Чувашская газета "Урал сасси"
188 subscribers
5.17K photos
107 videos
2 files
173 links
Чăваш чĕлхипе культурине хаклăр, аталантарăр. Хăвăр ачăрсемпе чăвашла калаçăр - çаксенче ăрусен çыхăнăвĕ тытăнса тăрать!
Download Telegram
👏 Чăваш гимназин черетлĕ çитĕнĕвĕ

✍️ Ĕпхÿ хулинче çамрăксене патриотла воспитани парас тĕллевпе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» хута янă проектсене хутшăннисене чысланă. Асăннă конкурса Пелепей хулинчи Чăваш гимназийĕ хутшăнни çинчен хаçатăн 42№ çырнăччĕ.

🏆 Пелепей хулинчи Чăваш гимназийĕ «Асра тытма иртнине пĕлмелле» Раççей шайĕнчи конкурсра «Чи лайăх хула музейĕ» номинацинче шкул музейĕсем, хушма пĕлÿ паракан учрежденисемпе аслă шкулсем хушшинче лауреат ятне тивĕçнĕ.

📝 Асăннă музее 2001 çулта йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи – ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Вера Алексеева. Музей пуян та тĕрлĕ енлĕ. Унта «Гимнази историйĕ», «Пирĕн çитĕнÿсем», «Вĕсем Тăван çĕршывшăн çапăçнă», «Паллă ентешсем», «Чăвашсен кулленхи пурнăçĕнчи япалисем», «Чăваш халăх костюмĕ», «Ятарлă çар операцине хутшăннисем» тата ытти пайсем пур.

💐 Чăваш гимназин коллективне тивĕçлĕ наградăпа тата çитĕнекен ăру валли истори астăвăмне упрассипе пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывнишĕн чунтан саламлатпăр.
👏1
🏆 «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» конкурс çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

📝 Раççей шайĕнче виççӗмӗш çул сăвва илемлĕ вулакансен хушшинче «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» («Всегда звени, язык чувашский!») конкурс иртрĕ. Кăçал ăна Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа Мускавра йĕркелерĕç.

📖Конкурса хутшӑнакансем вилӗмсӗр «Нарспи» поэмăри сыпӑка е чăвашла, е вырăсла пăхмасăр илемлĕ вуласа пачӗҫ. Кунта сӑвӑ вулакансем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хутшӑннӑ. Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Ҫтерлӗ филиалӗн пушкӑрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренекен 4-мӗш курс студентки Ольга Никитина (ертÿçи – Л.А. Афанасьева доцент) тата 5-мӗш курс студенчӗ Константин Петров (ертÿçи – Л.В. Коротаева доцент) çĕнтерÿçĕсен ятне илме тивĕç пулчĕç. Вĕсем Константин Ивановăн илемлӗ «Нарспи» поэмăн сыпӑкĕсене вуласа хăйсен талантне уçса пачӗҫ.

🌷 Эпир ҫӗнтерӳҫӗсене пӗтӗм чунтан ӑшшӑн саламлатпӑр! Малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем, ӑнӑҫусем сунатпӑр!
3👏1
📦 Пушкăртстанра курттăм (оптовый) суту-илÿ 2025 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче 1,3 трлн тенкĕпе танлашнă. Росстат даннăйĕсем тăрăх çак кăтарту иртнĕ çулхипе танлаштарсан 11,8% сахалрах пулнă.

📊 Атăлçи федераллă округра тăхăр уйăх хушшинче асăннă кăтарту 13,7 трлн тенкĕпе танлашнă, çулталăкне 3,8% чакнă.
Январь-октябрь уйăхĕсенче курттăм суту-илÿ 14 регионтан виççĕшĕнче çеç ÿснĕ. Кăтартусем Тутарстанра (7,3%), Эрĕнпур облаçĕнче (1,2%) тата Чĕмпĕр облаçĕнче (0,6%) çеç ÿснĕ.
Укçа-тенкĕ енчен илсен Атăлçи федераллă округра курттăм тавар çаврăнăшĕ Тутарстанра (3,8 трлн тенкĕ), Чул хула (2,4 трлн) тата Самар (1,7 трлн) облаçĕсенче лайăх пырать. Пушкăртстан тăваттăмĕш вырăна тухнă.
💰 Пурĕ çĕршывĕпе курттăм тавар çаврăнăшĕ 2025 çулхи тăхăр уйăх хушшинче 3 процента чакса 129,4 трлн тенкĕпе танлашнă.
Çав вăхăтрах Пушкăртстанра январь-октябрь уйăхĕсенче уйрăм суту-илÿ çаврăнăшĕ 3,7% ÿссе 1,35 трлн тенкĕпе танлашнă.
1👍1
Ĕпхÿре Хĕл Мучи поездне 12 пине яхăн çын килсе курнă

Ĕпхÿре Хĕл Мучин куçса çÿрекен резиденцине 12 пине яхăн çын килсе курнине Пушкăртстанри транспорт министрĕ Любовь Минакова социаллă сетьсенче пĕлтернĕ. Пушкăртстанăн тĕп хули Куйбышев чукун çулĕн маршрутĕнче пĕрремĕш пулнă. Хăнасем тематикăллă вакунсене, вакун-ресторана, фотокупе тата пуçласа Юр королевин вакунне кĕрсе курнă. Унтан поезд Çтерлĕ хулине кайнă.

«Хĕл Мучи поезчĕ» Раççей чукун çулĕсен проекчĕ тăваттăмĕш çул Пушкăртстанăн тĕрлĕ хулисенче чарăнать. Иртнĕ виçĕ çулта ăна республикăра пурăнакан 55 пин çын кĕтсе илнĕ.
2
🎊 Хайбулла районĕнчи Подольск салинче чаплă лару-тăрура çĕнĕ культура çурчĕ уçнă.
🙏 Клубăн кивĕ çурчĕ 2009 çултах ăшăсăр тăрса юлнă. Кăшт вăхăтран юхăннăран тата хăрушсăрлăха тивĕçтерменрен ăна хупса хунă. Çак çулсенче ял çыннисем пухăнма, мероприятисем ирттерме тата пултарулăх пуçарăвĕсене аталантарма май паракан культура центрĕ уçăласса ĕмĕтленнĕ.
🤗 Халĕ паянхи куна тивĕçтерекен илемлĕ те хăтлă клуб пурне те йышăнма хатĕр. Çак пĕлтерĕшлĕ проекта «Башкирская медь» ООО укçа-тенкĕ енчен пулăшу панипе пурнăçа кĕртме май килнĕ.
💬 - Культурăн çĕнĕ вучахĕ нумай çул хушши Подольск çыннисене савăнтартăр, вĕсене пĕрлештерсе çĕнĕ çитĕнÿсем тума май патăр, - тесе пĕлтернĕ Хайбулла район пресс-службинче.
👍21
🏊‍♂ Федоровка ялĕнче бассейн уçăлнă

🤽‍♂ Пушкăртстанри Федоровка ялĕнче 1,4 пин тăваткал метрлă çĕнĕ бассейн ĕçне пуçланă.

🏊‍♀ Бассейна хăпартас ĕç 2018 çулта пуçланнă, анчах та япăх ĕçлекен строительсене пула ĕç чарăннă. Кăçал бассейн хăпартас ĕçе Радий Хабиров пулăшнипе малалла тăснă.

🚿 Бассейнра çирĕм пилĕк метр тăршшĕ ишмелли çулсем, хывăнса тăхăнмалли вырăн, душ, сауна, хальхи тасатмалли система пур. Бассейпа тулли пурнăçпа пурăнма пултарайман çынсем те усă курма пултараççĕ. Çĕнĕ объект пĕр сехетре 40 çынна йышăнма пултарать.
👍1💯1
📌 Пелепей хулин çĕнĕ администраци пуçлăхне суйланă

🙍‍♀ Хула мэрĕ Татьяна Зубова пулĕ.
Пушкăртстанри муниципалитетсен Канашĕн информацийĕ тăрăх, Пелепей хулин администраци пуçлăхĕ пулма Татьяна Борисовна Зубована çирĕплетнĕ. Татьяна Зубована ертÿçе суйласси тата унпа контракта алă пусасси Пелепей хулипе районĕн хула хутлăхĕн 14-мĕш ларăвĕнче иртнĕ. Депутатсем пĕр сасăллă пулса асăннă кандидатурăна ырланă.

🏢 Татьяна Зубова 2025 çулхи апрель уйăхĕнчен Пелепей хулин администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçланă. Маларах, 2024 çултан администраци пуçлахĕн çумĕ – çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ.
👍1🔥1
📖Экскурси ачасене çеç мар, ашшĕ-амăшĕсене те тĕлĕнтернĕ

📓Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ял вулавăшĕнче ача сачĕн воспитанникĕсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем валли паллашу экскурсийĕ иртнĕ. Вулавăш ертÿçи Лира Новикова пĕчĕк хăнасене Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çулталăкне тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ кĕнеке экспозицийĕпе паллаштарнă. Курава пирĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлекен паттăрсем çинчен каласа паракан хайлавсене те тăратнă пулнă.

📒«Чăвашсен еткерĕ» курав кулленхи пурнăçра усă куракан япаласемпе, наци тумĕсен пайĕсемпе паллаштарнисĕр пуçне паллă çынсем çинчен те каласа панă. Асăннă выставка культура еткерне упранин пĕлтерĕшне те палăртнă. «Пушкăртстан – Урал мерченĕ» курав хамăр республикăпа тата Пишпÿлек районĕпе паллашма май панă.

📚Малалла шăпăрлансем тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ сăрăллă кĕнекесемпе пуян ача-пăча кĕтесне тĕпченĕ. Экскурси ачасене çеç мар, ашшĕ-амăшĕсене те тĕлĕнтернĕ, çĕннине пĕлме май панă.
👍21
🇷🇺 Владимир Путина СВО участникĕсемпе ĕçлемелли хушăвĕсене пурнăçланине пĕлтернĕ
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» Тĕп канаш секретарĕ Владимир Якушев Раççей президенчĕпе тĕл пулнă май СВОна хутшăннисем валли пысăк ĕç туса ирттернĕ çинчен пĕлтернĕ.
🇺🇿 Тĕп пĕтĕмлетÿ ятарлă çар операцин участникĕсем 2025 çулхи суйлав кампанине хутшăнни пулчĕ: депутат мандачĕсене 890 çын (2024 çулта – 304 çын) илчĕç. Пушкăртстанра СВОна хутшăннă 10 çын вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсем пулчĕç.
👪 2026 çулхи тĕп тĕллев – Пĕрлĕхлĕ сасăлав кунне хутшăнасси. Программăра СВОна хутшăннисене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли уйрăм пур, ăна Раççей Паттăрĕ Владимир Сайбель ертсе пырать.
📌 Владимир Путин пĕлтернĕ тăрăх, парламентарисем пĕр сасăллă пулса ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли пуçарăва ырлаççĕ, влаçа çар çыннисем килнĕ май çак ыйтусене уйрăм тимлĕх уйăрĕç.
🔥1💯1
🏥🤱 Республикăри перинаталлă центрта 10 000-мĕш пепке çуралнă

🧒 Ĕпхÿри Республикăри клиника перинаталлă центрĕнче вунă пинмĕш пулса çуралнă ача – хĕр ача.

🍼 Пепкен ÿт-пÿ виçи 3 650 грампа, тăршшĕ 54 сантиметрпа танлашать. Хĕр ача 2025 çулхи декабрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче 23.30 сехетре çут тĕнчене килнĕ. Хайбулла районĕнчи Макан салинче пурăнакан Альбинăпа Ансар Карабаевсен çемйинче вăл пĕрремĕш пулса çуралнă.
1🥰1
🎄 Çĕнĕ çул каçĕ

💃🕺 Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май, уявсен йышĕ те нумайланса пырать пулмалла. Çав шутра чăвашсем валли те. Акă, Çтерлĕ хулинче «Тавах» халăх ансамблĕн (ертÿçи – Ольга Иванова) хастарĕсем йышпа пухăнса йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çул каçне ирттерме палăртаççĕ.

📅 Ăна сцена ăстисем декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Сода» хулари культура керменĕнче (Тукаев урамĕ, 9-мĕш çурт) йĕркелеççĕ.
Кану каçĕ 19.00 сехетре пуçланать.
Ыйтса пĕлмелли телефон – 8-919-157-64-89.

📌 Программăра халăх тата эстрада юррисем янрĕç. Паллах, Çĕнĕ çул каçĕ Хĕл Мучипе Юр пикесĕр иртмĕ. Вĕсем вара уяв каçне парнесемсĕр килмеççĕ. Куракансене вăйă картине йыхравлĕç, правур та хăюллă юлташсене парнесемпе савăнтарĕç. Апла пулсан, туссем, пирĕнпе пĕрле Çĕнĕ çул каçне васкăр. Хапăл туса кĕтетпĕр.

Йĕркелÿçĕсем.
👍1👏1
Пушкăртстан синоптикĕсем пĕлтернĕ тăрăх, паян регионта кăштах юр çумалла, вырăн-вырăнпа пăрлак пулать, пăрлă çумăр çăвĕ. Çил кăнтăр хĕвел анăçĕнчен, кăнтăртан вăтам вĕрĕ, кăнтăрла – кассăн-кассăн. Сывлăшри температура кăнтăрла -3, -8 градус пулĕ.
Эрне кун, декабрĕн 19-мĕшĕнче, прогноз тăрăх, юр тата йĕпе юр çумалла, вырăн-вырăнпа пăрлак. Йывăçсемпе пралуксем йĕпе юрпа витĕнĕç, çулсене юр хывса кайĕ, пăрлакланĕç. Çил кăнтăртан, кăшт каярах улшăнса çурçĕр-хĕвел анăçĕнчен вăтам вĕрĕ. Сывлăшри температура çĕрле -4,-9 градус пулĕ, кăнтăрла - 0, -5.
Шăмат кун, декабрĕн 20-мĕшĕнче, çĕрле республикипе, кăнтăрла вырăн-вырăнĕпе кăштах юр çăвĕ. Çил çурçĕртен вăтам вĕрĕ. Сывлăшри температура çурçĕрти районсенче çĕрле -15,-20 градуса çитĕ, çанталăк уяртсан -22, -27, кăнтăрла -14, -19 пулмалла. Республикăн кăнтăр районĕсенче çĕрле те, кăнтăрла та температура -8, -13 градуспа танлашĕ.
Сăмах май, çанталăк улшăннине пула Пушкăртстанра эрне хушшинче çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕ (ОРВИ) чирĕпе 29 пин çын чирленĕ.
🤔1🎄1
📦 В зону СВО бойцам из Башкирии доставили гуманитарную помощь

📌 Необходимые вещи военным привезли земляки из Бураевского района республики.

📅 17 декаря в зону СВО прибыла гуманитарная помощь из Башкирии. В частности, к бойцам приехал Ирек Саетгалиев, заведующий сектором по мобилизационной подготовке администрации Бураевского района.

💬 - Ребята нас ждут, готовим гуманитарную помощь по их заявкам. Это предметы первой необходимости, личные посылки от родных, теплые вещи. Стараемся помочь всем, чем можем. Наша работа очень важная - совместными усилиями мы приближаем победу, а домашняя поддержка неоценима для бойцов, - отметил Саетгалиев.

Алсу МУЛЛАХМЕТОВА. Фото, видео автора.
👍1🤝1