Чувашская газета "Урал сасси"
189 subscribers
5.21K photos
107 videos
2 files
177 links
Чăваш чĕлхипе культурине хаклăр, аталантарăр. Хăвăр ачăрсемпе чăвашла калаçăр - çаксенче ăрусен çыхăнăвĕ тытăнса тăрать!
Download Telegram
👮‍♂Декабрь уйăхĕн 9-мĕшĕ – çĕршыв Геройĕсене чысламалли кун

🎖Кашни çулах декабрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раççейре Çĕршыв Геройĕсен кунне паллă тăватпăр. Çак кун Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав тата Çĕнтерÿллĕ Таса Георги орденĕсен кавалерĕсене чыслаççĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2007-мĕш çулхи февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнче хушу кăларса çирĕплетнĕ.
«Пушкăртстан – паттăрсен çĕршывĕ. Чунĕпе вăйлă, час-часах хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр пирĕн çĕре тăшмансенчен сыхлакан салтаксен çĕршывĕ. Истори тăршшĕпе çапла пулнă, халĕ те çаплах пулса пырать.

🎖Çĕршыв Геройĕсен кунĕнче хамăр ентешсен, ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартса сумлă ят çĕнсе илнĕ Раççей Геройĕсен мухтавлă ĕçĕсене аса илме сĕнетĕп. Пурин умĕнче те пуç таятпăр», - тенĕ çак куна халалласа ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн телеграм-каналĕнче.
2🙏1
🎈 Ĕпхÿре Пушкăрт чĕлхин кунне уявлĕç

🎤 Декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче пушкăрт чĕлхин кунне палăртĕç. МЕГА суту-илÿ центрĕ уяв лапамĕсенчен пĕри пулĕ, унта концерт иртĕ.

🎭 Мероприяти программине театрализациленĕ представленисем, пултарулăх мастерскойĕсем, аниматорсен тухса кăтартнисем, викторинăсемпе вăйăсем кĕрĕç. Кăмăл пуррисем хăйсен аллисемпе курай хатĕрлеме пултараççĕ. Пĕчĕк куракансем валли Пукане театрĕн артисчĕсем «Ирсĕр кăвакал чĕппи» («Гадкий утенок») спектакль кăтартĕç.
🎵 Çавăн пекех куракансен умне «Гаилэ» ача сачĕн воспитанникĕсем, «Тамыр» вокал студийĕ, «Хазина» этно-ушкăн хăйсен номерĕсемпе тухĕç. Уяв 12 сехетрен пуçласа 15 сехетчен пырĕ.
1👏1
👮‍♂ Наркопритон тата наркотик çаврăнăшне йĕркеленĕшĕн айăпланă

👨‍🦰 Салават хулинчи суд умне саккуна пăсса наркотик сутнишĕн, туяннишĕн, усранишĕн тата вĕсемпе усă курма пÿлĕм уйăрнишĕн статьясемпе вырăнта пурăнакан арçын тăрĕ.

💰 2024 çулхи январь уйăхĕнче арçынна пĕлĕшĕ наркотик сутмалли интернет-магазинта укçа ĕçлесе илме сĕннĕ. Вăл унпа килĕшсе наркотиксене вăрттăн вырăна пытарнă.

💉 Иртнĕ çулхи март уйăхĕнче мефедрон туянса килĕнче усранă тата хваттерĕнче наркопритон йĕркеленĕ. Килекенсенчен тÿлев вырăнне саккунпа юраман япаласене йышăннă.
Суд арçынна 12,5 çула уйрăм режимлă колоние янă.
👎1🔥1
Декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Константин Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 30 çулхи тăхтав хыççăн сцена çине «Нарспи» трагеди тепĕр хут тухнă. Спектакль премьери куракансене савăнтарнă, пăлхантарнă, манма пуçланине аса илтернĕ.

Тĕп сăнарсем пирки те пĕр-ик сăмах каласа хăвармалла. Нарспи рольне – Антонина Казеева, Сетнере – Евгений Урдюков, Михетере – Валерий Карпов, Тăхтамана Петр Садовников артистсем вылянă. Спектаклĕн илемлĕх ертÿçи – Раççей Федерацийĕн, Калмăк тата Тыва республикисен тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ Борис Манджиев, режиссерĕ – Дмитрий Миронов, ÿкерÿ ăсти – Валентина Федорова, кĕвĕ ăсти – Лолита Чекушкина композитор.

Çĕнетнĕ «Нарспине» пăхма Раççей регионĕсенчен те халăх йышлă пухăннă. Çав шутра Пушкăртстанран та сакăр çынран тăракан сумлă делегаци (ертÿçи – Владимир Яковлев) кайнă. Константин Иванов çĕршывĕнчен килнĕ хăнасем спектакль питĕ килĕшнине палăртнă. Çавăнпа та куракансене май тупса кайса курма сĕнеççĕ. Çывăх вăхăтра вăл декабрь уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче иртĕ.
❤‍🔥2👏1
Развеиваем мифы о мессенджере МАХ
🔥2
🤦‍♀ Çамрăк хĕр аферистсене укçа пама кредитсем тата микрозаймсем илнĕ.

📝 Белорецк районĕнчи полици уйрăмне вырăнта пурăнакан 21 çулхи хĕр мошенничествăпа çыхăннă заявлени çырса панă. Аферистсем хăйсене тĕрлĕ служба ĕçчĕсем пек кăтартса хăнăхнă схемăпа ĕçленĕ. Хĕре налук тÿлеменшĕн пур счетсене те арестлессипе хăратнă. Унăн ыйтуне татса пама налук службин электронлă черетне тăратнă, çавна пула хĕр хăйĕн даннăйĕсене пĕлтернĕ. Электронлă почтăна «Госуслуги » порталĕнчен иккĕленÿллĕ хыпар килнĕ. Унта техника пулăшăвĕн телефон номерне пĕлтернĕ пулнă, студентка çийĕнчех шăнкăравланă.

📲 Сиен пысăк пулассипе хăратса мошенниксем хĕре кредит илсе хăйсен счечĕ çине 160 пин тенкĕ куçарса пама ĕнентернĕ. Анчах ултавçăсене çак хисеп сахалрах туйăннипе вĕсем тата çавăн чухлĕ укçа тупма ыйтнă. Ун хыççăн хĕр тата 115 тенкĕлĕх 5 микрозайм илнĕ, хăйĕн пухнă укçисене те кăтартнă телефон номерĕ çине куçарнă.

👮‍♂ Пĕтĕмпе сиен кÿни 300 пин тенкĕпе танлашнă. Асăннă ĕçпе «мошенничество» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.
🔥1🤔1
Чăваш Ен Пуçлăхне ырлăх-сывлăх сунатпăр
Паян, декабрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне паллă тăвать.
«Çак ятпа эпир, Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономийĕн хастарĕсем тата регионти 100 пине яхăн чăваш, Олег Алексеевича чун-чĕререн саламлатпăр.
Эсир, Олег Алексеевич, Чăваш Республикинче пурăнакансен гаранчĕ пулса тăратăр. Çавăнпа та кашни çын шăпишĕн яваплă. Эсир шăпах çакна тĕпе хурса куллен ырми-канми ĕçлени куç умĕнче. Çав вăхăтрах Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан йăхташсем çинчен те манмастăр. Уншăн Пушкăртстан чăвашĕсем сирĕн умăрта пуç таяççĕ. Эпир икĕ регион хушшинчи çыхăнусем малашне те тачă та çирĕп пуласса шанатпăр. Уралпа Атăла çыхăнтаркан çул яланах такăр пултăр, туслăх хапхи уçă тăтăр.
https://ursassi.ru/news/salamlanisem/2025-12-10/ch-vash-en-pu-l-hne-yrl-h-syvl-h-sunatp-r-4501488
👏21
🤱 Вуннăмĕш хут анне пулнă

👪 Калтасă районĕнчи Бикмурзинсен çемйинче йыш хушăннă – çут тĕнчене вуннăмĕш ача килнĕ.

🤰 Ашшĕпе амăшĕ çичĕ хĕр ачапа икĕ арçын ачана çитĕнтереççĕ, халĕ ачасен кĕçĕн шăллĕ çуралнă. Хĕрарăм тăххăрмĕш хут çуратнă, маларах унăн йĕкĕрешсем пулнă.

🏥 Виçĕ пин те виççĕр вăтăр грамм таякан пепке Ĕпхÿри Куватов ячĕллĕ Республикăри клиника больницинче çуралнă. Ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн тӑваттӑмӗш талӑкра амӑшне тӗпренчӗкӗпе килне янă.
1👍1
🏥 Гафури районĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă

💉 Гафури районĕнчи Курорт ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктчĕ ĕçлеме пуçланă. Малтанхи шкул çуртĕнче вырнаçнă пулнă. Унта пациентсене кирлĕ пек пулăшу пама вырăн çитмен.

👩‍⚕ Çĕнĕ медицина пунктĕнче ялти 460 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăма май пур, вĕсенчен 85-шĕ ачасем. Халăха Валентина Львова фельдшер медицина пулăшăвĕ парать, унăн ĕç стажĕ 33 çулпа танлашать. Фельдшерпа акушер пунктне кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, вăл хальхи стандартсене килĕшсе тăрать.
💯1
Руль умне ÿсĕр ларнипе автомобильсĕр юлнă

🚗 Пушкăртстанри Дуван районĕнче пурăнакан арçын пĕрре мар руль умне ÿсĕр ларнишĕн суд умне тăрĕ.
Иртнĕ çулхи август уйăхĕнче «Лада Гранта» автомобиль хуçи Корпачево-Месягутово-Ачин çулăн 82-мĕш çухрăмĕнче çул айккине кайнă. Вырăна автоинспекторсем пырса çитсе арçын ÿсĕр пулнине регистрациленĕ.

👮‍♂ Вăл маларах та çак тĕлĕшпе административлă айăпланнă пулнă. Суд ăна виçĕ çул руль умне ларма чарнă тата 230 сехет тÿрленмелли ĕçсем тума йышăннă. Унăн çăмăл автомобильне патшалăх пурлăхне куçарнă.
👎1
🐻Олимпиада-80 упи Раççей пĕрлешÿллĕ командин символĕ пулĕ

Хальхи вăхăтра талисман регистраци иртет.

📢1980 çулта Мускав хулинче иртнĕ Олимп вăййисен упи Раççей пĕрлешÿллĕ командин талисманĕ пулĕ. Кун пирки РФ Спорт министерствипе Олимп комитечĕн пуçлăхĕ Михаил Дегтярев пĕлтернĕ. ТАСС çырнă тăрăх, хальхи вăхăтра тавар палли Интеллектуаллă харпăрлăх енĕпе ĕçлекен федераллă службăра регистраци иртет.

🐻- Командăн çĕнĕ пĕрлĕхлĕ талисманĕ хамăр çĕршывра чи паллă спорт сăнарĕ – олимп упи – пулĕ, - тенĕ М. Дегтярев.
Раççей Олимп спорт комитечĕн пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, олимп упи «таçтан килсе тухнă кăвак упана» (маларах унпа усă курнă) улăштарĕ.
«Малашне эпир курма хăнăхнă йĕркеллĕ упа пулĕ», - палăртнă Михаил Дегтярев.
👍1👏1
⚡️ Большая новость для всех, кто учится и учит!

Энциклопедия РУВИКИ доступна в образовательном пространстве Сферум в национальном мессенджере МАХ.

Что это значит?
Теперь педагоги, школьники и их родители могут получать быстрые и развернутые ответы на свои вопросы, не выходя из привычной среды общения. Все ответы формируются на основе проверенных материалов энциклопедии.

Как это работает
?
▫️ Открываете Сферум
▫️ Выбираете виджет «Сервисы»
▫️ Запускаете чат-бот «Помощник РУВИКИ»
▫️ Задаете вопрос — получаете ответ

«Интеграция "Помощника РУВИКИ" — это простой и удобный способ получить точный ответ на любой учебный вопрос. Специально для Сферум мы предусмотрели дополнительные возрастные ограничения и механизмы защиты пользователей», — отметил генеральный директор РУВИКИ Владимир Медейко.

Кстати, новый сервис уже прошел тестирование среди педагогов и получил высокие оценки!

Знания становятся еще доступнее. Зайдите в Сферум в MAX и попробуйте сами — «Помощник РУВИКИ» уже готов отвечать на ваши вопросы!
🔥1