ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.13K subscribers
12.8K photos
1.11K videos
3 files
385 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр. Хыпарсем пулсан çырăр: @Andreich07
Download Telegram
💢Аркадий Русаковăн «Турхан сăмахĕ» кĕнеки вулакан патне çитнĕ

Çак хайлав – Чăваш кĕнеке издательстви ирттернĕ «Чăваш романĕ» конкурсăн пĕрремĕш çаврăмĕн (2022) çĕнтерÿçи. Кăларăм нумаях пулмасть пичетленсе тухнă.

Истори романĕ XVI ĕмĕр вĕçĕ – XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш халăх пурнăçĕпе ытарлăн паллаштарать. Автор историре чăнласах пулнă çынсене асăнать пулин те вĕсем тĕп вырăнта тăмаççĕ, самана хăй евĕрлĕхне тата пурнăç сулăнкисене чăваш ялĕ – Улатăр уесĕ шайĕнчи сăнарсемпе уçса панă.

📚«Чăваш романĕ» конкурс малалла тăсăлать. Çыравçăсенчен сюжечĕпе кăткăс, шухăшĕпе тарăн хайлавсем кĕтеççĕ.
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, вырӑн -вырӑнпа ҫумӑр ҫӑвать.

Сывлӑш температури +20 градусран пуҫласа +25 градус таран пулать.

Ҫил хӗвел тухӑҫӗнчен ҫеккунтра 3- 5 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 749 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 78 %
ПОЭЗИ ТӖНЧИ

Кӗҫ вӗҫленет илемлӗ май -
Хӗвел анса хӑпарнӑ май.
Каварлӑ та пулать хӑш чух,
Вӗри кӑвар шап-шур юр чух.
Ҫапла, тен, хамӑра кура
Хӑш чух шур юр та хуп-хура.
Этемлӗхпе тӗнче ҫиллес,
Ӑна хӑҫан, епле ҫӗнес?

Ак вӗҫленет юратнӑ май.
Савакансем ӑна нумай.
Сирень шӑрши ҫӗмӗртлӗхе
Вӗҫлерӗ пек ӗмӗрлӗхе...
Черетленсе чечекленет--
Чӗрӗлӗхе чиперлетет.
Тӗнче саккунӗ ҫирӗпех--
Юрлать сар кайӑк ҫӗрӗпех.

Асран кайми асамлӑ май,
Аса илес тесен нумай.
Ҫӗнсе пырса хӑватупа
Манпа пӗрле тусам тупа:
Ҫитсессӗн ҫӗнӗ ҫуркунне
Чура ан ту чӗр чунсене.
Пур йывӑҫ-курӑкпа пӗрле
Ҫӗр чӑмӑрне илем кӳрер.

Алина Николаева-Ӳнерпи.
❗️Николай Ишентейĕн «Чĕвĕлпи. Щебетунья» кĕнеки пичетленсе тухнă.

Кăларăма икĕ чĕлхепе – чăвашла-вырăсла – хатĕрленĕ. Унăн авторĕ – Николай Ишентей паллă çыравçă. Вырăсла куçараканĕ – Светлана Гордеева сăвăç, прозаик.

Кĕнекене кĕçĕн çулсенчи ачасем валли çырнă сăвăсем кĕнĕ. Вĕсенче автор килти тата тискер чĕр чунсемпе вĕçен кайăксен пурнăçне, арçын ачасемпе хĕр пĕрчисен кулленхи ĕç-хĕлне тимлĕх уйăрать.

Николай Ишентейĕн сăввисем сăнарлă, илемлĕ. Пултаруллă ӳнерçĕн Екатерина Васильевăн ӳкерчĕкĕсем вара вуланине куç умне кăларма пулăшаççĕ.
❗️Пӗр хӗрарӑм ачине шкула мӗнле апат парса янине сӑн ӳкерсе интернета вырнаҫтарнӑ.

Мӗнле пек? Аптрамасть-и? Кӑштах хытнӑ пек туйӑнмасть-и?
Тӗнчере тӗрлӗрен ... . (Ваттисен сӑмахӗ)
Anonymous Quiz
8%
юмах
41%
кӗленче
1%
пӗрене
49%
кӗнчеле
❗️Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Пукрав-Татиана чиркĕвĕнче Варнава митрополита асăнса концерт ирттерме палăртнă.

Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий концерт йĕркелемешкĕн пил панă. Унта чиркÿ хорĕсем, вырсарни шкулĕнче вĕренекенсем, юрă коллективĕсем хутшăнĕç.

Пурне те тÿлевсĕр кĕртеççĕ.
❗️Агроном канашĕ.

Çĕпре шывĕпе калчана та, йăран çинчи помидора та апатлантарма юрать.

Анчах çу каçипе икĕ-виçĕ хутран ытла мар. Вăл микроэлементсемпе, белокпа, углеводпа пуян. Çĕпрене шывра ирĕлтерсе шăварсан помидорăн тымарĕ кирлĕ япалана çăмăллăнах туртса илет, вăл хăвăрт аталанать, çимĕçсем те сĕтеклĕ пулаççĕ.

Çĕпре кăмпи сивве, типĕтнине, пресланине чăтăмлă. Анчах «хаяр» бактерисене тÿсеймест. Çавăнпа çĕпрене каяш е курăк шывĕпе хутăштарса шăварма юрамасть. Унпа тутлăхлă ытти шĕвекпе шăварнă хыççăн 10-12 кунран çеç усă курмалла.

Тĕрлĕ çĕпрепе — типĕтнипе, шăнтнипе е чĕррипе — усă курма пулать, ăна тĕрĕс хатĕрлеме пĕлмелле çеç. Чĕрĕ е типĕтнĕ çĕпрене 100 грамм илетпĕр те 10 литр лĕп шывра ирĕлтеретпĕр. Вăл «ĕçлеме» пуçлатăр тесе шыва 2-3 апат кашăкĕ сахăр хушатпăр, икĕ сехете хăваратпăр. 10 литр хатĕр çĕпре шывне тепĕр 40 литр шыв хушатпăр та помидор тĕммисене шăваратпăр. Çапах çак шĕвекпе виçене пĕлсе усă курмалла, ытлашши лексен ÿсен-тăрана сиен кÿме пултарать. Çамрăк помидор тĕмне çур литр шĕвек çителĕклĕ. Ÿссе тĕрекленнĕ тĕмме 2 литр сапма юрать.
❗️Пÿлĕмри сывлăш температурине кура ĕç кунне кĕскетме май пур.

Чăнах та, пÿлĕмре пăчă пулсан ĕçлеме йывăр. Çавăнпа Роспотребнадзор сакăн пек сĕнÿ панă.

Пÿлĕмре кондиционер çук чухне сывлăш температури 28,5 градуса çитрĕ пулсан ĕç кунне пĕр сехет чухлĕ кĕскетме юрать. 29 градуса çитсен вара киле икĕ сехет маларах кайма ирĕк пур. Термометр 30,5 градус ăшă кăтартать пулсан 4 сехет маларах киле кайма юрать-мĕн.

Пÿлĕмре кондиционер пулсан вара сывлăш температурине 24-25 градус виçене çитерĕр.
❗️Çимĕкре Карачура çăви енне вăхăтлăх троллейбус ярĕç.

Çĕртме уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче вăл «Чукун ҫул вокзалĕ» чарăнуран çÿрĕ. Çак маршрутпа 10-12 троллейбус ĕçлĕ. Хальлĕхе вĕсене тĕрӗслеççĕ.
❗️Электрон чĕлĕм 14 ҫулти ачан çăварĕнче сирпĕннĕ.

Тухтăрсем унăн янахне йĕркене кĕртессипе виçĕ çул ĕçленĕ.

Ун чухне арçын ачана тÿрех Ĕпхÿри республика клиника ача-пăча больницине илсе çитернĕ. Инкек тÿснĕскерĕн янахĕ арканнă, пичĕпе мăйĕ пиçнĕ, 7 шăлĕ тухса ÿкнĕ.

Клиникăра ачана темиçе операци тунă, реабилитаци виçĕ çула тăсăлнă. Халĕ арçын ачан сăн-пичĕ йĕркене кĕнĕ.
❗️Автомобиль пайĕсене «сутакан» ултавçа тытса чарнă.

Ку ĕç-пуç пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче пуçланнă. Шупашкарта пурăнакан 23 çулти студент полици уйрăмне пынă. Каччă «Лада Приора» автомобиль валли алăк картти туянасси пирки социаллă сетьре çырса пĕлтернĕ. Кĕçех «сутуçă» та тупăннă, анчах малтан хăйне 7500 тенкĕ куçарса пама ыйтнă. Каччă ыйтнă пек тунă, анчах тавара кĕтсе илеймен.

Уголовлă шырав ĕçченĕсем йĕр тăрăх кайса ултавçа тытса чарнă. Липецк хулинче пурăнакан 18-ти «сутуçă» хăйĕн айăпне йышăннă. Çавăн пек майпах вăл Тула облаçĕнче тата Крым Республикинче пурăнакан икĕ çынна та улталани палăрнă.
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, вырӑн -вырӑнпа ҫумӑр ҫӑвать.

Сывлӑш температури +20 градусран пуҫласа +25 градус таран пулать.

Ҫил хӗвел тухӑҫӗнчен ҫеккунтрах 3- 5 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 739 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 68 %
ПОЭЗИ ТӖНЧИ

Ачалӑх алӑкне асӑрханса
Уҫса пӑхатӑп вӑрттӑн сӑнаса.
Унта чупать илемлӗ хӗр пӗрчи,
Вӗл-вӗл вӗҫет кӗпийӗ ҫийӗнчи.

Ун сӑнӗнче хаваслӑхпа илем,
Ик аллӑмпа эп ҫӗклесе илем!
Кӑшт хумлӑ явӑнан ҫӳҫ пӗрчисем
Ҫилпе выляҫҫӗ шуххӑн чупнӑ ҫем...

Умра ачашлӑх, яшлӑх савӑнма,
Кӗҫех тӗл пулӑн эс юратӑвна...
Ҫаран ҫинче чупсам паян, ыран...
Ним шухӑшсӑр хавассӑн ҫаруран.

Ачалӑх алӑкне ир пуличчен,
Такам таҫтан курса ӗлкӗриччен,
Хупса хурам та ун ҫӑраҫҫине
Эп парнелем ачамӑм ачине...

Алина Николаева-Ӳнерпи
❗️ Чӑваш Енри шкулсенче ҫӗнӗ предмет вӗрентме тытӑнӗҫ.

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен "Технологи" предмечӗ вырӑнне "Ӗҫ (технологи)" пулӗ.
💢Вӑрнарти культурӑпа кану паркӗнче Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ хаваслӑ мероприяти иртет.

Эсир вара ҫак кун ачасене мӗнле савӑнтаратӑр?