ЧРИО
713 subscribers
3.06K photos
102 videos
22 files
712 links
Чувашский республиканский институт образования
Download Telegram
«Аваллăхсăр малашлăх çук» фестивале хутшăнма йыхравлатпăр!

Фестивале Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕ Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа ирттереççĕ.

📅Фестиваль нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче иртет, 9:00 сехетре пуçланать.

Фестиваль ăмăртăвĕсем:
🔸«Атьăр вăййа тухар-и?» (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем чăваш ача-пăча вăййисене кăтартса пани);
🔸«Халăх хитре – йăлипе» (вăтам классенче вĕренекенсен фольклор ушкăнĕ чăваш халăхĕн хăй тăрăхĕнчи пĕр йăли-йĕркине кăтартса пани);
🔸«Халăх юрри – чунăм уççи» (вăтам е аслă классенче вĕренекенсем чăваш халăх юррине юрлани);
🔸«Ай, ташлар-и ташшине…» (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш ташшине ташлани);
🔸«Çĕнĕ варкăш» (2-11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсем çырнă сăвăсене пăхмасăр пултаруллă каласа пани);
🔸«Халăх йăли – пурнăç йĕрки» (вĕрентекенсем чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса ирттернĕ уроксемпе урок тулашĕнчи ĕçсене ирттерни);
🔸«Ачалăхри асамат кĕперĕ» (5-11-мĕш классенче вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен куравĕ);
🔸«Пирĕн çемьен юратнă чăваш апачĕ» (проекта 1-11-мĕш классенче вĕренекен çемьепе хутшăнса хÿтĕлени).

Тĕплĕнрех: https://chrio.rchuv.ru/news/2023/01/13/avallhsr-malashlh-uk-festivale-hutshnma-jihravlatp


#чăвашчĕлхи #тăванчĕлхе #тăванчĕлхекунĕ #аваллăхсăрмалашлăхçук #минобразованиячувашии