Чӑвашла шухӑшла
457 subscribers
711 photos
27 videos
32 files
247 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Эскапизм саманчӗ.

Манӑн пуш вӑхат нумай пулнӑ пулсан эпӗ кӗнекесем чӑвашла куҫарӑттӑм.
Мӗншӗн тесен - ман шухӑшпа, ҫын миҫе чӗлхепе калаҫать, ҫавӑн чухлӗ унӑн "пит", е сӑнар. Хамӑрӑн "чӑваш пит" вӑйлӑрах, илемлӗрех, ӑслӑрах пултӑр тесен чӑвашла нумайрах вуламалла, шухӑшламалла, сӳтсе явмалла тесе шутлатӑп.

Чи пӗрремӗш куҫарнӑ пулӑттӑм:
1. Шарль де Костер - "Легенда об Уленшпигеле"
2. Хо Гюн - "Сказание о Хон Гиль Доне"
3. Виктор Гюго - "Отверженные"

4. Роберт Шекли - калавсем
5. Терри Пратчетт - "Плоский мир" ҫаврӑмӗ
6. Джованни Боккаччо - "Декамерон"
7. Данте Алигьери - "Божественная комедия"
8. Базиле Джамбаттиста - "Сказка сказок"
9. Франсуа Рабле - "Гаргантюа и Пантагрюэль"
10. У Чэнъэнь - "Сунь Укун - царь обезьян"
#кӗнеке
Кӗнеки малтан килӗшмерӗ, интереслӗ мар пек туйӑнчӗ. Унта ковид вӑхӑтӗнче карантинра ларнӑ чухне вуннӑмӗш класри ачасем пӗр-пӗринпе ҫырӑнаҫҫӗ, унтан хӑйсен шухӑшӗсене кун кӗнекине ҫырса хураҫҫӗ.
Вуланӑҫемӗн кӑсӑклӑрах пулса каять: ҫамрӑксем пӗрремӗш хут пысӑк ыйтусем ҫинчен шухӑшласа хӑйсен пуҫӗсене ватаҫҫӗ.

Ҫамрӑксене валли ҫак кӗнеке уйрӑмах усӑллӑ пулмалла пек туйӑнчӗ, анчах та виҫ ҫул хушшинче те пин экземплярлӑ тираж сутӑнса пӗтмен -- те ковид теми чӑх пӑх тути каланипе, те ҫамрӑксем чӑвашла вуламаннипе. Шел.

#кӗнеке
Тихон Петеркки ҫырнӑ тӑрӑх, И.Я. Яковлев вилес умӗн мӗн пӗлнӗ чӗлхисене пӗтӗмпех манса кайнӑ -- тӑван чӗлхисӗр пуҫне.
Арӑмӗ тата ачисем чӑвашла пӗлменнипе унӑн юлашки сӑмахӗсене никам та ӑнланса та, астуса та юлман.
#кӗнеке