Чӑвашла шухӑшла
455 subscribers
711 photos
27 videos
32 files
247 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
"Чӑваш" этноним ӑҫтан пулса кайнине паянхи куна никам та тӗплӗн пӗлмест. Темиҫе верси ҫӳрет, вӗсенчен пӗри те ҫирӗп мар.
Тата тепӗр верси ҫинчен каласа паракан халлап та пур.

Текст ⬇️

#халлап
Чӑваш ятлӑ сунарҫӑ

Елӗк-авал пӗр Чӑваш ятлӑ ҫын пурӑннӑ, тет. Вӑл ухӑран пит тӗл пенӗ. Пӗррехинче вӑл тусем ҫине ухутана кайнӑ. Ҫӳресен-ҫӳресен, вӑл пӗр ту хысакӗ ҫинче ҫав тери илемлӗ кайӑк ларнине курнӑ. «Персе антарам-ха ку кайӑка»,— тесе, вӑл ҫивӗч вӗҫлӗ ҫӗмренне кӑларнӑ. Кайӑк, ӑна курса, этем чӗлхипе калать:
— Ан пер мана, Чӑваш, киле илсе кай: кирлӗ кунта кирлӗ пулӑп,— тет.
Чӑваш килӗшет, кайӑка килне илсе таврӑнать.

Каҫ пулать, Чӑваш ҫывӑрма выртать. Ҫӗрле ку темӗнле шӑв-шав илтет. Сиксе тӑрать те тула чупса тухать. Ана хирӗҫ пӳрте пӗр хитре кӑна йӗкӗт чупса кӗрет, кӗрет те ҫухалать. Чӑваш ҫак йӗкӗтӗн тумӗ пӗтӗмпех кӗмӗлтен пулнине курать.
Ҫӗлӗк те уйӑх ҫутипе йӑл-ял ҫиҫет, тет.

Унччен те пулмасть — йӗкӗт хыҫҫӑн ял ҫыннисем чупса ҫитеҫҫӗ. Чӑваш вӗсенчен мӗн пулнине ыйтса пӗлет. Ҫынсем ӑна каласа параҫҫӗ. Вӑрӑ-хурах кӑпчаксем ял ҫине тапӑннӑ та лашасене, выльӑхсене хӑваласа каясшӑн пулнӑ иккен. Вара ҫав йӗкӗт вӗсене хӑваласа янӑ. Ял ҫыннисем вӑл Чӑваш патне кӗнине курнӑ, кам пулнине пӗлесшӗн килнӗ.
— Аҫта кайрӗ ҫав йӗкӗт? Вӑл пирӗн выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑлса хӑварчӗ, тӑшмансене хӑваласа ячӗ, — теҫҫӗ.

Чӑваш калама та пӗлмест. Вӑл пӳрте кӗрет, пӑхать — никам та ҫук, кайӑк анчах ларать. Чӑваш пырать те кайӑка ҫапса ӳкерет. Унччен те пулмасть — кайӑкран пит чипер, хитре хӗр пулса тӑрать. Тумӗ те кӗмӗлтен, тет. Вара кӑпчаксене ҫак хӗр хӑваласа янине чухласа илет Чӑваш. Ҫынсем те пӗлеҫҫӗ.
— Ну, эпӗ халь санӑн арӑму пулатӑп, — тет ҫак хӗр.
Чӑваш ӑна хапӑлласах йышӑнать.

Пурӑнаҫҫӗ кусем пурнӑҫа. Нумай та вӑхӑт иртмест — ҫав хӗр ҫинчен ӗмпӳ илтет, ӑна хӑй патне илсе пыма, арӑм тума шутлать. Ҫав шутпа вӑл хӑйӗн нукерӗсене Чӑваш патне ярать. Кусем ҫитеҫҫӗ те кайӑк-хӗре ӗмпӳ патне пыма хушаҫҫӗ. Чӑваш ҫилленсе каять те ҫав нукерсене пурне те вӗлерсе пӗтерет. Вара вӑл арӑмӗпе пӗрле выльӑх-чӗрлӗхне пухать те, лашасем кӳлет те тинӗс хӗррине тарса каять.

Нумай вӑхӑт ыр курса пурӑнаҫҫӗ вӗсем, ватӑлса вилеҫҫӗ.
Вӗсем вилсен, вӗсен ачисене «чӑвашсем» теме тытӑннӑ пулать. Чӑваш ятлӑ ҫынтан чӑвашсем ҫапла пулса кайнӑ, тет.

#халлап
Ҫӗнӗ ҫул ҫитеспе асаттен пӗр чуна ӑшӑтакан халлапне каласа парас килет.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи чухӑн ҫулсем, ман асатте ун чух пӗр 5-7 ҫулта пулнӑ.
Пӗррехинче ялта тин уйӑрнӑ пыл сутнӑ тет, ҫынсем хӑйсен савӑчӗпе пынӑ, сутуҫӑ вӗсене ҫавӑнта пыл антарса панӑ. Ялти ача-пӑча йӗри-тавра явӑннӑ, паллах, анчах пыл илме никамӑн та укҫи пулман.

Пӗр ватӑ арҫын лавккаран ҫӑкӑр илчӗ тет те ҫемҫе ӑш-чиккине унтан кӑларса илчӗ тет. "Манӑн савӑт ҫук, ак ҫакӑнта пыл ярса парӑр-ха", -- терӗ тет. Шӑп-тулли тултарчӗҫ тет. Арҫынни кӑссисене шаккаса пӑхрӗ тет те: "Ак тамаша, укҫана илме маннӑ", -- терӗ тет, вара пылне каллене силлесе тӑкрӗ тет.
Ҫак пыллӑ ҫӑкрине урамра вылякан ачасене валеҫсе ҫитерчӗ тет ҫав арҫын.

Кашнине кӑштахшар кӑна лекнӗ пулсан та, асатте ҫав ҫӑкрине мӗн ватӑличчен аса илетчӗ.

#халлап
Хӑҫан мӗнле чӗлхе усӑ курни ҫинчен

XIX-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче дворянсем час-часах французла ҫырнӑ. Вырӑс чӗлхи ҫав вӑхӑтра ытларах хресченсен, ахаль ҫынсен чӗлхи пулнӑ.

Пушкин хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ патне ҫырнӑ чухне француз чӗлхипе усӑ курнӑ: мӗншӗн тесен ун чухне вӑл сӑпайлӑх тата аристократи йышӑннӑ йӗркене пӑхӑннин палли кӑна пулнӑ.

Вӗсен ҫемье пурнӑҫӗ пуҫлансан вара, Пушкин Наталья Гончарова патне ҫырнӑ чух чӗлхине тӳрех улӑштарать:
🔹ҫырусенче ӑна "эсӗ" тесе чӗнме тытӑнать (французла "vous" ҫав вӑхӑтри ҫырура "эсӗ" пек те, "эсир" пек те куҫать, анчах ытларах дистанци тытнине пӗлтерет);
🔹вырӑсла ҫырать, паян вуласан хӑш чухне тӳрккесрех тата хытӑрах пек те туйӑнать -- анчах ун чухне вӑл арӑмне кӳрентересшӗн пулман, ӑна хӑйӗн тӗнчине, хӑйӗн ҫывӑхне кӗртесшӗн, тулашри тӗнчерен уйӑрасшӑн пулнӑ.

Ҫӑлкуҫ:
Левкович Я. Л. Письма Пушкина к жене.

#нумай_чӗлхелӗх
🔔🔔🔔 Чӑвашла пӗлекен ҫынсем кирлӗ!

1) журналист: Чӑваш Енри пурнӑҫа ҫутатакан. Мӗн тумалла? Чӑваш Республикинче пулса иртекен пулӑмсене куллен ҫутатмалла.

2) текстпа ӗҫлекен: чӑваш чӗлхин икчӗлхиллӗ ҫӳпҫине (чӑваш чӗлхи корпусӗ) чӑвашла текстсемпе пуянлатакан. Мӗн тумалла? Тӗрлӗ сайтсенчи текстсене корпуса кӗртмелле.

3) куҫаруҫӑ: чӑваш чӗлхи корпусӗнчи чӑвашла текстсене вырӑсла куҫармалла. Мӗн тумалла? Корпусри текстсене чӑвашла куҫармалла («Атӑл.Тӑлмач» куҫарнине якатмалла).

4) Википеди куҫаруҫи: Википедири вырӑсла текстсене чӑвашла куҫаракан. Мӗн тумалла? «Атӑл.Тӑлмач» куҫарнӑ текстсене якатса Википедине кӗртмелле.

5) Сасӑ ҫыракан: чӑвашла текстсене сасӑлакан. Мӗн тумалла? Чӑваш чӗлхи корпусӗнчи текстсене сасӑламалла. Лайӑх сас кирлӗ. Хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтеретпӗр.

Ӗҫ тӳлевлӗ. Вӗрентетпӗр. Уйрӑмах кирлӗ: 4, 5, 3, 2.
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Урӑх чӗлхе -- урӑх ҫын

Эсир миҫе чӗлхе пӗлетӗр? Ҫакна вулатӑр пулсан -- сахалтан та иккӗ. Урӑх чӗлхене куҫнӑ чухне эсир хӑвӑра урӑх ҫын пек туятӑр-и, ҫук-и?

Пӗр нумай чӗлхеллӗ хӗр хӑй сӑнанипе пайлашрӗ:
🔹Вырӑсла (ун тӑван чӗлхи) калаҫнӑ чухне вӑл яланах хӑйне тиркессе, чышасса кӗтет, "кӗрешме" хатӗр.
🔹Акӑлчанла калаҫма ӑна пит ҫӑмӑл, хӑйне хапӑл тӑвасса пӗлет.
🔹Французла лайӑхах пӗлмесен те калаҫура хӑйне питӗ ирӗклӗ туять.
🔹Корейла пит хӑюсӑр, яланах аван мар пек пулать.
Сӑлтавӗ -- вӗрентекенсем тата калаҫакансем унпа хӑйсене мӗнлерех тыткаланинче тесе шутлать. Тӗслӗхрен, корейла вӗрентекенсем студентсенчен йӗплесе кулма юратнӑ, французсем вара кӑштах та пулин чӗлхе пӗлекенсене питӗ мухтанӑ.

Эпӗ хама чӑвашла тата вырӑсла калаҫнӑ чух тӗрлӗ ҫын пек туймастӑп, тен, мӗн пӗчӗкрен вӗреннипе. Акӑлчанла ман опыт лайӑхах мар ҫав, мана калаҫма йывӑр, ытлашши ҫӑвар уҫмастӑп та (ҫырма, вулама, итлеме -- аванах). Тутарла -- темиҫе ҫул калаҫман.

Эсир мӗн шутлатӑр? Ҫын урӑх чӗлхене куҫсан чӑнах улшӑнать-и?
Улшӑнать пулсан, тен, чӑвашла тин вӗренекенсене чышмалла мар, кӑсӑкланнӑшӑн, калаҫма хӑтланнӑшӑн, тӑрӑшнӑшӑн ытларах мухтамалла?

Каҫӑ:
https://t.me/mezhkulturno/819

#нумай_чӗлхелӗх
Кӑмӑл-туйӑм мӗн усси?

Эпир логикӑпа усӑ курса кӑна тӗрӗс йышӑну тума пултаратпӑр тесе шутлатпӑр, туйӑмсем вара пире ҫав ӗҫре чӑрмантараҫҫӗ тетпӗр.
Ҫук иккен.

1996-мӗш ҫулта Антонио Дамасио, нейробиолог, Эллиотт ятлӑ пациенчӗн пуҫ мимийӗн хуппин пӗр пайӗ (ventromedial prefrontal cortex) ванчӑк пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл чиста калаҫма та пултарнӑ, ӑсӗ те вырӑнӗнче пулнӑ, анчах кӑмӑл-туйӑмӗсем пач ҫухалнӑ. Ҫавна кура Эллиотт пурнӑҫӗнче пӗр йышӑну та тума пултарайми пулса тӑнӑ: вӑл мӗн тӑхӑнмаллине те, мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине те ниепле те татайман, пӗр вӗҫӗмсӗр +/- танлаштарнӑ.

2002-мӗш ҫулта Дэниел Канеман, психолог, экономика уйрӑмӗнче Нобель премине тивӗҫнӗ: вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 90% ҫын рационаллӑ мар, кӑмӑл-туйӑма, хӑнӑхӑва е социаллӑ йӗркене пӑхӑнса автоматикӑлла йышӑну тунине пӗлтернӗ.

Ҫак тӗпчевсем йышӑну тунӑ чух кӑмӑл-туйӑм кӑна кирлӗ пулнине пӗлтермеҫҫӗ, паллах. Ӑс-тӑн тата логика пурпӗрех кашни суйлав хыҫҫӑн мӗн пулса иртме пултарнине шута илме кирлӗ. Анчах кӑмӑл-туйӑм факторне те шута илни лайӑхрах йышӑну суйлама май парать иккен.

Тата вуламалли:
Интуици ҫинчен:
https://t.me/chushu/1294

Ҫӑлкуҫсем:
https://www.ubs.com/microsites/nobel-perspectives/en/laureates/daniel-kahneman.html
https://teletype.in/@kill_god/eKAejgAT

#longread
Ҫур ҫул хушшинче кунта мӗнле материалсем пулчӗҫ:

ЧӐВАШСЕМ
🟡"Тетте" журнал
🟡Сасӑ тата ҫыру культури
🟡Чӑвашла ӑҫта калаҫма юрать?
🟡Ҫитӗннӗ ҫынсем мӗнле пулаҫҫӗ
🟡Чӑвашсен чӗмсӗрлӗхӗ

ХАЛЛАПСЕМ
🟢Тимӗрҫӗпе шуйттан лаши
🟢Ятлаҫма юратакан ҫын ҫинчен
🟢Тухатмӑш вилсен мӗн пулать
🟢Симӗс тутарла та чӑвашла
🟢Пит ҫӑмартине тӑм илнӗ
🟢Пылпа ҫӑкӑр

САСӐЛАНӐ ЮМАХСЕМ
🟣Сармантей
🟣Ӑсамҫӑ-хӗр ҫӳҫӗ
🟣Чӑваш этноним ҫинчен халлап

ПАЯНХИ
🔵Республика Галаад ҫинчен
🔵Хӗр-арӑмсен пӗтӗм тӗнчери форум ҫинчен
🔵Хӳтлӗх ҫинчен

ШУХӐШЛАВ
🔘Хӑть те мӗне лайӑх вӗренмелли меслет
🔘Шухӑшлӑв тӗсӗсем
🔘Кризисра ҫын мӗнле улшӑнать
🔘Тиркевлӗ шухӑшлав
🔘Мӗншӗн Гренландире выҫӑ вилнӗ, анчах пулӑ ҫимен

ТУЙӐМ
🔘Мӗншӗн пӗрисем усал, теприсем ырӑ
🔘Мӗншӗн чӗрчунсене юратма ҫӑмӑл, ҫынсене йывӑр
🔘Стресспа кӗрешмелли ҫинчен
🔘Мӗншӗн туйӑма шанма юрать

КӖНЕКЕ
🔘Роберт Шекли - Тӗнче лавкки (чӑвашла)

ЫТТИ ХАЛӐХСЕМ
🔘Савӑт-сапа тата кефир чĕлхере мӗнле ҫыхӑннӑ
🔘Кам вăл Херося

НУМАЙ ЧӖЛХЕЛӖХ
🟡Сиенлӗ логопедсем ҫинчен
🟡Нумай чӗлхеллӗ этикет
🟡Мӗншӗн Пушкин арӑмне вырӑсла ҫыру ҫырнӑ
🟡Урӑх чӗлхе -- урӑх ҫын
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Усал улӑштарнӑ ача

Ӗлӗк-авал, вакцинаци, антибиотиксем тата путлӗ чир диагностики пулман чухне, ачасем пӗчӗкле нумай вилнӗ. Ҫынсем кун пек чирсене ӑнлантарма пӗлмен. Ҫавна кура пӗтӗм тӗнчепе пӗрпӗкрех мифсем пулса кайнӑ: ҫыннӑн сывӑ ачине темле усал хӑйӗн сусӑр е ахаль нумай макракан ачапа улӑштарса хӑварать имӗш.
Ҫав усалӗ сывӑ ачана тавӑртӑр тесе чирлӗ "улӑштарнӑ" ачине вӑйлӑ хӗнемелле пулнӑ имӗш.
Пирӗн те кун пек халлап пур.

Каҫӑ:
https://en.wikipedia.org/wiki/Changeling

Текст ⬇️⬇️⬇️
#халлап
Улӑштарнӑ ача ҫинчен

Ийе вӑл шуйттан тавраш, вак усал. Вӑл мунчара та, пушӑ пӳртре те пурӑнать тет. Ваттисем ҫапла каланӑ: «Ачана пӳрте пӗччен хӑварма юрамасть, усал улӑштарса каять», — тенӗ.
Ийе вара ҫыннӑн ачине илсе кайса хӑйӗн уксак, суккӑр, чӑлах, сӗлекеллӗ ачине парса хӑварать тет, е урӑх тӗрлӗ чирлӗ ача парса хӑварать тет. Ийе улӑштарнӑ ача пуҫне тӳрӗ тытаймасть, сӗлекине юхтарать, ахӑлтатса кулать, аллисемпе пӗрмаях вылять тет.

Ийе хӑй ачине каялла илсе кайса ҫын ачине кӳрсе патӑр тесен, акӑ ҫапла тӑваҫҫӗ. Сывӑ мар ачана (ийе улӑштарнӑ ачана) вӗри мар кӑмакана пӑрахаҫҫӗ. Кӑмака ҫӑварӗ умне типӗ, тылламан йӗтӗн хураҫҫӗ те вут чӗртсе яраҫҫӗ. Пӗр хӗррине ийе кӗмелӗх уҫӑ хӑвараҫҫӗ.
Вара йӗплӗ хулӑ илеҫҫӗ те кӑмака умӗнче ийе ачине хӗнетпӗр тесе ҫапаҫҫӗ: «Ак сана, ийе ачи! Ийе каялла илсе каймасан, сана вӑйлӑ хӗнетпӗр те ҫунтаратпӑр!» — тесе ҫапаҫҫӗ.

Ача кӑмакара макӑрса выртать. Унтан тата хытӑрах: «Ийе, ман ачана каллене пар, памасан сан ачуна вӗлеретпӗр!» — тесе, ачана кӑларса, ерипен ҫапаҫҫӗ.
Ийе вара, хӑй ачине хӗрхенсе, ҫын ачине калла пырса парать тет, хӑй ачине калла илсе каять тет.

#халлап
"Ҫичӗ ют" тата "юн тасалӑхӗ" ҫинчен

"Юн тасалӑхӗшӗн" кӗрешекен ҫынсен Габсбург династийӗн историйӗпе паллашмалла. Вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех пӗр-пӗрин тӑванӗсемпе пӗрлешнӗ, ҫавна пула ачисен хушшинче ӳт-пӗвӗ енчен те, ӑс-хакӑлӗ енчен те тулли ачасем сайра тӗл пулнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ачисем чӗрӗ юласси те сайра пулнӑ.

Ҫак тискер инбридинг тӑрринче -- 1661-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Карл II, Испани патши. Унӑн чирӗсемпе медицина справочникне тултарма пулать, вӑл 38 ҫула ҫити пурӑнайни те тӗлӗнмелле япала. Тӗслӗхрен, вӑл сакӑр ҫула ҫитиччен утма вӗренеймен, кукӑр янах шӑмми ӑна йӗркеллӗ ҫиме те, калаҫма та паман. Патшалӑх ӗҫне вӑл, паллах, хутшӑнман, икӗ хут авланса та ачисене хӑварайман.

Ахаль ҫыннӑн ӑрӑвӗнче пиллӗкмӗш сыпӑкра 32 мӑн аслашшӗпе асламӑшӗ пулмалла. Карлӑн вара вӗсем пурӗ 10 кӑна пулнӑ.

Ҫавӑнпа мӗн ӗлӗкренех тӗрлӗ культурӑсенче ҫывӑх тӑвансене авланма/качча кайма юраман, вӑл чи авалхи табусенчен пӗри. Кун пек табу ҫынсен кӑна мар, шимпанзе упӑтисен те пур. Чи ӑслӑ чӗрчунсем генетикӑллӑ полиморфизм пахалӑхне интуитивлӑ чухланӑ: ашшӗпе амӑшӗ пӗр-пӗринчен тӑванлӑх енчен инҫерех пулни популяци сывлӑхне ҫирӗплетет иккен.

Пирӗн те ҫакӑн валли "ҫичӗ ют" термин пур:
Ҫичӗ ютран килчӗ ют
Атте килне хӑтана.
Сарӑ хӗре ҫураҫать
Ҫичӗ ютри пуяна.
("Нарспи", К.В. Иванов)

"Ҫичӗ ютри" -- ҫичӗ сыпӑкра тӑванлӑ мар ҫын.

Эсир хӑвӑрӑн миҫе сыпӑкри тӑвансене пӗлетӗр?
Кӗнеки малтан килӗшмерӗ, интереслӗ мар пек туйӑнчӗ. Унта ковид вӑхӑтӗнче карантинра ларнӑ чухне вуннӑмӗш класри ачасем пӗр-пӗринпе ҫырӑнаҫҫӗ, унтан хӑйсен шухӑшӗсене кун кӗнекине ҫырса хураҫҫӗ.
Вуланӑҫемӗн кӑсӑклӑрах пулса каять: ҫамрӑксем пӗрремӗш хут пысӑк ыйтусем ҫинчен шухӑшласа хӑйсен пуҫӗсене ватаҫҫӗ.

Ҫамрӑксене валли ҫак кӗнеке уйрӑмах усӑллӑ пулмалла пек туйӑнчӗ, анчах та виҫ ҫул хушшинче те пин экземплярлӑ тираж сутӑнса пӗтмен -- те ковид теми чӑх пӑх тути каланипе, те ҫамрӑксем чӑвашла вуламаннипе. Шел.

#кӗнеке
Forwarded from Сергеевна (Саша)
Выҫӑ арӑслан антилопӑна шыраса тупма пулӑшакан туйӑмсене ҫеҫ йышӑнса туять. Ҫав вӑхӑтра ҫисе тӑраннӑ арӑсланӑн тӗллевӗ - хӗвел ӑшшипе киленесси. Вӑл халь тума май ҫук ӗҫ ҫинчен, малашлӑх ҫинчен шухăшласа пуҫне ватмасть, иртнӗ ӑнӑҫсӑрлӑхсемшӗн кулянмасть.
("Поток: Психология оптимального переживания", Михай Чиксентмихайи)

Хӑш-пӗр чухне тутӑ арӑслан пек пулас килет, пулса иртни тата пуласлăх ҫинчен пӑшӑрханмасӑр. Ҫук япаларан хӑрамасӑр. Арӑслан философ мар, апат ҫиет те хӗвел айне выртать.
⚡️Питӗ усӑллӑ япала!
Пурне те хутшӑнма сӗнетӗп.
Мур хыҫҫӑн

Мур тесе хӑрушӑ, нумай вилӗм илсе килекен чирсене каланӑ, кунта вӑл -- plague, чума.
14-мӗш ӗмӗрте ҫав чир ҫынсен йышне ҫурмалла сахаллатнӑ, ҫитменнине, чирне пыйтӑсем сарнипе, унпа ытларах чухӑнсем аптранӑ. Аса илмелӗх, 14-мӗш ӗмӗр вӑл феодализм вӑхӑчӗ, ун чухне ҫын мӗнле ҫемьере ҫуралнӑ, ҫавӑн ӗҫне малалла тӑснӑ: хресчен ачи хресчен пулнӑ, улпут ачи -- улпут.

Анчах та мур иртсе кайнӑ хыҫҫӑн лару-тӑру улшӑннӑ. Ӗҫченсем хӑйсен йышӗ сахалланнине асӑрханӑ, халӗ вӗсем лайӑхрах тӳлекенсене суйлама пултарнӑ, ӗҫне улӑштарма пултарнӑ. Ватӑ тимӗрҫӗ ӗлӗк хӑйӗн ӗҫне хӑйӗн ывӑлне кӑна вӗрентнӗ пулсан, халь вара хӑть кама та илме хатӗр пулнӑ.
Ҫӗр нумай та йӳн пулса тӑнӑ, тата ҫӗр ӗҫлекенсем сахал пулнипе вара унта кӗтӳ кӗтнӗ. Ҫынсем лайӑхрах пурнӑҫ шыраса нумайрах куҫса ҫӳреме пуҫланӑ.

Малтан аслӑ ывӑлсем кӑна эткер илме пултарнӑ пулнӑ, кайран кӗҫӗннисене те, хӗрӗсене те эткер уйӑрма пуҫланӑ. Хӗрарӑмсен прависем тата упчари вырӑнӗсем ҫавна кура ҫирӗпленнӗ. Чиркӳсенче пупсем ҫитмен, вилнисен вырӑнне ҫамрӑк пупсем килнӗ, вӗсем вара пӗлӳсем ҫитменнипе ӗлӗкхи йӗркесенӗ ҫирӗп тытма пӗлмен, хӗрарӑмсем тӗн ӗҫӗсенче тата ахаль пурнӑҫра ытларах палӑрма пуҫланӑ.

Ҫак улшӑнусем пуянсене питӗ килӗшмен, паллах. Ятарлӑ саккунсем йышӑнса вӗсем "иртӗхнӗ хресченсене" каялла алла илесшӗн пулнӑ. Хресченсем вӑйлӑ пӑлханнипе ҫав саккунсем Хӗвеланӑҫ енче вӑй илеймен. Хӗвелтухӑҫ Европӑра вара патшасем ҫав пӑлхавсене пусарайнӑ, ҫавӑнпа унта крепостла йӗрке текенни ҫирӗпленсе кӑна кайнӑ.

Ирӗклӗхпе пӗрле мур хыҫҫӑнхи вӑхӑт тата курайманлӑх вӑррисене те илсе килнӗ. Хӑрушӑ чир ӑҫтан-мӗншӗн килнине пӗлмесӗр ҫынсем кама кӑна айӑпламан. Тӗслӗхрен, мӑсӑльмансем халӑх хӗрарӑмсене пула ҫылӑха кӗнипе тӗнче пӗтме пуҫланӑ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа тӗн енчен хаярланнӑ, хытӑрах йӗркесене ҫирӗплетнӗ.
Ҫаплах тата нумай ҫӗрте ют халӑхсене, уйрӑмах еврейсене тата чикансене, ытти куҫса ҫӳрекен ҫынсене чир сарнӑ тесе айӑпланӑ, вӗсене хӑваланӑ, вӗлернӗ, йышӑнман.

Ырри те пулнӑ: пӗтӗмӗшле Европӑра майӗпен пурнӑҫ хакӗ ӳснӗ, гуманизм ҫуралнӑ. Этем хӑйӗн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫне пӗрремӗш хут пысӑка хунипе Италире ҫӗнӗ пысӑк тапхӑр -- Ренессанс -- пуҫланнӑ.

#longread
Икӗ ачан икчӗлхелӗхӗ ҫинчен

Кашни ҫур ҫул хамӑн ачасен чӗлхе аталанӑвӗ ҫинчен ҫыратӑп:
1⃣ ача малтан вырӑсла лайӑхрах калаҫни ҫинчен
2⃣ чӑваш чӗлхине тӳрлетни ҫинчен
3⃣ логопедиллӗ проблемисем

Паян кун аслӑ ывӑл 4,6 ҫулта, вӑл логопед патне ҫӳрени 4 уйӑх. Садика та кӑҫалтанпа ҫӳрет, унта пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ паллах.
Логопед патне ҫӳренин уссине пит курмарӑм-ха: хальччентемпе сасӑ лартма пуҫлаймарӗ, ытлашши нумай йӑнӑш тусан ачан кӑмӑлӗ пӑсӑлать те вӑл урӑх ӗҫлесшӗн мар пулать. Анчах та логопедпа та эрнере иккӗ, манпа тата кашни кун чӗлхе гимнастикине тата массаж тунин усси курӑнать: с, з, ш сассисем халь йӗркеллӗ, тата т, д, л, р юлчӗҫ.

Паян мана унӑн "хӑйне тыткалани" ҫинчен аслӑрах логопед патне калаҫма чӗнчӗҫ. Вӑл ачана диагностика тунӑччӗ.
1. Ача имӗш иртӗхнӗ, ҫавӑнпа итлесшӗн мар, ӗҫлесшӗн мар. Эпӗ ача хыҫҫӑн каятӑп имӗш.
2. Эпир килте икӗ чӗлхепе калаҫнипе ачан чӗлхе шайӗ час хӑпармасть, ҫавӑнпа ӗҫ хӑвӑртах кайтӑр тесен килте пӗр чӗлхе ҫине куҫмалла.

Икӗ тезиспа та эп килӗшес ҫук.
Пӗрремӗшне тӗкӗнместӗп, иккӗмӗш ҫинчен каласа хӑвармалли пур:
🔹Икӗ чӗлхеллӗ ачан кашни чӗлхепе "словарный запас" унӑн пӗр чӗлхеллӗ тантӑшӗсенчен пӗчӗкрех пулни йӗркеллӗ япала. Ку япала вӑхӑтлӑха кӑна, кайран, шкула кайиччен е (чи кайри) вӑтам шкула куҫиччен вӑл шайлашать.
🔹Сасӑ проблемисем икӗ чӗлхелӗхпе ҫыхӑнман, кун пирки ҫирӗп тӗпчевсем пур (ача пӗр чӗлхере пӗр-пӗр сасӑ калаймасан, вӑл ӑна урӑх чӗлхере те калаймасть). Ҫавна кура пӗр чӗлхе ҫине куҫни хӑвӑртрах сасӑ лартма пулӑшмасть.
🔹Пирӗн ҫӗршывра 80% вырӑс пурӑнать, вӗсем пурте тенӗ пек пӗчӗкрен пӗр чӗлхеллӗ кӑна. Ытти 20%-ран та хӑшӗсем килӗнчӗ вырӑсла кӑна калаҫнӑ.
Ҫавна кура пирӗн логопедсем, уйрӑмах республикӑсен тулашӗнче, мӗн пӗчӗкрен икӗ чӗлхеллӗ ачасене сайра кураҫҫӗ, вӗсен нормисем урӑхла пулнине пӗлмеҫҫӗ.

⚠️ Ашшӗ-амӑшӗ яланах ачине ырӑ кӑна сунать, ҫавӑнпа логопедсем кун пек канашсем парсан нумайӑшӗ итлеҫҫӗ. Ҫак канашсем пулӑшмаҫҫӗ кӑна мар, сиенлӗ иккенне пурин те пӗлмелле.

Эпир хамӑрӑн логопед патне ҫавах ҫӳреме шут тытрӑмӑр. Паян ак пурпӗр прогресс пулчӗ -- педагог мӗн каланине ача йӑлтах савӑнса турӗ тет, чиперех ӗҫлерӗ тет. Майӗпен пулсан та, усси пулатех тетӗп.

Кӗҫӗн ывӑл иккӗре халь. Эпӗ те, пиччӗшӗ те унпа ҫуралнӑранах чӑвашла калаҫнипе вӑл хӑйӗн ҫулӗсем валли питӗ лайӑх тата нумай калаҫать. Вырӑсла кӑштах сахалтарах, анчах куншӑн эп пӑшӑрханмастӑп, вӑл-ха кӑҫал садика каять.
Уйрӑмах мана мӗн килӗшет: вӗсем хӑйсен хушшинче 95% вӑхӑт чӑвашла калаҫаҫҫӗ.
Ҫапла диалог пӗр кун илтрӗм:
-- Пичче, пойдём! 😊
-- Эс мӗн манпа вырӑсла калаҫан? 🤨

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх #longread