Forwarded from Радий Хабиров
Еще пять тренеров-преподавателей спортшкол Башкортостана стали «Сельскими тренерами». Сегодня вручил им соответствующие сертификаты. За пять лет существования этой региональной программы мы поддержали уже 207 тренеров в селах и малых городах республики.
Благодаря проекту во многих наших районах начинают развивать виды спорта, которыми раньше там не занимались. Только в 2025 году открылись новые отделения по спортивной борьбе, боксу, мини-футболу, волейболу, баскетболу, плаванию. В 13 сельских районах начали подготовку ребят для спортивного резерва республики – зажигаются новые звезды, появляются первые победы. А всего в занятия спортом удалось вовлечь более 5 тысяч детей. Это достойный результат.
С 2024 года мы реализуем еще один проект, направленный на поддержку спорта, – «Городской тренер». Тут главная его цель немного другая – привлечь в Башкортостан опытных специалистов из других регионов. Уже фиксируем успехи – так, наши ребята достойно представляют республику на всероссийских соревнованиях по спортивной гимнастике и бадминтону.
Ну а со следующего года мы присоединимся к федеральному проекту «Земский тренер», в основу которого лег и опыт нашей республики. Субсидии по нему получат 22 работника физкультуры и спорта, здесь наш регион – в числе лидеров.
P.S. Напомню, Башкортостан признали лучшим спортивным регионом страны. Продолжаем работать, чтобы удержать эту высокую планку. Поддержка и развитие детского спорта остаются нашими приоритетами. И внимание к тренерам, прежде всего к молодым специалистам, здесь имеет очень большое значение. Низкий поклон каждому из них.
Всем удачи!

👍2❤1
✅ Çĕнĕ çулта та юратнă хаçатпа пĕрле
✍️ Хаклă туссем, 2026 çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас кампани вĕçлениччен 15 кун юлчĕ. Яланхи пекех сире паянхи ĕçе ырана хăвармалла марри çинчен асăрхаттарасшăн.
📅 Шăпах çак тапхăрта (декабрь уйăхĕн 3-13-мĕшĕсенче) çырăнтару вунăкунлăхĕ иртет. Апла пулсан «Урал сассине» йÿнерех хакпа çырăнма май пур. Хаçат хакĕ çур çула – 548 тенкĕ те 88 пус (индексĕ – П2754), çулталăка – 1185 тенкĕ те 18 пус (П3362). Çавăнпа та сире çак çăмăллăхпа усă курма сĕнесшĕн.
🎁 Яланхи пекех лотерея вылявĕ пирки аса илтеретпĕр. Вăл хаçата 2026 çулшăн çырăнса илнĕ вулакансем хушшинче январь уйăхĕнче иртĕ. Сире, хисеплĕ вулакансем, «Урал сассине» çĕнĕ çулшăн çырăннă квитанцин копине пирĕн пата ярса пама ыйтатпăр. Çак ĕçе эсир почта урлă çырупа, редакцин электронлă адресĕпе (uralsassi@mail.ru) тата ватсапри 8-963-146-44-44 номерпе ярса парса пурнăçлама пултаратăр. Хальхинче тĕп парне икĕ вырăнлă палатка пулĕ. Пурне те ăнăçу сунатпăр, «Урал сасси» çитес çул та сирĕн алăран каймасса шанса тăратпăр.

❤2👍1
ПР çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн Ирина Голованован сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн муниципалитетсенче Çĕнĕ çул тĕлне пĕтĕмĕшле 670 пăр хула йĕркелĕç, 1 855 чăрăш тата 2 пин ытла арт-объект вырнаçтарĕç.
Регионти культура министрĕ Амина Шафикова Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче республикăра пурăнакансем валли 28 пин массăллă мероприяти йĕркелессине пĕлтернĕ.
🎫 СВО участникĕсен çемйисене, сывлăх енчен хавшак тата тăлăх ачасене пысăк тимлĕх уйăрĕç. Вĕсем мероприятисене тÿлевсĕр хутшăнма пултарĕç. Çакăн валли 17 пин йыхрав билечĕ хатĕрленĕ.
ПР çут ĕç министрĕ Ильдар Мавлетбердин палăртнă тăрăх, декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пушкăртстан» Патшалăх концерт залĕнче 1 100 шкул ачи валли республика шайĕнчи Çĕнĕ çул елки иртĕ.
🎁 Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх парассине тимлекен ведомствăн ертÿçи Ленара Иванова каланă тăрăх, 2026 çулхи январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пушкăрт патшалăх опера тата балет театрĕнче сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман ачасем валли «Аксаков елки» йĕркелĕç.

🎄2👍1
🏡Тенейре – çĕнĕ ФАП
💉 Федоровка районĕнчи Теней ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Çакна «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проектне пурнăçа кĕртнипе тума май килнĕ.
💊 Çĕнĕ ФАП паянхи самана ыйтнине туллин тивĕçтерет. Кунта ял çыннисене медицина пулăшăвĕ пама, медицина ĕçченĕсене хăтлă условисенче ĕçлеме мĕн кирли йăлта Федоровка районĕнчи Теней ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Çакна «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проектне пурнăçа кĕртнипе тума май килнĕ. х пур: фельдшер тата процедура кабинечĕсем, пациентсене пăхмалли тата йышăнмалли пÿлĕмсем, эмел склачĕ, санузел, ĕç хатĕрĕсене упрамалли вырăн. Çĕнĕ медицина çуртĕнче Теней, Сашино ялĕсенче тата Арман Утарĕ (Верхняя Митюковка) хуторĕнче пурăнакан пĕтĕмĕшле 313 çын пĕрремĕш медицинăпа санитари пулăшăвне илме пултарĕç.
🗯 – Пирĕн çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ – кашни çемьешĕн шанчăклă пулăшу паракан вырăн. Кунта пахалăхлă пулăшу пама, диагноз лартма, çынсен сывлăхне тимлеме пулать, – тесе çирĕплетет Ирина Борисова фельдшер.

🕊2👍1
👩🍳 Шкул апатланăвĕн чи лайăх операторĕсем
🍲 Пушкăртстанри Суту-илÿ министерствинче Ĕпхÿре Gastro Master-2025 тараватлăх кулинари чемпионатĕнче «Рецептсен кладовойĕ» професси ăсталăхĕн конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.
🥣 Конкурса шкул тата обществăлла апатлану поварĕсен ушкăнĕсем хутшăннă. Унта «Вырăс кухни» темăпа шкул валли апат хатĕрлемелле пулнă.
🍽 Ăмăртăва хутшăннисен ĕçĕсене ПР Суту-илÿ министерствин, Роспотребнадзорăн регионти управленийĕн, ПР кулинарсен, рестораторсен тата отельерсен ĕçченĕсем хакланă.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăна З.Ф. Умурбаева уйрăм предприниматель (Нефтекамск хули), иккĕмĕшне «Октябрьский» апатлану комбиначĕ» («Комбинат питания «Октябрьский» ООО), виççĕмĕшне Çтерлĕ хулинчи «Социаллă апатлану центрĕ» («Центр социального питания») йышăннă.
🥇 Унсăр пуçне жюри тата темиçе номинаци палăртса хăварнă. Çĕнтерÿçĕсен шутне Сибай, Cалават, Янаул хулисенчи, Благовещенск, Ĕпхÿ, Гафури районĕсенчи поварсен ушкăнĕсем кĕнĕ.

💰 Пушкăртстан тухтăрсен программисем валли хушма 117 млн тенкĕ илнĕ
👩⚕ Укçа-тенкĕпе «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсене пурнăçлĕç.
👨⚕ ПР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин пĕлтернĕ тăрăх, çак йышăнăва Раççей Финанс министерстви тунă. Хушма пулăшăва регион виççĕмĕш çул тивĕçет.
🏥 «Мĕншĕн тесен республика малтисен хушшинче федераллă укçа-тенке хута ярать. Пирĕншĕн çакă 94 тухтăр тата 28 вăтам медицина ĕçченĕ декабрь уйăхĕнче 500 пин тенкĕрен пуçласа 1,5 млн тенкĕ тÿлев илме пултарнине пĕлтерет, - ăнлантараса панă министр.
Çулталăк пуçланнăранпа 129 специалист пурĕ 144,5 млн тенкĕ алла илнĕ.

👍1🤝1
🎀Ирина Филиппован пÿрнисем витĕр ытарайми тĕрĕсем тухаççĕ
✨Ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăхĕ Чăваш тĕррин кунне анлăн паллă турĕ.
🎗Пĕлтерĕшлĕ кун тĕлне Çтерлĕ хулинчи 6№ библиотекăн филиалĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи пултаруллă тĕрĕ ăстипе, Ирина Филипповапа, тĕл пулу иртрĕ. Ирина хăй тĕрĕпе интересленме пуçланăранпа 15 çул çитнине, кăçалхи çул уншăн юбилейлă пулнине палăртрĕ. Пĕррехинче Иринăн амăшĕ хĕрĕн аллине асамлă йĕппе çип тыттарнă. «Аллусем сан ылтăн, чуну çутă – хăвăн пултарулăхна вĕсем пулăшнипе кăтарт», - тенĕ. Çапла унăн пÿрнисем витĕр ытарайми ÿкерчĕксем, эрешсем çуралнă. Вĕсен шутĕнче ал тутрийĕ те, минтер пичĕсем те, ал шăллийĕ те, турăш умне çакмалли карăсем те пур. Вĕсем пурте тĕрĕ ăстин кăмăл-туйăмне палăртаççĕ.

👍1🥰1
🚒 Пушкăртстанра Çĕнĕ çул уявĕсенче пушара хирĕçле режим йышăнĕç
🎄 Республикăра 2025 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2026 çулхи январь уйăхĕн 11-мĕшĕччен пушарпа кĕрешмелли уйрăм режим йышăнĕç. Тивĕçлĕ йышăнăва республика правительстви çирĕплетнĕ.
🔥 Асăннă режима Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенче сиксе тухакан инкеклĕ лару-тăрусенчен сыхланас тесе кĕртĕç. Çапла майпа пушар хăрушсăрлăхĕ ыйтнине тивĕçтермен объектсенче массăллă культура мероприятийĕсене ирттерме, ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче уçă çулăмпа çунтарма чарĕç. Уйрăм режим вăхăтĕнче йĕркене пăсакансене штраф икĕ хут нумайрах тÿлеттерĕç.

🤔1💯1
📝 СВОна хутшăннисем иккĕмĕш пĕлÿ илме пултарĕç
📌ПР Патшалăх Пухăвĕ пленарлă ларăвăн иккĕмĕш тата виççĕмĕш вулавĕнче тивĕçлĕ улшăнусем йышăннă.
📖 Пушкăртстанри ятарлă çар операцине хутшăннисем иккĕмĕш вăтам професси пĕлĕвне тÿлевсĕр илме пултараççĕ. Парламент спикерĕ Вячеслав Володин çартан таврăннă çынсене ĕçпе тивĕçтересси тата хушма пĕлÿ парасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине палăртнă.
👪 «Пирĕн хамăр енчен кирлĕ условисем туса памалла. Пурĕ ятарлă çар операци пуçланнăранпа СВОна хутшăннă салтаксемпе вĕсен çемйисене пулăшассипе çыхăннă 148 саккун йышăннă», -пĕлтернĕ Вячеслав Володин.
СВО ветеранĕсемпе вĕсен çемье пайташĕсем хăйсен бизнес илсе пыма май пур. Оборона министерствипе контракт алă пуснисем 55 пулăшу мерипе усă курма пултараççĕ.

❤1👍1
«Тăван Атăл» журналăн 11-мĕш номерĕн анонсĕ
Хисеплĕ вулакансем, «Тăван Атăл» журналăн 11-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. Унăн хуплашки çинче – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш сассиллĕ паллă юрăç – Роза Степанова. Шăпчăк сассипе вăл илемлĕ юрăсем янратать, ĕçчен аллипе хитре те паха чăваш эрешĕсем çыхать. Унпа йĕркеленĕ пысăк интервью вуласа пĕлме пултаратăр.
Кăларăм Валентин Константинов çырнă «Умра ялкăшать кил çути» ятлă çĕнĕ калавпа уçăлать. Ку автор – паянхи чăваш литературинче сулăмлă сăмах калама пултаракан прозаиксенчен пĕри. Нумаях мар вĕсем – чăваш арçын прозаикĕсем – паянхи кун. Чăн литература тĕшшине ăнланса çыракан çак автор пурри савăнтарать.
https://ursassi.ru/news/%D0%90%D0%BD%D0%BE%D0%BD%D1%81/2025-12-04/t-van-at-l-zhurnal-n-11-m-sh-nomer-n-anons-4492828

Кăçалхи май уйăхĕнче Нефтекамск хулипе Краснокамск районĕн суд приставĕсем нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан 46 çулхи хĕрарăм тĕлĕшпе пурнăçа кĕртмелли ĕç пуçарнă. Пĕр хваттерте, 48 тăваткал метр çинче, кил хуçипе пĕрле 40 кушак, 30 йытă тата ула курак пурăннă. Куршĕре пурăнакансем çакна пула подъездра лайăх мар шăршă сарăлать тесе ÿпкелешнĕ. Çĕрле чĕр чунсен сасси стена витĕр илтĕннĕ. Тăватă ураллă тусĕсене хĕрхенсе хĕрарăм кÿршĕрисем çинчен те маннă – вĕсемпе тĕл пулса калаçма кăмăлĕ пулман, тарса çÿренĕ.
Суд тивĕçлĕ йышăну тунă - хваттере йĕркене кĕртме, чĕр чунсене пурăнмалли хваттертен илсе тухма тата дезенфикци тума хушнă. Çак ĕçе пурнăçлама ăна 30 кун панă. Анчах та хĕрарăм хушнине палăртнă тапхăртра тума васкаман. Çакăн хыççăн ăна административлă майпа явап тыттарма йышăну кăларнă. Хваттер хуçине суд йышăнăвне вăхăтра пурнăçа кĕртменшĕн патшалăх хыснине укçа тÿлеттернĕ. Çавăн пекех суд приставĕсем тăватă ураллă чĕр чунсене приютсене вырнаçтарнă, ула курака уçă сывлăша кăларса янă.

🤔2💔1
Декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе 12. 00 сехетре эфира «Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем Владимир Путинпа пĕрле» («Итоги года с Владимиром Путиным») программа тухать тесе пĕлтернĕ Кремль пресс-служби.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕршыв пуçлăхĕ Владимир Путин тÿрĕ эфирта иртсе пыракан çулăн пĕтĕмлетĕвĕсене тăвать тата журналистсемпе Раççей гражданĕсен ыйтăвĕсем çине хуравлать.
Кашни çынах хăйĕн ыйтăвне программăн сайчĕ moskva-putinu.ru (москва-путину.рф), СМС тата ММС çыхăну (сообщение) урлă 0-40-40 номерпе тата 8-800-200-40-40 телефонпа пама пултарать.
Раççей президентне паракан ыйтусен текстне тата видеоматериала «ВКонтакте», «Одноклассники» социаллă сетьсем урлă та яма май пур. Программăн официалла ушкăнĕсем - vk.com/moskvaputinu тата ok.ru/moskvaputinu. Унсăр пуçне МАХ мессенджерĕнчи max.ru/moskvaputinu чат-ботпа усă курма пулать.
Ыйтусене декабрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче 15 00 сехетрен пуçласа «Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем Владимир Путинпа пĕрле» программа вĕçлениччен йышăнаççĕ.

🇷🇺 Путин Нью-Делинчи президент керменне килсе çитнĕ
🇳🇪 РФ Президенчĕ Владимир Путин Инди çĕршывĕн тĕп хулинчи, Нью-Делинчи, кермене официаллă тĕл пулу церемонине килсе çитнĕ.
🤝 Раççей лидерне Инди çĕршывĕн президенчĕ Драупади Мурму тата Нарендра Моди премьер-министр кĕтсе илнĕ. Раççей патшалăх пуçлăхĕн Aurus автомобилĕ патĕнченех хĕрлĕ палас сарнă. Лидерсем пĕрле сăн ÿкерчĕк ÿкнĕ, унтан Инди оркестрĕ Владимир Путина Раççей Федерацин гимне каланă.
👳♂ Владимр Путин Инди çĕршывне икĕ кунлă визитпа килнĕ. Хайдарабад керменĕнче паян çÿллĕ шайри Раççейпе Инди калаçăвĕсем иртĕç.

🤝2❤1
📝Çулталăк пуçламăшĕнчен социаллă тÿлевсемпе пенсисене ÿстерĕç
🙏Раççейре 2026 çул пуçламăшĕнчен социаллă тÿлевсемпе пенсисене ÿстерĕç. Кун пирки РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алексей Говырин пĕлтернĕ.
💶Депутат сăмахĕсем тăрăх, январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен страхлав пенсийĕсем ÿсеççĕ, индексаци 7,6% танлашĕ. Правительство хак панă тăрăх, ватлăхпа паракан вăтам страхлав пенсийĕ 27 пин тенкĕ таран ÿсĕ. Çаплах çар пенсийĕсем те улшăнĕç. Укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен коэффициент 93,59% таран ÿсĕ, ун хисепĕ октябрь уйăхĕнчех ÿсессе кĕтеççĕ. Çавăн пекех февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ача çуралсан пĕр хутчен паракан пособи хисепĕ те ÿсĕ, тÿлев 28 773 тенкĕпе танлашĕ. Çулталăк çурăччен ачана пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособи 10 790 тенкĕпе танлашĕ, страхланă çынсемшĕн – 83 пинпе танлашать.
💶Çавăн пекех 17 çула çитичченхи ачасем пур çемьесенчи уйăхсерен паракан тÿлеве пурăнмалли укçан чи пĕчĕк шайне кура тÿлĕç, 2026 çулта вăл 18 939 тенкĕпе танлашĕ.

👍1💯1