Сергеевна
147 subscribers
1.36K photos
290 videos
69 files
6 links
Кунта хамăн пултарулăхпа паллаштаратӑп

Фото, ӳкерчĕк, литература, кулӑшла контент
Download Telegram
Юрӑ
Пӗрремӗш тата иккӗмӗш классем уроксем хыҫҫӑн шкулӑн ҫуралнӑ кунӗ валли номер хатӗрлеме пухӑнчӗҫ. Анна Ивановна «Ровесницы, ровесники» ятлӑ юрра юрласан лайӑх пулать тесе шутларӗ. Ачасем, паллах, нимӗн те тӑвасшӑн пулман, анчах вӗсенчен никам та ыйтман.
Сӑмахсем доска ҫинче. Малтан юрра магнитофонпа итлерӗҫ, унтан пӗрле юрласа пӑхрӗҫ. Кайран тепре, тата тепре, тата. Урамра тӗттӗмленсех ларчӗ.
– Ҫок, ҫок, ҫок. Апла пулмаҫ. Ҫӑвара уҫӑр. Юрӑран мала ан кайӑр, хыҫала та ан юлӑр. Атьӑр, тепӗр хут итлер. Халь тепӗр хут юрлар. Арҫын ачасем, эсир юрламаннине пӗлетӗп эпӗ. Ну, сирӗн пачах пулмаҫ пулсан, чӑнах та, ҫӑвара уҫса тӑрсан пулин те лайӑх.
Репетици хыҫҫӑн ачасем юрӑ сӑмахӗсене ҫырма юлчӗҫ. Ӑна тепӗр кун валли вӗренмелле пулнӑ.
Иккӗмӗш тӗлпулура кашни ачана уйрӑммӑн итлерӗҫ.
– Девчонки, мальчишки. Мальчишки, девчонки…
– Ну, Настя, ҫитет ухмаха персе. Атя халӗ илемлӗ юрла.
– Эп ухмаха пемен, кун пек ҫеҫ юрлама пӗлеп.
– Сирӗн мами ҫав тери илемлӗ юрлать, апла пулсан эсир те юрлама пултаратӑр. Атя тепӗр хут.
– Девчонки, мальчишки. Мальчишки, девчонки. Мы учимся вместе, друзья-а-а-а.
– Ӑнланмалла. Ксюша, юрласа пӑх-ха эсӗ.
– Девчонки, мальчишки. Мальчишки, девчонки. Мы учимся вместе, друзья-а-а-а.
– Ӑнлантӑм. Следующий!
Йӗкӗрешсене иккӗмӗш рете арҫын ачасемпе пӗрле тӑратрӗҫ, лешсене хуллен сасӑпа юрлама ыйтнӑ. Настьӑпа Ксюша Павликпа юнашар тӑчӗҫ. Лешӗ хӗрачасенчен пӑрӑнчӗ те пӗр класра вӗренекенӗпе улшӑнса тӑчӗ. «Эп сире ӑҫта тӑратнӑ, ҫанта тӑрӑр», – лекрӗ ӑна куншӗн Анна Ивановнӑран.
– Эс мӗн, Павлик, пинтен хӑратни?
– Ҫ-ҫ-ҫук. Тата, хӗрачасенчен хӑрап пуль-и?
– Ун пек пулсан, мӗншӗн-ха эс пинтен тарнӑ пекех, эпир сана ҫиместпӗр вӗт.
– Эсир ним те мар-ха, пиччӳ вара?
– Мӗн тесшӗн эс?
– Ну, астӑватӑр-и, ҫулла, эп сире кӳрентертӗм пулсан, вӑл сире защищать тӑвап терӗ? Эп сире кӳрентернине мӗнле асӑрхаса юлас? Синтен аяккарах тӑрсан лайӑхрах.
– Э, ку япала-и… Ун ҫинчен тахҫанах пурте маннӑ. Эс мӗн, ку таранччен хӑраса пурӑннӑ-и?
– Ара, хӑрамасӑр! Эх, ман пичче пулнӑ пулсанах, эп те никамран та хӑраман пулӑттӑм.
– Ну, эс урӑх ан хӑра. Эпир Тимӑран ыйтатпӑр, может, вӑл сан пиччӳ пулма килӗшет.
– Шӑпӑртрах унта, – юнарӗ вӗрентекен.
Паянтан, тен, Павликӑн та пиччӗшӗ пулӗ.
Виҫҫӗмӗш репетицире шкул ачисен юрлас пекки пулма пуҫларӗ. Анна Ивановна вӗрентсе каларӗ:
– Мӗн эсир, юлашки хут сывланӑ пек? Ҫынсене илтӗнмелле мар сывламалла. Тархасшӑн, ан пӑтраштарӑр, ӑҫта «мальчишки», ӑҫта «девчонки» тесе юрламаллине, унсӑрӑн «мальчошки» е «девчишки» пулса тухать. Йӑл кулӑр. Концерта шурӑпа хура тӑхӑнса килӗр.
Юрламали кун пӗтӗм хор пӑлханчӗ, иккӗмӗш ретсӗр пуҫне ӗнтӗ. Паллах, пурте хура-шурӑ япала тӑхӑннӑ, анчах пӗри кӗрен колготка, тепри симӗсси тӑхӑнса янӑ. Иккӗмӗш класс ачи гипспа килнӗ: йывӑҫ ҫине мӑкӑльсем пуҫтарма хӑпарнӑ та аллине хуҫнӑ вӑл. Перемена вӑхӑтӗнче тепӗр иккӗшӗ юр ҫинче йӑваланса ҫапӑҫса илчӗҫ, ҫавна пула тултан йӗпе шӑлаварпа кӗчӗҫ. Анна Ивановна ачасене сцена ҫине кӑларса ячӗ. Мӗнле пур, ҫапла пултӑр ӗнтӗ тесе шутларӗ вӑл.
Вступлени вӑхӑтӗнче ачасем тарӑннӑн сывласа ячӗҫ те шӑп та мӗнле юрламалла марри пек юрласа пачӗҫ.
«Ровесницки, ровесникцы,
Мальчонки и девчишки (илтӗнмелеллӗ сывласа илчӗҫ).
Одни поем мы песенки,
Одни читаем книжки (илтӗнмелеллӗ сывласа илчӗҫ).
Девчошки, мальчинки,
Мальчонки, девчишки,
Мы учимся вместе, друзья-а-а-а-а (илтӗнмелеллӗ сывласа илчӗҫ).
Всегда у нас весело кла-а-а-а-а-ссе.
Да здравствует дружба! Ура! (Хушса юрламалли пӗтрӗ тесе шутларӗҫ те сывласа илчӗҫ.)
...да у нас весело классе.
Да здравствует дружба! Ура!»
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Жакаранда йывӑҫҫи чечекре. Ҫынсем ӳркенмесӗр ӳкерӗнме килеҫҫӗ
Ҫӗнӗ ҫул
Константиновсем Çӗнӗ ҫул вӑхӑтне питӗ юратнӑ. Чӳк уйӑхӗнчех, юр ирӗлме прахсан, ёлкӑна капӑрлататчӗҫ ачасем. Тата вӗсем кашни ҫулах тем пулсан та сырӑш туса ӑна чӳрече умне ҫакатчӗҫ. Ялан тенӗ пекех вӗсем ӑна Çӗнӗ ҫул парни коробкинчен тунӑ, ӑна папа Хӗл мучинчен ӗҫре илнӗ.
Папа парне илсе пынӑ кун мӗн пур вӑйӑсене, телевизора, уҫӑлса ҫӳрессине те пӑрахӑҫланӑ. Ачасем коробкӑран тутлине кӑларса тӑкатчӗҫ, унтан ӑна суйлама пуҫлатчӗҫ: шоколад канфечӗсем, вафли, печени тата килӗшмен конфетсен уйрӑм купи. Унтан улӑштарасси пуҫланатчӗ. Виҫӗ карамель канфетне пӗр шоколадлӑ канфетпа улӑштарма пулатчӗ, пӗр вафли пачки пилӗк шоколадлӑ конфетпа танлашатчӗ. Улӑштарасси хӑвӑртах иртмен, мӗншӗн тесен карамель канфечӗ Тимӑна та, хӗрачасене те килӗшмен. Юлашкинчен вӗсене пӗр вазӑна тултарса лартатчӗҫ те хӑнасене сӗнетчӗҫ (кӑрлач уйӑхӗн варринче, пур саппассене ҫикелесе ярсан, ачасем канфетсене хӑйсемех ҫак вазӑран сӗтӗрме тытӑнӗҫ). Тата раштав уйӑхӗнче ачасем пӗр-пӗринчен кирек мӗн ыйтнӑ пулсан та канфетпа тӳлемелле пулнӑ. Канала куҫар – пӗр шоколад канфечӗ. Чей илсе кил-ха, тархасшӑн – малтан канфет илсе кил, вара пулать.
Шкулти Çӗнӗ ҫул утренникӗ ҫитиччен пӗр-икӗ кун маларах мама хыпаланса костюм ӑсталама тытӑнатчӗ. Кӑҫал Тима тумланасшӑн пулмарӗ, хӗрачасенчен вара инопланетянин турӗҫ. Вӗсем хуп-хура та ӑшӑ япаласем тӑхӑнчӗҫ (спортзалта, уявланӑ ҫӗрте, яланах сивӗ пулнӑ), пуҫӗ ҫине пралукпа фольгаран антенна турӗҫ.
Константиновсен йӑлине Çӗнӗ ҫул ҫитессинчен хӑрасси кӗмен вара. Анчах кӑҫал пурте хӑранӑ, мӗншӗн тесен планета ҫӗнӗ ҫӗрҫуллӑха, ҫӗнӗ пинҫуллӑха тата кунпа пӗрле тӗнче пӗтессе кӗтнӗ. Ҫакна хаҫатсенче те, телевизорпа та, картишӗнче те сӳтсе явнӑ. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, пӗтӗм техника ванать, теприсем метеорит ӳкессе ӗненнӗ. Хӑшӗсем шухӑшланӑ та килти саппассенчен чи тутлӑ апата ҫисе янӑ: мӗн сая ярас? Теприсем вара тушенкӑпа консерва илсе хунӑ.
Настьӑпа Ксюша та пӑлханнӑ.
– Пинпе мӗн пулать, мӗн тесе шутлан? – ыйтрӗ Ксюша.
– Пӗлмес. Анчах эпир Мускавра нихҫан та пулса курмасан, жалко пулать.
– Зато пин папа, мама, Тима, кукамай, кукаҫи, Муся, Глаша, Барон, тётьӑсем, дядьӑсем, двоюродныйсем пур, Кӑнар пур.
– Ман эс пур.
– Ман вара эс пур. Насть, тӗнче пӗтмеҫ пулсан, эс кам пуласшӑн?
– Ну, эпир юрлама пӗлместпӗр, куна ӑнлантӑмӑр. Кун пек пулсан, ман ташлас килет или кинора ӗҫлес килет. Сан?
– Ман ӳкерес килет.
Раштавӑн вӑтӑр пӗрремӗшӗнче Константиновсем клуба (культура ҫуртне) лотерея выляма кайрӗҫ. Мама пилӗк билет туянчӗ, кашнин валли пӗрре. «Атя, эпир мӗн те пулин выляса илетпӗр пулсан, тӗнче пӗтмеҫ», – шутласа кӑларчӗҫ хӗрачасем. Вӗсем шӑл щеткипе тазик выляса илчӗҫ. Ку лайӑх паллӑ!
Лотерея хыҫҫӑн киле кайрӗҫ те сӗтел хушшине ларчӗҫ. Салат ҫисе тӑранчӗҫ. Телевизорпа вӑхӑта каялла шутлама пуҫларӗҫ. Саккӑр, ҫиччӗ, улттӑ, пиллӗк… Хӗрачасем хӑранипе куҫӗсене хӗсрӗҫ… Папа «ура» тенине кӗтсе илчӗҫех.
Ҫыннисем вырӑнтах. Япалисем вырӑнтах. Метеорит та ҫук, тӗттӗмлӗх те ҫук. Анчах хӑрани иртсе каймарӗ.
– Мама, эпир ҫывӑрма хӑратпӑр.
– Ҫӗнӗ ҫул ҫитрӗ вӗт, эпир кунта, пӗрле, ним те пулман. Ан хӑрӑр.
– Тул ҫутӑлмасан вара?
– Атя, ирхине ҫитессе пӗрле кӗтер. Выртса канар, эсир куҫусене ҫывӑрмасӑр ахаль ҫеҫ хупӑр, эпӗ сире юрӑ юрласа парап.
Амӑшӗ юрланӑ вӑхӑтра хӗрачасем хӑйсем сисмесӗрех тӗлӗрсе кайрӗҫ те ирчченех ҫывӑрчӗҫ.
– Настя, пулчӗ! Ирхине ҫитрӗ! Уҫ куҫна.
Хӗрачасем пурне те курас тесе зала васкарӗҫ. Тима ӗнерхи каҫхи апата ҫисе ларать, ашшӗ сарайне юр тасатма кайнӑ. Мама вулать. Ҫыннисем вырӑнтах. Япалисем вырӑнтах. Настя чӳречерен пӑхрӗ:
– Пӑхӑр-ха, пӑхӑр, чудо! Пирӗн кормушкӑна уйӑпсем вӗҫсе килнӗ.
– Снегири-негири улетают-тают-тают… – юрласа ячӗ Ксюша.
Ҫырма
Ҫӗнӗ ҫулӑн иккӗмӗш кунӗ хӗвеллӗ пулчӗ. Тимофейпа Виталик ҫырмана ярӑнма пуҫтарӑнчӗҫ. Кун ҫинчен домри ытти ачасем те пӗлчӗҫ. Кӑнтӑрла тӗлнелле сахал мар ача пӗрле ярӑнма кайма пухӑнчӗ. «Вӗттисене» те, Настьӑна, Ксюшӑна, Машӑна, Павлика, пӗрле илсе кайма килӗшрӗҫ.
Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене ӑшӑ тумтир тӑхӑнтартрӗҫ те тӗттӗм пуличчен киле килме хушрӗҫ.
Утнӑ май Павлик Настьӑпа Ксюша патне пычӗ. Вӑл йӗкӗрешсене уйӑрайман, ҫавӑнпа вӗсене ятран чӗнмерӗ.
– Эй, эй, эсир! Эсир ыйтрӑр-и?
– Кама? Мӗн?
– Ну, Тимофей ман пичче пулма килӗшет-и?
– Эпир манса кайнӑ. А эс кӗтнӗ пуль. Каҫар. Кӗт-ха. Ти-и-и-м.
– Ман умра ан ыйтӑр-ха! Лайӑх мар. Кирлӗ мар, кирлӗ мар!!!
– Ан калаҫ. Ти-и-и-м!
– А? – Тима йӑмӑкӗсем патне пычӗ. Павлик ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗр тӑрать.
– Тим, Павлик сана хӑйӗн пиччӗшӗ тӑвасшӑн.
– Ма вара каллех эп? Ҫок, ҫок, эп кун пеккине каламан, – хӗрелсе кайрӗ Павлик.
– Ну, пулма пултарап, анчах эп ним те тумас, – Тима килӗшрӗ те Виталик патне умнелле таврӑнчӗ.
– Класс, спасибо, – сасартӑк Павлик сӑнран улшӑнчӗ. Вӑл та умнелле, «пацансем» патнелле чупрӗ.
Ҫырмасем патне ҫитрӗҫ. Хӑш-пӗр ачисен ашшӗсем ӗҫрен илсе килнӗ изоляци хура пленки пулнӑ. Ҫак «ҫунашкасем» ҫинче питӗ хӑвӑрт шуса анма пулать, шӑвасса пит лайӑх шӑваҫҫӗ вӗсем. Камӑн кун пекки пулман, полиэтилен пакечӗсем ҫинче ярӑннӑ. Тимӑпа Виталик ярӑнса анмалли пӗрремӗш вырӑна суйлама пикенчӗҫ. Акӑ вӑл: ытлашши чӑнкӑ та мар, ытла сӗвек те мар, тӗмескесӗр. Чи малтан Виталик ярӑнса анмалла тесе шутларӗҫ ачасем: унӑн хура пленка пур, тата вӑл хӑраман. «Ну, поехали», – терӗ те вӑл ярӑнса анчӗ. «…аааааааАА. Чӑ-ӑнкӑ-ӑ. Анӑр!» Кӗҫӗннисем аслисем хыҫҫӑн ярӑнса анчӗҫ. Анаталла пысӑк хӑвӑртлӑхпа анма пит хавас, ҫӳлелле кӗрт тӑрӑх хӑпарма аванах мар вара.
Унтан кӑшт аяккарах ярӑнчӗҫ. Ку тӗмескеллӗ вырӑн: унтан трамплин ҫинчен пекех вӗҫен. Машӑпа Ксюша ку тӑвайккипе шӳтлес мар терӗҫ, ҫавӑнпа та пӗрремӗш вырӑнтах юлчӗҫ, Настя вара хаваслансах ҫӗнӗ тӑвайккинчен анса пӑхрӗ.
– Ман Настя пек хӑюллӑ пулас килет, – мӗн шухӑшланине каларӗ Маша.
– Ман вара ун пек мӗнлерех пулас килет, – килӗшрӗ Ксюша.
Малалла ярӑнса анмалли ҫӗнӗ вырӑн шырама кайрӗҫ. Кунче хӑвӑртрах ярӑнса анас тесе пӗр-пӗрне хыҫалтан тӗксе антарма пуҫларӗҫ. Ачасем ҫав тери хаваслӑ. Апатпа сивӗ ҫинчен маннӑ, ывӑннине те туйман.
Хӗрачасен ҫӑм йӑммисем ҫинче юр пуҫтарӑнчӗ, пӑрланса ларчӗ те пӗчӗк чӑмӑрккасем пулса усӑнса анма пуҫларӗ. Питҫӑмартисем хӗрелсе кайрӗҫ. Виҫҫӗсенче кӗҫӗннисем сасартӑк ывӑнса ҫитнине туйма пуҫларӗҫ те киле каяс тесе нӑйкама пикенчӗҫ. «Тепрехинче сире чӗнместпӗр», – тарӑхрӗҫ аслисем, анчах, тӗрӗссипе каласан, вӗсен ку таранччен хӑйсен те киле каяс килекен пулса ҫитрӗ.
Каялла утма ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен вӑй юлман ачасен. Вӗсем вӑрӑм рете тӑсӑлса кайрӗҫ: камӑн вӑй юлнӑ, малта пырать. Кунӗпе аслисемпе тан ярӑнакан Настя пуринчен те ытларах ывӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл чи кайра утрӗ.
Тимофей киле пӗрремӗш ҫитрӗ.
– Хӗрачасем ӑҫта?
– Халь те утаҫ.
– Пӗлетне, сӑртра мӗнле йӗрке пур? – тикӗс сасӑпа ыйтрӗ папа, куҫлӑхне тӳрлетсе. – Яланах чи вӑйсӑррине шута илмелле. Похода каян пулсан, юлашкине ан хӑвар, ӑна сыхла.
– Эп юри туман.
– Тепрехинче мӗн тӑвӑн-ха?
– Вӑйсӑррипе юнашар утап.
– Тӗрӗс. Пӗррехинче, тен, чи вӑйсӑрри эсӗ пулан. Тата сӑрта шанакан ҫынсемпе ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Ҫырмасем – сӑртсем мар ӗнтӗ, анчах вӗсем те мӗн те пулин вӗрентме пултараҫҫӗ. Эс хывӑн, вӗри чей ӗҫ, эп вӗсене хирӗҫ тухап, ӑҫта вӗсем?
– Шкул патне ҫитрӗҫ пуль.
Папа хӗрачасене тӗл пулчӗ, лешсемпе Павлик та пӗрле утать (каялла таврӑннӑ чухне пацансене хӑваласа ҫитеймерӗ). Пӗрле вӗсем киле ҫитрӗҫ, унта Тима йӑмӑкӗсем валли чей ярса панӑ та кашни валли хӑйӗн саппасӗнчен пӗрер шоколад канфечӗ хунӑ.
Тетте
Залри шкапра Тимофейӑн хӑйӗн ещӗкӗ пулнӑ. Хӑйсӑр пуҫне ӑна никамӑн та уҫма юраман. Настьӑпа Ксюшӑн шалта мӗн пуррине питӗ пӗлес килнӗ. Пӗррехинче вӗсем хӑйса Тимӑна хӑйӗн пуянлӑхне кӑтартма ыйтрӗҫ. «Юрать, только эп каламасӑр ним те тытма юрамаҫ», – асӑрхаттарчӗ вӑл.
Тима ещӗке туртса кӑларчӗ те диван варрине лартрӗ. Тем те пур унта, кӗнекесенчен пуҫласа салфеткӑсем таранах, кашни япали хӑй вырӑнӗнче типтерлӗн выртать. Пичче кӑтартма пуҫларӗ:
– Ку ман «Покемон» фишкисем, ку перочинный ножик. Ку кив укҫа, ун ҫинче виҫӗ ноль ытларах, ҫак укҫана недавно улӑштарнӑччӗ. Ку солнечный очки. Ку уйра тупнӑ тӗк.
– Тытса пӑхма юрать-и? Мӗн ку?
– Кӗт-ха, экранне шӑлса илем малтан. Ку тамагочи. На.
– Ку часы-и?
– Ҫок, вылямалли. Унта ҫампек динозаврик пур, ӑна ҫитермелле, ун хыҫҫӑн тасатмалла, ӑна савӑнтармалла. Вӑл кашни кун ӳсет. Анчах та вӑл вилме те пултарать.
– Вилме?
– Аха, ун пек пулсан, ак ҫак кнопка пур. Пусан та, вӑл ҫӗнӗрен ҫуралать.
– Выляма юрать-и? Пожалста-пожалста-пожалста!
– Юрать. Анчах кайран мана калла парӑр.
– Паратпӑр ӗнте!
Хӗрачасем пуск кнопки ҫине пусрӗҫ те, динозавр чӗппи ҫӑмартаран тухрӗ. Вӑл ҫиесшӗн пулчӗ, хӗрачасем ӑна апатлама вӗренчӗҫ. Пӗр хушӑ чӗппи нимӗн те туман пирки йӗкӗрешсем вӑйӑран пӑрӑнчӗҫ. Тепре пӑхнӑ ҫӗре экран ҫинче пӗр купа пур. Туалет кнопкине тупрӗҫ. Унтан динозаврикпа вылярӗҫ.
Хӗрачасем ҫывӑрма пуҫтарӑннӑ, вӗсен чӗппи вара – ҫук. Апла пӗччен хӑварсан вӑл чирлесе ӳкме те пултарать ҫке-ха. Йӗкӗрешсем будильнике тепӗр сехетрен вӑранас тесе лартрӗҫ. Вунпӗрте, аран куҫа уҫса, Ксюша теттене алла илчӗ: динозаврик пӗтӗм экрана «сысса» пӗтернӗ тата чирлесе ӳкнӗ. Ыйхӑллӑ хӗрача электронлӑ чӗппи хыҫҫӑн тасатрӗ, ӑна сыватрӗ те ҫӗнӗрен ҫывӑрса кайрӗ. Ҫӗрле вуниккӗре будильник йӗкӗрешсене иккӗшне те вӑратрӗ, анчах хальхинче Настьӑн черечӗ пулчӗ. Вӑл мӗскӗн динозаврика курчӗ, ӑна мӗн кирлине турӗ те ыйха путрӗ.
Ксюша тӗлӗкре электронлӑ ҫӑмарта курчӗ, унтан пысӑк динозавр тухрӗ. Лешӗ выҫӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та Ксюшӑна хӑвалама пуҫларӗ. Вӑл тарчӗ, тарчӗ те тӗпсӗр шӑтӑка ӳкрӗ. Ҫакна пула хӗрача кравать ҫинче чӗтренсе илчӗ те вӑранчӗ. Тамагочине алла илес тесе туртӑнчӗ. Динозаврикӗ ҫук, ун вырӑнне экран ҫинче вилтӑпри. Кунта Настя вӑранчӗ, Ксюшӑран хыпара пӗлчӗ те тӗлӗнчӗ:
– Мӗн, эпир ахалех ҫывӑрман-и? Ма вӑл ҫывӑрса кайман?
– Ман вӑл мӗнле ӳснине питӗ курас килет та-ха. Анчах честно кала, эс ҫӗнӗрен выляма пуҫласшӑн-и?
– Ҫок, эп лучше паян ҫыврап.
– Пит лайӑх. Эп те.
Хӗрачасем теттене Тимӑна кайса пачӗҫ. Лешӗ вӗсем мӗншӗн ҫав тери хӑвӑрт выляса пӗтерни ҫинчен ыйтмарӗ те: вӑл хӑй те Тамагочипе выляса хуйхӑ курнӑ ҫке-ха.
Пӑрӑҫ
Кӑнарти ытти ҫемьесен пекех, Константиновсен пахча пулнӑ. Апла пулсан, вӗсем ҫӗртме уйӑхӗнче пӗрремӗш хӑяра тутанса пӑхнӑ, ҫурла уйӑхӗнче вара ӑна ҫисе йӑлӑхма ӗлкӗрнӗ. Ҫу уйӑхӗнче вӗсем тепӗр ҫуркуннеччен ҫимелӗх ҫӗрулми лартнӑ. Тата, ытти ҫемьесем пекех, вӗсем пӗрмаях пахчара ӗҫленнӗ. Акман пулсан шӑварнӑ, йӑрансене ҫумланӑ, мӗн ӳстернине пуҫтарнӑ, банкӑсем хупнӑ е ака-суха тума хатӗрленнӗ.
Мама уйӑх календарӗпе вӑрлӑха хӑҫан лартсан лайӑххине тӗрӗслерӗ те нарӑс уйӑхӗнче пӗр канмалли кун суйларӗ. Вӑл папӑна пахчаран пӗр ещӗк ҫӗр илсе килме хушрӗ. Мама грибок тата бактери ан пултӑр тесе ҫӗре духовкӑра хӗртсе илчӗ те ӑна ҫӗнӗрен ещӗке ячӗ. Унтан вӑл сервантран вӑрлӑх хутаҫне кӑларчӗ.
– Хӗрачасем, эп пӑрӑҫ лартнине курма килӗр. Ак вӑл, вӑрлӑх.
– Эпир ҫиекен пӑрӑҫри пекех.
– Шӑп ҫавӑнтан пуҫтараҫҫӗ те ӑна. Халӗ пӑхӑр: ак ҫакӑн пек пӗрерӗн-пӗрерӗн лартмалла. Хӑтланса пӑхас килет-и?
– Аха ӗнте.
Ҫакӑн хыҫҫӑн пӑрӑҫа шӑварчӗҫ, ещӗке чӳрече янаххи ҫине лартрӗҫ. Мама хӗрачасене темиҫе кунта пӗрре шӑварма ыйтрӗ.
Часах пӗрремӗш ҫулҫӑсем курӑнма пуҫларӗҫ, унтан татах та татах. Ӳсен-тӑранпа калаҫсан вӑл лайӑхрах ӳсет терӗ папа. Шкул хыҫҫӑн хӗрачасем час-часах калча сӑмсисемпе шкулта илнӗ паллӑсем ҫинчен тата пӗрле вӗренекенсем ҫинчен калаҫатчӗҫ. Тата вӗсене калчасене хӗрхенме килӗшетчӗ, сӑлтавӗ вара яланах тупӑнатчӗ: «Мӗскӗнсем, сире кунта ҫутӑ ҫитмеҫ», «Эсир шӑнмарӑр-и? Атя, эпир сирӗн ҫине сывлар», «Тима сире юратмаҫ, сирӗн пата нихҫан та пымаҫ. Ним те мар, ним те мар, эпир кунтах».
Пӗрре рассада ҫумӗнче калаҫнӑ вӑхӑтра хӗрачасем вӑрлӑх хутаҫҫинче мӗн пуррине пӑхса илме шут тытрӗҫ. Астрӑсемпе пӗр пачка. Кишӗр. Редис. Купӑста пачки. Мӗншӗн купӑста пачки уҫӑ вара? Ӑнсӑртран унтан вӑрӑсем пӑрӑҫ ещӗкне тӑкӑнчӗҫ.
– Ой, каллех хамӑра валли тупрӑмӑр.
– Ним те мар. Атя, чакаласа кӑларас.
Хӗрачасем ҫӗрте чакаланса пӑхрӗҫ та-ха, анчах мӗн пур вӑрлӑха пухаймарӗҫ.
– Атя мамӑна каласа парар, астӑватни, вӑл пире нихҫан та вӑрҫмас тенӗччӗ?
– Юсурасать! Атя.
Мама ӗҫрен килчӗ.
– Привет, мама, эс аттуна хыв, сумкине мана пар, эп ӑна кайса хурап.
– Мам, эпир кунта пылесосить турӑмӑр, тусан шӑлса тухрӑмӑр.
– Кунче мӗн турӑр-ха? – ыйтрӗ мама, иккӗмӗш аттине хывса.
– Эс малтан хывӑн.
Йӗкӗрешсем амӑшне чӳрече янаххи патне илсе пычӗҫ те купӑста ҫинчен каласа пачӗҫ. «А, ӳстӗрех», – шутларӗ мама.
Нарӑс сиввисем ҫитрӗҫ, урамра уҫӑлса ҫӳрес ҫук. Килте ларса хӗрачасем ҫӗнӗ вӑйӑ шухӑшласа кӑларчӗҫ. Кӗнекене илетӗн те сулахай е сылтӑм енне суйлатӑн, унтан кӗнекине уҫан. Сан енче мӗн пурри пурте санӑн. Ҫапла Настьӑпа Ксюша йытӑсем ҫинчен пӗр кӗнеке пӑхса тухрӗҫ. Пӗрине пудель лекет, теприне пинчер. Пӗрине бульдог, теприне овчарка. Принцессӑсем, калаҫакан чӗрчунсемпе драконсем ҫинчен тӗнче юмахӗсен кӗнекине пӑхса тухрӗҫ. Теприне туртса кӑларчӗҫ, ку кӗнеке те мар иккен. Амӑшӗ ҫырнӑ пек ежедневник: пӗрремӗш класс ачисем вуласа ӑнланасси ҫук. Пӗрремӗш страницӑра йӗкӗрешсем клеенкӑран тунӑ биркӑсем тупрӗҫ.
8/VII/92, 10:15. Девочка. Рост: 48 см. Вес: 2630.
8/VII/92, 10:20. Девочка. Рост: 50 см. Вес: 2960.
Пӗрремӗш бирка айӗнче амӑшӗ Ксюша ятне ҫырнӑ, иккӗмӗшӗ айӗнче – Настя ячӗ.
Биркӑсемпе страницӑна тишкернӗ хыҫҫӑн хӗрачасем ӑнланчӗҫ: ку вӗсен ӳсӗмӗ, йывӑрӑшӗ, тата чи пӗлтерӗшли – вӗсен ҫуралнӑ вӑхӑчӗ. Йӗкӗрешсем ҫирӗплетсе калама ежедневника пӗрле илчӗҫ те ӑна амӑшӗ патне илсе кайрӗҫ.
– Мама, мӗн, Ксюша асли пулать-и?
– Эсир маншӑн пӗр пекех…
– Кӑна пӗлетпӗр эпир. Ак, пӑх, мӗн тупрӑмӑр эпир.
– Ну, ларӑр.
Пӑхӑр, кусем – роддомри биркӑсем. Хӗвеллӗ кун пулнӑ, хальхи пекех астӑвап. Ҫапла, малтан Ксюша, унтан Настя ҫуралнӑ. Хӑшӗ кӗҫӗнни е асли, сирӗн ҫине витӗм ан кӳртӗр тесе, каламарӑмӑр.
Ксюша, нумай мар пултӑр, анчах хӑй пилӗк минут маларах ҫуралнине ӗненеймесӗр ларчӗ. Настя аслӑраххипе тата мӗн пулсан та Настя шут тытнипе вӑл ҫав тери хӑвӑрт килӗшнӗччӗ-ҫке-ха. Халӗ мӗн, пурте улшӑнать-и? «Ксюшӑпа Настя килчӗҫ», – теме пуҫлаҫҫӗ-и?
Настя шутларӗ: «Зато эп пысӑкрах пулнӑ!»
– Эс куна ма пемен? Мӗн ҫырнӑ кунта?
– Биркӑсене упрап, мӗншӗн тесен пирӗн тӗлӗнмелле хӗрачасем ҫуралнӑ куна нихҫан та манас ҫук. Кунта эсир мӗнле ӳсни ҫинчен ҫырап тата кулӑшлине е астуса юлмаллине.
– Тима ҫинчен те ҫырни пур-и?
– Пур.
– Халь те пин ҫинчен ҫыратни?
– Сахалрах та сахалрах. Манап. Эсир халь хӑвӑр та мана пулӑшма пултаратӑр, атьӑр ку дневника пӗрле ҫырар.
– Юрать. Вула-ха пире унта ҫырнине.
– Хаваспа.
«Хӗрачасем Тимофейран самай пӗчӗкрех ҫуралнӑ, анчах врач йӗкӗрешсемшӗн ку йӗркеллӗ япала тесе ӑнлантарчӗ. Вӗсене ман пата илсе килчӗҫ. Пӑхсанах малтан Аньӑпа Яна шухӑшласа хунӑ ятсем пӗрре те килӗшӳллӗ мар, вӗсем Ксюшӑпа Настя ятлӑ пулнине ӑнлантӑм.
Хӗрачасем шӑп та пӗр евӗрлӗ! Уйӑрса илмелӗх пӗр турпалли пулин те ҫук. Вӗсене пӑтраштарса ярасран хӑраса, больницӑран кӑларнӑ чухне биркӑсене ан хывччӑр тесе ыйтрӑм. «Мӗнле хӑюллӑ хӗрарӑм эсир, йӗкӗреш ҫуратнӑ кашни амӑшӗ ун пек калама хӑймаҫ», – терӗ медсестра.
Настьӑпа Ксюшӑн куҫӗсем ашшӗнни пек тимлӗ пӑхаҫҫӗ, тутисем манӑн. Сӑмси хӑйсене евӗр, никамӑнни пек те мар. Ну, мӗнле калас, ун пекки тӗнчере иккӗ ӗнтӗ. Вӗсем – пирӗн пуянлӑх!»
– Мам, халь эс пире уйӑрма пултаратни?
– Паллах. Сирӗн сассисем пӑртак расна, калаҫасса та хӑвӑр майлӑ калаҫатӑр. Пуҫ калӑпӑшӗ уйрӑмрах.
– Эпир шапкӑпа пулсан тата ним те каламасан?
– Эп туйса калама пултарап.
– Тата вула-ха. Ак ҫакӑнтан.
– Юрать.
«Ксюша нумайччен ӳкерчӗксем пӑхса ларма пултарать. Тӗттӗмрен хӑрать, эрешменрен. Ӳкерме юратать. Кушаксемпе йытӑсене яланах икшерӗн ӳкерет: йӑмӑкӗсемпе.
Настя канлӗ лараймасть. Кутӑнлашать. Колготка тӑхӑн – ҫок. Теттесене пух – ҫок. Эпӗ вӗренсе ҫитрӗм ӗнтӗ. Панулмие ан ҫи, тетӗп, вӑл: «Мама, панулми ҫиес килет», – тесе хуравлать».
– Мӗнле чее эс, мама.
– Эсир манран ҫӗр хут чеерех, ку шутланмаҫ.
– Атя, паян мӗн те пулин ҫырар.
– Ҫырар эппин. Хӑвӑрах ҫырӑр, эсир халь пӗлетӗр вӗт.
– Ун пек нумая каять. Атя, эсӗ ҫыр, эпир сана калатпӑр. Диктант пек.
Ҫакӑн пек ҫырса хучӗҫ.
«Нарӑсӑн 13-мӗшӗ, 2000 ҫ.
Эпир килте ларатпӑр, урамра сивӗ. Урама тухас тесен малтан майка, водолазка, кофта, тепӗр кофта, кӗрӗк, ӑшӑ шапка, алсиш тӑхӑнмалла, шарф ҫыхмалла. Колготка, гамаш, тепӗр гамаш, ҫӑм нуски, кӑҫат. Иртнӗ шӑматкун эпир кукамай патне мунчана кайнӑ. Ун патӗнчен киле каяс тесе нумай вӑхӑт тӑхӑнтӑмӑр. Пире кукамай пуховой тутӑр ҫыхрӗ, мамӑна вӑрҫса илчӗ эпир ҫӑмӑл тумланнишӗн. Тима пире кӗтсе тарласа кайрӗ те маларах тухса утрӗ. Килелле таврӑннӑ чух мама: «Пӑхӑр-ха, ҫӑлтӑрсем паян мӗнлерех ҫутӑ», – терӗ.
Ксюша, пӑхас тесе, пуҫне ҫӗклерӗ те ҫурӑм ҫине ӳкрӗ. Анчах ӑна ыраттармарӗ, мӗншӗн тесен ун ҫинче сий нумайччӗ».
– Аван пулчӗ, хӗрачасем. Тепрехинче интереслӗ истори пулсан, эпир ӑна та ҫырса хурӑпӑр. Пӗлсех тӑрап, нумай кӗтмелле пулмаҫ.
Биркӑсем
Ҫӑлтӑрсем
– Мӗн илсе килтӗм? Пӗлӗр, – кӗнӗ-кӗменех ыйтрӗ папа.
– Тата тепӗр черепаха-и?
Хальхинче Вадим пичче вӑхӑтлӑха телескоп парса ячӗ. Вӑл пысӑк та йывӑр. Унпа усӑ курса ҫӗрлехи пӗлӗте питӗ курас килет.
Каҫ пулсан Тимофей ҫӑлтӑрсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме тухрӗ, анчах ҫанталӑк пӗлӗтлӗ пулчӗ. Вӗсем виҫҫӗмӗш кунне тин курӑнчӗҫ. Ку вӑхӑталла домри ачасем телескоп ҫинчен пурте пӗлнӗ. Папа прибора илсе тухрӗ те урисене юр ҫине тӑрӑнтарчӗ. Ачасем йӗри-тавра чупкаласа мӗн курассине пуҫра ӳкерчӗҫ. Папа телескопа ӗнерчӗ те киле кӗчӗ. Тимофей чи малтан пӑхрӗ. «Курап, курап. Ҫӑлтӑрсем курап. Пысӑк вӗсем. Пысӑк ҫӑлтӑрсем курап». Ҫӑлтӑрсене сӑнанӑ вӑхӑтра вӑл васкамарӗ, ҫавӑнпа ачасене пушшех хумхантарса ячӗ. Унтан Виталикӑн черечӗ ҫитрӗ, вӑл та пысӑк ҫӑлтӑрсем курчӗ. Вара Ксюша пулчӗ. Вӑл телескопа хускатрӗ те сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ: «Череп! Эпӗ хура череп курап. Ку НЛО пуль!» Тӗлӗнмелле! Настя та, унтан Маша та НЛО курчӗҫ. Павлик та. Ыттисем те. Вӗсем чӑнах та пур иккен, пире сӑнаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн Ксюша текех телескоппа пӑхмарӗ.
Тепӗр кун ачасем пришелецсене курма каллех пухӑнчӗҫ. Ку хутӗнче Тимофей хӑех пурне те йӗркелерӗ. «Ак вӑл, череп!» Ксюша паян телескопран пӑхмарӗ, ун вырӑнне ыттисене сӑнарӗ. Сасартӑк вӑл пӗр япала асӑрхарӗ: телескопа хурӑн тӑррине тӗлленӗ пулнӑ. «Кӗтӗр, кӗтӗр, эп пӗлеп! Череп – вӑл туратсем. Эсир ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхмастӑр». Ӑна тӑнласа Тима телескопа ҫӳлерех тӗллерӗ. НЛОсем ҫухалчӗҫ. Ҫӑлтӑрсем ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ. Пысӑк ҫӑлтӑрсем. Мӗн пӑхмалли пур вӗсем ҫине, телескопсӑр та курма пулать.
Телескопа урӑх илсе тухмарӗҫ, никам та ыйтмарӗ те.
Павлик
Пӗррехинче Павлик хӑнана пычӗ. Юриех мар-ха ӗнтӗ. Вӑл кил уҫҫине ҫухатнӑ. Амӑшӗ ӗҫрен таврӑниччен унӑн ӑҫта та пулин вӑхӑт ирттермелле пулнӑ.
Павлик подъездра урине хыврӗ те кӗчӗ.
– Кӑҫатна илсе кӗр, – терӗҫ Ксюшӑпа Настя, мӗншӗн тесен хӑнасене яланах ҫапла каланӑ.
– Ҫок, эп сивви тӑхӑнма юратап. Тата кун пек хӑварсан, вӗсем формине тытаҫ.
Павлик зала кӗчӗ те швед стенки ҫинче кӗшӗлтетрӗ. Унтан хӗрачасем ӑна чейпе печени ҫитерчӗҫ.
Паша халь те киле каймасть. Тата мӗн тума пулнине шухӑшласа кӑлармалла. Настя шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклерӗ.
– Павлик, спорим, эс ҫӑмартана чӑмӑртаса ватаймастӑн?
– Ватайрап та.
– Ватаймастӑн. Атя, спорить тӑвар, на желание?
– Ҫок теме юрать-и?
– Юрамаҫ.
– Ну-у-у. Ладно. Эсир выляса ярсан вара мана мӗн пулать?
– Эс те желани шухӑласа хума пултаран, эпир ӑна пурнӑҫлатпӑр.
– Газировка илетӗр-и ман валли?
– Выляса ярсан, илетпӗр. Эпир выляса илсен вара, сан челкӑна касатпӑр.
– Мӗншӗн?
– Вӑл санӑн вӑрӑмрах пек.
– Юрать. Эп малтан пулсан кӑна. На спор эпӗ набирать тунӑ номера звонить туса: «Алло, это зоопарк? А почему уши торчат?» – тесе калайратӑр-и?
– Калайратпӑр ӗнте.
Темиҫе хут Павлик чуххӑм номер ҫине шӑнкӑравларӗ, унта такам трубкине ҫӗклерӗ. Настя хӑлхасем ҫинчен ыйтнӑ хыҫҫӑн, телефонран арҫын ятлаҫни илтӗнчӗ. Ачасем трубкӑна хучӗҫ те кулса ячӗҫ.
Хӗрачасем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те Павлика чӑх ҫӑмарти пачӗҫ. Лешӗ, ҫирӗпрех тытас тесе, пӳрнисене чармакларӗ, анчах ҫӑмартине чӑмӑртаса ватаймарӗ. Челкӑпа сывпуллашма тивнине вӑл тинех ӑнланса илчӗ. Ҫамкине аллипе хупларӗ те килӗшмесӗр нӑйлама пуҫларӗ:
– Ма вара каллех эп? Ан касӑр ман ҫӳҫе, эп сире жвачка илсе парап. Килти ӗҫпе кӑҫалхи тетрадьсене парап, только ан тивӗр мана!
– Или челка, или супӑнь ҫулла, – ҫирӗп сасӑпа каларӗ Настя. Кун пек каласан, кил уҫҫине ҫухатнӑшӑн куляннӑ арҫын ача ҫӳҫне кастарма килӗшрӗ.
– Ан хӑра, эпир сана пит лайӑх касса яратпӑр, еще спасибо скажешь! – лӑплантарчӗ Ксюша.
Ҫӗвӗ хатӗрӗсем хунӑ ещӗкрен хӗрачасем хачӑ туртса кӑларчӗҫ те тӗкӗр патӗнчен тура илсе килчӗҫ. Амӑшӗ вӗсен ҫӳҫне хӑй каснӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та йӗкӗрешсем пӗлнӗ, малтан турапа ҫӳҫе вӗҫне ҫити тураса якатмалла, унтан тӳррӗн касмалла. «Кӑшт ҫеҫ касап, ан хӑра», – терӗ сулахай алӑпа ҫыракан Ксюша. Тӳрӗ касма, паллах, пулмарӗ. Вара Настя ӗҫе пикенчӗ: «Ак тӳрлететпӗр». Павлик пуҫне хулпуҫҫи хушшине чикрӗ те сӑмси ҫинче карт палӑриччен куҫне хӗсрӗ. Настя ҫӳҫӗ аялалла чалӑшнӑ енчен касма пуҫларӗ. Вӑл аппӑшӗн ӗҫне тӳрлетессе шанчӗ, анчах пит лайӑхах тума пулмарӗ. Челка ҫырӑва ярас тесе ҫулакан конвертӑн виҫкӗтеслӗхӗ пекех курӑнма пуҫларӗ. Ах, челкине малтан йӗпетмеллеччӗ-ҫке!
Ваннӑя кайрӗҫ. Унта Павлик хӑйне тӗкӗрте курчӗ те тарма вӑхӑт ҫитнине ӑнланчӗ.
– Эсир иксӗр те ҫӳҫе касса пӑхрӑр, кун пек пулсан, эп тумаллине тунӑ. Мана урӑх ан касӑр-ха.
– Юрать вара, юрать.
– Спасибо, – терӗ Павлик аран илтӗнмелле. Вӑл ҫӗлӗкне куҫхаршисем таранах туртса лартрӗ, подъездра хӑйӗн сивӗ кӑҫаттине тӑхӑнчӗ те юлашки сехетне урамра ирттерчӗ.
Тутӑр
Паян клуб ҫумӗнче хӗлпе сывпуллашаҫҫӗ. Ксюшӑпа Настя кукамай патне чечеклӗ пысӑк тутӑрсем илме кайрӗҫ.
Кукамай шкапа уҫрӗ, унтан шурӑ тата хӗрлӗ тутӑр кӑларчӗ. Шурри ҫӳҫеллӗ, ҫӗнӗ, таса пек. Икӗ мӑнукӗ те ун патнелле туртӑнчӗҫ. Настя шурӑ тутӑрне хӑвӑртрах ярса тытрӗ те ӑна ҫавӑнтах хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.
– Эп вара? Мана та шурӑ тутӑр кирлӗ.
– Эп пӗрремӗш вӗт.
– Пӗрремӗш, пӗрремӗш. Эс яланах пӗрремӗш. Сана яланах чи лайӑххи лекет. Эс манран хӑвӑрт, вара мӗн? Мана та кирлӗ.
Кунта кукамай хутшӑнчӗ:
– Халех чарнӑр. Тутӑршӑн вӑрҫӑнӑр тата. Настьӑна лекрӗ, юрӗ вара, пултӑр. Тепрехинче эсӗ ӑна ҫыхан.
Ксюша кӳреннипе аялти тутине тӑсрӗ. Вӑл Настьӑпа калаҫас мар, нимӗнле ухмахла тутӑр та ҫыхас мар тесе шутларӗ.
Хӗрачасем сӑмах чӗнмесӗр клуб патне ҫитрӗҫ. Унта лашапа ярӑнтараҫҫӗ. Шурӑ тутӑр ҫыхнӑ Настя ҫуна пӗр енне, тутӑрсӑр Ксюша тепӗр енне ларчӗ. Пӗри те, тепри те мирлешесшӗн пулмарӗҫ. Пӗр самантлӑха вӗсем, ярӑннӑ май, йӑл кулса та илчӗҫ, анчах пӗр-пӗрне мар.
Юрӑсемпе вӑйӑсем пуҫланчӗҫ. Карталанса ташларӗҫ, канат туртрӗҫ, минтерсемпе ҫапӑҫрӗҫ, михӗ тӑхӑнса сиксе ӑмӑртрӗҫ. Унтан катемпие ҫунтарса ячӗҫ. Кӑвайт чӗртрӗҫ, ун урлӑ сикме. Настьӑн та сиксе пӑхас килчӗ. Малтан вӑл аслисене сӑнарӗ. Унтан хӑй те чупса сикрӗ. «Ксюш, пӑх, ман пул…», – терӗ те вӑл, вӗсем калаҫманнине аса илчӗ. Аппӑшӗ пулман та унта.
Настя киле таврӑнчӗ, Ксюша маларах ҫитсе ларнӑ та ӳкерсе ларать.
– Сана тутӑр лексен вара эп кӳренме пултарнӑ пулӑттӑм.
– Эп санпа калаҫмас.
– Халь калаҫрӑн-ҫке. Шурӑ тутӑрӗ пӗрре ҫеҫ пулсан, мӗн тумалла вара?
– Эс яланах пӗрремӗш. Тата кукамай сана ытларах юратать.
– Мӗн??? Ҫук.
– Аха-ҫке. Мӗншӗн вӑл мана хӳтӗлемерӗ?
– Мӗншӗн тесен эпӗ чи малтан тутӑрне туртса кӑлартӑм. Ак, тӑхӑнаскет пулсан, ил.
– Халь кирлӗ мар ӗнте.
– Пӗлес килет пулсан, атя, кукамай патне кайса ыйтар, кама вӑл ытларах юратать.
– Халь каяймас, ӳкереп.
– Эп кӗтме пултарап.
Ксюша пӗр пӳртпе, пӗр пӗлӗт таткипе юнашар пӗр хӗрача тата кӗтесре пӗр хӗвел ӳкерсе хучӗ. Ӗҫлесе пӗтерсен, вӑл пӗр калаҫмасӑр тумланчӗ те йӑмӑкне: «Ну, мӗн, пыратни эс?» – терӗ.
– Кукамай, кукамай, эс кама ытларах юратан – Настьӑна или мана?
– Мӗн хӑтланатӑр эсир? Мӗн пулнӑ-ха?
– Нимех те мар, ответле кӑна: ӑна или мана?
– Чӑннипе каласан-и?
– Чӑннине кала.
– Ну, юрӗ. Чӑннипе каласан, тӗнчере эпӗ пуринчен ытла хама юратап, сирӗн валли вара ман юрату пӗр тан валеҫмелӗх юлать. Хӗрачасем кулса ячӗҫ. Вӗсем тутисене тӑсма пӑрахрӗҫ те ҫӑварни икерччисене пӗр пек нумай ҫисе ячӗҫ.
Сӑвӑ