❗ПОЭЗИ ТӖНЧИ
Ҫулла килет илемлӗ тӗссемпе,
Илӗртекен хитре чечексемпе.
Тыткӑнлакан асамлӑ шӑршипе,
Сар лӗпӗшсен телейлӗ вӑййипе!
Пыл хурчӗсен сӗрлевӗ илтӗнет,
Чуна ачашшӑн сӗртӗнсе иртет.
Ҫырла пиҫсен сӗткенӗ техӗм-ҫке!
Улма-ҫырла тутийӗ селӗм-ҫке!
Ирпе хӗвел урийӗ палӑрать,
Тӗнче ҫипе асамлӑн улӑхать.
Мӑнаҫлӑн хумханать тыр-пул пусси,
Илемлӗн чӳхенет тӑри сасси.
Ав, шӑрчӑкӗ ҫаран ҫинче сикет,
Мӗскер шырать пӗр вӗҫӗм -- кам пӗлет?
Ӳксессӗн кӗмӗл сывлӑм ялтӑрса,
Ҫут кӗмӗл евӗр ҫӗр питне ҫуса --
Сапаланаҫҫӗ ҫутӑ мерченсем,
Ҫӗн кун кӗввин таса тумламӗсем.
Епле илем ҫак! Каҫ, хӗвел ансан,
Шыв ҫийӗпе ӑрша кӑтралансан --
Тавралӑх та хуллен ыйха путать,
Пӗр уйӑх ҫеҫ ытарлӑн юмахлать.
Мая Салампи.
Ҫулла килет илемлӗ тӗссемпе,
Илӗртекен хитре чечексемпе.
Тыткӑнлакан асамлӑ шӑршипе,
Сар лӗпӗшсен телейлӗ вӑййипе!
Пыл хурчӗсен сӗрлевӗ илтӗнет,
Чуна ачашшӑн сӗртӗнсе иртет.
Ҫырла пиҫсен сӗткенӗ техӗм-ҫке!
Улма-ҫырла тутийӗ селӗм-ҫке!
Ирпе хӗвел урийӗ палӑрать,
Тӗнче ҫипе асамлӑн улӑхать.
Мӑнаҫлӑн хумханать тыр-пул пусси,
Илемлӗн чӳхенет тӑри сасси.
Ав, шӑрчӑкӗ ҫаран ҫинче сикет,
Мӗскер шырать пӗр вӗҫӗм -- кам пӗлет?
Ӳксессӗн кӗмӗл сывлӑм ялтӑрса,
Ҫут кӗмӗл евӗр ҫӗр питне ҫуса --
Сапаланаҫҫӗ ҫутӑ мерченсем,
Ҫӗн кун кӗввин таса тумламӗсем.
Епле илем ҫак! Каҫ, хӗвел ансан,
Шыв ҫийӗпе ӑрша кӑтралансан --
Тавралӑх та хуллен ыйха путать,
Пӗр уйӑх ҫеҫ ытарлӑн юмахлать.
Мая Салампи.
❗️Паян ирхине Шупашкар аэропортӗнче Минеральные воды хулинчен пӗрремӗш авиарейса кӗтсе илнӗ.
Ҫак рейс кӑнтӑр курорт регионне Чӑваш Ен урлӑ ҫурҫӗр енчи хулапа ҫыхӑнтарать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен шӑматкунсерен:
– Сургута вӗҫекен самолет Шупашкартан 11 сехетре тухать.
– Минеральные Воды хулине – 18 сехет те 30 минутра.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен тата рейс хушӑнӗ. Тунтикунсерен самолет:
– Минеральные Воды хулинчен 11 сехет те 20 минутра тухӗ.
– Шупашкартан Сургута – 18 сехет те 50 минутра.

This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
❗️ Кирлӗ пулӗ.
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
❗️Мускавра "Чул. Хачӑ. Хут" чемпионат пуҫланнӑ.
Ҫапла, ку ача вӑййи ҫеҫ мар иккен. Ҫӗнтерӳҫӗ чемпион поясне тата пӗр миллион тенке тивӗҫӗ. 2-мӗш вырӑна тухакана – 500 пин тенкӗ, 3-мӗш вырӑншӑн 250 пин тенкӗ парӗҫ.
Унта 6 ҫултан аслӑрах пулсан кирек кам та хутшӑнаять. Чемпионат ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кашни кунах Таса пӗве бульварӗнче 10 сехетрен 20 сехетчен иртет.
Финал авӑн уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче иртӗ.

❗️Шупашкара Турӑ амӑшӗн Хусанта тупнӑ турӑшне илсе килӗҫ.
Турӑша Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 21 сехетре кӗтсе илмелле. Ун хыҫҫӑнах молебен пулӗ.
Турӑш Введени чиркӗвӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 16-18-мӗшӗсенче пулӗ.
Палӑртмалла: 1611 ҫулта Мининпа Пожарский Мускава поляксенчен хӑтарма каяс умӗн ҫак турӑш умӗнче кӗлтунӑ.

❗️Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн ветеранӗ Зоя Никонорова – 90 ҫулта.
Юбилей ячӗпе Зоя Сергеевнӑна пукане театрӗн ӗҫченӗсем – литературӑпа драма пайӗн ертӳҫи Любовь Вдовцева тата ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Юлия Мельник – килне пырса саламланӑ.
Зоя Никонорова Элӗк районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пукане театрӗн труппине ӑна 1954 ҫулта илнӗ. Чи малтанах Сарпике сӑнарне калӑпланӑ. Унтан ыттине те. 1967 ҫулта актриса телекуравра ӗҫлеме тытӑннӑ, ача-пӑча спектаклӗсем лартнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш радио хумӗсем ҫине "Шӑнкӑрав" ача-пӑча кӑларӑмӗпе тухнӑ. "Асанне юмахӗ" радиокӑларӑма та юратса хатӗрленӗ.

❗️Агроном канашӗ.
Хӑяр ан чирлетӗр тесен 3-4 чӑн ҫулҫӑ тухсанах ӑна кашни 7-10 кунран ятарлӑ хутӑшпа сирпӗтмелле. Вара ҫулҫисем яланах – ҫирӗп, сип-симӗс, хӑярӗсем вара тутлӑ пулӗҫ.
✅️9 л шыва 1 л сӗт ямалла. Унтан 30 тумлам йод тата 20 г супӑнь (хуҫалӑхра усӑ курмалли) хушмалла. Ҫакна пӗтӗмпех лайӑх пӑтратмалла та хӑяр ҫулҫисене вӑйлӑ сирпӗтсе тухмалла.

❗️ Тӑвай тӑрӑхӗнче паян виҫҫӗмӗш агрослет иртнӗ.
Унта кӑҫал тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекен 1500 ытла хастар пухӑннӑ.
Ирина Паргеева сӑн ӳкерчӗкӗсем