🌺Амăшĕн пулăшаканĕсем
🌺Пишпÿлекри уйрăм предметсемпе тарăн пĕлу паракан 3№ шкулăн аннесене чыслассипе уйрăм йăлисем пур. Эпир паллă тăвакан нумай-нумай уяв хушшинче Анне кунĕ уйрăм вырăн йышăнать. Ку - никама та сÿрĕккĕн хăварма пултарайман уяв. Çак кун ачисене юрату, ырăлăх, çепĕçлĕх тата ачашлăх парнелекен пур аннене те тав сăмахĕ калас килет. Ку - питĕ лайăх йăла, мĕншĕн тесен аннесене мĕн чухлĕ ырă сăмах каласан та ытлашши пулас çук.
🌺Аннесен кунĕ умĕн шкул акт залĕнче иртнĕ уяв мероприятине килнĕ хăнасем валли алăкĕсене яр! уçрĕ.
Кун евĕрлĕ конкурс пирĕн шкулта пуçласа иртрĕ, çавăнпа та çак куна питĕ кĕтрĕмĕр. «Аннен пулăшаканĕсем» конкурс программине йĕркелесе ирттерессипе малтанах пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Мероприятишĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ Наталия Павлова тата унăн 2б класĕ яваплă пулчĕç.

👍1💯1
💰 Пурлăх налукĕн 75% пуçтарнă
🏠 Республика хыснине 6,6 млрд тенке яхăн укçа килнĕ. Пушкăртстан правительствинче декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ налук кампанин пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе явнă. Федераллă наук службин (УФСН) пуçлăхĕ Андрей Агапов пурлăх налук хисепĕ 15% ÿсни тата вăл 7,726 млрд тенкĕпе танлашни çинчен астутарнă. Халĕ бюджета 6,578 млрд тенкĕ килнĕ.
🚗 Иртнĕ çулсенчи парăмсене шута илсе уйрăм çынсенчен пурлăх налукне пухасси 75% танлашнă.
Суд приставĕсен службинче -1,17 млрд тенкĕ, кредит учрежденийĕсенче 782 млн тенкĕ парăм пур.
🚜 Налуксене пухассипе мала Мишкин, Аскин, Балтач, Бурай районĕсем, Октябрьск хули тухнă.
🏪 ПР Федераллă налук службин пуçлăхĕ республикăра пурăнакансем регионти суту-илÿ центрĕсенче «Çĕнĕ çула парăмсемсĕр» акцие хутшăнса налуксене тÿлеме пултараççĕ.

👍2💯1
👮♂Декабрь уйăхĕн 9-мĕшĕ – çĕршыв Геройĕсене чысламалли кун
🎖Кашни çулах декабрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раççейре Çĕршыв Геройĕсен кунне паллă тăватпăр. Çак кун Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав тата Çĕнтерÿллĕ Таса Георги орденĕсен кавалерĕсене чыслаççĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2007-мĕш çулхи февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнче хушу кăларса çирĕплетнĕ.
«Пушкăртстан – паттăрсен çĕршывĕ. Чунĕпе вăйлă, час-часах хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр пирĕн çĕре тăшмансенчен сыхлакан салтаксен çĕршывĕ. Истори тăршшĕпе çапла пулнă, халĕ те çаплах пулса пырать.
🎖Çĕршыв Геройĕсен кунĕнче хамăр ентешсен, ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартса сумлă ят çĕнсе илнĕ Раççей Геройĕсен мухтавлă ĕçĕсене аса илме сĕнетĕп. Пурин умĕнче те пуç таятпăр», - тенĕ çак куна халалласа ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн телеграм-каналĕнче.

❤2🙏1
🎈 Ĕпхÿре Пушкăрт чĕлхин кунне уявлĕç
🎤 Декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче пушкăрт чĕлхин кунне палăртĕç. МЕГА суту-илÿ центрĕ уяв лапамĕсенчен пĕри пулĕ, унта концерт иртĕ.
🎭 Мероприяти программине театрализациленĕ представленисем, пултарулăх мастерскойĕсем, аниматорсен тухса кăтартнисем, викторинăсемпе вăйăсем кĕрĕç. Кăмăл пуррисем хăйсен аллисемпе курай хатĕрлеме пултараççĕ. Пĕчĕк куракансем валли Пукане театрĕн артисчĕсем «Ирсĕр кăвакал чĕппи» («Гадкий утенок») спектакль кăтартĕç.
🎵 Çавăн пекех куракансен умне «Гаилэ» ача сачĕн воспитанникĕсем, «Тамыр» вокал студийĕ, «Хазина» этно-ушкăн хăйсен номерĕсемпе тухĕç. Уяв 12 сехетрен пуçласа 15 сехетчен пырĕ.

❤1👏1
👮♂ Наркопритон тата наркотик çаврăнăшне йĕркеленĕшĕн айăпланă
👨🦰 Салават хулинчи суд умне саккуна пăсса наркотик сутнишĕн, туяннишĕн, усранишĕн тата вĕсемпе усă курма пÿлĕм уйăрнишĕн статьясемпе вырăнта пурăнакан арçын тăрĕ.
💰 2024 çулхи январь уйăхĕнче арçынна пĕлĕшĕ наркотик сутмалли интернет-магазинта укçа ĕçлесе илме сĕннĕ. Вăл унпа килĕшсе наркотиксене вăрттăн вырăна пытарнă.
💉 Иртнĕ çулхи март уйăхĕнче мефедрон туянса килĕнче усранă тата хваттерĕнче наркопритон йĕркеленĕ. Килекенсенчен тÿлев вырăнне саккунпа юраман япаласене йышăннă.
Суд арçынна 12,5 çула уйрăм режимлă колоние янă.

👎1🔥1
Декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Константин Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 30 çулхи тăхтав хыççăн сцена çине «Нарспи» трагеди тепĕр хут тухнă. Спектакль премьери куракансене савăнтарнă, пăлхантарнă, манма пуçланине аса илтернĕ.
✨ Тĕп сăнарсем пирки те пĕр-ик сăмах каласа хăвармалла. Нарспи рольне – Антонина Казеева, Сетнере – Евгений Урдюков, Михетере – Валерий Карпов, Тăхтамана Петр Садовников артистсем вылянă. Спектаклĕн илемлĕх ертÿçи – Раççей Федерацийĕн, Калмăк тата Тыва республикисен тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ Борис Манджиев, режиссерĕ – Дмитрий Миронов, ÿкерÿ ăсти – Валентина Федорова, кĕвĕ ăсти – Лолита Чекушкина композитор.
✅ Çĕнетнĕ «Нарспине» пăхма Раççей регионĕсенчен те халăх йышлă пухăннă. Çав шутра Пушкăртстанран та сакăр çынран тăракан сумлă делегаци (ертÿçи – Владимир Яковлев) кайнă. Константин Иванов çĕршывĕнчен килнĕ хăнасем спектакль питĕ килĕшнине палăртнă. Çавăнпа та куракансене май тупса кайса курма сĕнеççĕ. Çывăх вăхăтра вăл декабрь уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче иртĕ.

❤🔥2👏1
🤦♀ Çамрăк хĕр аферистсене укçа пама кредитсем тата микрозаймсем илнĕ.
📝 Белорецк районĕнчи полици уйрăмне вырăнта пурăнакан 21 çулхи хĕр мошенничествăпа çыхăннă заявлени çырса панă. Аферистсем хăйсене тĕрлĕ служба ĕçчĕсем пек кăтартса хăнăхнă схемăпа ĕçленĕ. Хĕре налук тÿлеменшĕн пур счетсене те арестлессипе хăратнă. Унăн ыйтуне татса пама налук службин электронлă черетне тăратнă, çавна пула хĕр хăйĕн даннăйĕсене пĕлтернĕ. Электронлă почтăна «Госуслуги » порталĕнчен иккĕленÿллĕ хыпар килнĕ. Унта техника пулăшăвĕн телефон номерне пĕлтернĕ пулнă, студентка çийĕнчех шăнкăравланă.
📲 Сиен пысăк пулассипе хăратса мошенниксем хĕре кредит илсе хăйсен счечĕ çине 160 пин тенкĕ куçарса пама ĕнентернĕ. Анчах ултавçăсене çак хисеп сахалрах туйăннипе вĕсем тата çавăн чухлĕ укçа тупма ыйтнă. Ун хыççăн хĕр тата 115 тенкĕлĕх 5 микрозайм илнĕ, хăйĕн пухнă укçисене те кăтартнă телефон номерĕ çине куçарнă.
👮♂ Пĕтĕмпе сиен кÿни 300 пин тенкĕпе танлашнă. Асăннă ĕçпе «мошенничество» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.

🔥1🤔1
Чăваш Ен Пуçлăхне ырлăх-сывлăх сунатпăр
Паян, декабрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне паллă тăвать.
«Çак ятпа эпир, Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономийĕн хастарĕсем тата регионти 100 пине яхăн чăваш, Олег Алексеевича чун-чĕререн саламлатпăр.
Эсир, Олег Алексеевич, Чăваш Республикинче пурăнакансен гаранчĕ пулса тăратăр. Çавăнпа та кашни çын шăпишĕн яваплă. Эсир шăпах çакна тĕпе хурса куллен ырми-канми ĕçлени куç умĕнче. Çав вăхăтрах Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан йăхташсем çинчен те манмастăр. Уншăн Пушкăртстан чăвашĕсем сирĕн умăрта пуç таяççĕ. Эпир икĕ регион хушшинчи çыхăнусем малашне те тачă та çирĕп пуласса шанатпăр. Уралпа Атăла çыхăнтаркан çул яланах такăр пултăр, туслăх хапхи уçă тăтăр.
https://ursassi.ru/news/salamlanisem/2025-12-10/ch-vash-en-pu-l-hne-yrl-h-syvl-h-sunatp-r-4501488

👏2❤1
🤱 Вуннăмĕш хут анне пулнă
👪 Калтасă районĕнчи Бикмурзинсен çемйинче йыш хушăннă – çут тĕнчене вуннăмĕш ача килнĕ.
🤰 Ашшĕпе амăшĕ çичĕ хĕр ачапа икĕ арçын ачана çитĕнтереççĕ, халĕ ачасен кĕçĕн шăллĕ çуралнă. Хĕрарăм тăххăрмĕш хут çуратнă, маларах унăн йĕкĕрешсем пулнă.
🏥 Виçĕ пин те виççĕр вăтăр грамм таякан пепке Ĕпхÿри Куватов ячĕллĕ Республикăри клиника больницинче çуралнă. Ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн тӑваттӑмӗш талӑкра амӑшне тӗпренчӗкӗпе килне янă.

❤1👍1