🤦♀ Çамрăк хĕр аферистсене укçа пама кредитсем тата микрозаймсем илнĕ.
📝 Белорецк районĕнчи полици уйрăмне вырăнта пурăнакан 21 çулхи хĕр мошенничествăпа çыхăннă заявлени çырса панă. Аферистсем хăйсене тĕрлĕ служба ĕçчĕсем пек кăтартса хăнăхнă схемăпа ĕçленĕ. Хĕре налук тÿлеменшĕн пур счетсене те арестлессипе хăратнă. Унăн ыйтуне татса пама налук службин электронлă черетне тăратнă, çавна пула хĕр хăйĕн даннăйĕсене пĕлтернĕ. Электронлă почтăна «Госуслуги » порталĕнчен иккĕленÿллĕ хыпар килнĕ. Унта техника пулăшăвĕн телефон номерне пĕлтернĕ пулнă, студентка çийĕнчех шăнкăравланă.
📲 Сиен пысăк пулассипе хăратса мошенниксем хĕре кредит илсе хăйсен счечĕ çине 160 пин тенкĕ куçарса пама ĕнентернĕ. Анчах ултавçăсене çак хисеп сахалрах туйăннипе вĕсем тата çавăн чухлĕ укçа тупма ыйтнă. Ун хыççăн хĕр тата 115 тенкĕлĕх 5 микрозайм илнĕ, хăйĕн пухнă укçисене те кăтартнă телефон номерĕ çине куçарнă.
👮♂ Пĕтĕмпе сиен кÿни 300 пин тенкĕпе танлашнă. Асăннă ĕçпе «мошенничество» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.

🔥1🤔1
Чăваш Ен Пуçлăхне ырлăх-сывлăх сунатпăр
Паян, декабрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне паллă тăвать.
«Çак ятпа эпир, Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономийĕн хастарĕсем тата регионти 100 пине яхăн чăваш, Олег Алексеевича чун-чĕререн саламлатпăр.
Эсир, Олег Алексеевич, Чăваш Республикинче пурăнакансен гаранчĕ пулса тăратăр. Çавăнпа та кашни çын шăпишĕн яваплă. Эсир шăпах çакна тĕпе хурса куллен ырми-канми ĕçлени куç умĕнче. Çав вăхăтрах Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан йăхташсем çинчен те манмастăр. Уншăн Пушкăртстан чăвашĕсем сирĕн умăрта пуç таяççĕ. Эпир икĕ регион хушшинчи çыхăнусем малашне те тачă та çирĕп пуласса шанатпăр. Уралпа Атăла çыхăнтаркан çул яланах такăр пултăр, туслăх хапхи уçă тăтăр.
https://ursassi.ru/news/salamlanisem/2025-12-10/ch-vash-en-pu-l-hne-yrl-h-syvl-h-sunatp-r-4501488

👏2❤1
🤱 Вуннăмĕш хут анне пулнă
👪 Калтасă районĕнчи Бикмурзинсен çемйинче йыш хушăннă – çут тĕнчене вуннăмĕш ача килнĕ.
🤰 Ашшĕпе амăшĕ çичĕ хĕр ачапа икĕ арçын ачана çитĕнтереççĕ, халĕ ачасен кĕçĕн шăллĕ çуралнă. Хĕрарăм тăххăрмĕш хут çуратнă, маларах унăн йĕкĕрешсем пулнă.
🏥 Виçĕ пин те виççĕр вăтăр грамм таякан пепке Ĕпхÿри Куватов ячĕллĕ Республикăри клиника больницинче çуралнă. Ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн тӑваттӑмӗш талӑкра амӑшне тӗпренчӗкӗпе килне янă.

❤1👍1
🏥 Гафури районĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
💉 Гафури районĕнчи Курорт ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктчĕ ĕçлеме пуçланă. Малтанхи шкул çуртĕнче вырнаçнă пулнă. Унта пациентсене кирлĕ пек пулăшу пама вырăн çитмен.
👩⚕ Çĕнĕ медицина пунктĕнче ялти 460 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăма май пур, вĕсенчен 85-шĕ ачасем. Халăха Валентина Львова фельдшер медицина пулăшăвĕ парать, унăн ĕç стажĕ 33 çулпа танлашать. Фельдшерпа акушер пунктне кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, вăл хальхи стандартсене килĕшсе тăрать.

💯1
⚖ Руль умне ÿсĕр ларнипе автомобильсĕр юлнă
🚗 Пушкăртстанри Дуван районĕнче пурăнакан арçын пĕрре мар руль умне ÿсĕр ларнишĕн суд умне тăрĕ.
Иртнĕ çулхи август уйăхĕнче «Лада Гранта» автомобиль хуçи Корпачево-Месягутово-Ачин çулăн 82-мĕш çухрăмĕнче çул айккине кайнă. Вырăна автоинспекторсем пырса çитсе арçын ÿсĕр пулнине регистрациленĕ.
👮♂ Вăл маларах та çак тĕлĕшпе административлă айăпланнă пулнă. Суд ăна виçĕ çул руль умне ларма чарнă тата 230 сехет тÿрленмелли ĕçсем тума йышăннă. Унăн çăмăл автомобильне патшалăх пурлăхне куçарнă.

👎1
🐻Олимпиада-80 упи Раççей пĕрлешÿллĕ командин символĕ пулĕ
✍Хальхи вăхăтра талисман регистраци иртет.
📢1980 çулта Мускав хулинче иртнĕ Олимп вăййисен упи Раççей пĕрлешÿллĕ командин талисманĕ пулĕ. Кун пирки РФ Спорт министерствипе Олимп комитечĕн пуçлăхĕ Михаил Дегтярев пĕлтернĕ. ТАСС çырнă тăрăх, хальхи вăхăтра тавар палли Интеллектуаллă харпăрлăх енĕпе ĕçлекен федераллă службăра регистраци иртет.
🐻- Командăн çĕнĕ пĕрлĕхлĕ талисманĕ хамăр çĕршывра чи паллă спорт сăнарĕ – олимп упи – пулĕ, - тенĕ М. Дегтярев.
Раççей Олимп спорт комитечĕн пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, олимп упи «таçтан килсе тухнă кăвак упана» (маларах унпа усă курнă) улăштарĕ.
«Малашне эпир курма хăнăхнă йĕркеллĕ упа пулĕ», - палăртнă Михаил Дегтярев.

👍1👏1
⚡️ Большая новость для всех, кто учится и учит!
Энциклопедия РУВИКИ доступна в образовательном пространстве Сферум в национальном мессенджере МАХ.
Что это значит?
Теперь педагоги, школьники и их родители могут получать быстрые и развернутые ответы на свои вопросы, не выходя из привычной среды общения. Все ответы формируются на основе проверенных материалов энциклопедии.
Как это работает?
▫️ Открываете Сферум
▫️ Выбираете виджет «Сервисы»
▫️ Запускаете чат-бот «Помощник РУВИКИ»
▫️ Задаете вопрос — получаете ответ
«Интеграция "Помощника РУВИКИ" — это простой и удобный способ получить точный ответ на любой учебный вопрос. Специально для Сферум мы предусмотрели дополнительные возрастные ограничения и механизмы защиты пользователей», — отметил генеральный директор РУВИКИ Владимир Медейко.
Кстати, новый сервис уже прошел тестирование среди педагогов и получил высокие оценки!
Знания становятся еще доступнее. Зайдите в Сферум в MAX и попробуйте сами — «Помощник РУВИКИ» уже готов отвечать на ваши вопросы!

🔥1
«Ăрусен вăйĕ Çĕнтерÿшĕн пĕрле» Пушкăртстан Пуçлăхĕн грант проекчĕн витĕмĕпе Мияки районĕнчи Кекен ялĕн çыннисем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ пухмалли «Амăшĕ СВО салтакĕ валли» акци ирттернĕ.
Волонтерсем куракансене Тăван çĕршыва юратнине, Çĕнтерĕве ĕненнине сăнарлакан чуна пырса тивмелли концерт номерĕсем кăтартнă.
Хăв ирĕкÿпе гуманитари пулăшăвне хутшăнмалли чĕнĕве вĕттинчен пуçласа ватти таран хутшăннă. Кашниех çак ĕç çĕршыв хÿтĕлевçисене питĕ кирлине ăнланса хăй тÿпине хывнă.
– Сирĕн пулăшăвăрпа тимлĕхĕр пирĕн çĕршыв хÿтĕлевçисен кăмăл-сипечĕпе хастарлăхне çĕклеме пулăшасса шанса тăратпăр. Çак ĕçрен айккинче юлманнисене, хастар хутшăннисене чунтан тав тăватпăр. Тимеш ял хутлăхĕн пуçлăхне Рамзия Никитинана Аннесен кунне халалланă концерта тата «Амăшĕ СВО салтакĕ валли» акцие йĕркелеме пулăшнишĕн уйрăм тав сăмахĕ калас килет, – палăртаççĕ акци йĕркелÿçисем.
Çавăн пекех штаба ял хĕрарăмĕсен тăрăшуллă аллисемпе çыхнă маскировка сечĕсем, фронт валли пуçтарнă посылкăсем çитернĕ.

👍1
👮♂Наркотик усранăшăн тытса чарнă
🐶 Çтерлĕ хулинчи полицейскисем вырăнта пурăнакан 40 çулхи хĕрарăма тытса чарнă. Унăн хăйпе пĕрле икĕ накротик хутаççи пулнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче йĕрке хуралçисем хĕрарăмран икĕ грама яхăн порошок тултарнă икĕ хутаç туртса илнĕ. Хĕрарăм ăна социаллă сеть урлă хăйĕн валли туяннине пĕлтернĕ. Унăн килĕнче йытăпа шырав ирттернĕ хыççăн тата пĕр грамм наркотик тупнă. Вăл синтетикăлла пулнă.
🙎♀ Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, саккуна пăсса наркотик усранăшăн хĕрарăма вăхăтлăха тĕрмене хупнă.

👎1🔥1
🇷🇺 «Вăтăр икĕ çул каялла йышăннă Конституци Раççей пуласлăхне палăртнă»
📕 Вăтăр икĕ çул ытла пĕтĕм халăх референдумĕнче йышăннă Раççей Федерацин Конституцийĕ Раççей пуласлăхне палăртни çинчен Патшалăх Думин председателĕ Вячеслав Володин декабрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Конституци кунĕпе саламланă чух пĕлтернĕ.
«Раççей Федерацин Конституци кунĕпе саламлатăп. Вăтăр икĕ çул каярах пĕтĕм халăх референдумĕнче йышăннă тĕп саккун пирĕн çĕршывăн пуласлăхне палăртнă», - пĕлтернĕ унăн сăмахĕсене палатăн пресс-служби.
📌 Вячеслав Володин çавăн пекех Конституци çĕршывăн малашнехи аталанăвĕн паха ориентирĕсене, çулне тата чи кирлĕ ыйтăвĕсене çирĕплетнине хушса каланă.
Унсăр пуçне политик 2020 çулта Конституцие кĕртнĕ улшăнусем хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтернине, Раççее çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене татса пама, пĕтĕм наци тĕллевĕсене пурнăçлама, граждансен пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшнине пĕлтернĕ.

❤1🤝1
👏 Чăваш гимназин черетлĕ çитĕнĕвĕ
✍️ Ĕпхÿ хулинче çамрăксене патриотла воспитани парас тĕллевпе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» хута янă проектсене хутшăннисене чысланă. Асăннă конкурса Пелепей хулинчи Чăваш гимназийĕ хутшăнни çинчен хаçатăн 42№ çырнăччĕ.
🏆 Пелепей хулинчи Чăваш гимназийĕ «Асра тытма иртнине пĕлмелле» Раççей шайĕнчи конкурсра «Чи лайăх хула музейĕ» номинацинче шкул музейĕсем, хушма пĕлÿ паракан учрежденисемпе аслă шкулсем хушшинче лауреат ятне тивĕçнĕ.
📝 Асăннă музее 2001 çулта йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи – ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Вера Алексеева. Музей пуян та тĕрлĕ енлĕ. Унта «Гимнази историйĕ», «Пирĕн çитĕнÿсем», «Вĕсем Тăван çĕршывшăн çапăçнă», «Паллă ентешсем», «Чăвашсен кулленхи пурнăçĕнчи япалисем», «Чăваш халăх костюмĕ», «Ятарлă çар операцине хутшăннисем» тата ытти пайсем пур.
💐 Чăваш гимназин коллективне тивĕçлĕ наградăпа тата çитĕнекен ăру валли истори астăвăмне упрассипе пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывнишĕн чунтан саламлатпăр.

👏1
🏆 «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» конкурс çĕнтерÿçисене саламлатпăр!
📝 Раççей шайĕнче виççӗмӗш çул сăвва илемлĕ вулакансен хушшинче «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» («Всегда звени, язык чувашский!») конкурс иртрĕ. Кăçал ăна Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа Мускавра йĕркелерĕç.
📖Конкурса хутшӑнакансем вилӗмсӗр «Нарспи» поэмăри сыпӑка е чăвашла, е вырăсла пăхмасăр илемлĕ вуласа пачӗҫ. Кунта сӑвӑ вулакансем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хутшӑннӑ. Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Ҫтерлӗ филиалӗн пушкӑрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренекен 4-мӗш курс студентки Ольга Никитина (ертÿçи – Л.А. Афанасьева доцент) тата 5-мӗш курс студенчӗ Константин Петров (ертÿçи – Л.В. Коротаева доцент) çĕнтерÿçĕсен ятне илме тивĕç пулчĕç. Вĕсем Константин Ивановăн илемлӗ «Нарспи» поэмăн сыпӑкĕсене вуласа хăйсен талантне уçса пачӗҫ.
🌷 Эпир ҫӗнтерӳҫӗсене пӗтӗм чунтан ӑшшӑн саламлатпӑр! Малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем, ӑнӑҫусем сунатпӑр!

❤3👏1
📦 Пушкăртстанра курттăм (оптовый) суту-илÿ 2025 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче 1,3 трлн тенкĕпе танлашнă. Росстат даннăйĕсем тăрăх çак кăтарту иртнĕ çулхипе танлаштарсан 11,8% сахалрах пулнă.
📊 Атăлçи федераллă округра тăхăр уйăх хушшинче асăннă кăтарту 13,7 трлн тенкĕпе танлашнă, çулталăкне 3,8% чакнă.
Январь-октябрь уйăхĕсенче курттăм суту-илÿ 14 регионтан виççĕшĕнче çеç ÿснĕ. Кăтартусем Тутарстанра (7,3%), Эрĕнпур облаçĕнче (1,2%) тата Чĕмпĕр облаçĕнче (0,6%) çеç ÿснĕ.
Укçа-тенкĕ енчен илсен Атăлçи федераллă округра курттăм тавар çаврăнăшĕ Тутарстанра (3,8 трлн тенкĕ), Чул хула (2,4 трлн) тата Самар (1,7 трлн) облаçĕсенче лайăх пырать. Пушкăртстан тăваттăмĕш вырăна тухнă.
💰 Пурĕ çĕршывĕпе курттăм тавар çаврăнăшĕ 2025 çулхи тăхăр уйăх хушшинче 3 процента чакса 129,4 трлн тенкĕпе танлашнă.
Çав вăхăтрах Пушкăртстанра январь-октябрь уйăхĕсенче уйрăм суту-илÿ çаврăнăшĕ 3,7% ÿссе 1,35 трлн тенкĕпе танлашнă.

Ĕпхÿре Хĕл Мучи поездне 12 пине яхăн çын килсе курнă
Ĕпхÿре Хĕл Мучин куçса çÿрекен резиденцине 12 пине яхăн çын килсе курнине Пушкăртстанри транспорт министрĕ Любовь Минакова социаллă сетьсенче пĕлтернĕ. Пушкăртстанăн тĕп хули Куйбышев чукун çулĕн маршрутĕнче пĕрремĕш пулнă. Хăнасем тематикăллă вакунсене, вакун-ресторана, фотокупе тата пуçласа Юр королевин вакунне кĕрсе курнă. Унтан поезд Çтерлĕ хулине кайнă.
«Хĕл Мучи поезчĕ» Раççей чукун çулĕсен проекчĕ тăваттăмĕш çул Пушкăртстанăн тĕрлĕ хулисенче чарăнать. Иртнĕ виçĕ çулта ăна республикăра пурăнакан 55 пин çын кĕтсе илнĕ.

❤2
🎊 Хайбулла районĕнчи Подольск салинче чаплă лару-тăрура çĕнĕ культура çурчĕ уçнă.
🙏 Клубăн кивĕ çурчĕ 2009 çултах ăшăсăр тăрса юлнă. Кăшт вăхăтран юхăннăран тата хăрушсăрлăха тивĕçтерменрен ăна хупса хунă. Çак çулсенче ял çыннисем пухăнма, мероприятисем ирттерме тата пултарулăх пуçарăвĕсене аталантарма май паракан культура центрĕ уçăласса ĕмĕтленнĕ.
🤗 Халĕ паянхи куна тивĕçтерекен илемлĕ те хăтлă клуб пурне те йышăнма хатĕр. Çак пĕлтерĕшлĕ проекта «Башкирская медь» ООО укçа-тенкĕ енчен пулăшу панипе пурнăçа кĕртме май килнĕ.
💬 - Культурăн çĕнĕ вучахĕ нумай çул хушши Подольск çыннисене савăнтартăр, вĕсене пĕрлештерсе çĕнĕ çитĕнÿсем тума май патăр, - тесе пĕлтернĕ Хайбулла район пресс-службинче.

👍2❤1
🏊♂ Федоровка ялĕнче бассейн уçăлнă
🤽♂ Пушкăртстанри Федоровка ялĕнче 1,4 пин тăваткал метрлă çĕнĕ бассейн ĕçне пуçланă.
🏊♀ Бассейна хăпартас ĕç 2018 çулта пуçланнă, анчах та япăх ĕçлекен строительсене пула ĕç чарăннă. Кăçал бассейн хăпартас ĕçе Радий Хабиров пулăшнипе малалла тăснă.
🚿 Бассейнра çирĕм пилĕк метр тăршшĕ ишмелли çулсем, хывăнса тăхăнмалли вырăн, душ, сауна, хальхи тасатмалли система пур. Бассейпа тулли пурнăçпа пурăнма пултарайман çынсем те усă курма пултараççĕ. Çĕнĕ объект пĕр сехетре 40 çынна йышăнма пултарать.

👍1💯1
📌 Пелепей хулин çĕнĕ администраци пуçлăхне суйланă
🙍♀ Хула мэрĕ Татьяна Зубова пулĕ.
Пушкăртстанри муниципалитетсен Канашĕн информацийĕ тăрăх, Пелепей хулин администраци пуçлăхĕ пулма Татьяна Борисовна Зубована çирĕплетнĕ. Татьяна Зубована ертÿçе суйласси тата унпа контракта алă пусасси Пелепей хулипе районĕн хула хутлăхĕн 14-мĕш ларăвĕнче иртнĕ. Депутатсем пĕр сасăллă пулса асăннă кандидатурăна ырланă.
🏢 Татьяна Зубова 2025 çулхи апрель уйăхĕнчен Пелепей хулин администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçланă. Маларах, 2024 çултан администраци пуçлахĕн çумĕ – çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ.

👍1🔥1