Чувашская газета "Урал сасси"
188 subscribers
5.17K photos
107 videos
2 files
173 links
Чăваш чĕлхипе культурине хаклăр, аталантарăр. Хăвăр ачăрсемпе чăвашла калаçăр - çаксенче ăрусен çыхăнăвĕ тытăнса тăрать!
Download Telegram
🇷🇺 Владимир Путина СВО участникĕсемпе ĕçлемелли хушăвĕсене пурнăçланине пĕлтернĕ
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» Тĕп канаш секретарĕ Владимир Якушев Раççей президенчĕпе тĕл пулнă май СВОна хутшăннисем валли пысăк ĕç туса ирттернĕ çинчен пĕлтернĕ.
🇺🇿 Тĕп пĕтĕмлетÿ ятарлă çар операцин участникĕсем 2025 çулхи суйлав кампанине хутшăнни пулчĕ: депутат мандачĕсене 890 çын (2024 çулта – 304 çын) илчĕç. Пушкăртстанра СВОна хутшăннă 10 çын вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсем пулчĕç.
👪 2026 çулхи тĕп тĕллев – Пĕрлĕхлĕ сасăлав кунне хутшăнасси. Программăра СВОна хутшăннисене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли уйрăм пур, ăна Раççей Паттăрĕ Владимир Сайбель ертсе пырать.
📌 Владимир Путин пĕлтернĕ тăрăх, парламентарисем пĕр сасăллă пулса ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли пуçарăва ырлаççĕ, влаçа çар çыннисем килнĕ май çак ыйтусене уйрăм тимлĕх уйăрĕç.
🔥1💯1
🏥🤱 Республикăри перинаталлă центрта 10 000-мĕш пепке çуралнă

🧒 Ĕпхÿри Республикăри клиника перинаталлă центрĕнче вунă пинмĕш пулса çуралнă ача – хĕр ача.

🍼 Пепкен ÿт-пÿ виçи 3 650 грампа, тăршшĕ 54 сантиметрпа танлашать. Хĕр ача 2025 çулхи декабрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче 23.30 сехетре çут тĕнчене килнĕ. Хайбулла районĕнчи Макан салинче пурăнакан Альбинăпа Ансар Карабаевсен çемйинче вăл пĕрремĕш пулса çуралнă.
1🥰1
🎄 Çĕнĕ çул каçĕ

💃🕺 Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май, уявсен йышĕ те нумайланса пырать пулмалла. Çав шутра чăвашсем валли те. Акă, Çтерлĕ хулинче «Тавах» халăх ансамблĕн (ертÿçи – Ольга Иванова) хастарĕсем йышпа пухăнса йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çул каçне ирттерме палăртаççĕ.

📅 Ăна сцена ăстисем декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Сода» хулари культура керменĕнче (Тукаев урамĕ, 9-мĕш çурт) йĕркелеççĕ.
Кану каçĕ 19.00 сехетре пуçланать.
Ыйтса пĕлмелли телефон – 8-919-157-64-89.

📌 Программăра халăх тата эстрада юррисем янрĕç. Паллах, Çĕнĕ çул каçĕ Хĕл Мучипе Юр пикесĕр иртмĕ. Вĕсем вара уяв каçне парнесемсĕр килмеççĕ. Куракансене вăйă картине йыхравлĕç, правур та хăюллă юлташсене парнесемпе савăнтарĕç. Апла пулсан, туссем, пирĕнпе пĕрле Çĕнĕ çул каçне васкăр. Хапăл туса кĕтетпĕр.

Йĕркелÿçĕсем.
👍1👏1
Пушкăртстан синоптикĕсем пĕлтернĕ тăрăх, паян регионта кăштах юр çумалла, вырăн-вырăнпа пăрлак пулать, пăрлă çумăр çăвĕ. Çил кăнтăр хĕвел анăçĕнчен, кăнтăртан вăтам вĕрĕ, кăнтăрла – кассăн-кассăн. Сывлăшри температура кăнтăрла -3, -8 градус пулĕ.
Эрне кун, декабрĕн 19-мĕшĕнче, прогноз тăрăх, юр тата йĕпе юр çумалла, вырăн-вырăнпа пăрлак. Йывăçсемпе пралуксем йĕпе юрпа витĕнĕç, çулсене юр хывса кайĕ, пăрлакланĕç. Çил кăнтăртан, кăшт каярах улшăнса çурçĕр-хĕвел анăçĕнчен вăтам вĕрĕ. Сывлăшри температура çĕрле -4,-9 градус пулĕ, кăнтăрла - 0, -5.
Шăмат кун, декабрĕн 20-мĕшĕнче, çĕрле республикипе, кăнтăрла вырăн-вырăнĕпе кăштах юр çăвĕ. Çил çурçĕртен вăтам вĕрĕ. Сывлăшри температура çурçĕрти районсенче çĕрле -15,-20 градуса çитĕ, çанталăк уяртсан -22, -27, кăнтăрла -14, -19 пулмалла. Республикăн кăнтăр районĕсенче çĕрле те, кăнтăрла та температура -8, -13 градуспа танлашĕ.
Сăмах май, çанталăк улшăннине пула Пушкăртстанра эрне хушшинче çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕ (ОРВИ) чирĕпе 29 пин çын чирленĕ.
🤔1🎄1
📦 В зону СВО бойцам из Башкирии доставили гуманитарную помощь

📌 Необходимые вещи военным привезли земляки из Бураевского района республики.

📅 17 декаря в зону СВО прибыла гуманитарная помощь из Башкирии. В частности, к бойцам приехал Ирек Саетгалиев, заведующий сектором по мобилизационной подготовке администрации Бураевского района.

💬 - Ребята нас ждут, готовим гуманитарную помощь по их заявкам. Это предметы первой необходимости, личные посылки от родных, теплые вещи. Стараемся помочь всем, чем можем. Наша работа очень важная - совместными усилиями мы приближаем победу, а домашняя поддержка неоценима для бойцов, - отметил Саетгалиев.

Алсу МУЛЛАХМЕТОВА. Фото, видео автора.
👍1🤝1
👨‍⚕ Интернетра «кашни кĕтесре» тенĕ пек магни ĕçме сĕнеççĕ. Анчах та пирĕн организм экспериментсен ани мар-çке.
🤰 - Организмра магний чакни сайра хутра тĕл пулать. Унăн çитменлĕхĕ йывăрлă хĕрарăмсен тата шăк хăвалакан препаратсем ĕçекенсен палăрать, - ăнлантарса панă Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин тĕп неврологĕ Мансур Кутлубаев.
Магни дефицичĕн палăрăмĕсене тăватă ушкăна пайласа пулать. Пĕрремĕшĕ – мышца палăрăмĕсем, мышцăсем туртăнни, шăнăр туртни. Иккĕмĕш ушкăн - психикăпа кăмăл-туйăм палăрăмĕсем. Этем канăçсăрланать, час пăлханать, çĕрле çывăрайми пулать. Виççĕмĕш ушкăн – чĕрепе юн тымарĕсен паллисем. Юн таппи хăвăртланать, чĕре хăвăрт е тытăнчăклăн тапать, юн пусăмĕ ÿсет. Тăваттăмĕш ушкăн – магни шайĕ пĕчĕк пулни ылмашу процесĕсене начар витĕм кÿрет, сăмахран, калийпе кальци шайне чакарать. Организмра магни шайĕ ытлашши пулни, ÿсни тата та сайрарах тĕл пулать. Вăл пÿре начар ĕçлесен, организмран магние кăларасси пăсăлсан е магний ытлашши ĕçсен пулма пултарать.
1🤔1
Пушкăртстанра кÿлĕ тĕпĕнчен шывра путнă 350 пуç сурăх кăларнă
Çăлавçăсем паян çак ĕçе малалла тăсĕç.
Хальхи вăхăтра Бирск районĕнче Узеть кулĕре пысăк йышпа путса вилнĕ чĕр чунсене шывран кăларас ĕç пырать. Инкелĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри патшалăх комитечĕ вырăнта Ĕпхÿри шыравпа çăлав отрячĕн водолазĕсем ĕçленине пĕлтернĕ.
Çăлав ĕçĕсем пуçланнăранпа пурĕ 356 пуç чĕр чун кăларнă. Палăртнине кĕске вăхăтра пурнăçа кĕртме сывлăш минтерĕн (воздушная подушка) никĕсĕ çинче тунă караппа усă кураççĕ. Паян кун çути килсен çăлав ĕçĕсем маллалла тăсăлĕç.
Аса илтеретпĕр, декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Бирск районĕнчи Луч хутор çывăхĕнчи Узеть кÿлĕре сурăх кĕтĕвĕ кÿлĕ урлă пăрпа каçнă чухне шыв айне анса кайнă. Ахăртнех, пăр çирĕпленсе çитмен. Выльăхсем пурте пĕр хуçан пулнă. Çынсенчен никам та инкек курман.
🔥2👎1
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
🙏 Тепло Башкирии: священнослужители привезли в зону СВО посылки к Новому году

📦 Сегодня бойцам из Башкирии в зону проведения специальной военной операции доставили посылки от земляков.

Священнослужители Хамза Хафизов и Виктор Иванов вновь приехали к военным в зону СВО. Они лично доставили гуманитарную помощь. Помимо предметов первой необходимости, теплых вещей и многого другого бойцам передали новогодние подарки. Так, например, бойцу с позывным "Медведь" и его товарищам привезли гуся.

💬 - Ты находишься на штурмах, ты толком не можешь помыться и не отдыхаешь, - обратился ко всем военным Хафизов. - Мы с отцом Виктором (протоиерей Виктор Иванов - прим.ред.) так хотели с вами встретиться и передать гуся на Новый год. Дай Бог, увидимся еще после Нового года. Доброго вам здоровья! Вернитесь, братья, живыми! Аминь!

Алсу МУЛЛАХМЕТОВА. Видео автора.
2👍1
🏥 Хĕрарăмсен çĕнĕ консультацийĕ уçăлнă

👩‍⚕ Мияки районĕнчи Тĕп район больницинче «Çемье» наци проекчĕ витĕмĕпе хĕрарăмсен консультацийĕ уçăлнă.

🤰 Регионти Сывлăх сыхлав министерствинче Мияки районĕнче хĕрарăмсен çĕнĕ консультацийĕ хальхи вăхăтри ультрасас сканерĕсемпе тата варти ачана тĕрĕслев ирттермелли КТГ аппаратпа тивĕçтернине пĕлтернĕ. Çавăн пекех çĕнĕ учрежденинче çуратас умĕн психикăпа профилактика хатĕрленĕвĕн кабинечĕсем пур тата кăнтăрлахи стационар ĕçлет.

🚑 Кăçал Пушкăртстанра пурĕ халь ĕçлекен акушер-гинекологсен кабинечĕсен никĕсĕ çинче хĕрарăмсен 11 консультацийĕ уçăлĕ. Маларах регионти ялсенче хĕрарăмсен тăватă модульлĕ консультацийĕ ĕçлеме пуçланă.
👍3
🏕 Çул çÿренĕшĕн укçа парĕç

💶 Пушкăртстанра çул çÿрекенсем турист çăмăллăхĕшĕн тÿленĕ чухне тăкакланнăшăн компенсаци илĕç.

📜 Республикăра «Турист картти» системăна ĕçе кĕртме пуçланă. ПР Туризм министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пуçарăва туризм отрасльне пулăшас тата регион хăнисемпе çыннисем валли хушма çăмăллăхсем туса парас тĕллевпе йĕркеленĕ.

🗯 «Проект туризм пулăшăвĕшĕн тÿленĕ тата сувенирсем туяннă чухне кешбек илме май паракан инструмент шутланать. Çакă Пушкăртстан тăрăх çÿренĕ çул çÿреве асра юлма çеç мар, тупăшлă тума та май парать», – ăнлантарса панă ПР предпринимательство тата туризм министрĕ Светлана Верещагина.

🛤 Программăпа Пушкăртстанра пурăнакансем те, Раççейĕн ытти регионĕсенчен килнĕ хăнасем те усă курма пултараççĕ. Проекта хутшăнас текенсен «Мир» тÿлев картти пулмалла тата «Терра Башкирия» сайтра регистраци иртмелле. Регистраци иртнĕ хыççăн усă куракансем туризм пулăшăвĕшĕн тÿленĕ чухне кешбек илме, сувенирсемпе ытти таварсем туяннă чухне укçа-тенке перекетлеме пултараççĕ.
👍1🔥1
Пушкăртстанри çăлавçăсем ту çинчи турист патне тухтăрсене илсе çитернĕ
«Айгир» сăрт-ту приютĕнче (вăл Белорецк районĕнчи Айгир ялĕ çывахĕнче вырнаçнă) Ижевск хулинчен килнĕ турист каннă. Кĕтмен-туман çĕртен вăл хăйне начар туйма пуçланă, васкавлă пулăшу чĕнме тÿр килнĕ. Анчах та çанталăк условийĕсем начар пулнине тата çул çуккине пула вырăнти фельдшер унта çитеймен.
Çакăн хыççăн РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри патшалăх комитечĕн ĕçченĕсем пулăшăвĕ кирлĕ пулса тухнă. Вĕсем медицина ĕçченне пациент патне снегоходпа илсе çитернĕ. Тухтăр чирлĕ çынна тивĕçлĕ пулăшу панă хыççăн хăйне лайăх туя пуçланă, кану вырăнĕнчех юлма кăмăл тунă – больницăра сипленме хирĕç пулнă тесе пĕлтернĕ ведомство председателĕ Кирилл Первов.
2👍1
💼 Паянхи кун Пушкăртстанра нумай ачаллă çемьесен шучĕ 72 898па танлашнă. ПР çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх парассине тимлекен ведомствăн ертÿçи Ленара Иванова пĕлтернĕ тăрăх, асăннă цифра ÿсет.

📊 Ленара Иванован сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн юлашки пилĕк çул хушшинче нумай ачаллă çемьесен шучĕ 14 пине яхăн ÿснĕ – 23,6%. Çакă атте-аннесем çемьене, ачасене тата яваплăха суйланине пĕлтерет.

💬 - Эпир асăннă суйлавăн никĕсĕ çирĕп пултăр тесе тăрăшатпăр. Республикăра ачаллă çемьесем валли 40 ытла пулăшу мери ĕçлет. Вĕсемпе 192 пин çемье усă курать. Пулăшу тĕрлĕ, анчах вĕсен тĕллевĕ пĕр: чăннипех кирлĕ чухне çумра пуласси. Эпир пирĕн аннесемпе мăнаçланатпăр. Пушкăртстанра «Ача амăшĕн мухтавĕ» медале пилĕк тата ытларах ача çуратса ÿстернĕ 9 568 хĕрарăм илнĕ. Федераллă шайра та пысăк чыс-сума тивĕçнĕ çемьесем пур: 10 аннене «Анне-героиня» ята парса чысланă. Маншăн вара чи пĕлтерĕшли – наградăсемпе цифрăсем мар, нумай ачаллă çемьесем йышланса пыни, - тенĕ Ленара Иванова.
👍1👏1
Новая жизнь Софиевской школы ЛНР: Башкирские строители дарят детям тепло и свет

В Софиевской школе №27 города Красный Луч Луганской Народной Республики полным ходом идут восстановительные работы благодаря строителям из Башкортостана. Учебное заведение значительно преобразилось. На данный момент в здании уже установлено 6 противопожарных дверей и 124 новых пластиковых окна.

Эту школу, основанную в 1938 году и читающий культурный центр посёлка Софиевский, за всю её долгую историю практически не ремонтировали, если не считать достройки нового здания в 1968 году. Директор Людмила Вячеславовна Соболь отметила, что реставрационные работы сейчас ведутся очень активно: деревянные окна заменили на современные пластиковые, а также полностью реконструировали крышу на старом и новых зданиях. В школе стало светлее и теплее, а течи ограничились.

Для ремонта крыши с 13 октября школу временно закрыли, переведя материалы на дистанционное обучение, а уже 10 декабря кабинет возобновился.
Людмила Вячеславовна рассказала о современном пищеблоке: в декабре 2024 года туда доставили новое оборудование — духовой шкаф, печь, холодильник, морозильную камеру, столы, стеллажи и установили двойную мойку. Это облегчило труд поваров, а также позволило избежать таких проблем, как подгорание хлеба и булочек.

Учитель географии и биологии Галина Николаевна Стрижиченко выразила глубокую благодарность соотечественникам, благодаря чему школа стала современной и модернизированной.
🔥 Çĕнĕ çулхи уявсенче пушарпа кĕрешмелли режим йышăнĕç

🎄 2025 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2026 çулхи январь уйăхĕн 11-мĕшĕччен Пушкăртстанра пушарпа кĕрешмелли уйрăм режим ĕçлĕ.

🧯 Асăннă режимăн тĕллевĕ – пушар хăрушлăхĕнчен сыхланасси. Декабрь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен республикăра Çĕнĕ çулхи уяв мероприятийĕсем иртеççĕ, унта 500 пин ытла çын хутшăнать. Декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕн каçĕнче Пушкăртстанра 100 пин ытла çын массăллă уява хутшăнĕ. Январь уйăхĕн 6-мĕшĕнчен 7-мĕшне çĕрле чиркÿсенче Христос çуралнă ятпа служба иртĕ.

👮‍♂ Муниципалитетсен пуçлăхĕсене хăрушсăрлăх мероприятийĕсене ирттерме хушнă. Шалти ĕçсен министерствин органĕсемпе, уйрăм хурал компанийĕсемпе тата халăх дружинисемпе пĕрле обществăлла йĕркене тытма хушнă.
1🔥1
🚔🚑 Хăрушă аваринче тăватă çын вилнĕ

🌎 Элшей районĕнче М-5 аслă çул çинче хăрушă инкек пулса иртнĕ, унта тăватă çын пурнăçĕ татăлнă. Кăтартусем тăрăх, Чишма – Акçун – Киргиз Мияки çулăн 105 çухрăмĕнче виçĕ автомобиль - ВАЗ -2110, «Мазда CX-5» тата «Шахман» - çапăннă.

Вăйлă çапăннă пирки çĕршывра туса кăларнă автомобильте ларакан виçĕ çын тата «Мазда» пассажирĕ васкавлă пулăшу киличчен вилнĕ.

👮‍♂️Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăнта полици, патшалăх автоинспекци ĕçченĕсем тата эксперт-криминалистсем ĕçленĕ, инкекĕн сăлтавĕпе лару-тăрăвне тĕпченĕ.
😱2💔1
🚑Пуртăпа касса татнă пÿрнине çĕлесе сыпăнтарнă

🏥Вырăнти тухтăрсем Благовещенск районĕнче пурăнакан çыннăн касса татнă пÿрнине çĕлесе сыпăнтарнă.

🚑ПР Сывлăх сыхлав министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, арçын ăнсăртран пÿрнине пуртăпа касса татнă пулнă. Тĕрĕсленĕ хыççăн хирургсем васкавлă операци ирттересси пирки йышăну тунă.
Вĕсем чăн-чăн ювелир ĕçĕ пурнăçланă. Юн çÿреме пуçлатăр тесе чи пĕчĕк юн тымаррисене сыпăнтарнă, шăммисене тĕрĕс çирĕплетнĕ тата пÿрни туллин ĕçлетĕр тесе ÿтне çĕнетнĕ.

👆Пÿрне лайăх ÿт илнĕ. Арçын пÿрнине кăштах хускатма та пултарать. Халĕ вăл сиплев медицини иртет, ун шутне эмелпе сиплемелли терапи, физиотерапи тата сывату физкультури кĕреççĕ. Сывату результачĕсем тăрăх, пÿрни пĕтĕмпех юсанасса шанаççĕ.
👍2
🐺 Сунарçăсене кашкăрсене персе вĕлернĕшĕн премисем ÿстерсе парĕç

🐕 Бурзян районĕнче кашкăрсем çынсем пурăнакан вырăнсене килнипе пăшăрханаççĕ. Сăмахран, нумай пулмасть Магадеево ялĕнче вăрман çăткăнĕсем сăнчăрти йытта кăшласа вĕлернĕ. Кĕркунне Киекбаево ялĕ çывăхĕнче кашкăрсем кĕтĕвĕпе çÿренине асăрханă.

🔫 Тукмак хÿресен йышне йĕркелес тесе вырăнти сунарçăсене пухăнса вĕсене пеме тухма ыйтаççĕ. Администраци пуçлăхĕ Рамиль Абдуллин пĕлтернĕ тăрăх экологи министерстви январь уйăхĕн 14-мĕшĕччен кашкăрсене хирĕç сунара тÿлевсĕр тухма ирĕк парать. Районта кашни персе вĕлернĕ кашкăршăн 2500-3000 пин тенкĕ тÿлĕç. Чи кирли кунта сунар лицензийĕ пулни.

📌 Çавăн пекех Бурзян район пуçлăхĕ кĕрунне сунарçăсем 15 тискер чĕр чуна персе вĕлерни çинчен пĕлтернĕ.
👍21
📚 «Академос» ресурсăн (Виноградов ячĕллĕ вырăс чĕлхин институчĕ РАН) орфографи словарне 264 çĕнĕ статья кĕртнĕ. Пурĕ çулталăкне çĕнĕ сăмахсен шучĕ 921 танлашнă.
📝 Çапла актуаллă лексикăна агротуризм, безглютеновый, беспилотие, волонтёрство, гексакоптер, мультикоптер, чекап, эмодзи тата ытти сăмахсен шучĕпе анлăлатнă.
📖 Маларах пулса кайнă хăш-пĕр сăмахсем литература чĕлхин норминче çирĕпленеççĕ, словарьсенче, грамматикăра, вĕрентÿпе справка кĕнекисенче вырăн тупаççĕ. Сăмахран, авиагавань, агрегатор, драконоборец, касалетка (самолетра, поездра ун çине хурса вĕри апат параççĕ), пюрешка (макарошки сăмах пур), шалайка. Словаре арçын родне кĕрекен плацкарт сăмаха – вакун тĕсĕ (билет в плацкарт). Маларах чылай словарьсенче тата «Академосра» плацкарта (билет с плацкартой) сăмах çеç пулнă.
💻 Пĕчĕк е пысăк сас паллирен çырмалли сăмахсен ыйтавĕсене Донецк Халăх Республики (ДНР), Луганск Халăх Республики (ЛНР) сăмах майлашăвĕсене словаре кĕртнипе ăнлантарса пулать.
1🤔1