ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.34K subscribers
14.7K photos
1.57K videos
3 files
545 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр
Download Telegram
🔸 Шупашкар округӗнчи Кивҫурткассинче ҫырма ишӗлсе ҫулӑн пӗр пайне аркатнӑ, ҫуртсем патнех ҫывхарнӑ

Малтан ишӗлнӗ ҫырма ҫуртсенчен 4-5 метр аякра пулнӑ. Анчах юр, ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн лару-тӑру тата япӑхланнӑ: 2 метр аякра кӑна. Газ пӑрӑхӗ сывлӑшра ҫакӑнса тӑрать.

Ҫынсем хӑйсен тӗллӗнех ҫырмана покрышкӑсемпе, шиферсемпе хупланӑ. Округ администрацийӗ вырӑна ҫитсе лару-тӑрупа паллашнӑ, мерӑсем йышӑнаҫҫӗ.

Хыпарсем ытларах МАХра
❤‍🔥11👍1🔥1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
✍️ Паянхи цитата

«Пурнăçра çав тери чаплă япала нумай. Мĕншĕн начарри пирки кăна шухăшламалла?»

Зендея, актриса.

Паян ырă хыпарсем çеç илтмелле пултăр!☀️
3❤‍🔥2🔥2👍1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
✍️ Паянхи цитата

«Савăнăç - пирĕн çула çутатакан шалти çутă».

Сергей Довлатов, ҫыравҫӑ.

Кунĕ ăнăçлă пултăр!☀️
👍3🔥21💯1
🔸 Вӑрнар округӗнчи Уравӑшра пурӑнакан 74-ри Нина Косарева чӑвашла диктант ҫырнӑ

Вӑл «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие хутшӑннӑ. Текста радиопа итлесе ҫырнӑ.

«Ҫамрӑк ӑру чӑваш чӗлхине ан мантӑр, мӑнаҫланса асаттесемпе асаннесен чĕлхипе калаҫчӑр», — тет кинемей.

Эпир МАХра та пур.
9❤‍🔥2🔥2👍1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
✍️ Паянхи цитата

«Эсӗ ку тӗнчене телейлӗ пулма килнӗ. Эппин, йӑл кул та ӑна ырӑ кун сун».

Олег Рой, ҫыравҫӑ.

Паян савӑнмалли сӑлтав ытларах пултӑр!☀️

Эпир
МАХра та пур.
3❤‍🔥2🔥2👍1
🔸 Хӑҫан ӑшӑтӗ?

Ытларикун тата юнкун кӑнтӑрлаччен республикӑн ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ енче йӗпе юр ҫума пултарӗ. Ҫил ҫеккунтра 17-22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫанталӑк кӗҫнерникун лайӑхланма тытӑнӗ. Ҫил лӑпланӗ, хӗвел тухӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче кӑнтӑрла 10-15 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах шӑматкунччен ҫӗрлесерен шӑнтас хӑрушлӑх пур.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен 20 градус таран ӑшӑтӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх.

Хыпарсем ытларах МАХра
👍5
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
✍️ Паянхи цитата

«Пурнӑҫ куркари кофе пекех. Хӑш чухне тутлӑ, тепӗр чухне ҫук. Анчах пурнӑҫра кофе тути мар, эсир ӑна кампа ӗҫни пӗлтерӗшлӗрех».

Эльчин Сафарли, ҫыравҫӑ.

Телейлӗ кун сунатпӑр!☀️

Эпир
МАХра та пур.
2👍2
🔸 Ҫамрӑк арӑм мӑшӑрсӑр, 2 ҫулти хӗр пӗрчи ашшӗсӗр, амӑшӗ ывӑлӗсӗр, кукамӑшӗ мӑнукӗсӗр, тӑванӗсем ҫывӑх ҫынсӑр тӑрса юлчӗҫ...

Ыран Комсомольски округӗнчи Йӳҫ Шӑхальте 26 ҫулти Игорь Красновпа сыв пуллашаҫҫӗ. Вӑл СВОра ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паттӑрла пуҫ хунӑ. Игорь ҫӗршыва неонацистсенчен хӳтӗлеме 2022 ҫулхи акан 7-мӗшӗнче кайнӑ.
4 ҫул паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ вӑл: аманнӑ, юлташӗсене вилӗмрен ҫӑлнӑ… Нимӗнле йывӑрлӑх умӗнче те пуҫ усман. «Пирӗн ҫӗршыв ҫакӑн пек салтаксем ҫинче тытӑнса тӑрать. Питӗ пысӑк ҫухату», — теҫҫӗ унӑн командирӗсем.

Игорь Краснов икӗ хутчен «Ҫарти паттӑрлӑхшӑн» медале, VI степень Георгий хӗресне тивӗҫнӗ.

Эп сана ҫав тери хытӑ юрататӑп,
Сансӑр эп ниҫта та ҫук.
Санпа пӗрле пуласшӑн эпӗ
Кашни минутрах…
Ниҫта ярас килмест сана
Пӗр ҫеккунтлӑха та…
Юрататӑп сана, чиперкке,
Пӗтӗм тӗнчере эсӗ пӗччен ҫавӑн пекки...

(Игорь Краснов СВОран мӑшӑрӗ Эрбина патне ҫырнӑ сӑвӑ)

Лӑпкӑ ҫывӑр, паттӑр салтак…

Хыпарсем ытларах МАХра
😢10🙏72😱2
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
✍️ Паянхи цитата

«Нихӑҫан та ан парӑнӑр: паян йывӑр, ыран тата япӑхрах пулӗ, анчах виҫмине хӗвел пăхĕ».

Джек Ма, предприниматель.

Паян мĕн палăртни йăлтах пурнăçлантăр!☀️

Эпир
МАХра та пур.
🙏4👍21
🔸 40-ри хӗрарӑм Аслӑ Британири арҫын вилмелле чирлӗ тесе ӗненнӗ те ӑна 800 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ

Красноармейски округӗнчи хӗрарӑм сусӑр ача ӳстерет, тӗрлӗ ыр кӑмӑллӑх чатӗсенче тӑрать. Вӗсенчен пӗринче ун патне «ют ҫӗршыв арҫынни» ҫырнӑ, вӑл чирлӗ, виличчен сусӑр ачасене 2,5 млн доллар парса хӑварасшӑн, укҫана посылкӑпа янӑ-мӗн. Унӑн 1/5 пайне хӗрарӑма хӑйӗн валли хӑварма ирӗк панӑ.

Хӗрарӑмӑн таможньӑшӑн, ытти тӑкакшӑн кӑна тӳлемелле имӗш. Ҫапла вӑл пухса пынӑ 820 ытла пин тенкине куҫарса панӑ.

Эпир МАХра та пур.
🔥1
🔸 Ҫу уйӑхӗн мӗнле пулӗ?

Ҫитес уйӑхра нӳрӗк сахал пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен 17-22 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗпе ҫыхӑннӑ уявсенче вара каллех кӑштах сивӗтӗ. Уйӑх вӗҫнелле 30 градус шӑрӑх пулӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх.

Хыпарсем ытларах МАХра
👍1🔥1
ПАЛЛӐ ҪЫННА – 10 ЫЙТУ

Мальвина ПЕТРОВА, телеертӳҫӗ, спортсмен, сӑвӑҫ


1️⃣ Чӑваш наци телекуравне таврӑнни мӗнпе ҫыхӑннӑ?
Ку манӑн пӗрремӗш юрату, вӑл нихӑҫан та манӑҫа тухмасть. Чӗнмен пулсан таврӑнмастӑм.
2️⃣ Хӗрарӑма вӑйлӑ пулма мӗн хистет?
Ачасем.
3️⃣ Ҫиччӗ виҫсе пӗрре касатӑн е пуҫа пырса кӗнӗ шухӑша ҫийӗнчех туса хуратӑн?
Апла та, капла та пултаратӑп. Лару-тӑруран килет.
4️⃣ Шупашкарта чӑвашла калаҫакан ачасене курнинчен ҫынсем тӗлӗннине епле йышӑнатӑн?
Ухмахсем.
5️⃣ Тӑван ял пуласлӑхне мӗнле куратӑн?
Интеллигенци, элита яла таврӑнсан вӑл ҫӗкленмеллех.
6️⃣ Мӗнрен те пулин хӑратӑн-и?
Хамран ҫеҫ.
7️⃣ Тутлӑ ыйха е ирхи тренировкӑна суйлатӑн?
Ирхи ыйхӑ, кахҫи тренировка.
8️⃣ Чун апачӗ саншӑн мӗн?
Кӗнекесем.
9️⃣ Ҫӗр ҫине эсӗ мӗнле миссипе килнӗ тесе шухӑшлатӑн?
Ҫынсене вӑратма.
🔟 Ӗмӗт-тӗллеве пурнӑҫлама мӗн чӑрмантарать?
Нимӗн те, кахаллӑх пулсан кӑна.
👍61
🔸Элӗк округӗнчи ҫамрӑк фермера Кирилл Степанова Андрей Малахов «Привет, Андрей!» шоуна чӗннӗ

«Эпӗ юрлама пӗлместӗп, анчах Андрей валли вӑйлӑ парне илсе килтӗм! Сирӗн ӑна курмаллах!» – пӗлтернӗ Кирилл.

Кӑларӑма ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Россия 1» телеканалпа 17:50 сехетре кӑтартӗҫ.

Эпир МАХра
5🏆1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
✍️ Паянхи цитата

«Вӑхӑт тӳлевсӗр, анчах унăн хакĕ çук. Эсӗ унпа хуçаланаймастăн, анчах усӑ курма пултаратӑн. Ҫухатсан нихӑҫан та тавӑраймӑн».

Харви МакКей, бизнесмен.

Паянхи куна лайăх ирттерĕр!☀️
👍21
🔸 9 кун хыпарсӑр ҫухалнисен йышӗнче пулнӑ, вӑл вара ҫапӑҫу хирӗнчен пирӗннисем патне шунӑ, йывӑр аманнӑ 2 салтака сӗтӗрнӗ

Унӑн пиччӗшӗсем Чечняра ҫапӑҫнӑ, мӑн аслашшӗ-мӑн кукашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ. «Большой» позывнойлӑскер халӗ — СВОра.

Вӑл Михайловка патӗнче пӗрремӗш хут ҫурӑмран аманнӑ: машинӑна 2 РПГ тапӑннӑ, кайран — минометсемпе «кайӑксем», радиостанцие снаряд ванчӑкӗсем аркатнӑ. Водитель ӑна шыраса тупайман та кайнӑ. Хырӑмпа шуса ҫитсен пирӗннисем «Большой» чӗрӗ пулнӑшӑн савӑннӑ.

Ӑна килте мӑшӑрӗ, хӗрӗ тата амӑшӗ кӗтеҫҫӗ.

Эпир
МАХра
🙏4
🔸 Ырантан Шупашкартан Махачкалана тата Калининграда самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ

«Шупашкар – Калининград» рейс эрнере 4 хут пулӗ: ытларикун, кӗҫнерникун, эрнекун, вырсарникун. Шупашкартан 23:15 сехетре тухса Калининграда 01:45 сехетре ҫитӗ.

«Шупашкар – Махачкала» рейс эрнере 3 хут пулӗ: тунтикун, юнкун, шӑматкун. Шупашкартан 23:50 сехетре тухса Дагестана 02:40 сехетре ҫитӗ.

Эпир МАХра
👍2