Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
ЧАРШАВ УҪӐЛИЧЧЕН🎭
🤗Эсир Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче хӑнара пулса курнӑ-и? Ҫук?
😍Апла пӗрле каяр!
🤔Чаршав уҫӑличчен унта мӗн пулса иртет?
Артистсемпе пӗрле камсем тӑрӑшаҫҫӗ?
😉Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлме сире валли «Чаршав уҫӑличчен» ҫӗнӗ проект пуҫартӑмӑр. Малашне хӑнана пӗрле ҫӳрӗпӗр!
Килӗшсен 👍 лартсамӑр.

🌳 Раҫҫейӗпех пыракан «Ешӗл ҫуркунне» акцие хутшӑнса ҫут ҫанталӑк тусӗсем Шупашкарти вӑрман лаптӑкне тасатрӗҫ.
«Байконур» микрорайонта паян тирпей-илем ӗҫӗсем ирттернӗ. Экологи пуҫарӑвне 200 ытла ҫын хутшӑнса тавралӑха кӗленчесенчен, ванчӑксенчен, тӗрлӗ апат хуплашкисенчен, кивӗ хутран тасатнӑ 🧹.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать! Хулари хастарсенчен йеркеленнӗ пысӑк йыш кӗске хушӑрах 5 тонна ҫӳп-ҫап, хуҫалӑхра усӑ курма юрӑхсӑра тухнӑ ӑпӑр-тапӑр пуҫтарнӑ 👍.
❗️Паллах, кашниех тирпей чылайлӑха сыхланса юласса шанса ӗҫленӗ. Ҫакна пурин те шута илесчӗ.

Паян Кӑчкӑ уявĕ 🌿
Тин çеç çурăлнă кăчкă вăйне
ĕненетчĕ çав пит асанне.
Ир-ирех çак уяв кунĕнче
пуçтаратчĕ пире килĕнче.
Лăпкаса çурăмран кăчкăпа
Турăран вăл ыйтатчĕ хăват.
"Кил- çурта инкеке, усала
кĕртес çук, - тетчĕ вăл, - çак турат".
Хăвалать аякка чир-чĕре:
"Савнăçпа çеç хумхантăр чĕре...
Тепĕр хут кăчкă çурăличчен
пурăнасчĕ-ха тĕрĕс-тĕкел".
Авторĕ - А. Александрова
Тин çеç çурăлнă кăчкă вăйне
ĕненетчĕ çав пит асанне.
Ир-ирех çак уяв кунĕнче
пуçтаратчĕ пире килĕнче.
Лăпкаса çурăмран кăчкăпа
Турăран вăл ыйтатчĕ хăват.
"Кил- çурта инкеке, усала
кĕртес çук, - тетчĕ вăл, - çак турат".
Хăвалать аякка чир-чĕре:
"Савнăçпа çеç хумхантăр чĕре...
Тепĕр хут кăчкă çурăличчен
пурăнасчĕ-ха тĕрĕс-тĕкел".
Авторĕ - А. Александрова
Туссем, канмалли кунсене епле ирттеретӗр?😎😃
Anonymous Poll
33%
канмалли кунсем канма - шашлык, мунча…
42%
ҫӗр улми лартатпӑр
42%
сад-пахчара тирпейлетпӗр
17%
ҫул ҫӳреве кайрӑмӑр
21%
ҫывӑрса юлма тӑрӑшатпӑр
17%
ӗҫрех хуралтӑра тӑма тивет
🌳 Ҫӗмӗрлери юман «Раҫҫей йывӑҫӗ — 2024» конкурса хутшӑнать.
2017-мӗш ҫултанпа ҫак ӑмӑртура ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӳсекен, ҫут ҫанталӑк, культура, истори эткерлӗхӗ шутланакан тӗлӗнмелле йывӑҫсемпе паллаштараҫҫӗ.
Кӑҫалхи 73 йывӑҫ хушшинче 1-мӗш Петӗр патша юманӗ те пур. Вӑл 350 ҫул каяллах Ҫӗмӗрле хулинчи халĕ культурӑпа кану паркӗ вырнаҫнӑ лаптӑкра тымар янӑ. Конкурсра 37-мӗш номерпа палӑртнӑскер 32 метр ҫӳллӗш, тӗреклӗ те ҫирӗп.
Петӗр Патша ятне ӑна вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем панӑ. Ҫак пулӑмӑн хӑйӗн кӑсӑклӑ историйӗ пур.
✅ Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче http://www.rosdrevo.ru/ сайтра сасӑлав пуҫланнӑ. Чӑваш Енри ватӑ юманшӑн сасӑ парас текенсен ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӑхӑт пур.
Сӑмах май, 2023-мӗш ҫулта республикӑра пурӑнакансем тӑрӑшнипе ҫак конкурсра Опытный вӑрман хуҫалӑхӗнчи чӑваш юманӗ ҫӗнтернӗ.

🤼♂️Чăваш Ен Раççейĕн 50 ытла регионĕнчен 400-е яхăн спортсмена йышăнчĕ.
Шупашкарти Олимп резервĕн 7-мĕш спорт шкулĕнче кĕрешессин тĕрлĕ енĕпе тупăшакан çĕршыври çамрăксен ăмăртăвĕ иртрĕ. Республикăра ăна пĕрремĕш хут йĕркелерĕç.
Унта икĕ категори пулчĕ: 12-13 тата 14-15 çулхи яшсем. Пирĕн регион чысне хӳтĕлесе 11 каччă медальсемшĕн тупăшрĕ. Вĕсем — Шупашкар, Канаш тата Çĕрпӳ тăрăхĕнчи спорт клубĕн çамрăкĕсем.
Тупăшура официаллă мар шайра пикесем валли те наградăсем выляттарчĕç. Унта Шупашкар тата Çĕрпӳ округĕсенчен 5 спортсмен хутшăнчĕ.
Çĕршыв шайĕнче иртекен ăмăртура палăрнă Чăваш Ен хастарĕсем:
🥇Роман Лукин (ылтăн - 57 кг - 12-13 çулхисем);
🥉Арсений Иванов (бронза - 67 кг - 14-15 çулхисем);
🥇Валерия Кириллова (ылтăн - 34 кг - 12-13 çулхисем);
🥇Арсения Иванова (ылтăн - 48 кг - 12-13 çулхисем);
🥇Софья Александрова (ылтăн - 52 кг - 12-13 çулхисем).

🔑Ĕмĕчĕсем пурнăçланнă
10 çула яхăн кĕтнĕ. Тинех ĕнтĕ хваттер уççисем пĕрин хыççăн тепри хăйсен хуçисене тупрĕç. 40 çын ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Тăлăха тăрса юлнăскерсемшĕн Шупашкарти Геннадий Айхи проспектĕнчи 28-мĕш çурт тăван кил пулса тăчĕ.
Чăваш Енри тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтерес ĕç малаллах пырать. Кăçал черетре тӑнисем валли тата 414 хваттер алăкĕ уçăлĕ. Вĕсенчен 171-шĕ Шупашкарта пулĕ.

«Фермер шкулӗ» 5-мӗш хутчен вӗренекенсене йышӑнчӗ, шкул саккинченех пирвайхи професси илнисене документ пачӗҫ.
Паянхи кун тӗлне ял хуҫалӑх ӗҫӗнчи пӗлӗвне 130 ҫын тарӑнлатнӑ. Вӗсенчен 39-шӗ хӑйсен ӗҫне аталантарма 254 миллиона яхӑн тенкӗлӗх патшалӑх тӗревӗпе усӑ курнӑ.
Халӗ ҫӗр ӗҫченӗсем ҫырла ӳстерессипе, пулӑ ӗрчетессипе, сыр пӗҫерессипе тата ытти енпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.
5-мӗш юхӑмра тепӗр 63-ӗн вӗренӗҫ.
Аграри университечӗ Шупашкарти 5-мӗш гимназипе пӗрле пуҫарнӑ проектпа килӗшӳллӗн вара ачасем сыр, тӗрлӗ пылак ҫимӗҫ пӗҫерес ӑсталӑха алла илнĕ.

❗️АСĂРХАНĂР❗️
Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче 17:00 сехетсенче Çĕнĕ Шупашкарти Промышленная урамра гараж боксĕнче хĕрлĕ автан алхаснă. Çăмăл техника çуннă. Инкек тӳснĕ çынсем çук. Автомобиль маркине палăртаççĕ. Тĕрĕслевсем пыраççĕ. Юлашки кӑтартусем тăрăх, пушар чĕртсе янипе тухнă.
Çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче 00:30 сехетре Канаш хулинче кăвакарчăн усракан вырăн çуннă. 3 хутлă çуртăн 1-мĕш хутне те çулăм çитнĕ. Пушарпа кĕрешекенсем 55 çулти арçын кĕлеткине тупнă. Хĕрлĕ автан алхаснин сӑлтавӗ хуҫи туртнă чух хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни пулма пултарать. Çавăн пекех çулăмран 60 кăвакарчăн хӑтӑлайман. Тĕрĕслевсем пыраççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 427 пушар пулнă, 24 çын вилнĕ тата 24-шĕ аманнă, 83-шне вара çăлнă.
❗️ПУШАР ХĂРУШСĂРЛĂХĔ ПИРКИ АН МАНĂР!
☎️ИНКЕК ТУХСАН 01, 101, 112 ХИСЕППЕ ШĂНКĂРАВЛĂР!