Чӑваш Ен калаҫать
681 subscribers
1.33K photos
173 videos
27 links
Ку канал республика хыпарĕсемпе паллаштарать, тĕлĕнмелле ҫынсем, пулӑмсем ҫинчен каласа кӑтартать, несĕлсен йӑли-йĕркине аса илтерет, тĕрлĕ кӑсӑклӑ ыйтӑва пĕрле сӳтсе явма сĕнет! 😊
ВК:https://vk.com/club223395916
Ок:https://ok.ru/group/70000005812307
Download Telegram
👦💙Шупашкарӑн юбилейлӑ ҫулталӑкӗнче 555-мӗш ҫуралнӑскер арҫын ача пулнӑ.

Ҫакӑ тӗп хуламӑрӑн Калинин районӗн ЗАГС уйрӑмӗнче ҫирӗпленнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пепкине Дмитрий ят панӑ.

Аист вӗҫсе килнӗ ҫемьене ача ҫуралнине ӗнентерекен хутпа асӑнмалӑх парнесем панӑ.
Анатри чӑвашсен калаҫӑвĕнче "марта" тени пур. Мĕне пĕлтерет-ши ҫак сӑмах? 🤔
Anonymous Quiz
30%
ҫӑмарта
36%
вĕлле
34%
арча
ПУҪ ВАТМӐШ

Хӑй вӑхӑтӑнче ҫав тери анлӑ сарӑлнӑ инструмент. Шыравҫӑсем Атӑлҫи Пӑлхарта пулнине палӑртаҫҫӗ. Ӑна тимӗртен ҫеҫ мар, шӑмӑран та ӑсталама пултарнӑ.

🤔Сӑмах чӑвашсен мӗнле музыка инструменчӗ ҫинчен пырать-ши?
Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте ака уйӑхĕн 22-мĕшĕ. Ку ĕҫ эрни 6 кунлӑ. Ун хыҫҫӑн вара лайӑх канӑпӑр👍.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, паян:
- тĕтре карса илни - ҫулла тухӑҫлӑ пуласса 🌾
- чакаксем кунĕпех ҫӳллĕ вĕҫни - ыранхи типĕ ҫанталӑка ☀️
- хĕвел аннӑ чух пĕлĕтсем хĕрелни - ҫил алхасасса 💨

Эрне ҫӑмӑллӑн ирттĕр!
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти фонтансем ӗҫлеме пуҫлӗҫ⛲️.

💦 Пурӗ тӗп хулара шыв пӗрӗхтерсе сывлӑша уҫӑлтаракан, тавралӑха илем кӳрекен 15 конструкци.

Хӗрлӗ Лапамри тата Кадет корпусӗ тӗлӗнчи ҫутӑпа, кӗвӗпе илӗртеҫҫӗ.

Фонтансене ҫутиччен ятарлӑ служба ӗҫченӗсем вӗсене пухӑннӑ ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ, бассейнсене ҫӑваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин шыв айӗнчи ламписене улӑштараҫҫӗ, фильтрсем лартаҫҫӗ.
🚜Чӑваш Енре тимĕр утсене тĕрĕслеççĕ.

Кӑҫал çак ĕçе пуш уйăхĕнче пикеннĕ. Инженер-инспекторсем тĕрлĕ вырăна тухса çӳресе тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Графикпе вара патшалăх инспекцийĕн хыпарсен ресурсĕнче паллашма пулать, кунсăр пуçне вырăнти хаçатсенче тата ялсен ушкăнĕсенче те.

Республикăн агропромышленноҫ тытӑмӗнче 5507 техника. Вĕсенчен 5392-шӗ тĕрĕслев тухнă. Куншăн патшалăха тӳлемелли хак 400 тенкĕпе танлашать.

👍Ӗçсене тивĕçлĕн пурнăçласа пыракансем: Комсомольски, Елчĕк, Улатăр, Пăрачкав тăрăхĕсем.

Патăрьел, Çĕмĕрле, Етĕрне, Шупашкар, Куславкка округӗсенче вара тӗрӗслевсем самаях ирттермелле. Çак эрнере вĕçлемелле.
🎡Хӑрушсӑрлӑх малта пулмалла.

Чăваш Республикинче аттракционсене йĕркене кĕртеҫҫӗ. Çакă чи малтанах хăрушсăрлăхпа çыхăннă, мĕншĕн тесен ярӑнмалли хатӗрсем çинче ачасем аманни пулнă. Хальлĕхе 86 аттракциона тĕрĕсленĕ.

Хӑш-пӗр чуччусем йӗркерен тухнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсене «куҫ умӗнчен ҫухатмалла». Сӑмахран, кивӗ аттракцион Канаш хулинче те пур. Ӑна утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сӳтмелле.
Ырӑ кун, чӑвашсем!😍

Календарьте ака уйӑхӗн 23-мӗшӗ. 😉

Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, паян:☀️
- эрешменсене курни - часах ӑшӑ кунсем ҫитессе;
- вӗсем кӗтесре пытанса ларсан вара каҫхине шӑнтасса;
- ирхине тӗтре пулни - ҫумӑр ҫӑвасса.

Ӑнӑҫлӑ кун!🤗
Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ яланхилле савӑнӑҫлӑ иртӗ 🇷🇺🕊

Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи ӗҫ-пуҫа ирттерме 4 тӗп лапам пӑхса хунӑ. Ку вӑл — Лакрей вӑрманӗ, Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ, «Амазони» этнокомплекс тата Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗ умӗнчи лаптӑк.

Лакрей вӑрманӗнче 12 сехетре уяв программи пуҫланать. Хулара пурӑнакансем ҫут ҫанталӑка пакшасем янине курма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех паркра квестсемпе ӑмартусем иртӗҫ.

Ҫав вӑхӑтрах Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче те уяв кӑмӑлӗ хуҫаланӗ. Пухӑннисене ӑсталӑх урокӗсене хутшӑнма сӗнеҫҫӗ.

«Амазони» этнокомплексри уяв концертӗнче республикӑри пӗр профессие парӑнса вӑй хунӑ 17 ӗҫ династине чыслӗҫ.
Телейлĕ ҫул пултӑр! 🛣

Ҫу уйӑхӗнчи уявсемпе ҫыхӑннӑ канмалли кунсем ҫывхараҫҫӗ. Эппин ҫула тухас умӗнхи йӗркесене аса илме вӑхӑт ⬆️
🚒Хĕрлĕ автанран асăрханар!

🔥Ҫак кунсенче Атăл леш енче пĕр çемье каннă. Вăрманта кăвайт чĕртнĕ. Çакă, паллах, йĕркене пăсни пулать. Пушарпа кĕрешекенсем административлă ĕç пуçарнă. Çемье пуçлăхне 40 пин тенкĕ штраф панă.

🧑‍🚒Çу уйăхĕ пуçланать. Уявсем çывхарнă май шашлык пӗҫерекенсем тупӑнаҫҫӗ. Йӗрке çинчен манса каяççĕ.

🚨Вут-кăвар хӑвачӗ вӑйлӑ, ҫавӑнпа шашлыка саккунпа килĕшӳллĕн юракан вырăнта пĕçермелле.
Ырӑ кун, чӑвашсем!😍

Календарьте ака уйӑхӗн 24-мӗшӗ. 😉

Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, паян:☀️
- пӗлӗтсем капланни - вӑйлӑ ҫумӑр пуласса;
- ҫумӑр ҫусан вара кӑмпа нумай пулӗ;
- ирхине тӳпе хӗрлӗрех - ҫил тухӗ.

Ӑнӑҫлӑ кун!🤗