Пушкăртстан премьер-министрĕ Ĕпхÿре иртнĕ бизнес эрнин пĕтĕмлетĕвĕсене тунă
Ĕпхÿре ĕнер, декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче, «Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрни – 2025» форум вĕçленнĕ.
Темиçе кун хушшинче республика çĕршыври тата тĕнчери партнерсемшĕн хăй патне туртакан вырăна çаврăнчĕ тесе палăртнă Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.
Кăçал Ĕпхÿре иртекен экономика форумне пурĕ 2500 çын хутшăннă. Пушкăртстанăн тĕп хулине представительсем 21 çĕршывран тата Раççейри 20 регионтан килсе çитнĕ.
«Эпир 22 килĕшÿ алă пусрăмăр тата нумай тумалли ĕçсем пирки калаçса татăлтăмăр. Кашни цифра хыçĕнче çĕнĕ промышленность, логистика, технологи, вĕрентÿ проекчĕсем тăраççĕ. Анчах та çакăн пек форумсенче чи кирли протокол мар, пĕр-пĕрне шанни пĕлтерĕшлĕ. Çак эрнере Пушкăртстанăн ытларах туссем тупăнчĕç тата унпа пĕр шухăшлисем йышлăланчĕç. Пирĕн пурте йĕркеллĕ пуласса шанатăп» ,- тенĕ Андрей Назаров.

👍1💯1
💰 Обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 54 млрд тенкĕрен иртнĕ
📈 Пушкăртстанра обществăлла апатлану çаврăнăшĕ январь-октябрь уйăхĕсенче 54,2 млрд тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан кăтарту 4,1 процента ÿснĕ.
🍲 Атăлçи федераллă округра обществăлла апатлану çаврăнăшĕ тăхăр уйăх хушшинче 436,2 млрд тенкĕ пулнă. 2024 çулхи çак вăхăтри кăтартупа танлаштарсан 5,6% ÿснĕ.
Асăннă округăн пур регионĕнче те ÿсĕм пуррине регистрациленĕ. Ытларах общестăлла апатлану çаврăнăшĕ Удмуртире (+11,5%), Саратов облаçĕнче (+10,3%) тата Самар облаçĕнче (+8,5%) ÿснĕ. Чи пĕчĕк ÿсĕм Чулхула облаçĕнче палăрнă.
🍜 Укçа енчен илес пулсан обществăлла апатланура Атăлçи федераллă округра Тутарстан (79,4 млрд тенкĕ), Самар облаçĕ (59,4 млрд) тата Пушкăртстан мала тухнă. Чи сăпайлă кăтартусене Мордовинче (9,1 млрд тенкĕ), Марий Элра (10 млрд) тата Ульяновск облаçĕнче регистрациленĕ.
🍕 Пурĕ çĕршывĕпе кафепе ресторансен тупăшĕ тăхăр уйăх хушшинче 3,5 трлн тенкĕпе танлашнă, çулталăкра 8,7 процент ÿснĕ.

Аманнă салтака хăйĕн кĕлеткипе хупланă
«Ятарлă çар операцине эпĕ тулли мар мобилизаци пуçлансанах кайма шухăшларăм. Анчах та май пулмарĕ — хĕр тесе йышăнамарĕç çар комиссариатĕнче. Ытти регион урлă та кайма хăтлантăм. 2024 çулта тинех Санкт-Петербургра РФ Хӳтĕлев министерствипе контракт çыртăм. Ятарлă çар операцийĕнче эпĕ кирлĕрех терĕм», — аса илчĕ Чăваш Енри Канаш хулинче кун çути курнă Ева Анисимова.
Кăçалхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Ева пĕрле служба тухакансемпе вăйлă аманнă салтака — унăн ури арканнă — эвакуацилеме кайнă. Анчах унтан хĕре хăйне госпитале ăсатма тивнĕ…
https://ursassi.ru/news/%D0%AF%D1%82%D0%B0%D1%80%D0%BB%C4%83%20%C3%A7%D0%B0%D1%80%20%D0%BE%D0%BF%D0%B5%D1%80%D0%B0%D1%86%D0%B8%D0%B9%C4%95/2025-12-08/amann-saltaka-h-y-n-k-letkipe-huplan-4497929

❤2
🌺Амăшĕн пулăшаканĕсем
🌺Пишпÿлекри уйрăм предметсемпе тарăн пĕлу паракан 3№ шкулăн аннесене чыслассипе уйрăм йăлисем пур. Эпир паллă тăвакан нумай-нумай уяв хушшинче Анне кунĕ уйрăм вырăн йышăнать. Ку - никама та сÿрĕккĕн хăварма пултарайман уяв. Çак кун ачисене юрату, ырăлăх, çепĕçлĕх тата ачашлăх парнелекен пур аннене те тав сăмахĕ калас килет. Ку - питĕ лайăх йăла, мĕншĕн тесен аннесене мĕн чухлĕ ырă сăмах каласан та ытлашши пулас çук.
🌺Аннесен кунĕ умĕн шкул акт залĕнче иртнĕ уяв мероприятине килнĕ хăнасем валли алăкĕсене яр! уçрĕ.
Кун евĕрлĕ конкурс пирĕн шкулта пуçласа иртрĕ, çавăнпа та çак куна питĕ кĕтрĕмĕр. «Аннен пулăшаканĕсем» конкурс программине йĕркелесе ирттерессипе малтанах пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Мероприятишĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ Наталия Павлова тата унăн 2б класĕ яваплă пулчĕç.

💰 Пурлăх налукĕн 75% пуçтарнă
🏠 Республика хыснине 6,6 млрд тенке яхăн укçа килнĕ. Пушкăртстан правительствинче декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ налук кампанин пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе явнă. Федераллă наук службин (УФСН) пуçлăхĕ Андрей Агапов пурлăх налук хисепĕ 15% ÿсни тата вăл 7,726 млрд тенкĕпе танлашни çинчен астутарнă. Халĕ бюджета 6,578 млрд тенкĕ килнĕ.
🚗 Иртнĕ çулсенчи парăмсене шута илсе уйрăм çынсенчен пурлăх налукне пухасси 75% танлашнă.
Суд приставĕсен службинче -1,17 млрд тенкĕ, кредит учрежденийĕсенче 782 млн тенкĕ парăм пур.
🚜 Налуксене пухассипе мала Мишкин, Аскин, Балтач, Бурай районĕсем, Октябрьск хули тухнă.
🏪 ПР Федераллă налук службин пуçлăхĕ республикăра пурăнакансем регионти суту-илÿ центрĕсенче «Çĕнĕ çула парăмсемсĕр» акцие хутшăнса налуксене тÿлеме пултараççĕ.

👍2💯1
👮♂Декабрь уйăхĕн 9-мĕшĕ – çĕршыв Геройĕсене чысламалли кун
🎖Кашни çулах декабрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раççейре Çĕршыв Геройĕсен кунне паллă тăватпăр. Çак кун Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав тата Çĕнтерÿллĕ Таса Георги орденĕсен кавалерĕсене чыслаççĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2007-мĕш çулхи февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнче хушу кăларса çирĕплетнĕ.
«Пушкăртстан – паттăрсен çĕршывĕ. Чунĕпе вăйлă, час-часах хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр пирĕн çĕре тăшмансенчен сыхлакан салтаксен çĕршывĕ. Истори тăршшĕпе çапла пулнă, халĕ те çаплах пулса пырать.
🎖Çĕршыв Геройĕсен кунĕнче хамăр ентешсен, ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартса сумлă ят çĕнсе илнĕ Раççей Геройĕсен мухтавлă ĕçĕсене аса илме сĕнетĕп. Пурин умĕнче те пуç таятпăр», - тенĕ çак куна халалласа ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн телеграм-каналĕнче.

❤2🙏1
🎈 Ĕпхÿре Пушкăрт чĕлхин кунне уявлĕç
🎤 Декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче пушкăрт чĕлхин кунне палăртĕç. МЕГА суту-илÿ центрĕ уяв лапамĕсенчен пĕри пулĕ, унта концерт иртĕ.
🎭 Мероприяти программине театрализациленĕ представленисем, пултарулăх мастерскойĕсем, аниматорсен тухса кăтартнисем, викторинăсемпе вăйăсем кĕрĕç. Кăмăл пуррисем хăйсен аллисемпе курай хатĕрлеме пултараççĕ. Пĕчĕк куракансем валли Пукане театрĕн артисчĕсем «Ирсĕр кăвакал чĕппи» («Гадкий утенок») спектакль кăтартĕç.
🎵 Çавăн пекех куракансен умне «Гаилэ» ача сачĕн воспитанникĕсем, «Тамыр» вокал студийĕ, «Хазина» этно-ушкăн хăйсен номерĕсемпе тухĕç. Уяв 12 сехетрен пуçласа 15 сехетчен пырĕ.

❤1👏1
👮♂ Наркопритон тата наркотик çаврăнăшне йĕркеленĕшĕн айăпланă
👨🦰 Салават хулинчи суд умне саккуна пăсса наркотик сутнишĕн, туяннишĕн, усранишĕн тата вĕсемпе усă курма пÿлĕм уйăрнишĕн статьясемпе вырăнта пурăнакан арçын тăрĕ.
💰 2024 çулхи январь уйăхĕнче арçынна пĕлĕшĕ наркотик сутмалли интернет-магазинта укçа ĕçлесе илме сĕннĕ. Вăл унпа килĕшсе наркотиксене вăрттăн вырăна пытарнă.
💉 Иртнĕ çулхи март уйăхĕнче мефедрон туянса килĕнче усранă тата хваттерĕнче наркопритон йĕркеленĕ. Килекенсенчен тÿлев вырăнне саккунпа юраман япаласене йышăннă.
Суд арçынна 12,5 çула уйрăм режимлă колоние янă.

👎1🔥1
Декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Константин Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 30 çулхи тăхтав хыççăн сцена çине «Нарспи» трагеди тепĕр хут тухнă. Спектакль премьери куракансене савăнтарнă, пăлхантарнă, манма пуçланине аса илтернĕ.
✨ Тĕп сăнарсем пирки те пĕр-ик сăмах каласа хăвармалла. Нарспи рольне – Антонина Казеева, Сетнере – Евгений Урдюков, Михетере – Валерий Карпов, Тăхтамана Петр Садовников артистсем вылянă. Спектаклĕн илемлĕх ертÿçи – Раççей Федерацийĕн, Калмăк тата Тыва республикисен тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ Борис Манджиев, режиссерĕ – Дмитрий Миронов, ÿкерÿ ăсти – Валентина Федорова, кĕвĕ ăсти – Лолита Чекушкина композитор.
✅ Çĕнетнĕ «Нарспине» пăхма Раççей регионĕсенчен те халăх йышлă пухăннă. Çав шутра Пушкăртстанран та сакăр çынран тăракан сумлă делегаци (ертÿçи – Владимир Яковлев) кайнă. Константин Иванов çĕршывĕнчен килнĕ хăнасем спектакль питĕ килĕшнине палăртнă. Çавăнпа та куракансене май тупса кайса курма сĕнеççĕ. Çывăх вăхăтра вăл декабрь уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче иртĕ.

❤🔥2👏1