Чувашская газета "Урал сасси"
188 subscribers
5.17K photos
107 videos
2 files
173 links
Чăваш чĕлхипе культурине хаклăр, аталантарăр. Хăвăр ачăрсемпе чăвашла калаçăр - çаксенче ăрусен çыхăнăвĕ тытăнса тăрать!
Download Telegram
🏊‍♂ Федоровка ялĕнче бассейн уçăлнă

🤽‍♂ Пушкăртстанри Федоровка ялĕнче 1,4 пин тăваткал метрлă çĕнĕ бассейн ĕçне пуçланă.

🏊‍♀ Бассейна хăпартас ĕç 2018 çулта пуçланнă, анчах та япăх ĕçлекен строительсене пула ĕç чарăннă. Кăçал бассейн хăпартас ĕçе Радий Хабиров пулăшнипе малалла тăснă.

🚿 Бассейнра çирĕм пилĕк метр тăршшĕ ишмелли çулсем, хывăнса тăхăнмалли вырăн, душ, сауна, хальхи тасатмалли система пур. Бассейпа тулли пурнăçпа пурăнма пултарайман çынсем те усă курма пултараççĕ. Çĕнĕ объект пĕр сехетре 40 çынна йышăнма пултарать.
👍1💯1
📌 Пелепей хулин çĕнĕ администраци пуçлăхне суйланă

🙍‍♀ Хула мэрĕ Татьяна Зубова пулĕ.
Пушкăртстанри муниципалитетсен Канашĕн информацийĕ тăрăх, Пелепей хулин администраци пуçлăхĕ пулма Татьяна Борисовна Зубована çирĕплетнĕ. Татьяна Зубована ертÿçе суйласси тата унпа контракта алă пусасси Пелепей хулипе районĕн хула хутлăхĕн 14-мĕш ларăвĕнче иртнĕ. Депутатсем пĕр сасăллă пулса асăннă кандидатурăна ырланă.

🏢 Татьяна Зубова 2025 çулхи апрель уйăхĕнчен Пелепей хулин администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçланă. Маларах, 2024 çултан администраци пуçлахĕн çумĕ – çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ.
👍1🔥1
📖Экскурси ачасене çеç мар, ашшĕ-амăшĕсене те тĕлĕнтернĕ

📓Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ял вулавăшĕнче ача сачĕн воспитанникĕсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем валли паллашу экскурсийĕ иртнĕ. Вулавăш ертÿçи Лира Новикова пĕчĕк хăнасене Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çулталăкне тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ кĕнеке экспозицийĕпе паллаштарнă. Курава пирĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлекен паттăрсем çинчен каласа паракан хайлавсене те тăратнă пулнă.

📒«Чăвашсен еткерĕ» курав кулленхи пурнăçра усă куракан япаласемпе, наци тумĕсен пайĕсемпе паллаштарнисĕр пуçне паллă çынсем çинчен те каласа панă. Асăннă выставка культура еткерне упранин пĕлтерĕшне те палăртнă. «Пушкăртстан – Урал мерченĕ» курав хамăр республикăпа тата Пишпÿлек районĕпе паллашма май панă.

📚Малалла шăпăрлансем тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ сăрăллă кĕнекесемпе пуян ача-пăча кĕтесне тĕпченĕ. Экскурси ачасене çеç мар, ашшĕ-амăшĕсене те тĕлĕнтернĕ, çĕннине пĕлме май панă.
👍21
🇷🇺 Владимир Путина СВО участникĕсемпе ĕçлемелли хушăвĕсене пурнăçланине пĕлтернĕ
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» Тĕп канаш секретарĕ Владимир Якушев Раççей президенчĕпе тĕл пулнă май СВОна хутшăннисем валли пысăк ĕç туса ирттернĕ çинчен пĕлтернĕ.
🇺🇿 Тĕп пĕтĕмлетÿ ятарлă çар операцин участникĕсем 2025 çулхи суйлав кампанине хутшăнни пулчĕ: депутат мандачĕсене 890 çын (2024 çулта – 304 çын) илчĕç. Пушкăртстанра СВОна хутшăннă 10 çын вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсем пулчĕç.
👪 2026 çулхи тĕп тĕллев – Пĕрлĕхлĕ сасăлав кунне хутшăнасси. Программăра СВОна хутшăннисене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли уйрăм пур, ăна Раççей Паттăрĕ Владимир Сайбель ертсе пырать.
📌 Владимир Путин пĕлтернĕ тăрăх, парламентарисем пĕр сасăллă пулса ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли пуçарăва ырлаççĕ, влаçа çар çыннисем килнĕ май çак ыйтусене уйрăм тимлĕх уйăрĕç.
🔥1💯1
🏥🤱 Республикăри перинаталлă центрта 10 000-мĕш пепке çуралнă

🧒 Ĕпхÿри Республикăри клиника перинаталлă центрĕнче вунă пинмĕш пулса çуралнă ача – хĕр ача.

🍼 Пепкен ÿт-пÿ виçи 3 650 грампа, тăршшĕ 54 сантиметрпа танлашать. Хĕр ача 2025 çулхи декабрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче 23.30 сехетре çут тĕнчене килнĕ. Хайбулла районĕнчи Макан салинче пурăнакан Альбинăпа Ансар Карабаевсен çемйинче вăл пĕрремĕш пулса çуралнă.
1🥰1
🎄 Çĕнĕ çул каçĕ

💃🕺 Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май, уявсен йышĕ те нумайланса пырать пулмалла. Çав шутра чăвашсем валли те. Акă, Çтерлĕ хулинче «Тавах» халăх ансамблĕн (ертÿçи – Ольга Иванова) хастарĕсем йышпа пухăнса йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çул каçне ирттерме палăртаççĕ.

📅 Ăна сцена ăстисем декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Сода» хулари культура керменĕнче (Тукаев урамĕ, 9-мĕш çурт) йĕркелеççĕ.
Кану каçĕ 19.00 сехетре пуçланать.
Ыйтса пĕлмелли телефон – 8-919-157-64-89.

📌 Программăра халăх тата эстрада юррисем янрĕç. Паллах, Çĕнĕ çул каçĕ Хĕл Мучипе Юр пикесĕр иртмĕ. Вĕсем вара уяв каçне парнесемсĕр килмеççĕ. Куракансене вăйă картине йыхравлĕç, правур та хăюллă юлташсене парнесемпе савăнтарĕç. Апла пулсан, туссем, пирĕнпе пĕрле Çĕнĕ çул каçне васкăр. Хапăл туса кĕтетпĕр.

Йĕркелÿçĕсем.
👍1👏1
Пушкăртстан синоптикĕсем пĕлтернĕ тăрăх, паян регионта кăштах юр çумалла, вырăн-вырăнпа пăрлак пулать, пăрлă çумăр çăвĕ. Çил кăнтăр хĕвел анăçĕнчен, кăнтăртан вăтам вĕрĕ, кăнтăрла – кассăн-кассăн. Сывлăшри температура кăнтăрла -3, -8 градус пулĕ.
Эрне кун, декабрĕн 19-мĕшĕнче, прогноз тăрăх, юр тата йĕпе юр çумалла, вырăн-вырăнпа пăрлак. Йывăçсемпе пралуксем йĕпе юрпа витĕнĕç, çулсене юр хывса кайĕ, пăрлакланĕç. Çил кăнтăртан, кăшт каярах улшăнса çурçĕр-хĕвел анăçĕнчен вăтам вĕрĕ. Сывлăшри температура çĕрле -4,-9 градус пулĕ, кăнтăрла - 0, -5.
Шăмат кун, декабрĕн 20-мĕшĕнче, çĕрле республикипе, кăнтăрла вырăн-вырăнĕпе кăштах юр çăвĕ. Çил çурçĕртен вăтам вĕрĕ. Сывлăшри температура çурçĕрти районсенче çĕрле -15,-20 градуса çитĕ, çанталăк уяртсан -22, -27, кăнтăрла -14, -19 пулмалла. Республикăн кăнтăр районĕсенче çĕрле те, кăнтăрла та температура -8, -13 градуспа танлашĕ.
Сăмах май, çанталăк улшăннине пула Пушкăртстанра эрне хушшинче çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕ (ОРВИ) чирĕпе 29 пин çын чирленĕ.
🤔1🎄1
📦 В зону СВО бойцам из Башкирии доставили гуманитарную помощь

📌 Необходимые вещи военным привезли земляки из Бураевского района республики.

📅 17 декаря в зону СВО прибыла гуманитарная помощь из Башкирии. В частности, к бойцам приехал Ирек Саетгалиев, заведующий сектором по мобилизационной подготовке администрации Бураевского района.

💬 - Ребята нас ждут, готовим гуманитарную помощь по их заявкам. Это предметы первой необходимости, личные посылки от родных, теплые вещи. Стараемся помочь всем, чем можем. Наша работа очень важная - совместными усилиями мы приближаем победу, а домашняя поддержка неоценима для бойцов, - отметил Саетгалиев.

Алсу МУЛЛАХМЕТОВА. Фото, видео автора.
👍1🤝1
👨‍⚕ Интернетра «кашни кĕтесре» тенĕ пек магни ĕçме сĕнеççĕ. Анчах та пирĕн организм экспериментсен ани мар-çке.
🤰 - Организмра магний чакни сайра хутра тĕл пулать. Унăн çитменлĕхĕ йывăрлă хĕрарăмсен тата шăк хăвалакан препаратсем ĕçекенсен палăрать, - ăнлантарса панă Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин тĕп неврологĕ Мансур Кутлубаев.
Магни дефицичĕн палăрăмĕсене тăватă ушкăна пайласа пулать. Пĕрремĕшĕ – мышца палăрăмĕсем, мышцăсем туртăнни, шăнăр туртни. Иккĕмĕш ушкăн - психикăпа кăмăл-туйăм палăрăмĕсем. Этем канăçсăрланать, час пăлханать, çĕрле çывăрайми пулать. Виççĕмĕш ушкăн – чĕрепе юн тымарĕсен паллисем. Юн таппи хăвăртланать, чĕре хăвăрт е тытăнчăклăн тапать, юн пусăмĕ ÿсет. Тăваттăмĕш ушкăн – магни шайĕ пĕчĕк пулни ылмашу процесĕсене начар витĕм кÿрет, сăмахран, калийпе кальци шайне чакарать. Организмра магни шайĕ ытлашши пулни, ÿсни тата та сайрарах тĕл пулать. Вăл пÿре начар ĕçлесен, организмран магние кăларасси пăсăлсан е магний ытлашши ĕçсен пулма пултарать.
1🤔1
Пушкăртстанра кÿлĕ тĕпĕнчен шывра путнă 350 пуç сурăх кăларнă
Çăлавçăсем паян çак ĕçе малалла тăсĕç.
Хальхи вăхăтра Бирск районĕнче Узеть кулĕре пысăк йышпа путса вилнĕ чĕр чунсене шывран кăларас ĕç пырать. Инкелĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри патшалăх комитечĕ вырăнта Ĕпхÿри шыравпа çăлав отрячĕн водолазĕсем ĕçленине пĕлтернĕ.
Çăлав ĕçĕсем пуçланнăранпа пурĕ 356 пуç чĕр чун кăларнă. Палăртнине кĕске вăхăтра пурнăçа кĕртме сывлăш минтерĕн (воздушная подушка) никĕсĕ çинче тунă караппа усă кураççĕ. Паян кун çути килсен çăлав ĕçĕсем маллалла тăсăлĕç.
Аса илтеретпĕр, декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Бирск районĕнчи Луч хутор çывăхĕнчи Узеть кÿлĕре сурăх кĕтĕвĕ кÿлĕ урлă пăрпа каçнă чухне шыв айне анса кайнă. Ахăртнех, пăр çирĕпленсе çитмен. Выльăхсем пурте пĕр хуçан пулнă. Çынсенчен никам та инкек курман.
🔥2👎1
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
🙏 Тепло Башкирии: священнослужители привезли в зону СВО посылки к Новому году

📦 Сегодня бойцам из Башкирии в зону проведения специальной военной операции доставили посылки от земляков.

Священнослужители Хамза Хафизов и Виктор Иванов вновь приехали к военным в зону СВО. Они лично доставили гуманитарную помощь. Помимо предметов первой необходимости, теплых вещей и многого другого бойцам передали новогодние подарки. Так, например, бойцу с позывным "Медведь" и его товарищам привезли гуся.

💬 - Ты находишься на штурмах, ты толком не можешь помыться и не отдыхаешь, - обратился ко всем военным Хафизов. - Мы с отцом Виктором (протоиерей Виктор Иванов - прим.ред.) так хотели с вами встретиться и передать гуся на Новый год. Дай Бог, увидимся еще после Нового года. Доброго вам здоровья! Вернитесь, братья, живыми! Аминь!

Алсу МУЛЛАХМЕТОВА. Видео автора.
2👍1
🏥 Хĕрарăмсен çĕнĕ консультацийĕ уçăлнă

👩‍⚕ Мияки районĕнчи Тĕп район больницинче «Çемье» наци проекчĕ витĕмĕпе хĕрарăмсен консультацийĕ уçăлнă.

🤰 Регионти Сывлăх сыхлав министерствинче Мияки районĕнче хĕрарăмсен çĕнĕ консультацийĕ хальхи вăхăтри ультрасас сканерĕсемпе тата варти ачана тĕрĕслев ирттермелли КТГ аппаратпа тивĕçтернине пĕлтернĕ. Çавăн пекех çĕнĕ учрежденинче çуратас умĕн психикăпа профилактика хатĕрленĕвĕн кабинечĕсем пур тата кăнтăрлахи стационар ĕçлет.

🚑 Кăçал Пушкăртстанра пурĕ халь ĕçлекен акушер-гинекологсен кабинечĕсен никĕсĕ çинче хĕрарăмсен 11 консультацийĕ уçăлĕ. Маларах регионти ялсенче хĕрарăмсен тăватă модульлĕ консультацийĕ ĕçлеме пуçланă.
👍3
🏕 Çул çÿренĕшĕн укçа парĕç

💶 Пушкăртстанра çул çÿрекенсем турист çăмăллăхĕшĕн тÿленĕ чухне тăкакланнăшăн компенсаци илĕç.

📜 Республикăра «Турист картти» системăна ĕçе кĕртме пуçланă. ПР Туризм министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пуçарăва туризм отрасльне пулăшас тата регион хăнисемпе çыннисем валли хушма çăмăллăхсем туса парас тĕллевпе йĕркеленĕ.

🗯 «Проект туризм пулăшăвĕшĕн тÿленĕ тата сувенирсем туяннă чухне кешбек илме май паракан инструмент шутланать. Çакă Пушкăртстан тăрăх çÿренĕ çул çÿреве асра юлма çеç мар, тупăшлă тума та май парать», – ăнлантарса панă ПР предпринимательство тата туризм министрĕ Светлана Верещагина.

🛤 Программăпа Пушкăртстанра пурăнакансем те, Раççейĕн ытти регионĕсенчен килнĕ хăнасем те усă курма пултараççĕ. Проекта хутшăнас текенсен «Мир» тÿлев картти пулмалла тата «Терра Башкирия» сайтра регистраци иртмелле. Регистраци иртнĕ хыççăн усă куракансем туризм пулăшăвĕшĕн тÿленĕ чухне кешбек илме, сувенирсемпе ытти таварсем туяннă чухне укçа-тенке перекетлеме пултараççĕ.
👍1🔥1