🎀Ирина Филиппован пÿрнисем витĕр ытарайми тĕрĕсем тухаççĕ
✨Ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăхĕ Чăваш тĕррин кунне анлăн паллă турĕ.
🎗Пĕлтерĕшлĕ кун тĕлне Çтерлĕ хулинчи 6№ библиотекăн филиалĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи пултаруллă тĕрĕ ăстипе, Ирина Филипповапа, тĕл пулу иртрĕ. Ирина хăй тĕрĕпе интересленме пуçланăранпа 15 çул çитнине, кăçалхи çул уншăн юбилейлă пулнине палăртрĕ. Пĕррехинче Иринăн амăшĕ хĕрĕн аллине асамлă йĕппе çип тыттарнă. «Аллусем сан ылтăн, чуну çутă – хăвăн пултарулăхна вĕсем пулăшнипе кăтарт», - тенĕ. Çапла унăн пÿрнисем витĕр ытарайми ÿкерчĕксем, эрешсем çуралнă. Вĕсен шутĕнче ал тутрийĕ те, минтер пичĕсем те, ал шăллийĕ те, турăш умне çакмалли карăсем те пур. Вĕсем пурте тĕрĕ ăстин кăмăл-туйăмне палăртаççĕ.

👍1🥰1
🚒 Пушкăртстанра Çĕнĕ çул уявĕсенче пушара хирĕçле режим йышăнĕç
🎄 Республикăра 2025 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2026 çулхи январь уйăхĕн 11-мĕшĕччен пушарпа кĕрешмелли уйрăм режим йышăнĕç. Тивĕçлĕ йышăнăва республика правительстви çирĕплетнĕ.
🔥 Асăннă режима Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенче сиксе тухакан инкеклĕ лару-тăрусенчен сыхланас тесе кĕртĕç. Çапла майпа пушар хăрушсăрлăхĕ ыйтнине тивĕçтермен объектсенче массăллă культура мероприятийĕсене ирттерме, ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче уçă çулăмпа çунтарма чарĕç. Уйрăм режим вăхăтĕнче йĕркене пăсакансене штраф икĕ хут нумайрах тÿлеттерĕç.

🤔1💯1
📝 СВОна хутшăннисем иккĕмĕш пĕлÿ илме пултарĕç
📌ПР Патшалăх Пухăвĕ пленарлă ларăвăн иккĕмĕш тата виççĕмĕш вулавĕнче тивĕçлĕ улшăнусем йышăннă.
📖 Пушкăртстанри ятарлă çар операцине хутшăннисем иккĕмĕш вăтам професси пĕлĕвне тÿлевсĕр илме пултараççĕ. Парламент спикерĕ Вячеслав Володин çартан таврăннă çынсене ĕçпе тивĕçтересси тата хушма пĕлÿ парасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине палăртнă.
👪 «Пирĕн хамăр енчен кирлĕ условисем туса памалла. Пурĕ ятарлă çар операци пуçланнăранпа СВОна хутшăннă салтаксемпе вĕсен çемйисене пулăшассипе çыхăннă 148 саккун йышăннă», -пĕлтернĕ Вячеслав Володин.
СВО ветеранĕсемпе вĕсен çемье пайташĕсем хăйсен бизнес илсе пыма май пур. Оборона министерствипе контракт алă пуснисем 55 пулăшу мерипе усă курма пултараççĕ.

❤1👍1
«Тăван Атăл» журналăн 11-мĕш номерĕн анонсĕ
Хисеплĕ вулакансем, «Тăван Атăл» журналăн 11-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. Унăн хуплашки çинче – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш сассиллĕ паллă юрăç – Роза Степанова. Шăпчăк сассипе вăл илемлĕ юрăсем янратать, ĕçчен аллипе хитре те паха чăваш эрешĕсем çыхать. Унпа йĕркеленĕ пысăк интервью вуласа пĕлме пултаратăр.
Кăларăм Валентин Константинов çырнă «Умра ялкăшать кил çути» ятлă çĕнĕ калавпа уçăлать. Ку автор – паянхи чăваш литературинче сулăмлă сăмах калама пултаракан прозаиксенчен пĕри. Нумаях мар вĕсем – чăваш арçын прозаикĕсем – паянхи кун. Чăн литература тĕшшине ăнланса çыракан çак автор пурри савăнтарать.
https://ursassi.ru/news/%D0%90%D0%BD%D0%BE%D0%BD%D1%81/2025-12-04/t-van-at-l-zhurnal-n-11-m-sh-nomer-n-anons-4492828

Кăçалхи май уйăхĕнче Нефтекамск хулипе Краснокамск районĕн суд приставĕсем нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан 46 çулхи хĕрарăм тĕлĕшпе пурнăçа кĕртмелли ĕç пуçарнă. Пĕр хваттерте, 48 тăваткал метр çинче, кил хуçипе пĕрле 40 кушак, 30 йытă тата ула курак пурăннă. Куршĕре пурăнакансем çакна пула подъездра лайăх мар шăршă сарăлать тесе ÿпкелешнĕ. Çĕрле чĕр чунсен сасси стена витĕр илтĕннĕ. Тăватă ураллă тусĕсене хĕрхенсе хĕрарăм кÿршĕрисем çинчен те маннă – вĕсемпе тĕл пулса калаçма кăмăлĕ пулман, тарса çÿренĕ.
Суд тивĕçлĕ йышăну тунă - хваттере йĕркене кĕртме, чĕр чунсене пурăнмалли хваттертен илсе тухма тата дезенфикци тума хушнă. Çак ĕçе пурнăçлама ăна 30 кун панă. Анчах та хĕрарăм хушнине палăртнă тапхăртра тума васкаман. Çакăн хыççăн ăна административлă майпа явап тыттарма йышăну кăларнă. Хваттер хуçине суд йышăнăвне вăхăтра пурнăçа кĕртменшĕн патшалăх хыснине укçа тÿлеттернĕ. Çавăн пекех суд приставĕсем тăватă ураллă чĕр чунсене приютсене вырнаçтарнă, ула курака уçă сывлăша кăларса янă.

🤔2💔1
Декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе 12. 00 сехетре эфира «Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем Владимир Путинпа пĕрле» («Итоги года с Владимиром Путиным») программа тухать тесе пĕлтернĕ Кремль пресс-служби.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕршыв пуçлăхĕ Владимир Путин тÿрĕ эфирта иртсе пыракан çулăн пĕтĕмлетĕвĕсене тăвать тата журналистсемпе Раççей гражданĕсен ыйтăвĕсем çине хуравлать.
Кашни çынах хăйĕн ыйтăвне программăн сайчĕ moskva-putinu.ru (москва-путину.рф), СМС тата ММС çыхăну (сообщение) урлă 0-40-40 номерпе тата 8-800-200-40-40 телефонпа пама пултарать.
Раççей президентне паракан ыйтусен текстне тата видеоматериала «ВКонтакте», «Одноклассники» социаллă сетьсем урлă та яма май пур. Программăн официалла ушкăнĕсем - vk.com/moskvaputinu тата ok.ru/moskvaputinu. Унсăр пуçне МАХ мессенджерĕнчи max.ru/moskvaputinu чат-ботпа усă курма пулать.
Ыйтусене декабрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче 15 00 сехетрен пуçласа «Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем Владимир Путинпа пĕрле» программа вĕçлениччен йышăнаççĕ.

🇷🇺 Путин Нью-Делинчи президент керменне килсе çитнĕ
🇳🇪 РФ Президенчĕ Владимир Путин Инди çĕршывĕн тĕп хулинчи, Нью-Делинчи, кермене официаллă тĕл пулу церемонине килсе çитнĕ.
🤝 Раççей лидерне Инди çĕршывĕн президенчĕ Драупади Мурму тата Нарендра Моди премьер-министр кĕтсе илнĕ. Раççей патшалăх пуçлăхĕн Aurus автомобилĕ патĕнченех хĕрлĕ палас сарнă. Лидерсем пĕрле сăн ÿкерчĕк ÿкнĕ, унтан Инди оркестрĕ Владимир Путина Раççей Федерацин гимне каланă.
👳♂ Владимр Путин Инди çĕршывне икĕ кунлă визитпа килнĕ. Хайдарабад керменĕнче паян çÿллĕ шайри Раççейпе Инди калаçăвĕсем иртĕç.

🤝2❤1
📝Çулталăк пуçламăшĕнчен социаллă тÿлевсемпе пенсисене ÿстерĕç
🙏Раççейре 2026 çул пуçламăшĕнчен социаллă тÿлевсемпе пенсисене ÿстерĕç. Кун пирки РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алексей Говырин пĕлтернĕ.
💶Депутат сăмахĕсем тăрăх, январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен страхлав пенсийĕсем ÿсеççĕ, индексаци 7,6% танлашĕ. Правительство хак панă тăрăх, ватлăхпа паракан вăтам страхлав пенсийĕ 27 пин тенкĕ таран ÿсĕ. Çаплах çар пенсийĕсем те улшăнĕç. Укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен коэффициент 93,59% таран ÿсĕ, ун хисепĕ октябрь уйăхĕнчех ÿсессе кĕтеççĕ. Çавăн пекех февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ача çуралсан пĕр хутчен паракан пособи хисепĕ те ÿсĕ, тÿлев 28 773 тенкĕпе танлашĕ. Çулталăк çурăччен ачана пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособи 10 790 тенкĕпе танлашĕ, страхланă çынсемшĕн – 83 пинпе танлашать.
💶Çавăн пекех 17 çула çитичченхи ачасем пур çемьесенчи уйăхсерен паракан тÿлеве пурăнмалли укçан чи пĕчĕк шайне кура тÿлĕç, 2026 çулта вăл 18 939 тенкĕпе танлашĕ.

👍1💯1
Кĕвĕçекен арçын пĕрле пурăнакан хĕрарăма çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ
Хĕрарăмăн чĕри юн нумай çухатнипе тапма чарăннă.
Иглинори районсем хушшинчи суд вырăнти арçын тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухса приговор йышăннă. Ăна тепĕр çыннăн сывлăхне ятарласа пысăк сиен кÿнĕ тата вилмеллех суранлатнă тесе айăпланă.
ПР поркуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулхи июнь уйăхĕнче арçынпа еркĕн хĕрарăм хушшинче кĕвĕçĕве пула харкашу пулса иртнĕ. Хутшăну вăхăтĕнчи кăмăлсăрлăха пула çиленсе ÿсĕр арçын хĕрарăма пĕççинчен çĕçĕпе чикнĕ. Суранланнă çын юн çухатнипе вырăнтах вилнĕ.
Арçын хайĕн айăпне йышăннă. Суд ăна 7 çуллăха ирĕксĕр хăварма приговор йышăннă. Малашне вăл çак вăхăта çирĕп режимлă юсав колонинче ирттерĕ.

👎1💔1
Игорь Комаров Пушкăртстан парламенчĕн спикерне орден парса чысланă
Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округăн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председательне Константин Толкачева «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден (IV степень) парса чыс тунă.
Константин Борисович патшалăхăн пысăк наградине Хусанта Атăлçи федераллă округри Закон кăларакансен канашĕн ларăвĕ иртнĕ чухне тивĕç пулнă.
Наградăна Пушкăртстан спикерне РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшÿллĕн закон кăларас ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн тата патшалăх ĕçĕнче нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн панă.

👏2❤1
Пушкăртстан премьер-министрĕ Ĕпхÿре иртнĕ бизнес эрнин пĕтĕмлетĕвĕсене тунă
Ĕпхÿре ĕнер, декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче, «Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрни – 2025» форум вĕçленнĕ.
Темиçе кун хушшинче республика çĕршыври тата тĕнчери партнерсемшĕн хăй патне туртакан вырăна çаврăнчĕ тесе палăртнă Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.
Кăçал Ĕпхÿре иртекен экономика форумне пурĕ 2500 çын хутшăннă. Пушкăртстанăн тĕп хулине представительсем 21 çĕршывран тата Раççейри 20 регионтан килсе çитнĕ.
«Эпир 22 килĕшÿ алă пусрăмăр тата нумай тумалли ĕçсем пирки калаçса татăлтăмăр. Кашни цифра хыçĕнче çĕнĕ промышленность, логистика, технологи, вĕрентÿ проекчĕсем тăраççĕ. Анчах та çакăн пек форумсенче чи кирли протокол мар, пĕр-пĕрне шанни пĕлтерĕшлĕ. Çак эрнере Пушкăртстанăн ытларах туссем тупăнчĕç тата унпа пĕр шухăшлисем йышлăланчĕç. Пирĕн пурте йĕркеллĕ пуласса шанатăп» ,- тенĕ Андрей Назаров.

💰 Обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 54 млрд тенкĕрен иртнĕ
📈 Пушкăртстанра обществăлла апатлану çаврăнăшĕ январь-октябрь уйăхĕсенче 54,2 млрд тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан кăтарту 4,1 процента ÿснĕ.
🍲 Атăлçи федераллă округра обществăлла апатлану çаврăнăшĕ тăхăр уйăх хушшинче 436,2 млрд тенкĕ пулнă. 2024 çулхи çак вăхăтри кăтартупа танлаштарсан 5,6% ÿснĕ.
Асăннă округăн пур регионĕнче те ÿсĕм пуррине регистрациленĕ. Ытларах общестăлла апатлану çаврăнăшĕ Удмуртире (+11,5%), Саратов облаçĕнче (+10,3%) тата Самар облаçĕнче (+8,5%) ÿснĕ. Чи пĕчĕк ÿсĕм Чулхула облаçĕнче палăрнă.
🍜 Укçа енчен илес пулсан обществăлла апатланура Атăлçи федераллă округра Тутарстан (79,4 млрд тенкĕ), Самар облаçĕ (59,4 млрд) тата Пушкăртстан мала тухнă. Чи сăпайлă кăтартусене Мордовинче (9,1 млрд тенкĕ), Марий Элра (10 млрд) тата Ульяновск облаçĕнче регистрациленĕ.
🍕 Пурĕ çĕршывĕпе кафепе ресторансен тупăшĕ тăхăр уйăх хушшинче 3,5 трлн тенкĕпе танлашнă, çулталăкра 8,7 процент ÿснĕ.

Аманнă салтака хăйĕн кĕлеткипе хупланă
«Ятарлă çар операцине эпĕ тулли мар мобилизаци пуçлансанах кайма шухăшларăм. Анчах та май пулмарĕ — хĕр тесе йышăнамарĕç çар комиссариатĕнче. Ытти регион урлă та кайма хăтлантăм. 2024 çулта тинех Санкт-Петербургра РФ Хӳтĕлев министерствипе контракт çыртăм. Ятарлă çар операцийĕнче эпĕ кирлĕрех терĕм», — аса илчĕ Чăваш Енри Канаш хулинче кун çути курнă Ева Анисимова.
Кăçалхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Ева пĕрле служба тухакансемпе вăйлă аманнă салтака — унăн ури арканнă — эвакуацилеме кайнă. Анчах унтан хĕре хăйне госпитале ăсатма тивнĕ…
https://ursassi.ru/news/%D0%AF%D1%82%D0%B0%D1%80%D0%BB%C4%83%20%C3%A7%D0%B0%D1%80%20%D0%BE%D0%BF%D0%B5%D1%80%D0%B0%D1%86%D0%B8%D0%B9%C4%95/2025-12-08/amann-saltaka-h-y-n-k-letkipe-huplan-4497929

❤2