) нихҫан та чӑрмантарман. Ҫавӑнпа та уншӑн паллӑ пулнӑ: "аннепе ӑслӑлӑх кухньӑра" (телевизор передачисен ҫаврӑмӗ) телевизорпа акӑлчанла пулса иртет пулсан, эпир ӑна акӑлчанла тӑватпӑр, анчах кӑнтӑрлахи апата пельмень ҫисен - эпир вырӑсла калаҫатпӑр, мӗншӗн тесен пельмень вырӑс.
Пӗррехинче эпир Пушкина сӳтсе яврӑмӑр та сисмесӗр акӑлчанла куҫрӑмӑр. Унӑн тӳрех ыйту тухса тӑчӗ - Пушкин вырӑс-ҫке, мӗншӗн кӳрентеретӗр эсир ӑна?

--- 4/9 пайӗн вӗҫӗ ---
"Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?" -- тени час-час илтӗнет.
Кун пек ыйту лартни пач тӗрӗс мар:

1. Мӗн пур чӗлхесен те тӗнчере пӗр пек функци. Чӗлхе вӑл -- калаҫу хатӗрӗ. Акӑ, тейӗпӗр, икӗ кӗреҫе пур -- пӗри пирӗн, тепри кӳршӗн. Вӗсем тӗрлӗ пулсан та, иккӗш те пӗр пекех ӗҫ хатӗрӗ, пӗр пекех лайӑх. Анчах эпир хамӑрӑн кӗреҫене темшӗн хурласа, ӑна хамӑра кирлӗ пек улӑштарас вырӑнне кӳршӗрен яланах кӗреҫе ыйтсан, -- пирӗн кӗреҫе пӑнтӑхать те ӗҫлӗхрен тухать.

2. Тӗнчери хутшӑнусенче усӑ куракан чӗлхесен шучӗ -- 7, вырӑс чӗлхи ҫав шута кӗрет, ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗсем, вырӑсли кирлӗрех тесе, ачисене чӑвашли вырӑнне вырӑсла калаҫтараҫҫӗ (анчах ача ик чӗлхе пӗлни вырӑс чӗлхине кӑшт та пӑсмасть!).
Анчах та юлашки вӑхӑтра онлайн-куҫаруҫӑсем вӑйлӑ аталанса кайрӗҫ. Мӗнле чӗлхепе сайт пулсан та, ӑна пурпӗр эпир вуласа ӑнланма пултаратпӑр. Кӑшт тӑрсан ҫынсем пӗр-пӗринпе чӗлхе пӗлмесӗрех аванах калаҫма пултарӗҫ акӑ -- миелофон пек япала пулӗ те.. Ун чухне вара мӗнле чӗлхе кирлӗрех пулӗ?

3. Ҫынсем урӑх чӗлхесене тӗрлӗ сӑлтавпа вӗренеҫҫӗ. Нумай хутра ҫак ӗҫӗн рационаллӑ сӑлтав ҫук. Ак, тӗслӗхрен, пӗр 15-20 ҫул каялла анимешниксен хушшинче яппун чӗлхине вӗренни анлӑ сарӑлнӑччӗ. Пӗр 10-15 ҫул каялла корей дорамисем пирӗн ҫамрӑксен пурнӑҫне кӗчӗҫ, унтан K-pop (korean pop-music). Вара пурте тенӗ пек корей чӗлхине вӗренме пикенчӗҫ.

4. Ытти чӗлхесем нумай, тӑван чӗлхе -- пӗрре. Чӑваш пулса чӗлхе пӗлменни вӑл маншӑн -- хӑйӗн килӗ ҫуккипе ют хваттерсем тӑрӑх ҫапкаланни пек. Ун пек те пурӑнма пулать, паллах, кама-тӑр килӗшет те пулмалла, анчах манӑн хам килте хуҫа пулас килет.

Чӗлхе вӗреннӗ чухне эпир вара яланах "чӗлхе кирлӗ" принциппа усӑ куратпӑр-и?
Эпир тем пек ӑслӑ та лайӑх вӗреннӗ пулсан та, яланах тулӑклӑ йышӑнусем тума хӑтланнӑ пулсан та, пурпӗрех ытларах кӑмӑл-туйӑмсене пӑхӑнса пурӑнатпӑр. (Кун ҫинчен уйрӑм ҫырӑп-ха.)

Чӑваш чӗлхи те маншӑн ма паха: вӑл асаттен халлапӗсем, асаннен сӑввисем, аннен апачӗсем, аттен юррисем, юлташсен вӑййисем.
Урӑхла каласан -- пӗтӗмпех ачалӑхри ҫутӑ самантсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ япала. Ҫакна эпир "тӑван" тетпӗр.

#longread
#нумай_чӗлхелӗх
Чӑвашла шухӑшла
Ҫак куна пирӗн каналта яланхи #сӑмах рубрики сайра тухать, шел пулин те. Тӳрленме тӑрӑшӑп-ха малашне. Сӑлтавӗ ансат та, кӑткӑс та: манӑн икӗ пӗчӗк ача, пӗри кӗҫ виҫҫӗ тултарать, тепри пилӗк уйӑхра. Ачасене эп ҫуралнӑранах чӑвашла калаҫтаратӑп, анчах та, виҫӗ…
Ултӑ уйӑх иртрӗ. Улшӑнусем лайӑх енне пулса иртрӗҫ, аслӑ ывӑл халь чиперех чӑвашла та, вырӑсла та калаҫать, кӗҫӗнни те пӗтӗмпех ӑнланать, чӑвашла пӗрремӗш сӑмахсем те пур.

Мӗн турӑм:

1. Телевизор сассине минимум таран чакартӑм. Вара мультфильмсене хамах чӑвашла "калаҫтартӑм".

2. Ҫывӑрма вырттарас умӗн, кӑнтӑрла та, каҫпа та, чӑваш юррисене юрлатӑп. Ачасене килӗшет.

3. Ачисене чӑвашла калаҫтарма тӑрӑшакан ашшӗ-амӑшӗсен ушкӑнне телеграмра хутшӑнтӑм. Пӗр-пӗрне пулӑшни, хавхалантарни вӑхӑт-вӑхӑт питӗ кирлӗ. Тата унта ачасем чӑвашла калаҫнине ҫыртарнӑ видеосене ачасем питӗ юратаҫҫӗ -- ҫапла вӗсем пӗччен маррине ӑнкарса илеҫҫӗ, вӗсем пекех чӑвашла калаҫакан ачасем тата та пуррине кураҫҫӗ. "Ачисем ӑҫта, атя пӑхатпӑр?" - тесе калать ман ача.

4. Константин Доброхотов блогер питӗ ансат та илемлӗ кӗске видеосем чӑвашла ҫыртарать, унсӑр пуҫне тата Александра Сергеевна блогер нумай пулмасть пӗтӗмпех чӑвашла видео тӑвать. Ҫавсене те кашни кун тенӗ пек кӑтартатӑп. "Хамӑр ял пар!" -- тесе ыйтать ача.

5. Кукашшӗпе кукамӑш мӑнукӗсемпе тинех чӑвашла кӑна калаҫма тытӑнчӗҫ. Тӑтӑшах вӗсемпе чӑвашла калаҫни те витӗм кӳрет, паллах.

6. Ачасемпе пӗрмай чӑвашла калаҫатӑп. Ашшӗ халь хӑй те чӑвашла лайӑх ӑнланать, кӑштах калаҫать те, ҫавӑнпа ҫак енчен килте чӑрмав ҫук. Ашшӗпе эпӗ те, ача та вырӑсла калаҫатпӑр.

Ҫапла вара, эпӗ таврара пӗртен-пӗр чӑвашла калаҫакан ҫын пулсан та, ачасем чӑвашла калаҫма пултарни паллӑ.
Паллах, питӗ вӑйлӑ мотиваци кирлӗ, хӑш чух -- пулӑшу, хӑш чух -- ҫӗнӗ пӗлӳ.

#нумай_чӗлхелӗх
Ача-пӑча литературине ак кунта итлеме май пур:

http://pchd21.ru/poslushaem

Шел пулин те, пурӗ 10 страницӑран чӑвашла 2,5 кӑна..

#нумай_чӗлхелӗх
⚡️"Хавал" тӑрӑшнипе ашшӗ-амӑшсем валли икӗ чӗлхеллӗ ача ӑнӑҫлӑ ӳстерме пулӑшакан брошюра хатӗр!

Хӑвӑр усӑ курӑр, малалла сарӑр!

P.S. Эстонларан вырӑсла куҫарни кунта:
https://t.me/chushu/899

#нумай_чӗлхелӗх
Сăтăрçă логопедсем çинчен

Кашни çур çул хамăн ачасен икчĕлхелĕх аталанăвĕ çинчен каласа паратăп.
Ак кунта пĕрремĕш пайĕ, ак кунта — иккĕмĕш.

Ача тăваттă тултарчĕ, чăвашла та, вырăсла та чиперех калаçать (хăйĕн çулĕсем валли), анчах та хăш-пĕр сасăсем йĕркеллĕ мар. Çавна кура логопед патне илсе кайма вăхăт çитрĕ тесе шутларăм.

Логопед ачапа калаçрĕ те çапла пĕтĕмлетсе пачĕ:
1. Вырăсла сăмахсем ача нормăран сахалтарах пĕлет (нож, белка, танк, локоть, колено, игла сăмахсене калаймарĕ). Ку вăл эпĕ ăна чăвашла калаçтарнăран, унăн шкулта вырăсла вĕренес пулать, çавăнпа та пирĕн приоритетлă чĕлхе суйламалла имĕш. "Если бы вы жили в стране, где государственный язык — чувашский..." Ăçта кун пек çĕршыв тупмаллине каламарĕ çав.
2. Ачапа малалла та чăвашла калаçсан, ача шкулта начар вĕренĕ. Мĕншĕн тесен вырăс чĕлхи ун чухне кирлĕ шая çитмест. Вӑхӑт сахал, васкамалла.
3. Темиçе сасă каламанни — питĕ япăх, ĕç пит нумай.

Çак логопед патне эпир урăх каймастпăр, паллах.
Пĕрремĕшĕнчен, мана унăн калаçăвĕнчи пассивлă агресси килĕшмерĕ.
Унтан — ачана ухмахрах вырăнне хуни (ача танк мĕн япала иккенне пĕлмесен логопедăн интонаци çав тери улшăнчĕ, тен мана туйăнчĕ кăна, анчах туйăма шанас терĕм).
Анчах чи пысăк сăлтавĕ — çак Агрессина Пассивовна икчӗлхелӗх пирки пач киревсĕр тата сиенлĕ канаш пани. Кун пек шовинистла шухӑшсем пирӗн ҫӗршыври логопедсен кӑна мар, пӗтӗм тӗнчере час-час тӗл пулаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Грецире.

Ачана тӑван чĕлхинчен уйăрни уншăн — амăшĕнчен тата çемьерен туртса илнипе пĕрех пулать [тесе шутлатӑп]. Чăваш тата вырăс чĕлхе хушшинче пĕрне кăна суйлани — амăшпе ашшĕ хушшинче суйланипе пĕрех.

Паянхи ӑслӑлӑх кун пирки мĕн шутлать:

❗️Логопедиллӗ проблемӑсемпе икчӗлхелӗх хушшинче ҫыхӑну ҫук.

🧠 Икчӗлхелӗх ӑс-хакӑл аталанӑвӗшӗн питӗ усӑллӑ. Шкулта ик чӗлхеллӗ ачасем пӗр чӗлхеллисем пекех вӗренеҫҫӗ.

🧑‍🎓 Мӗн пӗчӗкрен нумай чӗлхеллӗ ӳснӗ ҫынсен тиркевлӗ шухӑшлав (критическое мышление) вӑйлӑрах.

🏃‍♀️ Билингвӑн чӗлхисем, монолингвӑн чӗлхи пекех, индивидуаллӑ хӑвӑртлӑхпа аталанаҫҫӗ, анчах пӗр харӑс.

💞 Ик чӗлхеллӗ ача валли сасӑсем лартма унӑн проблемӑллӑ чӗлхепе ӗҫлекен логопед кирлӗ. Кун пекки пулмасан - нумай чӗлхелӗх аталанӑвне ӑнланакан логопед.

Ҫапла эпир хамӑра юрӑхлӑ логопед тата шыратпӑр-ха 🙂

Ҫӳлерех ҫырнӑ тезиссене ҫирӗплетекен ӑслӑ статьясем ҫакӑнта пухрӑм:

🔹Мӗн пӗчӗкренхи икчӗлхелӗх ача аталанӑвӗшӗн пӗртте сиенлӗ мар:
https://www.ncbi.nlm.nih.gov/pmc/articles/PMC6168212/

🔹Ик чӗлхелӗх ачасен пуҫ мимине улӑштарать:
https://www.frontiersin.org/articles/10.3389/fpsyg.2017.00552

https://www.ncbi.nlm.nih.gov/pmc/articles/PMC3583091/

🔹Сад ачисене ик чӗлхеллӗн вӗрентнин паха енӗсем:
https://www.researchgate.net/publication/369065583_The_benefits_of_bilingualism_in_early_childhood_education

🔹Икчӗлхеллӗ ачасем валли вӗсен тӑван чӗлхипе ӗҫлекен логопед кирлӗ:
https://cyberleninka.ru/article/n/logopedicheskaya-pomosch-dvuyazychnym-detyam-v-rechevom-razvitii/viewer

🔹Икчӗлхеллӗ ачасем социаллӑ-когнитивлӑ енчен вӑйлӑрах пулса ӳсеҫҫӗ:
https://www.child-encyclopedia.com/second-language/according-experts/second-languagebilingualism-early-age-emphasis-its-impact-early

🔹Пӗтӗмлетӳ (вырӑсла):
https://mel.fm/blog/daria-timoshchuk/76839-logopedy-vas-obmanyvayut

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх #longread
Нумай чӗлхеллӗ этикет ҫинчен

Культурӑсен хушшинчи нумай чӗлхеллӗ калаҫу ӑнӑҫлӑ тата пуриншӗн те кӑмӑллӑ пултӑр тесен этикетӑн пӗртен-пӗр ылтӑн йӗркине пӑхӑнмалла:
Хӑвна та, ҫынсене те хисепле.

Хамӑра хисеплесе эпир:
Тӑван чӗлхерен вӑтанмастпӑр
Чӑвашсемпе чӑвашла калаҫатпӑр: хӑть хӑҫан, хӑть ӑҫта
Иртен-ҫӳрен ҫынсем пире ӑнланманшӑн пӑшӑрханмастпӑр

Чӑвашла ӑнланман ҫынсене хисеплесе эпир:
✳️ Хутӑш ушкӑнра пурте ӑнланмалла чӗлхепе кӑна калаҫатпӑр, ыттисен умӗнче чӑвашла калаҫма тиврӗ пулсан куҫарса паратпӑр
✳️ Ҫын ҫинче (транспортра, лавккара, пульницара, т.ыт.те) чӑвашла (е урӑх чӗлхепе те) хытӑ калаҫмастпӑр. Хытӑ калаҫни ыттисене харпӑр калаҫӑва ирӗксӗр хутӑштарни пулать.
✳️ Уйрӑм лару-тӑрусенче пӗр-пӗрин хушшинче мӗнле тата хӑҫан калаҫмаллине ятарлӑн калаҫса татӑлатпӑр

Ку-ха вӑл чӗрӗ калаҫу ҫинчен. Интернетра калаҫу йӗрки кӑштах урӑхла:
❇️ Чӗлхе суйласа илнӗ чухне ушкӑн правилисене тата темине шута илмелле
❇️ Теми чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ тата правилисем чармаҫҫӗ пулсан чӑвашла ҫырма юрать
❇️ Мӗнле чӗлхепе коммент ҫырнӑ, ҫавӑнпа хуравлатпӑр [ҫав ҫын чӑвашла пӗлни паллӑ мар пулсан]
❇️ Пире хуравлакан начар ӑнланать пулсан, унран ыйтсан аван, тен вӑл вӗренет кӑна, ҫавӑнпа ҫӑмӑлтарах чӗлхе ҫине куҫасшӑн мар?

P.S. эсир кунта ҫырнипе килӗшменни те йӗркеллӗ, эпир тӗрлӗ, ҫав паха.

#нумай_чӗлхелӗх
Хӑҫан мӗнле чӗлхе усӑ курни ҫинчен

XIX-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче дворянсем час-часах французла ҫырнӑ. Вырӑс чӗлхи ҫав вӑхӑтра ытларах хресченсен, ахаль ҫынсен чӗлхи пулнӑ.

Пушкин хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ патне ҫырнӑ чухне француз чӗлхипе усӑ курнӑ: мӗншӗн тесен ун чухне вӑл сӑпайлӑх тата аристократи йышӑннӑ йӗркене пӑхӑннин палли кӑна пулнӑ.

Вӗсен ҫемье пурнӑҫӗ пуҫлансан вара, Пушкин Наталья Гончарова патне ҫырнӑ чух чӗлхине тӳрех улӑштарать:
🔹ҫырусенче ӑна "эсӗ" тесе чӗнме тытӑнать (французла "vous" ҫав вӑхӑтри ҫырура "эсӗ" пек те, "эсир" пек те куҫать, анчах ытларах дистанци тытнине пӗлтерет);
🔹вырӑсла ҫырать, паян вуласан хӑш чухне тӳрккесрех тата хытӑрах пек те туйӑнать -- анчах ун чухне вӑл арӑмне кӳрентересшӗн пулман, ӑна хӑйӗн тӗнчине, хӑйӗн ҫывӑхне кӗртесшӗн, тулашри тӗнчерен уйӑрасшӑн пулнӑ.

Ҫӑлкуҫ:
Левкович Я. Л. Письма Пушкина к жене.

#нумай_чӗлхелӗх
Урӑх чӗлхе -- урӑх ҫын

Эсир миҫе чӗлхе пӗлетӗр? Ҫакна вулатӑр пулсан -- сахалтан та иккӗ. Урӑх чӗлхене куҫнӑ чухне эсир хӑвӑра урӑх ҫын пек туятӑр-и, ҫук-и?

Пӗр нумай чӗлхеллӗ хӗр хӑй сӑнанипе пайлашрӗ:
🔹Вырӑсла (ун тӑван чӗлхи) калаҫнӑ чухне вӑл яланах хӑйне тиркессе, чышасса кӗтет, "кӗрешме" хатӗр.
🔹Акӑлчанла калаҫма ӑна пит ҫӑмӑл, хӑйне хапӑл тӑвасса пӗлет.
🔹Французла лайӑхах пӗлмесен те калаҫура хӑйне питӗ ирӗклӗ туять.
🔹Корейла пит хӑюсӑр, яланах аван мар пек пулать.
Сӑлтавӗ -- вӗрентекенсем тата калаҫакансем унпа хӑйсене мӗнлерех тыткаланинче тесе шутлать. Тӗслӗхрен, корейла вӗрентекенсем студентсенчен йӗплесе кулма юратнӑ, французсем вара кӑштах та пулин чӗлхе пӗлекенсене питӗ мухтанӑ.

Эпӗ хама чӑвашла тата вырӑсла калаҫнӑ чух тӗрлӗ ҫын пек туймастӑп, тен, мӗн пӗчӗкрен вӗреннипе. Акӑлчанла ман опыт лайӑхах мар ҫав, мана калаҫма йывӑр, ытлашши ҫӑвар уҫмастӑп та (ҫырма, вулама, итлеме -- аванах). Тутарла -- темиҫе ҫул калаҫман.

Эсир мӗн шутлатӑр? Ҫын урӑх чӗлхене куҫсан чӑнах улшӑнать-и?
Улшӑнать пулсан, тен, чӑвашла тин вӗренекенсене чышмалла мар, кӑсӑкланнӑшӑн, калаҫма хӑтланнӑшӑн, тӑрӑшнӑшӑн ытларах мухтамалла?

Каҫӑ:
https://t.me/mezhkulturno/819

#нумай_чӗлхелӗх
Икӗ ачан икчӗлхелӗхӗ ҫинчен

Кашни ҫур ҫул хамӑн ачасен чӗлхе аталанӑвӗ ҫинчен ҫыратӑп:
1⃣ ача малтан вырӑсла лайӑхрах калаҫни ҫинчен
2⃣ чӑваш чӗлхине тӳрлетни ҫинчен
3⃣ логопедиллӗ проблемисем

Паян кун аслӑ ывӑл 4,6 ҫулта, вӑл логопед патне ҫӳрени 4 уйӑх. Садика та кӑҫалтанпа ҫӳрет, унта пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ паллах.
Логопед патне ҫӳренин уссине пит курмарӑм-ха: хальччентемпе сасӑ лартма пуҫлаймарӗ, ытлашши нумай йӑнӑш тусан ачан кӑмӑлӗ пӑсӑлать те вӑл урӑх ӗҫлесшӗн мар пулать. Анчах та логопедпа та эрнере иккӗ, манпа тата кашни кун чӗлхе гимнастикине тата массаж тунин усси курӑнать: с, з, ш сассисем халь йӗркеллӗ, тата т, д, л, р юлчӗҫ.

Паян мана унӑн "хӑйне тыткалани" ҫинчен аслӑрах логопед патне калаҫма чӗнчӗҫ. Вӑл ачана диагностика тунӑччӗ.
1. Ача имӗш иртӗхнӗ, ҫавӑнпа итлесшӗн мар, ӗҫлесшӗн мар. Эпӗ ача хыҫҫӑн каятӑп имӗш.
2. Эпир килте икӗ чӗлхепе калаҫнипе ачан чӗлхе шайӗ час хӑпармасть, ҫавӑнпа ӗҫ хӑвӑртах кайтӑр тесен килте пӗр чӗлхе ҫине куҫмалла.

Икӗ тезиспа та эп килӗшес ҫук.
Пӗрремӗшне тӗкӗнместӗп, иккӗмӗш ҫинчен каласа хӑвармалли пур:
🔹Икӗ чӗлхеллӗ ачан кашни чӗлхепе "словарный запас" унӑн пӗр чӗлхеллӗ тантӑшӗсенчен пӗчӗкрех пулни йӗркеллӗ япала. Ку япала вӑхӑтлӑха кӑна, кайран, шкула кайиччен е (чи кайри) вӑтам шкула куҫиччен вӑл шайлашать.
🔹Сасӑ проблемисем икӗ чӗлхелӗхпе ҫыхӑнман, кун пирки ҫирӗп тӗпчевсем пур (ача пӗр чӗлхере пӗр-пӗр сасӑ калаймасан, вӑл ӑна урӑх чӗлхере те калаймасть). Ҫавна кура пӗр чӗлхе ҫине куҫни хӑвӑртрах сасӑ лартма пулӑшмасть.
🔹Пирӗн ҫӗршывра 80% вырӑс пурӑнать, вӗсем пурте тенӗ пек пӗчӗкрен пӗр чӗлхеллӗ кӑна. Ытти 20%-ран та хӑшӗсем килӗнчӗ вырӑсла кӑна калаҫнӑ.
Ҫавна кура пирӗн логопедсем, уйрӑмах республикӑсен тулашӗнче, мӗн пӗчӗкрен икӗ чӗлхеллӗ ачасене сайра кураҫҫӗ, вӗсен нормисем урӑхла пулнине пӗлмеҫҫӗ.

⚠️ Ашшӗ-амӑшӗ яланах ачине ырӑ кӑна сунать, ҫавӑнпа логопедсем кун пек канашсем парсан нумайӑшӗ итлеҫҫӗ. Ҫак канашсем пулӑшмаҫҫӗ кӑна мар, сиенлӗ иккенне пурин те пӗлмелле.

Эпир хамӑрӑн логопед патне ҫавах ҫӳреме шут тытрӑмӑр. Паян ак пурпӗр прогресс пулчӗ -- педагог мӗн каланине ача йӑлтах савӑнса турӗ тет, чиперех ӗҫлерӗ тет. Майӗпен пулсан та, усси пулатех тетӗп.

Кӗҫӗн ывӑл иккӗре халь. Эпӗ те, пиччӗшӗ те унпа ҫуралнӑранах чӑвашла калаҫнипе вӑл хӑйӗн ҫулӗсем валли питӗ лайӑх тата нумай калаҫать. Вырӑсла кӑштах сахалтарах, анчах куншӑн эп пӑшӑрханмастӑп, вӑл-ха кӑҫал садика каять.
Уйрӑмах мана мӗн килӗшет: вӗсем хӑйсен хушшинче 95% вӑхӑт чӑвашла калаҫаҫҫӗ.
Ҫапла диалог пӗр кун илтрӗм:
-- Пичче, пойдём! 😊
-- Эс мӗн манпа вырӑсла калаҫан? 🤨

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх #longread
Чӗлхе хӑҫан уҫӑлать тата мӗнле манӑҫать

Нумай чӗлхелӗх ҫинчен каласа паракан ҫуркуннехи лекцисенчен пӗчӗк конспект турӑм:

🔹Чӗлхе чӑн-чӑн тӑван пултӑр тесен ӑна 10 тултариччен вӗренме пуҫламалла ("кӑштах ӑнланатӑп" шайӗ те билингвизм шутланать).

🔸Чӗлхе аталантӑр тесен ачасемпе эрнере 15-20 сехетрен нумайрах калаҫмалла. Сахалтарах пулсан -- чӗлхе манӑҫать, е пач уҫӑлмасть.

🔹Нумай чӗлхеллӗ ача нормисем:
1 ҫулхи ача -- миҫе чӗлхепе унпа калаҫаҫҫӗ, ҫавсене ӑнланать.
1,5 - 2 ҫултан пуҫласа 3 - 4 тултариччен -- икӗ чӗлхе хутӑштарма пултарать.
2 - 5 ҫулта -- чӗлхе аталанӑвӗ пӗр чӗлхеллӗ ачасенчен кӑштах кая юлса пырать.
4 - 5 ҫулта -- икӗ чӗлхе уйӑрать.
5 ҫулта -- ачасен чӗлхе туйӑмӗ, чӗлхе шайӗ пӗр чӗлхеллисенчен ирттерме пуҫлать.

🔸Ачасем 9 тултариччен урӑх чӗлхе ҫине пӗтӗмпех куҫсан пӗрремӗш чӗлхи манӑҫать. Миноритарлӑ чӗлхепе 30%-ран кая мар усӑ курмалла.

🔹Мӗнле маларах чӗлхепе усӑ курма пӑрахаҫҫӗ, ҫапла хӑвӑртах чӗлхе ҫухатаҫҫӗ.

🔸Ачалла пӗрре вӗреннӗ, анчах унтан маннӑ чӗлхене ҫӗнӗрен вӗренме ҫӑмӑлтарах -- пуҫ миминчи нейронлӑ ҫулӗсем пурпӗр юлаҫҫӗ, вӗсене ҫӗнетме пулать.

🔹Килте калаҫни чӗлхе уҫма пултарать, анчах "кухньӑран" ҫулерех шая ҫитме ҫав чӗлхепе эрнере пӗрре те пулин вӗренмелле, вуламалла, сӳтсе явмалла.


Ҫӑлкуҫӗ:
https://youtu.be/8qlqA_nO8ec
https://t.me/chushu/1473

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх