Чувашская газета "Урал сасси"
188 subscribers
5.17K photos
107 videos
2 files
173 links
Чăваш чĕлхипе культурине хаклăр, аталантарăр. Хăвăр ачăрсемпе чăвашла калаçăр - çаксенче ăрусен çыхăнăвĕ тытăнса тăрать!
Download Telegram
🐺 Сунарçăсене кашкăрсене персе вĕлернĕшĕн премисем ÿстерсе парĕç

🐕 Бурзян районĕнче кашкăрсем çынсем пурăнакан вырăнсене килнипе пăшăрханаççĕ. Сăмахран, нумай пулмасть Магадеево ялĕнче вăрман çăткăнĕсем сăнчăрти йытта кăшласа вĕлернĕ. Кĕркунне Киекбаево ялĕ çывăхĕнче кашкăрсем кĕтĕвĕпе çÿренине асăрханă.

🔫 Тукмак хÿресен йышне йĕркелес тесе вырăнти сунарçăсене пухăнса вĕсене пеме тухма ыйтаççĕ. Администраци пуçлăхĕ Рамиль Абдуллин пĕлтернĕ тăрăх экологи министерстви январь уйăхĕн 14-мĕшĕччен кашкăрсене хирĕç сунара тÿлевсĕр тухма ирĕк парать. Районта кашни персе вĕлернĕ кашкăршăн 2500-3000 пин тенкĕ тÿлĕç. Чи кирли кунта сунар лицензийĕ пулни.

📌 Çавăн пекех Бурзян район пуçлăхĕ кĕрунне сунарçăсем 15 тискер чĕр чуна персе вĕлерни çинчен пĕлтернĕ.
👍21
📚 «Академос» ресурсăн (Виноградов ячĕллĕ вырăс чĕлхин институчĕ РАН) орфографи словарне 264 çĕнĕ статья кĕртнĕ. Пурĕ çулталăкне çĕнĕ сăмахсен шучĕ 921 танлашнă.
📝 Çапла актуаллă лексикăна агротуризм, безглютеновый, беспилотие, волонтёрство, гексакоптер, мультикоптер, чекап, эмодзи тата ытти сăмахсен шучĕпе анлăлатнă.
📖 Маларах пулса кайнă хăш-пĕр сăмахсем литература чĕлхин норминче çирĕпленеççĕ, словарьсенче, грамматикăра, вĕрентÿпе справка кĕнекисенче вырăн тупаççĕ. Сăмахран, авиагавань, агрегатор, драконоборец, касалетка (самолетра, поездра ун çине хурса вĕри апат параççĕ), пюрешка (макарошки сăмах пур), шалайка. Словаре арçын родне кĕрекен плацкарт сăмаха – вакун тĕсĕ (билет в плацкарт). Маларах чылай словарьсенче тата «Академосра» плацкарта (билет с плацкартой) сăмах çеç пулнă.
💻 Пĕчĕк е пысăк сас паллирен çырмалли сăмахсен ыйтавĕсене Донецк Халăх Республики (ДНР), Луганск Халăх Республики (ЛНР) сăмах майлашăвĕсене словаре кĕртнипе ăнлантарса пулать.
1🤔1
🌾🧳 Пушкăртстанра тата 400 агрокласс уçăлĕ

💼 2030 çул тĕлне республикăра шкулсемпе колледжсен никĕсĕ çинче тата 400 агрокласс уçăлмалла. Çакăн пирки ПР вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.

💰 Унсăр пуçне 2026 çулта республикăри Ял хуçалăх министерстви икĕ колледжа çĕнетме укçа-тенкĕ уйăрĕ.

💬 - Халĕ паянхи куна тивĕçтерекен кадрсем хатĕрлемелли система йĕркеленет. 2030 çул тĕлне аграри аслă шкулне тĕпрен юсăпăр, унти аудиторисем банксенчен лайăхрах пулĕç. Тĕллев - 2030 çул тĕлне выпускниксен 95% ял хуçалăх производствинче ĕçлемелле. Пирĕн аграрисем пулас специалистсене шкул саккинченех хатĕрлемелле, - палăртнă Ильшат Фазрахманов.
👍1💯1
🏆 Сумлă награда хуçи – Людмила Бадретдинова

Иртсе пыракан çулта эпир хаçат урлă чăвашăн пултаруллă та ĕçчен ывăлĕ-хĕрне, тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсене, патшалăх наградисем илнĕ ятпа чылай саламларăмăр. Вĕсем Пушкăртстан, Раççей шайĕнчисем те пулчĕç. Çак пулăм пурне те хавхалантарать, мăнаçлантарать, хамăр халăхăн ят-сумне çĕклет.

💐 Вулакана черетлĕ савăнăçлă хыпарпа паллаштарма васкатпăр. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2025 çулхи декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕнчи 930№ указĕпе килĕшÿллĕн Людмила Бадретдинова медицина наукисен докторне «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ сывлăх сыхлав ĕçченĕ» ята панă. Хальхи вăхăтра вăл «Красноусольск» санатори АОра сиплевпе диагностика комплексĕн ертÿçи пулса ĕçлет. Çавăн пекех Людмила Михайловна 2018 çултанпа Пушкăртстанри чăваш хĕрарăмĕсен «Сарпике» пĕрлĕхне тухăçлă ертсе пырать.
👍1👏1
Январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Тура-хан» визит центрта (Чишма районĕ) «Тулуп Байрам» («Тăлăп Уявĕ») çĕнĕ çул фестивальне ирттереççĕ.
Куçса çÿрекен халăхсен цивилизацин Еврази музейĕ ăнлантарса панă тăрăх, хăйне евĕр уява пушкăртсен хĕллехи тумтирне – тăлăп, кăçатă, шел тутăр тата ытти наци элеменчĕпе çыхăннă ăшă япаласем - упраса хăварас тата халăх хушшинче сарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Мероприяти программине тăлăп тăхăнса йĕлтĕрпе пĕр çухрăма чупассине кĕртнĕ. Унсăр пуçне чи лайăх тумтир, халăх ваййи конкурссем иртĕç, чей ĕçессипе савăнăçлă концерт та пулĕ. Фестивале кирек хăш ÿсĕмри çынсем те хутшăнма пултараççĕ – ватти-вĕтти пурте.
Республикăри Куçман объектсен культура еткерне сыхласа хăварас тата унпа усă курас енĕпе ĕçлекен наукăпа производство центрĕн директорĕ Данир Гайнуллин пĕлтернĕ тăрăх, музей команди Çĕнĕ çул каникулĕнче чăн-чăн илемлĕ те хаваслă уяв йĕркелеме палăртать.
https://ursassi.ru/news/festival/2025-12-24/pushk-rtstanra-t-l-p-t-h-nsa-y-lt-rpe-chupma-yyhravla-4519228
👍1🤝1
� Паян, декабрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче, пĕлтерĕшлĕ уяв — Пушкăртстан Республикин Конституци кунне паллă тăваççĕ. Çак кун 1993 çулта регионăн Тĕп саккунне йышăннă, вăл социаллă тата экономика аталанăвĕн тата обществăпа политика пурнăçĕн право никĕсĕ пулса тăнă.�
� Асăннă Конституци регион историйĕнче тăваттăмĕш шутланать (1925,1937, 1978 çулхи актсем хыççăн), ăна республика интересĕсене, уйрăмлăхĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Вăл РФ Конституцийĕнчен 12 кун «кĕçĕнрех» çеç. Унăн никĕсĕнче - регионти пĕлтерĕшлĕ хушăмсемпе çыхăннă тĕп положенисем. Пушкăртстанăн тĕп саккунĕ патшалах тытăмĕн никĕсне, влаçссене уйăрассине, çын правипе ирĕклĕхне çирĕплетнĕ.�
� «Пушкăртстан Конституцийĕ пирĕн асаттесен еткерлĕхне, чĕлхесене, культурăна, халăхсен туслăхне, граждансен прависемпе интересĕсене сыхлать. Эпир пĕрле вăй хуратпăр, малалла аталанатпăр, кашни хăй вырăнĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Ялан çавăн пек пулĕ», - тет республика пуçлăхĕ Радий Хабиров.�
1🔥1
Инициатива возведения часовни принадлежит главе Башкортостана Радию Хабирову. По словам Артура Юмагужина, советника руководителя региона по вопросам взаимодействия с Нацгвардией, предложение появилось в одной из поездок Хабирова. Учитывая мультикультурный характер республики и разнообразие религиозных убеждений солдат, проект получил одобрение.
Ранее солдаты самостоятельно возвели неподалеку мечеть. Для строительства часовни использовались качественные строительные материалы, доставленные из Башкортостана. Четверо военных собственными руками изготовили небольшой деревянный сруб размером шесть на шесть метров, транспортировав его на указанное место. После расчистки участка, установки конструкции и покрытия крыши объект открылся аккурат ко дню праздника Курбан-байрам. Вскоре появилась новая часовня аналогичного формата, просторная и уютная.
https://ursassi.ru/news/t-n-tata-obshchestvo/2025-12-24/voennosluzhaschie-bashkirii-vozveli-v-donbasse-chasovnyu-4520213
🙏21
🏥 Ишимбай районĕнче çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕ уçăлнă

👩‍⚕ Ишимбай районĕнчи Новоаптиково ялĕнче çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕ ĕçне пуçланă. Ăна «Вăрăм ĕмĕрлĕ те хастар пурнăç» наци проекчĕпе уçнă.

💊 Маларах медицина пункчĕ ача сачĕн çуртĕнче пулнă. Халĕ пациентсем хальхи вăхăта тивĕçтерекен амбулаторие çÿреме пултараççĕ. Унта медицина пулăшăвне Арланово, Аптиково, Новоаптиково, Сайраново, Богдановка, Биксяново, Салихово, Маломаксютово, Козловский тата Новоивановка ялĕсен çыннисем илĕç. Асăннă ялсенче 2000 ытла çын пурăнать.
На площадке БГМУ Минздрава России в Межвузовском студенческом кампусе обсудили современные технологии диагностики в спортивной медицине. Мастер-класс «Современные технологии диагностики в спортивной медицине» организован с целью установить профессиональное взаимодействие и интеграцию в области спортивной медицины и совершенствовать специальную медпомощь жителям Башкортостана.
Напомним, что в октябре 2025 года в БГМУ Минздрава России открылась кафедра «Адаптивной физической культуры и спортивной медицины». Она будет выпускать высококвалифицированных специалистов с медицинским образованием для работы с профессиональными спортсменами и любителями физической культуры.
Кафедру возглавил Алексей Лукьянов, кандидат педагогических наук, доцент по научной специальности «Теория и методика спорта», автор более 80 научных работ, 4 монографий, 12 учебных пособий. Алексей Борисович сам мастер спорта России по тяжелой атлетике, тренер с 18-летним стажем, тренер-преподаватель высшей категории.
👍1
🎁Республикăри сакăр çын лотерея миллионерĕ пулса тăнă

💥Пушкăртстанра пурăнакансем çулталăк хушшинче лотерейăра 123 млн тенкĕ ытла выляса илнĕ. Раççей Финанс министерстви йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри патшалăх лотерейисен операторĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанри сакăр участник лотерея миллионерĕ пулса тăнă.

💶Пĕтĕмĕшле илсен, парнесен мĕнпур категорийĕнче регионти 111 çын çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çулталăк хушшинче пурĕ 962 Раççей çынни бренд вăййсене пула лотерея çаврăннă, вĕсем 2,9 миллиард тенке яхăн выляса илнĕ.
👍1
🤾‍♀️ Хул-çурăма çирĕплетмелли тата канмалли вырăн пулĕ

🙏 Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура çĕнетнĕ Çĕнтерÿ мемориалне уçасси иртрĕ. Асăннă мемориал – пирĕн ентешсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен астăвăмне упрамалли вырăн.

💫 Ял халăхĕ пуçарнипе тата вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăра (ППМИ) çĕнтернипе кăçал çак палăка юсаса çĕнетме май килчĕ. Тавах проекта ырланă пур çынна та. Паттăрсем ĕмĕрех асра пулĕç.

Эпир çитес 2026 çулта та вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна хутшăнма палăртатпăр. Вырăнта пурăнакансемпе калаçнă, ял халăхĕ хушшинче ыйтăм ирттернĕ хыççăн чылайăшĕ Слакпуç ялĕнчи К.В. Иванов урамне тренажерсем лартма сĕнчĕ. Асăннă объект кирек камшăн та, çулĕсене пăхмасăр, хул-çурăма çирĕплетмелли тата канмалли вырăн пулĕ.

Ольга ЕГОРОВА, Слакпуç ял хутлăх админстраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.
Пелепей районĕ.
👍1
🎄 2026 çула мĕнле кĕтсе илмелле?

🐴 Хĕрлĕ вут-çулăмлă Лаша – хăюллă, малалла тата çĕнĕ мыскарасем патне ăнтăлакан символ. Çулталăк символĕ кивĕлĕхе тата кичеме юратмасть. Çавăнпа та 2026 çул улшăнусем, ÿсĕмпе аталану илсе килĕ. Лаша мал ĕмĕтлĕ тата тÿрĕ кăмăллă, ултава юратмасть. Çав вăхăтрах вăл кутăнлăхне те кăтартма пултарать, компромислă йышăнусене кăмăлламасть, лару-тăру ыйтнипе килĕшмест. Çулталăк символĕ коллективра пулма юратать, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет.

Тĕлĕнрех пĕлме - vk.cc/cL0Wy8
🔥1
2026 çул Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ пулĕ
Çакна çирĕплетекен указа РФ Президенчĕ Владимир Путин ĕнер, декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче, алă пуснă. Çакăн çинчен вăл Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.
Асăннă сĕнÿпе - 2026 çула Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тăвассипе - чăн малтан иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Нацисем хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен канашăн ларăвĕнче Пĕтĕм Раççейри казаксен пĕрлĕхĕн атаманĕ Виталий Кузнецов тухнă пулнă. Ун чухне атаман пуçарăвне Владимир Путин ырланă, йышăну тума кирлĕ хутсене хатĕрлеме хушнă.
Çав вăхăтрах Пушкăртстанра пурăнакансем те çак шухăшпа килĕшнĕ.
2💯1
🚔 Пушкăртстанра ÿсĕр водительсене тытса чарма «сунара» тухнă

Республикăра «Урă водитель» операци пуçланасси çинчен регионти тĕп автоинспектор Владимир Севастьянов пĕлтернĕ. Вăл паян, декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнчен, пуçласа январĕн 12-мĕшĕччен тăсăлать.
☎️📞Çак тапхăрта алкоголь шĕвекĕ усă курнă водительсене тупса палăртасси çине пысăк тимлĕх уйăрĕç. Асăннă ĕçе пурнăçлама операци рейчĕсене ытти чухнехинчен ытларах çул-йĕр полици экипажĕсем тухĕç. ГАИ посчĕсене уяв мероприятийĕсем иртекен тата халăх йышлă канакан вырăнсенче йĕркелĕç.
💥Çавăн пекех Владимир Севастьянов Пушкăртстанра пурăнакансене енчен те руль умĕнче ÿсĕр çынна асăрхасан ПР Шалти ĕçсен министерствин шанчăк телефонĕ çине 8-347-279- 32-92 номерпе шăнкаравлама ыйтать е телеграм мессенджерĕпе усă курма сĕнет. Мĕнпур калаçу анонимлă пулĕ.
💢Çулталăк пуçланнăранпа республикăри çул-йĕр çинче 286 инкеке шута илнĕ. Вĕсенче 100 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 386-шĕ тĕрлĕ шайра суранланнă.
1🔥1
🎄 Çĕнĕ çул саламĕ!

🤝 «Раççейре пурăнакан кашни халăх хăйĕн культурипе, йăли-йĕркипе, чĕлхипе патшалăхшăн питĕ паха», – тет çĕршыв пуçлăхĕ Владимир Путин. Çакна шута илсе çитес 2026 çула вăл «Раççей Федерацийĕнчи халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ» тесе çирĕплетнĕ.

🙏 Иртсе пыракан 2025 çула Тăван çĕршыв хÿтĕлекенĕсене халалланăччĕ. Питĕ тĕрĕс шухăш çакă. Эпир, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем, çак çирĕплетнĕ саккуна шута илсе, унпа килĕшсе, кăçал хамăр палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшрăмăр. Тăшмана фронтăн кашни утăмĕнче аркататпăр.

Тăван çĕршывра пурăнакан кашни çынна Çĕнĕ çула çирĕп сывлăхпа, лайăх кăмăлпа тата Раççейĕн тĕрлĕ халăхĕн туслă çемйинче савăнăçлă туйăмпа кĕтсе илме сунатпăр. Çĕнтерÿ пирте пулать, çапла пултăр!

🎁 Салампа ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак, медицина службин фельдшерĕ Федор Кузьмин.
Донбасс тăрăхĕ, Очертино хули.
👍3👏1
♨️Пенсионерсем январь уйăхĕнчи пенси тÿлевне маларах илĕç

Çак пулăм кам пенси тÿлевĕсене январь уйăхĕн 1-11-мĕшĕсенче илекен тивĕçлĕ канури çынсене пырса тивет.

Раççейри Социаллă фонд Çĕнĕ çул уявĕсене пула январь уйăхĕнче пенси тÿлевĕсемпе маларах тивĕçтересси çинчен пĕлтернĕ.

🎁«Фонд январь уйăхĕн 1-11-мĕшĕсенче банк урлă пенси илекен пенсионерсене декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен январь уйăхĕнчи тÿлевсене куçарса парĕ. Ыттисене, кам январĕн 11-мĕшĕ хыççăн илет, стандартлă йĕркепех куçарса парĕç», - тенĕ пĕлтерÿре.

💶Тÿлеве почта урлă илекен ватă çынсем малтан çирĕплетнĕ кунсенчех илĕç. Почтальосем ăна январь уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа илсе килме пуçлĕç.

💯Сăмах май, ача посбийĕсене те маларах тÿлĕç.
👍2