Чувашская газета "Урал сасси"
188 subscribers
5.17K photos
107 videos
2 files
173 links
Чăваш чĕлхипе культурине хаклăр, аталантарăр. Хăвăр ачăрсемпе чăвашла калаçăр - çаксенче ăрусен çыхăнăвĕ тытăнса тăрать!
Download Telegram
🎄 Çĕнĕ çул саламĕ!

🤝 «Раççейре пурăнакан кашни халăх хăйĕн культурипе, йăли-йĕркипе, чĕлхипе патшалăхшăн питĕ паха», – тет çĕршыв пуçлăхĕ Владимир Путин. Çакна шута илсе çитес 2026 çула вăл «Раççей Федерацийĕнчи халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ» тесе çирĕплетнĕ.

🙏 Иртсе пыракан 2025 çула Тăван çĕршыв хÿтĕлекенĕсене халалланăччĕ. Питĕ тĕрĕс шухăш çакă. Эпир, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем, çак çирĕплетнĕ саккуна шута илсе, унпа килĕшсе, кăçал хамăр палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшрăмăр. Тăшмана фронтăн кашни утăмĕнче аркататпăр.

Тăван çĕршывра пурăнакан кашни çынна Çĕнĕ çула çирĕп сывлăхпа, лайăх кăмăлпа тата Раççейĕн тĕрлĕ халăхĕн туслă çемйинче савăнăçлă туйăмпа кĕтсе илме сунатпăр. Çĕнтерÿ пирте пулать, çапла пултăр!

🎁 Салампа ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак, медицина службин фельдшерĕ Федор Кузьмин.
Донбасс тăрăхĕ, Очертино хули.
👍3👏1
♨️Пенсионерсем январь уйăхĕнчи пенси тÿлевне маларах илĕç

Çак пулăм кам пенси тÿлевĕсене январь уйăхĕн 1-11-мĕшĕсенче илекен тивĕçлĕ канури çынсене пырса тивет.

Раççейри Социаллă фонд Çĕнĕ çул уявĕсене пула январь уйăхĕнче пенси тÿлевĕсемпе маларах тивĕçтересси çинчен пĕлтернĕ.

🎁«Фонд январь уйăхĕн 1-11-мĕшĕсенче банк урлă пенси илекен пенсионерсене декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен январь уйăхĕнчи тÿлевсене куçарса парĕ. Ыттисене, кам январĕн 11-мĕшĕ хыççăн илет, стандартлă йĕркепех куçарса парĕç», - тенĕ пĕлтерÿре.

💶Тÿлеве почта урлă илекен ватă çынсем малтан çирĕплетнĕ кунсенчех илĕç. Почтальосем ăна январь уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа илсе килме пуçлĕç.

💯Сăмах май, ача посбийĕсене те маларах тÿлĕç.
👍2
🍛 Çĕнĕ çул сĕтелĕ пуян пултăр

🥗 Çĕнĕ çул – асамлă уяв. Ăна вăраха асра юлмалла кĕтсе илес килет. Нумай çĕннине уйласа кăларма пулать. Анчах та яланхи пек мар уяв сĕтелĕ улшăнусăр юлать. Сире хăш-пĕр тутлă та илемлĕ рецептсем сĕнĕпĕр. Тен, вĕсем сире киленÿ илсе килĕç. Хĕрлĕ, вут-çулăмлă Лаша çулĕн уяв сĕтелĕ пуян та тĕрлĕ, вăй паракан тата ăшăтакан пулмалла. Менюра сысна, кăвакал, сурăх, ĕне ашĕнчен хатĕрленĕ апатсем, пиçнĕ пахча çимĕç, улма-çырларан гранат, хурма, апельсин, мандарин, ĕçмесенчен гранат сĕткенĕ, хĕрлĕ эрех, коньяк пулмалла. Тĕлĕнрех пĕлме - vk.cc/cL0Wy8
🔥1👏1
Ĕпхÿре хуралçа урнă тилĕ çыртса пĕтернĕ
Ĕпхÿре урнă тилĕ хуралçă çине тапăннă. Пăтăрмах «Отдых» кафе çывăхĕнче пулса иртнĕ. Тискер чĕр чунсене реабилитаци ирттерекен «Пин и Пуф» центр ертÿçи Дмитрий Стрельцов пĕлтернĕ тăрăх, арçын хуралçă йытă тилĕпе çапăçнине курса вĕсене уйăрма шутланă, каярах хăй суранланнине асăрханă.
Йытă туласа пĕтернĕ тилле «Пин и Пуф» центра илсе кайса карантина вырнаçтарнă. Унта тискер чĕр чун вилнĕ. Унăн ÿтне тĕпчеме панă. Çак кунсенче пĕтĕмлетÿ кăтартăвĕсем паллă пулнă – тилĕ урнă чирпе чирлĕ пулнă.
Çакна та асăрхаттарса хăварасшăн, çулталăк пуçланнăранпа республикăн тĕп хулинче хуçасăр йытăсем çыртнипе 25 ача асап курнă.
🔥2🤷1
Çул-йĕр инкекĕнче тăватă çын пурнăçĕ татăлнă
Татăшлă районĕнче Патшалăх автоинспекци ĕçченĕсем, çул çинче тăватă çын вилнĕ вырăнта, çул-йĕр инкекĕн сăлтавĕсене уçăмлатаççĕ. Çакăн çинче Пушкăртстанăн тĕп автоинспекторĕ Владимир Севастьянов пĕлтернĕ.
Малтанхи хыпарсем тăрăх, паян, декабрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче, ирхи виçĕ сехетсенче Бурай – Кивĕ Балтач – Куеда çулăн 88-мĕш çухрăмĕнче «Лада-Гранта» тата «Газель» автомобильсем çапăннă. Икĕ транспорт пĕр-пĕринпе çапăннă вăй питĕ пысăк пулнă, çавна пула «Гранта» водителĕ тата унăн виçĕ пассажирĕ çавăнтах сывлама пăрахнă. Суранланнă «Газель» водителĕпе пассажирне васкавлă пулăшупа больницăна ăсатнă.
Ĕпхÿре те çăк турттаракан авттомобильпе ют çĕршывра туса кăларнă хурçă ут çапăннине пула ача суранланнă, ăна больницăна илсе çитермелле пулса тухнă.
💔1
Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула чăвашсен паллă поэчĕ Константин Иванов ятне парасси пирки калаçу-тавлашу чылайранпа пычĕ. Пĕр вăхăтра ăна Совет Союзĕн Геройĕ Николай Спиридонович Павлов паттăр ячĕпе те çыхăнтарма сĕнÿ пулнăччĕ. Анчах та слакпуçсем вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторнех суйласа илчĕç.
Çак кунсенче, тĕрĕсрех каласан кăçалхи декабрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Пушкăртстан Республикин Правительствин 613-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ учрежденийĕ чăваш литература классикĕн Константин Иванов ячĕллĕ шкул пулса тăнă.
Пирĕн чылай ентешсем çак йышăну республикăри халăхсен литература еткерне тата истори астăвăмне упрани пулать тесе çирĕплетеççĕ. Константин Ивановăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕ çеç мар, республикăри мĕнпур халăхсен пуянлăхĕ. Шкула ун ятне пани ачасене патриотизм тата культура воспитанийĕ парас ĕçре хăватлă туртăм (импульс) пулса тăрĕ.
🙏3👍1
📅 Пушкăртстанри почта уйрăмĕсем ĕç йĕркине улăштарĕç

🎄 Çĕнĕ çулхи канмалли кунсенче республикăри почта уйрăмĕсем урăхла ĕçлесси пирки Почта çыхăнăвĕн федераллă управленийĕнче (УФПС) пĕлтернĕ.

Декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ, январь уйăхĕн 1, 2 тата 7-мĕшĕсем чылай почта уйрăмĕшĕн канмалли кунсем пулĕç.
Декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче тата январь уйăхĕн 1,2 тата 7-мĕшĕсенче почтальонсем çырусемпе хаçат-журнал валеçмĕç. Пенсисемпе пособисене регионти РФ Социаллă фонд уйрăмĕ калаçса татăлнă графикпа килĕшуллĕн салатĕç, - тесе ăнлантарнă Почта çыхăнăвĕн федераллă управленийĕн пресс-службинче.
👍1
🦇Хир чăххисем ял варринче апат шырама хăнăхнă

Краснокамск районĕнчи Уртауловăра хир чăххисем апат шыраса ял варринех килеççĕ. Кайăк картине вырăнти «Сунарçăсемпе пулăçăсен пĕрлĕхĕн» председателĕ Альберт Шарипов ÿкерсе илнĕ.

ПР Экологи министерствин пресс-секретарĕ Ренара Газина пĕлтернĕ тăрăх, кайăк-кĕшĕкĕн кун пек хăтланăвне хĕлле ăнланмалла. Хĕллехи сивĕ вăхăтра вĕсен тĕп рационĕ – юр айĕнчен чаваласа кăларакан ÿсен-тăран вăррисем. Юр нумай пулсан çунатлă туссене апат тупма йывăр тата хăрушă. Çавăнпа та хир чăххисем час-часах çынсем тасатнă çул хĕррисемпе сукмаксем çине тухаççĕ. Унта юр сахалрах, апат тупма та çăмăлрах.
2💯1
Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ культура çурчĕн ĕçченĕсем Макаровка ялĕнче Çĕнĕ çул елки йĕркелесе ирттернĕ.
Ялти лару-тăру мĕнле пулсан та вырăнти çынсем культура вучахне сÿнме памаççĕ. Клуб çурчĕ тахçанах ĕçлемест, анчах Макаровка çыннисем ăна пăхса тăраççĕ. Нумай пулмасть вĕсем клуба хăйсен вăйĕпе юсанă. Çĕнĕ çул каçĕ шăпах çĕнĕ сĕм кĕртнĕ залта иртнĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем, капăр чăрăш, илемлĕ юрă-кĕвĕ, ăшă сăмахсенчен тăракан саламсем чăн-чăн кил ăшшине аса илтернĕ.
Çĕнĕ çул каçне пухăннă хăнасем хаваслă вăйăсем вылянă, хут купăс каласа юрăсем юрланă, чăваш халăх ташшине ташланă, пĕр-пĕринпе чунĕсене уçса калаçнă. Хĕл Мучи, залра аслă ÿсĕмри çынсем пухăннине пăхмасăр, пурне те Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх тата тăнăç пурнăç суннă, кашнине пылак парне парса савăнтарнă.
Асăннă уяв тĕл пулмалли сăлтав кăна мар, пĕчĕк ялта та йăла-йĕркесене сыхласа хăварма пултарнине, пĕр-пĕрне пулăшмаллине, пĕрле пухăнса савăнма май килнине аса илтернĕ.
1🤝1
🚧 Элшей районĕнче кĕпер юсас ĕçе вĕçленĕ

🚗 Элшей районĕнчи Идрис ялĕ çывăхĕнче «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕпе 50 метр тăршшĕ кĕпере юсаса пĕтернĕ.

🚛 Кĕпере юсас ĕçе 2024 çулта пуçланă. Специалистсем кĕпер сыппин каштисене тата хÿмине çĕнетнĕ, çĕнĕ асфальт сарнă.
Пушкăртстанра пурĕ 1100 метр тăршшĕллĕ вунă кĕпере çĕнетнĕ.
👍1💯1
🏞 Шульган-Таш çĕр хăвăлне ЮНЕСКО пĕтĕм тĕнчери эткерлĕх ушкăнне кĕртнĕ

Мускаври ЮНЕСКО ĕçĕсемпе çыхăннă комисси пухăвĕнче пĕтĕм тĕнчери эткерлĕх объекчĕсен шутне Шульган-Таш çĕр хăвăлне кĕртнĕ. Çакăн çинчен Радий Хабиров правительство канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

📝 Тивĕçлĕ килĕшĕве Раççейри наукăпа тĕпчев геологи институчĕпе алă пуснă.
- Эпир Раççейри наци геопаркĕсен системине пĕрле аталантарма килĕшсе татăлтăмăр, - ăнлантарса панă Пушкăртстан пуçлăхĕ. – Астутарасшăн, çĕршыври икĕ геопарк та пирĕн республикăра вырнаçнă.
👍1
🏥Пушкăртстанра поликлиникăсем январь уйăхĕн 2-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăнĕç

🚑Республикăри поликлиникăсенче тухтăрсен пулăшăвне январь уйăхĕн 2-мĕшĕнчен илме пулĕ. Кун пирки республикăна ертсе пыракан центрта (ЦУР) иртнĕ правительствăн канашлăвĕнче ПР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин пĕлтернĕ.

💉💊Васкавлă ыйтупа, профосмотр иртме тата эмелсем çыртарма килекенсемшĕн тухтăрсем декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче, çавăн пекех 2026 çулхи январь уйăхĕн 2,3, 5, 6, 8, 9, 10-мĕшĕсенче 8.00 сехетрен пуçласа 16.00 сехетчен, январь уйăхĕн 6-мĕшĕнче 8.00 сехетрен пуçласа 15.00 сехетчен ĕçлĕç.
Стационарсен, травмпунктсен тата васкавлă пулăшу службисен алăкĕсем талăкĕпех уçă пулĕç.
1👍1
💪👩‍🦰 Дронсене хирĕç кĕрешеççĕ: хĕрарăм вăйĕ ĕçре

🙌 Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнчи хĕрарăмсем вулавăша пĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевпе пухăнаççĕ – малти линире тăшманпа çапăçакан Раççей салтакĕсем валли дронсене хирĕç кĕрешмелли сеткăсем çыхаççĕ. Вĕсен аллисем вăр-вар пулнă май, шăпа тĕртекенсем евĕр, Тăван çĕршыв хуралĕнче тăракансем валли хÿтĕлев хатĕрлеççĕ.

🙏 Кашни çекĕл, кашни хускану – ахаль ал ĕçĕ кăна мар, пирĕн лăпкăлăхшăн хăйсен пуçĕсене шеллемен паттăрсене юратнине, вĕсене тимлĕх уйăрнине сăнлакан пулăм. Пĕр шухăшпа пĕрлешнĕ хĕрарăмсем вăйпа пĕрлĕх символĕ пулса тăнă. Вĕсен ĕçĕ салтаксене кăмăл-сипет енчен те пулăшу кÿрет, хÿтĕлевçĕсене килте чăтăмсăррăн кĕтнине те çирĕплетет.
👍3🔥1
📉 Шампань эрехне туянасси 45% чакнă

📊 Çав вăхăтрах республикăра пурăнакансем виски ытларах сутăн илме пуçланă.

🥂 Ĕпхÿри «Контур. Маркет» аналитика сервисĕ 587 пин чек пăхса тухнă хыççăн Пушкăртстанра 2025 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа декабрь çурриччен шампань эрехне туянасси иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 45% чакнине пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах унăн хакĕ 3% чакнă, 0,7 литршăн 576 тенке çитнĕ.

🍻 Çав хушăра регионта виски ытларах туянма пуçланă – туянусен шучĕ 7% ÿснĕ, хакĕ 4% чакнă, 0,7 литршăн 2010 тенкĕпе танлашнă.
Пушкăртстанра çулталăкра эрех хакĕ 20% ÿснĕ, çур литршăн 555 тенке çитнĕ. Çав вăхăтра ăна туянасси 47% чакнă. Сăра хакĕ 20% чакнă, çур литршăн хакĕ 258 тенкĕпе танлашнă (кунта тĕрлисем кĕреççĕ, крафт сăрасем те).

🍷 Хĕрлĕ эрех хакĕ республикăра çулталăкра 8% ÿснĕ, унăн хакĕ 1088 тенке çитнĕ, ăна туянасси 35% чакнă. Коньяк 6% хаклăланнă, çур литршăн 711 тенке çитнĕ, суту-илÿ 59% чакнă.
Республикăра пĕтĕмĕшле алкоголь хакĕ 1% ÿснĕ, туянасси 39% чакнă.
💯1
📝Владимир Путин Пушкăртстанăн Аслă сучĕн икĕ судйине çирĕплетнĕ

📝РФ Президенчĕ Владимир Путин федераллă судьясем çирĕплетесси пирки калакан указа алă пуснă. Документпа килĕшÿллĕн Пушкăртстанăн Аслă судйисем пулма Резеда Валеевапа Ольга Совинана çирĕплетнĕ.

📝Унсăр пуçне документра Ĕпхÿ хулинчи Октябрьский район сучĕн председателĕн çумĕ пулма Сослана Искужинана лартасси пирки те каланă.

📝Кăçалхи ноябрь уйăхĕнче Владимир Путин район сучĕсен председателĕсене, Пушкăртстанăн Арбитраж тата Аслă судăн судйисене çирĕплетесси пирки те указ алă пуснă.
11
Виталий Енĕш çыравçă пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ
2025 çулхи декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче паллă çыраçă, РФ тата ЧР Профессиллĕ писательсен союзĕн пайташĕ, тĕн кĕнекисене чăвашла куçарассипе ырми-канми ĕçленĕ, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвне йĕркелекенсенчен пĕри, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Фатых Карим премийĕн лауреачĕ Виталий Енĕш (Виталий Григорьевич Григорьев) чĕри тапма чарăннă.
Виталий Григорьевич пирĕншĕн аслă та ăслă юлташ, канаш паракан шанчăклă çынччĕ. Унăн ырă та пархатарлă ĕçĕсене асăнса пĕтерме те май çук. Питĕ шел, эсир пиртен уйрăлса кайни пысăк çухату. Эсир тунă ĕçсем, сирĕн çутă сăнарăр ĕмер-ĕмĕр упранĕç. Лăпка çывăр, хаклă юлташăмăр. Йывăр тăпру çăмăл пултăр. Аминь.
Юлташĕсен ушкăнĕ.
🙏3😭1
👮‍♂ Наркотик салатнăшăн явап тыттарнă

🙎‍♀ Пушкăртстанри Краснокамск районĕнче суд умне наркотик салатнă 42 çулхи хĕрарăма тăратнă.

👫 Апрель уйăхĕнче хĕрарăм упăшкипе пĕрле Нефтекамск хулинчи Березовское шоссе урамĕнче вырнаçнă çуртран «тавар» партине илсе тухнă. Мăшăра çурт умĕнче йĕрке хуралçисем тытса чарнă.
Пушкăртстан прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, суд хĕрарăма пĕтĕмĕшле режимлă колоние 8 çула хупма йышăннă. Айăплава ачи 14 çул тултариччен хăварнă. Упăшки тĕлĕшĕпе уйрăм ĕç пуçарнă.