Чӑваш Ен калаҫать
463 subscribers
1.16K photos
130 videos
26 links
Ку канал республика хыпарĕсемпе паллаштарать, тĕлĕнмелле ҫынсем, пулӑмсем ҫинчен каласа кӑтартать, несĕлсен йӑли-йĕркине аса илтерет, тĕрлĕ кӑсӑклӑ ыйтӑва пĕрле сӳтсе явма сĕнет! 😊
ВК:https://vk.com/club223395916
Ок:https://ok.ru/group/70000005812307
Download Telegram
❗️Ҫу уйӑхӗнчи уявсен программинчен йышлӑ халӑх пуҫтаракан ӗҫ-пуҫа кӑларнӑ.

Ку йышӑну хула ҫыннисемпе хӑнисен хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ.

Ҫавна май кӑҫал:

- ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи демонстрацие ирттермӗҫ
- «Вилӗмсӗр полк» юхӑма онлайн-меслетпе хутшӑнма сӗнеҫҫӗ
- Хӗрлӗ Лапам тӑрӑх пӗрлештернӗ полк утса тухмӗ
- салют пулмӗ

Пурпӗр тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫутӑ пуласлӑхшӑн ҫапӑҫнӑ ветерансене тимлӗхсӗр хӑвармӗҫ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн вӗсене чысласа ирттерекен йӑлана кӗнӗ акцисем иртӗҫ.
✍️Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2024

Акцин тĕп тĕллевĕ — тăван чĕлхене сыхласси, ăна упраса хăварасси тата аталантарасси.


2024-мĕш çул — Чăваш Енре экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăк. Унпа çыхăнтарсах кăçал Çемен Элкерĕн «Чăваш вăрманĕ» хайлавне суйласа илнĕ. Çыракансем палăртнă тăрăх, текст йывăр пулман. Çавӑнпа кĕçĕн çулхисем те «5» паллă илме пултарнă.

«Пĕтĕм чăваш диктантне» Чăваш Енри тĕрлĕ учрежденире çырчĕç. Йĕркелӳçĕсем Шупашкарта кăна 4 вырăн палӑртнӑ.
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
🙏 Турри упратӑр, пирӗн чаршавсем хӳтӗлеччӗр!

Ҫапла калаҫҫӗ Канаш округӗнчи Ачча территори уйрӑмĕнчи ялсенче ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли хӳтлӗх карри ҫыхакансем.

Ку таврари 5 ялта юпа уйӑхӗнче пуҫарнӑ ӗҫ кал-кал пырать. Вырӑнти хастарсем паянхи кун тӗлне 175 ытла хӳтӗлев хатӗрӗ тунӑ.
Салам вĕҫтеретпĕр сирĕн пата, чӑвашсем! 😍
Календарьте ака уйӑхĕн 25-мĕшĕ - тӑван халӑхӑмӑрӑн пысӑк уявĕ!

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ҫумӑр ҫуни - ҫу уйӑхĕ йĕпе-сапаллӑ пуласса 🌧
- сулхӑн ир - ҫулла типĕ килессе
- хырсемпе чӑрӑшсем ҫинче йĕкел нумаййи - тулӑпа ыраш тухӑҫĕпе савӑнтарасса 🌾
Аслӑ вӗрентекенӗмӗр, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 176 ҫул ҫитрӗ.

Иван Яковлевич хӑй вӑхӑтӗнчи тӑван халӑх пуласлӑхӗшӗн тунӑ пархатарлӑ ӗҫсем паян та пирӗншӗн ҫав тери хаклӑ.

✒️📚Хисеплӗ педагог чӑваш ҫырулӑхӗпе литературине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Хальхи чӑваш алфавитне йӗркеленӗ, пӗрремӗш чӑваш букварӗ те вӑл тӑрӑшнипех кун ҫути курнӑ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне ирттересси йӑлара. Паян республикӑра, йахташӑмӑрсем пурӑнакан ытти регионта ҫак уява анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ.

❤️ Тӗнчери чи ҫепӗҫ те илемлӗ, юратнӑ чӗлхемӗр! Ӗмӗр пурӑн, кунран-кун аталан, уҫҫӑн янӑра!
❤️Чӑваш чӗлхи кунӗ - кашни чӑвашшӑн уяв.

Пирĕн ҫырӑнакансем ҫак паллӑ кунӑн саманчĕсене ярса параҫҫĕ.

Сӑмахран, Шупашкар тӑрӑхӗнчи Мӑштавӑш ялӗнче пурӑнакансем тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Салам, чӑвашсем! 😍

Календарьте ака уйӑхӗн 26-мӗшӗ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:

- куккук хыттӑн та вӑрӑммӑн авӑтни ӑшӑ кунсем ҫывхарнине пӗлтерет 🌞
- шапасем сасӑ парса сӗлӗ акма вӑхӑт ҫитнине систереҫҫӗ 🌱
- юман ҫулҫӑ кӑларни — шӑрӑх ҫу кунӗсене ☀️

Кану пирки шутлама иртерех, ҫанӑ тавӑрса малаллах ӗҫлетпӗр! Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл сунатпӑр пурне те! 🌸
Тӑвай тӑрӑхӗнчи Кӗрше ялӗнчи пӗвене 1383 вӗтӗ пулӑ янӑ 🐟.

Вӑл шутра шурӑ амур, карп, сазан.

Мучар территори уйрӑмӗнчи ялсенчи пӗвесемпе кӳлӗсенчи пулӑ йышне ӳстерес шухӑш тахҫанах пулнӑ. Экологи ҫулталӑкӗнче тинех ӑна пурнӑҫа кӗртме май килнӗ.

Ку тӑрӑхра пурӑнакансем пулӑ хуҫалахӗнчен ҫамрӑк ӑру кӳрсе килме хӑйсен кӑмӑлӗпе укҫа пухнӑ.

Халӗ вырӑнти халӑх ырӑ ӗҫӗн  «ҫимӗҫне» кӗтет. Шыв чӗр чунӗсем ӗрченипе пӗве тасалсах пымалла, тӗрлӗ курӑк алхасасран чармалла.

Сӑмах май, пӗлтӗр ӑна халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ программӑпа килӗшӳллӗн тасатнӑ. Кӑҫал ку таврари ҫынсем тепӗр 2 пĕвене йӗркене кӗртсе вӗтӗ пулӑ ярасшӑн.
🎉Чăваш патшалăх филармонийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх кунĕпе саламларĕç.

Республикӑна ҫӗклесси халăхран та килет-ха, çапах кунта йĕркелӳçĕсен тӳпи пысăк. Пур ыйтăва татса пама та, халӑхпа пӗр чӗлхе тупма та пӗлмелле. Юлашки 7 çулта Чăваш Енри влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем 4712 проект пурнăçланă.

«Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн чи лайăх ертӳçи» ята Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров тивĕçрĕ. Ырми-канми ĕçлекенсене те уявра наградăсемпе чысларĕç.
✍️Тӗнче шайӗнчи тӗрӗслев

«Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» акци 58 ҫӗршывра 6-мӗш хут иртрӗ. Ӑна Чӑваш Енре пурӑнакансем те ҫырчӗҫ. Вӗсем валли пурӗ 600 лапам йӗркеленӗ. Тӗрӗслеве вӑл е ку учрежденире тухма пулчӗ. Ҫавӑн пекех онлайн мелпе те ыйтӑма хутшӑнчӗҫ.

Диктант ҫырса хамӑр халӑхӑн паттӑр ӗҫӗсене тата ҫӗршыв харсӑрлӑхне аса илетпӗр. Ҫавӑнпа та тӗрӗслев тухни тӑван тӑрӑха хисепленине, юратнине палӑртнӑ евӗрех.

Шкул саккипе сыв пуллашакан Чӑваш Енри ҫӗнтерӳҫӗсем вӗренме кӗнӗ чух хушма 10 балл илӗҫ. Ҫӗршыв шайӗнче палӑрнисене дипломпа тата хаклӑ парнесемпе чыслӗҫ. Чи сумлӑ парне вара - Мускаври Хӗрлӗ Лапамра иртекен Ҫӗнтерӳ Парадне хутшӑнмалли йыхрав хучӗ.
Ырӑ кун, чӑвашсем!😍
Ҫанӑсене тавӑрар та ӗҫлеме пуҫлар.😁

Календарьте ака уйӑхӗн 27-мӗшӗ. 😉

Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, паян:☀️
- шапасем кваклатсан сунчӑксем кирлӗ пулӗҫ;
- куккук авӑтса кӑмпа тухма пуҫланине систерет;
- атмосфера пусӑмӗ улшӑнмасан паянхи пек ҫанталӑк чылай вӑхӑт тӑрӗ.

Питӗрте йӑлтӑр кулӑ вылятӑр!🤗
Патӑрьелсем сахӑр кӑшманӗ акма тухнӑ 🚜.

Чи малтан ҫак ӗҫе Марина Лаврентьева фермер уйӗсенче пуҫӑннӑ. Кӑҫал ҫак культура валли хуҫалӑхра 200 гектар лаптӑк уйӑрнӑ.

Пурӗ округра 500 гектар сахӑр кӑшманӗ акма палӑртнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 2 процент ытларах.

Республикипе 2024-мӗш ҫулта ҫак ҫимӗҫ 900 гектар йышӑнмалла. Асӑннӑ культурӑпа Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Елчӗк тӑрӑхӗнчи хуҫалӑхсем хастар ӗҫлеҫҫӗ.