Сергеевна
158 subscribers
1.54K photos
316 videos
69 files
7 links
Кунта хамăн пултарулăхпа паллаштаратӑп

Фото, ӳкерчĕк, литература, кулӑшла контент
Download Telegram
Кӳме
Кукамайпа кукаҫи йӗкӗрешсене ҫуралнӑ кунӗ чухнех Барби пуканисене парнелерӗҫ. Лешсем пуканисене пӗр-пӗрин ятне пачӗҫ. Каҫхине Ксюшӑпа Настя ятлӑ пуканесем хӗрачасемпе пӗрле ҫывӑратчӗҫ, ҫемьепе пӗрле апат ҫиетчӗҫ. Часах пуканесен тумтирӗ пӑтӑпа та яшкапа вараланса пӗтрӗ. Настьӑпа Ксюша япала ҫума юратман, ҫавӑнпа та Барбисем валли ҫӗнӗ кӗпе ҫӗлеме шут тытрӗҫ.
Юрӑхлӑ ҫӗтӗк-ҫатӑка шырама хӗрачасем сарайне кайрӗҫ. Тӑхӑнман тумтир тулли кивӗ шкапран япаласене туртса кӑларчӗҫ, урайне пӑрахрӗҫ те суйлама ларчӗҫ. Чакаланнӑ вӑхӑтра шкап айӗнче пӗчӗк урапасем пуррине асӑрхарӗ Ксюша. Кӳме-ҫке ку! Чӑн-чӑнни. Ҫавӑнтах унпа пуканесене кустарас килчӗ.
Ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫинчен манса хӗрачасем Барбисене кӳмене лартрӗҫ те картишне тухрӗҫ.
– Атя, эп чи малтан ярӑнтарап, эп санран кӗҫӗн вӗт, – терӗ Ксюша.
– Атя пӗрле, кун пек никам та пӗрремӗш мар, – шухӑшласа кӑларчӗ Настя.
Пуканесем шӑнасран вӗсене тутӑрпа витрӗҫ те кӳмене кустарчӗҫ. Ҫул ҫинче пахчари кушак Ваҫка тӗл пулчӗ. Хӗрачасем ӑна ярӑнма сӗнчӗҫ, анчах лешӗ евӗккӗн килӗшмерӗ.
– Атя…
– Атя пӗр-пӗрне ярӑнтарапӑр!
– Эп ҫавна каласшӑнччӗ те. Ман шухӑшсене вулан пекех эс.
Настя кӳмене чи малтан ларчӗ, пуканесене хӑй ҫине лартрӗ. Ксюша тӗртрӗ те йывӑртарах пулнине пӗлтерчӗ. Тен, ку Барбисем йывӑрлатнипе? Вӗсене сарай умӗнчи сак ҫине пӑрахса хӑварчӗҫ. Ксюша тепӗр хут тӗртрӗ: ҫӑмӑлтарах пек, анчах самай мар. Вӑл кӳмене ҫул юппи таран тӗксе ҫитерчӗ те ывӑнса ҫитрӗ. Халӗ Ксюшӑн ярӑнма черет ҫитрӗ. Лешӗ, ларма тесе, тыткӑчӗнчен ярса тытрӗ. Сасартӑк кӳмен темскерри хуҫӑлчӗ. «Эп мар», – пӗр харӑсах терӗҫ хӗрачасем хӑраса ӳкнӗ сасӑпа. Ҫыпӑҫтармалла пуль? Папӑн инструмент коробкинче «Момент» пулмалла. Хӑйпӑнса ӳкнӗ татӑка ҫыпӑҫтарса хучӗҫ. Вӑл хӑй вырӑнне тӑнӑ пек пулчӗ, анчах ҫирӗп тытӑнса тӑраймарӗ.
– Атя коляскӑна калла кайса хуратпӑр, никама та каламастпӑр. Хӑй катӑлнӑ ку ручка, – шухӑшласа кӑларчӗ Ксюша.
– Ҫыпӑҫтарни курнать вӗт, значит, кам та пулин тунӑ уна.
– Эпир мар, ӑнлантӑн-и? «Зуб даю, кун ҫинчен никама та каласа памас», – те.
– Эп сана мӗнле шӑл парап, малтисем почти пурте тухса ӳкнӗ, кайрисем халь тӑраҫ-ха.
– Ҫук, куна ахаль ҫех калаҫ, эп урамра илтнӗ. Или: «Клянусь, никама та каласа памас», – тесе сӑмах пар.
– Клянусь, никама та каласа памас. Каласан мӗн пулать-ха?
– Пӗлмес. Вӑрҫаҫ, наказать тӑваҫ, мӗн те пулин.
– Юрать, клянусь. Эс те кала.
– Клянусь.
Сарайне мӗншӗн кайнине хӗрачасем манса та кайрӗҫ. Киле ҫӗтӗк-ҫатӑксӑр, пуканесемсӗр таврӑнчӗҫ.
Каҫхи апат вӑхӑтӗнче йӗкӗрешсем хӑйсен чӑтӑмлӑхне тӗрӗслесенӗ пек пӗр-пӗрин ҫине пӑха-пӑха ларчӗҫ. Мама кун мӗнле иртрӗ тесе ыйтрӗ кӑна, Ксюша сасартӑк макӑрса ячӗ:
– Эп коляскӑна ватрӑм, эп тунӑ уна. Эпир ӑна юсасшӑнччӗ, пулмарӗ.
– Ну, мӗн эсӗ? Чиперех пӗтемпех. Эсир пурте ӳснӗ, коляски кама та пулин кирлӗ пулма пултарнӑран ҫеҫ выртать унта. Хӑш тӗлтине ватрӑр вара?
– Ручка ҫинчи пластмассовый япалине.
– Нимех те мар, унпа халӗ те усӑ курма пулать вӗт. Вот ҫапла. Мӗншӗн эсир мана тӳрех каламарӑр?
– Эс пире вӑрҫасран хӑрарӑмӑр, кулянтарас килмен.
– Ачамсем. Ӗмӗрлӗхе астуса юлӑр: эсир мана кирек хӑҫан та пурне те каласа пама пултаратӑр. Хурлӑхлине те, киревсӗррине те. Эп сире итлеп те мӗн тумаллине пӗрле сӳтсе явӑпӑр. Вӑрҫмас сире. Юрать-и?
– Юрать, – килӗшрӗҫ ачасем.
– Кун пек пулсан ман каламалли пур, – Настя хӗрелсе кайрӗ. – Эпир день роджени чухне, м-м-м, это, эпӗ Тимӑна Шарик шӑммине тапма каланӑччӗ.
– Апла-и? Куратӑн-и, эп сана вӑрҫмас. Анчах манӑн пӗлес килет, мӗн тума?
– Мӗншӗн тесен, – малалла Тима калаҫрӗ, – эп вӗсене защищать тӑвасшӑн пулнӑ, анчах мӗнрен, пӗлмерӗм.
– Эх, ачамсем, ачамсем. Килӗр ман пата, ыталам сире.
– Мама, эс тӗнчере чи-чи лайӑххи, – савӑнса каларӗ Тима.
– Аха, эсӗ чи лайӑххи, – тепӗр хут каларӗ Настя.
– Папа та, – хушса хучӗ те Ксюша ашшӗне ҫаннинчен туртса ыталанакан купа патнелле туртрӗ.
Элек

Настьӑпа Ксюша урама тухрӗҫ. Картишӗнче аслӑрах хӗрачасем пуҫтарӑннӑ. Тӑвӑр ушкӑна ларнӑ та хайхискерсем тем пӑшӑлтатаҫҫӗ. Йӗкӗрешсем вӗсем патне пычӗҫ:

– Привет, мӗн тӑватӑр?

– Привет. Эсир ӑнланмастӑр, пӗчӗккӗ-ха халь.

– Ну каласа парӑр-ха!

– Кинори пек сплетничать тӑватпӑр.

– Чаплӑ. Вӑл мӗн тенине пӗлтерет?

– Ытти ҫынсем ҫинчен интереслӗ япала каласа пани.

– Эпир те синпе сплечи… Эпир те сирӗнпе, юрать-и?

– Курӑпӑр. Ну, мӗн те пулин каласа парӑр-ха, – сӗнчӗ Марина. Вӑл Тимофейпа пӗр класра вӗреннӗ, йӑмӑкӗсенчен ун ҫинчен мӗн те пулин пӗлме шанчӗ.

– М-м-м… Ӗнер эпир банан ҫирӗмӗр, – аса илчӗ Ксюша.

– Хӑвӑр ҫинчен калани – сплетни мар. Урӑх ҫын ҫинчен пулмалла вӑл. Лучше Тима ҫинчен мӗн те пулин каласа парӑр. Интересли, никам та пӗлменни.

– Унӑн никама та уҫма юраман ещӗк пур, – аса илчӗ Ксюша.

– Та-а-к. Шалта мӗн пур?

– Эпир пӗлместпӗр. Калатпӑр-ҫке, ӑна уҫма юрамаҫ.

– Ну, кун пекки интереслех мар. Эсир сплетничать тума пӗлместӗр, ун пек пулсан сирӗн те итлеме юрамасть, – хутшӑнчӗ Наташа, пуринчен те пӗр пуҫ ҫӳллӗрехскер.

– Кӗт-ха. Пӗлетпӗр, пӗлетпӗр, – сасартӑк аса илчӗ Настя. – Тима пӗчӗк чухне унӑн упа ҫури, ну, мягкий игрушка, пулнӑ. Халь те пур, кравать ҫинче выртать.

– О, пит аван, – ҫинҫе саспа каларӗ Марина.

Настьӑпа Ксюшӑна юлма ирӗк пачӗҫ. Аслӑраххисенчен вӗсем юлашки хыпарсене пӗлчӗҫ. Ҫав тери кӑсӑклӑ пулчӗ. Тепре тӗл пуличчен Настьӑпа Ксюша мӗн те пулин кам ҫинчен те пулин пӗлсе хума сӑмах пачӗҫ.

– Ӗҫсем мӗнле? – яланхи пекех ыйтрӗ мама каҫхи апат вӑхӑтӗнче.

– Пит лайӑх, – кулса илчӗ Настя.

– Эпир халь, мӗн, слепничать тума пӗлетпӗр, Маринӑпа ыттисем вӗрентрӗҫ, – хушса хучӗ Ксюша.

– Мӗн вара ку?

– Эс пӗлместӗн-и? Халех сана вӗрентетпӗр. Эпир сана мӗн пӗлнине каласа паратпӑр, эс те пире кам ҫинчен те пулин калан.

– Э-э-э, сплетничать тума-и?

– Аха, йывӑр сӑмах ку.

– Ну, тӗлӗнтерӗр мана.

– Алина качча тухнине илтнӗ эпӗ, – пӗлтерчӗ Ксюша. – Халӗ эс пире мӗн те пулин каласа пар.

Кунта папа пӗр япала ӑнланчӗ, ҫавӑнпа та ыйтрӗ:

– Эсир вара Маринӑна мӗн каласа патӑр?

– Нимех те мар. Эпир Тимӑн мягкий игрушка пурри ҫинчен каларӑмӑр.

Тима сӗтел хушшинчен тухрӗ те спальньӑна хыттӑн пусса утрӗ.

– Ӑҫта каян? – ыйтрӗ мама.

– Минтер ӑшне кӑшкӑрап кайса. Мӗншӗн-ха мана ку?

– Ӳссе ҫитсен ӑнланан, – терӗ мама.
Портфельсем
«Вот-вот-вот, ан хусканӑр», – папа ачасене пӳрт умӗнче ӳкерет. Паян хӗрачасем пӗрремӗш класа каяҫҫӗ, Тимофей вара виҫҫӗмӗшӗнчен тӳрех пиллӗкмӗш класа куҫрӗ (ун чухне тӑваттӑмӗшне сиктеретчӗҫ). Вӑл хура шӑлавар тӑхӑннӑ, шурӑ кӗпине кӑларса янӑ кӑҫал. Ҫӗнӗ хура тӗслӗ рюкзакне пӗр хулпуҫҫи ҫине ҫеҫ ҫаккаланӑ, мӗншӗн тесен пӗчӗккӗ мар ӗнтӗ вӑл. Настьӑпа Ксюшӑна вара шурӑ блузкӑпа хура юбка, хура лак витнӗ туфли тӑхӑнтарнӑ. Уяв валли чечек ҫеҫ ҫитмест, ӑна татма кукамайпа кукаҫи патне утрӗҫ те.
Кукамай астрӑпа гладиолус татрӗ. Вӑл мӑнукӗсемпе пӗрле шкула кайма мӗн пурринчен чи лайӑххине суйласа тӑхӑнчӗ. Кукамай кашни вӗренекене ҫӗршер тенкӗ пачӗ. Ачасем малтан, йӑлине пӗлсе, укҫана йышӑнмарӗҫ, кайран ҫапах та илчӗҫ лайӑх вӗренме сӑмах парса. Кукаҫи пиллӗксем сунчӗ. «Виҫҫӗ илсен… Вӑл та нимех те мар, ку та патшалӑх палли», – лӑплантарчӗ вӑл. Калинкке умӗнче кукаҫи мӑнукӗсене ыталарӗ, кун лайӑх ирттӗр тесе сунчӗ.
Настьӑпа Ксюша класа кӗчӗҫ. «Пӑх-ха, эпир кунта пурте йӗкӗрешсем», – кӑтартрӗ Ксюша хӗрачасем ҫине: пӗрпек тимӗр ҫаклатмаллиллӗ хӑмӑр сумккасене ача садӗнчен вӗренсе тухнӑ чухне парнеленӗ вӗсене. Надьӑпа Машӑн ҫеҫ портфелӗсем урӑхла – вӗсем сада ҫӳремен. Надя Кивӗ Тутайкассинче пурӑннӑ, Маша вара вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ҫеҫ Кӑнара куҫcа килнӗ.
Арҫын ачасен пурин те пӗр пек кӑвак портфельсем. Хӑйсем вара, шурӑ кӗпепе пиншак тӑхӑннӑскерсем, лапсӑркка пек. Хӑнӑхманнипе вӗсем пӗрре ӗнсине хыҫса илеҫҫӗ, тепре шӑлаварне туртаҫҫӗ.
Линейка шкул картишӗнче иртрӗ. Пӗрремӗш класс ачисем вӗренсе хунӑ юррисене юрларӗҫ. Директор нумайччен ӑнланмалла мар сӑмах каларӗ. Хӗвел хӗртет. Пӗр ачи тӑнсӑр пулса ӳкрӗ, ӑна тӑна кӗртрӗҫ. Папа анасласа кайнӑ вӗренекенсене ӳкерчӗ. Вӗсен аллинче чечексем шанаҫҫӗ. Вунпӗрмӗш класра вӗренекен пӗр ҫӳллӗ ача Надьӑна хулпуҫҫийӗ ҫине лартрӗ, вӗсем пӗрле шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарчӗҫ. Унтан кӑçалхи выпускниксем кӗвӗ ҫеммипе пӗрремӗш классене пӳлӗме ҫавӑтса кайрӗҫ.
Ачасем Анна Ивановнӑна чечексем парнелерӗҫ те парта хушшине ларчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ класс вӗҫне тӑчӗ. Анна Ивановна хӑйӗнпе паллаштарчӗ, ҫӗнӗ класа илнипе хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. «Эпӗ сире питӗ лайӑх ӑнланатӑп, ачасем. Ӗненетӗр-и, ӗненместӗр-и, эпӗ хам та сирӗнтен сахал мар хумханатӑп». Ку сӑмахсем Ксюша пуҫне кӗрсе юлчӗҫ.
Паллашнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш класа киле ячӗҫ. Чӑн-чӑн уроксем пулманнипе савӑнса вӗсем шкултан сирпӗнсе чупса тухрӗҫ.
– Халь ӑнланап, ма пысӑккисем бантсем çыхмаҫҫӗ, – шухӑшланине каларӗ Ксюша.
– Аха, вӗсенчен пуҫ ыратать та, кӗҫтет те! – килӗшрӗ Настя.
– Мӗншӗн Анниванна ҫам пекех хумханать?
– Эс хӑв хумханман-и?
– Ҫу-у-к, пӗр пӗрчӗ те. Эс вара?
– Ҫу-у-к. Пӗр пӗрчӗн пӗчӗк пӗрчи чухлӗ те хумханман.
– Атя, Анниваннӑна ан хумхантӑр тесе пулӑшатпӑр. Ман план пур, – Ксюша аппӑшӗнчен тӗслӗх илсе шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклерӗ.
Тепӗр кунне хӗрачасем шкула иртерех килчӗҫ. Унччен Анна Ивановна класс уҫма тата датӑна доска ҫине ҫырса хума ӗлкӗрнӗ.
– Константиновсем? Ырӑ кун пултӑр. Ну, кам кам пулнине каласа парӑр.
– Эпӗ Настя, эп кантӑк енчен ларатӑп. Кунта Ксюша пулать.
– Настя, Ксюша, ӑнланмалла. Ку мӗн? (Настя аллинче йӑшӑлтатакан ҫеҫ мар, кушакла макӑракан сумкка.)
– Анниванна, эсир ӗнер хумханатӑр терӗр. Пирӗн кушак ҫӑвӑрланӑ, ҫурисене ниҫта хума ҫук. Эпир сире валли пӗрне илсе килтӗмӗр. Ӑна ачашласан, унпа вылясан хумханма та пӑрахатӑр.
Настя хура-шурӑ телей чӑмаккиллӗ хутаҫне уҫрӗ. Анна Ивановна малтан тӗлӗнчӗ, унтан тарӑхса кайрӗ, мӗншӗн тесен класра кушак ҫурипе урок ирттерме май ҫук. Кӗçех лӑпланчӗ... Унтан йӑл кулса илчӗ: «Мӗнле тимлӗ эсир!»
Виҫӗ урок хушши кушак ҫури сумкӑра е хӗрачасен аллинче ларчӗ. Вӗренекенсем, паллах, урок ҫинчен манса текех кушак ҫури ҫине пӑхрӗҫ. Пӗрремӗш вӗренӳ кунӗнче кушак ҫурисӗр пуҫне нимӗн те астуса юлмарӗҫ.
Тӑваттӑмӗш урок физкультура пулчӗ. Анна Ивановна Барсикпа ларма килӗшрӗ. Ачасем класа таврӑннӑ ҫӗре учитель текехрен кушак ҫурисӗр пурӑнма пултарайманнине ӑнланнӑ ӗнтӗ, ӑна киле илсе кайма шут тытнине пӗлтерчӗ.
Пӗрремӗш класс ачисем каллех стадиона кайрӗҫ. Вӗсем япаласене пӗр купана пӑрахса вышибалла выляма пуҫларӗҫ. Хырӑм выҫсан тин килӗсене саланчӗҫ.
Килте Настя зонтик тытнӑ хӗрача ӳкернӗ хӑмӑр портфельне уҫрӗ, унта Таня тетрачӗ выртать. Ксюшӑн зонтик тытнӑ хӗрача ӳкернӗ хӑмӑр портфелӗнче Ольӑн дневникӗ. Йӗкӗрешсем Оля патне шӑнкӑравларӗҫ, унӑн килӗнче вара Иринӑн зонтик тытнӑ хӗрача ӳкернӗ портфелӗ иккен. Иринӑн телефон килте пулман, ҫавӑнпа куна ыран сӳтсе явма шут тытрӗҫ.
Пӗрремӗш перемена вӑхӑтӗнче Анна Ивановна мӗн пулса иртнине пӗлсен пурне те портфелӗсем ҫине хӑйсен ячӗсене ҫырса хума ыйтрӗ. Шӑп та зонтик тытнӑ хӗрача ӳкерчӗкӗ айне кӑвак ручкӑпа пысӑккӑн ҫырмалла терӗ.
Мӑйӑр
Шкулти пӗремӗш канмалли кунне Константиновсем Кивӗ Тутайкасси вӑрманне мӑйӑр пуҫтарма кайрӗҫ. Папа Барон ятлӑ йыттине те пӗрле илчӗ: лешӗ вӑрманти шӑршӑсене уйӑрма вӗрентӗр, сунара каяс умӗн пӑртак уҫӑлтӑр тесе.
Вӑрманта нӳрӗ те уҫӑ шӑршӑ. Барон хӳрине выляткаласа тӗмcене шӑршласа ҫӳрерӗ. Пуринчен малтан Тимофей мӑйӑр асӑрхарӗ. «Ҫапла, тӗрӗс, малтан ҫӗртрине пуҫтармалла. Шӑтӑклисене ан илӗр, хуртлӑ вӗсем», – ӑнлантарчӗ мама. Настьӑпа Ксюша кам маларах тесе хӑйсен миххисене тултарчӗҫ, унтан вӗсене витрене пушатрӗҫ те малалла ӑмӑртрӗҫ. Мама ҫав вӑхӑтра кӑвайт юррисене юрларӗ. Тимофей пӗшкӗнсе йӑлӑхрӗ те ашшӗпе пӗрле мӑйӑра йывӑҫ ҫинчен пуҫтарма пуҫларӗ.
Киле ҫитрӗҫ, мӑйӑра типӗтме сарса хучӗҫ. Унтан ӑна икӗ пысӑк миххе пуҫтарса хучӗҫ. Ачасене мӑйӑра шӑлпа катма чарчӗҫ: кун валли ашшӗпе амӑшӗ ыхра имӗрмеллипе усӑ курмалла терӗҫ.
Хӗрачасене мӑйӑр питӗ килӗшрӗ. Пӗрре ларса вӗсем ӑна курас килми пуличченех ҫирӗҫ. Шӑп ҫав самантра вӗсен пуçне мӑйӑр сутас шухӑш пырса кӗчӗ те.
Пӗр кун та иртмерӗ, пӗтӗм пуҫламӑш шкулӗ хӗрачасен суту-илӗвӗ ҫинчен пӗлчӗ. Перемена вӑхӑтӗнче ачасем шкул картишне чупса тухса тупнӑ чул е кирпӗч катӑккипе туяннӑ мӑйӑра катрӗҫ. Ҫапла пӗр эрне иртрӗ.
Пӗр каҫ ҫемье залра «Поле чудес» курма пухӑннӑ. Кашни курмассерен Тима машин выляса илме ӗмӗтленни ҫинчен калатчӗ, вара кашнинчех ӑна папа лайӑх вӗренсен вӑл машинлӑх хӑй ӗҫлесе илме пултарни ҫинчен пӗлтеретчӗ. Хӑш чухне хӗрачасем вӑйӑ вӑхӑтӗнче ответне пӗлес тесе кукаҫи пате шӑнкӑравлатчӗҫ (кукаҫисем те ҫак передачӑна хаваслансах пӑхнӑ), хӑш чухне вӑл тӗрӗс хуравлатчӗ.
Вылякансем валли икӗ михӗ пекки йӑтса тухрӗҫ: пӗринче укҫа, тепринче сушка. Михӗсем! Кунта мама пӗр япала аса илчӗ. Вӑл рекламӑна кӗтсе илсе ыйтрӗ:
– Итлӗр-ха, мӑйӑр икӗ михччӗ. Эсир вӗсене хӑвӑрах ҫисе ятӑр пулсан, ку питӗ лайӑх мар.
– Ма? Мӑйӑр усӑллӑ вӗт, – ҫавӑнтах хуравлама пӗлчӗ Ксюша.
– Ну, итлӗр-ха. Эпир папӑпа ҫимен. Виҫӗ эрнелӗх икӗ михӗ – чипер мар ку.
– Эп почти ҫимен, – терӗ Тимофей.
– Эпир нумай ҫинӗ, питӗ нумай ҫинӗ, – аран илтӗнмелле каларӗ Настя.
– Тата кӑштах шкулта сутнӑ, – пуҫне усса хушса хучӗ Ксюша.
– Апла иккен. Эсир укҫипе мӗн тунӑ вара?
– Эпир кашни кунах арахис в кокосовой глазури илнӗ.
– Мӑйӑр туянма мӑйӑр сутрӑр-и?
– Илни тутлӑрах.
– Эп те пуҫтарнӑ, мана та укҫа парӑр, – тарӑхса каларӗ Тима.
– Эп те пуҫтарнӑ, – терӗ папа.
– Мана та ан манӑр, – хушрӗ мама.
Йӗкӗрешсем хӗрелсе кайрӗҫ, шӑпланчӗҫ: укҫине пӗтӗмпех тӑкакларӗҫ ӗнтӗ вӗсем. Куна мӗнле сӳтсе явмаллине кукамайранах ыйтмалла тесе шутларӗҫ хӗрачасем. Хуҫалӑхра вӑл пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла ҫинчен пурне те пӗлет, ахӑртнех, мӑйӑр ҫинчен те.
Тепӗр икӗ кунтан хӗрачасем амӑшӗ валли мӑйӑр тултарнӑ михӗ илсе пычӗҫ: «Кукамайпа уроксем хыҫҫӑн пуҫтарма ҫӳрерӗмӗр. Эпир урӑх сутмастпӑр. Кукамай каларӗ, пакшасем хӗлле валли мӑйӑр пуҫтарса хураҫҫӗ, терӗ. Ку пирӗн хӗлле валли запас пултӑр. Тима валли те, сан валли те, папа валли те».
Учительсем
Кӗрхи каникул пуҫланчӗ. Халь мӗнле пулмалла? Ирпе ҫичӗ сехетре вӑранма, килти ӗҫ тума, Анна Ивановнӑна итлеме тин хӑнӑхнӑччӗ, сасартӑк ни пӗрле вӗренекенсем, ни пурӑпа доска, ни кулмалӑх пулӑмсем ҫук.
Ирхине хӗрачасем пӗр-пӗрне мӑкӑль турӗҫ (Анна Ивановна ҫӳҫне ҫавӑн пек пуҫтарать) – ҫапла вӗсем учительле выляма шутласа кӑларчӗҫ. Вара пуҫланчӗ.
Ирхи апат ҫинӗ чухне йӗкӗрешсем ҫемьене васкатрӗҫ: «Хӑвӑртрах ҫийӗр, перемена кӗске. Мӗн хунине пурне те ҫисе ярӑр. Кам паян сӗтелсене шӑлать?»
Кӑнтӑрла вӗсем азбука вуларӗҫ, задачӑсем шутларӗҫ, диктант ҫырчӗҫ тата вӗренекенсене (пуканесене) паллӑсем лартрӗҫ. «Мӗнле намӑс мар сана, эпир ӑна вӗреннӗ-ҫке-ха! Ҫырса ан ил! Манӑн кайран паллӑна ҫурмалла лартса памалла-и?»
Кӑнтӑрлахи апата хӗрачасем кукаҫипе кукамӑшӗ патне кайрӗҫ. Яшкашӑн пиллӗк лартрӗҫ. Кукаҫи ӳкернӗ лашашӗн вӗсем тваттӑ плюспа пачӗҫ: «Ан кулян, кукаҫи, ку та патшалӑх палли».
Каҫхине йӗкӗрешсем амӑшне ӗҫрен кӗтсе илчӗҫ:
– Паян мӗн пур? – амӗшӗн сумкине кӗрсе кайрӗҫ. – Шоколад илтӗн-и?
– Ой, ҫок.
– Эс сӑмах патӑн вӗт!
– Маннӑ, хӗрсем. Пуҫран пӗтӗмпех тухса ӳкрӗ.
– Мантӑн-и? Пуҫа килте манмарӑн-и?
Мама кулса ячӗ, ҫапах та хӑйне хисеплеме хушрӗ. Хӗрачасем каҫару ыйтрӗҫ.
Унтан папа сарайӗнчен таврӑнчӗ. Алӑк урати урлӑ: «Эй, илӗр манран витрене», – тесе кӑшкӑрчӗ. Настя ӑна ҫапла хуравларӗ: «Тух та йӗркеллӗ кӗр тепӗр хут. Малтан «ырӑ кун пултӑр» темелле». Ксюша хушса каларӗ: «Сменка илсе килтӗн-и?»
Каҫхине хӗрачасем картла выляма ларчӗҫ.
– Теперь эп ҫӗнтереп, – тет Ксюша.
– «Теперь» мар, «хальхинче» темелле, – тӳрлетет ӑна Тимофей.
– Эс ҫав тери ӑслӑ пулсан, ман вырӑнна тӑр та урок ирттер, эп сан вырӑнна ларап та лӗх-лӗх кулса ларап!
Ҫакна илтсен мама кулса ячӗ. Ксюша ҫавӑнтах:
– Мӗн кулӑшли каларӑм-ха эпӗ? Каласа пар пурне те, пӗрле кулӑпӑр!
– Юрать, ҫитет выляса. Ак сире анраса кайиччен ыран валли ӗҫсем. Библиотекӑна кайӑр, хӑвӑр валли кӗнекесем илӗр. Пур ҫӗрте те килте пылесосить тӑвӑр.
– Тима вара? Мӗншӗн вӑл пылесосить тумаҫ? Ун мӗн, воспаление хитрости-и? Кам дежурный паян? Мӗншӗн доскана тасатман?
Ҫапла пӗр эрне иртрӗ. Унтан хӗрачасем шкула таврӑнчӗҫ.
Килька
«Хӗрачасем, эп сире уйӑрса лартам пуль», – ҫапла пуҫланчӗ иккӗмӗш чӗрӗк. Настьӑна Надьӑпа пӗрле, Ксюшӑна вара Машӑпа лартрӗҫ.
Пӗрремӗш урок вахӑтӗнче Настя, таҫта «камчаткӑра» лараканскер, пӗрмаях йӑмӑкӗ ҫинчен шухӑшларӗ, лешӗ вара аппӑшне курма текех хыҫала ҫаврӑнкаларӗ.
Перемена вӑхӑтӗнче йӗкӗрешсем уҫӑлма кулидора тухрӗҫ. Уйрӑлӑва тӳссе ирттерес тесе вӗсем урок вӑхӑтӗнче пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫырма шутласа кӑларчӗҫ.
«К-ран Настя валли
Паян обетра килька яшки ҫитереҫ. Эс ҫиен пулсан хӑв та килька пулан.
Н-ран Ксюша валли
Эс ху килька. Эп килька пулсан эс ман килька йикреш ха-ха-ха. Хӑртрах перимена пултӑрчӗ.
К-ран Настя валли
Хӑртрах киле каясчӗ. Д-ӑн ковта кавёр пек.
Н-ран Ксюша валли
Ха-ха-ха. Хо-хо-хо.
К-ран Настя валли
Аха. скучна. Атя кр нолик выляр».
Унтан урок вӗҫленчӗ. «Ҫитет записка ҫырса», – терӗ Ксюшӑна хыҫӗнче ларакан Максим. Иринӑпа Таня та почтальон пуласшӑн маррине пӗлтерчӗҫ.
Пысӑк перемена вӑхӑтӗнче пӗрле ларакан ҫӗнӗ кӳршӗ Настьӑна панулми сӗнчӗ.
– Ҫиетне? Ку сана.
– Пасиб, Надя. М-м-м, тутлӑ. Пин те ҫампеккисем пур, тата пылаккисем.
– Пирӗн кунпеккисем ҫеҫ.
– А-а-а. Эп ҫас килеп.
Настя Ксюша патне пычӗ, лешӗ Машӑн пеналне пӑхса ларать.
– Ҫисе пӑх, Ксюш, Надя панӑ панулмие.
– Йӳҫӗрех. О, Маш, симӗс ручкӑпа ҫырса пӑхма юрать-и?
Настя, йӑмӑкӗ ӑна тимлеменнишӗн хурланса хӑйӗн парти патне таврӑнчӗ. Унӑн «Раковые шейки» ятлӑ икӗ канфет пулнӑ. Вӑл Машӑпа калаҫакан Ксюша ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те пӗр канфетне Надьӑна пачӗ.
«Н-ран Ксюша валли
Халь сан ҫӗн тус пур......... Ну ладно вара. Эп вара Надьӑпа дружить тӑвап. Мана урӑх ан ҫыр.»
Запискӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Ксюша аппӑшӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те куҫӗсемпе тӗлӗннине кӑтартрӗ. Перемена вӑхӑтӗнче вӑл Настя патне пычӗ.
– Эс мӗн?
– Эп ним те мар, эс вара мӗн?
– Ма эс эпир урӑх туссем мар тесе шутлан?
– Эс халь Машӑна ытларах юратан-и-мӗн?
– Ҫок, эс мӗн? Эс вара Надьӑна ытларах юратан-и-мӗн?
– Надя ман йӑмӑк мар.
– Маша та ман аппа мар. Ну, мӗн эс, йӗкӗреш-килька?
– Ман санпа калаҫас килмеҫ-ха халь. Шутласа пӑхмалла.
Уроксем хыҫҫӑн Ксюша Машӑпа килелле утрӗ (лешсем ҫурла уйӑхӗнче кӳршӗри подъездри хваттере куҫнӑччӗ). Настьӑпа Надя пӗр пилӗк метр хыҫран юлса вӗсем хыҫҫӑн васкарӗҫ.
– Эс хӑҫан та пулин пӗччен пулан-и? Ну, Настьӑсӑр… – Маша ыйтрӗ Ксюшӑран.
– Кун ҫинчен нихҫан та шутламан. М-м-м… Вӑл яланах юнашар. Пӗччен юлнине астумас.
– Сирӗн пурте пӗр пек-и? Эсир шӑп та пӗр пек-и?
– Ну, пӗр пекех мар. Хӑш-пӗр чухне эпир расна. Настя пӑртак типтерсӗр.
– Ху эс типтерсӗр, типтерсӗр мар эп, – хыҫалтан хушса каларӗ Настя. Хуравласса кӗтмесӗрех вӑл малалла чупса кайрӗ.
Тепӗр сехетрен Тимофей киле таврӑнчӗ. Настя кухньӑра ларать, Ксюша спальнӑра. Тӗлӗнмелле.
– Насть, эсир вӑрҫӑннӑ-и?
– Вӑл ман йӑмӑк мар урӑх.
– Мӗн пулнӑ?
– Халь вӑл Машӑпа туслӑ.
– Вара мӗн?
– А эп?
– Ҫынӑн пӗр тус ҫеҫ пулма пултарать тесе шутлан-и эс? Пӗлетне, ман миҫе тус? Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ – чи лайӑххи тӑватӑ тус та ахаль туссем пур.
– Ман пайлас килмеҫ.
– Эсир, наоборот, леш тусне пӗрле пайлӑр.
– Аха, калама лайӑх. Пирӗн икӗ тус та-ха. Кун пек пулсан, мӗнле пайлас?
– Кашнине ҫурмалла.
– О-о-о. Ӑнлантӑм.
Настя именнӗ пек пулса спальнӑна утрӗ.
– Ксюш, эп шутларӑм та, халь ман санпа калаҫас килет. Эс ман йӗкӗреш-килька пулатни?
– Мӗн пулать-ха мана уншӑн?
– Ним те пулмаҫ.
– М-м-м. Ну ладно. Асту, хӑвӑн туфльӑран ан такӑн, типтерсӗр ача.
Тепӗр кунне Настьӑпа Ксюша шкула тӑватӑ канфет тата тӑватӑ панулми илсе кайрӗҫ.
Тимӗр шапа
Вадим пичче, папӑн хулара пурӑнакан тусӗ, тимӗр шапа туянчӗ. Унӑн ачисем, шел те, ҫав кичем чӗрчунпа часах интересленме пӑрахрӗҫ. Тимӗр шапашӑн вара, тӗрӗссипе каласан, ун ҫинчен ҫемйи мӗн шухӑшлани пӗрех пулнӑ: вӑл ҫинӗ те ҫывӑрнӑ, хӑш чухне таҫталла ерипен утнӑ. Ҫак выльӑха мӗншӗн тӑрантарнине ӑнланмасӑр Вадим пичче Константиновсене тимӗр шапана хӑйсем патне илме сӗнчӗ. Папа вара, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнипе тата кӑсӑкланнипе, ҫавӑн пек турӗ те.
– Пӑхӑр-ха, мӗн илсе килтӗм! – алӑкран кӑшкӑрчӗ папа.
– Канфетсем? Мороженӑй?
– Ҫок. Нихҫан та пӗлейместӗр.
– Фотосене распечатать турӑн-и?
– Ҫок.
Кунта папа сумкинчен тӗлӗнмелли чӗрчуна кӑларчӗ. Константиновсем ӑна малтан мультфильмсенче ҫеҫ курнӑ. Тимӗр шапи пысӑках мар: пур урисемпе те пӗр турилкке ҫине вырнаҫма пултарӗччӗ. Панцирӗ ҫинче тӑваткалсем ӳкернӗ пек. Урисене шӑл пеккипе витнӗ пек, чӗрнисем вӑрӑм. Пуҫне вӑл пӗрмаях хӑйӗн пӳртне пытарать. Ама-и вӑл, аҫа-и, никам та пӗлмен, ҫавӑнпа та ку япалана ахаль чухласа Глаша тесе ят пачӗҫ.
– Хҫан тухать вара вӑл пӳртӗнчен? – ыйтрӗ Ксюша. Кунта, паллах, Настя хӑйӗн шӗвӗр пӳрнипе яланхи пекех тупӑнчӗ. Вӑл купӑста ҫулҫи илсе килчӗ те ӑна Глаша умне хучӗ, шӑпланса ларса тимӗр шапа хыҫне тӑчӗ. Лешӗ апат патне шуса пычӗ, пуҫне кӑларчӗ те пӗр татӑкне шатӑртаттарса ҫыртса илчӗ.
– О-о-о, – тӗлӗнчӗҫ мама, папа, Тима тата Ксюша Глашӑна хӑратса.
– Шӑпрах эсир, вӑл пинрен хӑрать, ҫампа пӳртӗнчен тухмаҫ.
Ҫемье тата пилӗк минут ним чӗнмесӗр ларчӗ, унтан мама кухньӑна кайрӗ. Настьӑн тимӗр шапа пӳртӗнчен тухнине питӗ курас килчӗ. Вӑл ӑна алла илчӗ те пур енчен те пӑхкалама пуҫларӗ. Авӑ мӗн! Урисемпе мӑйӗ панцирь ҫумне тачӑ ҫыпӑҫтарса хунӑ пек иккен.
– Мам, пире мӗн, суяҫҫӗ-и? Мӗншӗн мультикра черепахӑсем панцирӗнчен тухма пултараҫҫӗ, пирӗнни вара тухаймаҫ? Тата мӗн ҫинчен пире суяҫ?
– Эсӗ, ачам, ку ыйтупа кукаҫи патне кай. Вӑл пӗтӗмпех пӗлет.
Хӗрачасем Глашӑна пӑрахса хӑварса кукаҫисем патне васкарӗҫ, вӗсен Пысӑк совет энциклопедийӗ пур, унсӑр пуҫне тата ҫӗр-ҫӗр кӗнеке пуль.
– Кукаҫи, кала-ха, страуссем хӑранӑ чухне пуҫне хӑйӑр ӑшне пытараҫ-и?
– Ҫук пуль, вӗсем хӑрушлӑхран питӗ хӑвӑрт тараҫ пуль тесе шутлап.
– Вот это да! Кукаҫи, вӑкӑрсем вара хӗрлӗ тӗсе пит юратмаҫҫӗ-и?
– Вӗсем тӗсе юратманни мар кунта. Ҫынсем вӗсен пит-куҫӗ умӗнче тутӑр таткипе унталла-кунталла хӑлаҫлани уртарать. Эпӗ те ҫавнах тунӑ пулсан, ак капла, ак капла, эсир те урса кайнӑ пулӑттӑр.
– Ай, кукаҫи, чарӑн, чарӑн. Чӑнах та уртарать. Чӗрӗпсем вара чӑнах та панулмие ҫурӑм ҫинче хурса шӑтӑкне сӗтреҫҫӗ-и хӗлле валли?
– Вӗсем панулми те ҫиме пултараҫ та-ха, анчах ытларах вӗсене хурт-кӑпшанкӑ ҫиме килӗшет. Хӗлле вара чӗрӗпсем упасем пекех ҫывӑраҫ, вӗсене панулми саппасӗ кирлӗ те мар.
Хӗрачасем пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗҫ. Вӗсем мультфильмран тата мӗн пӗлнине аса илме тӑрӑшрӗҫ.
– Кукаҫи, шӑшисем чӑнах та сыр юратаҫ-и?
– Вӗсем, паллах, сыр та ҫиме пултараҫ, анчах пуринчен ытла тырӑ тата улма-ҫырла юратаҫ.
– Ма вара мультикӑра пӗтӗмпех урӑхла кӑтартаҫ?
– Кӑна эп пӗлмес, анчах сире ҫакна каласшӑн. Астуса юлӑр: «Шанасса шан, анчах тӗрӗсле».
– Шанасса шан, анчах тӗрӗсле. Ӑнланмалла. Кун пек пулсан, эсӗ каланине эпир мӗнле тӗрӗслеме пултаратпӑр?
– Маттур, Ксюша, эпӗ мӗн ҫинчен каланине тӳрех ӑнлантӑн. Акӑ, пӑх. Ку энциклопеди. Сӑмахран, эпӗ тӗвен пӗр курпун тетӗп, эсир ӗненместӗр. Мӗнле сӑмах шырамалла? Тӗрӗс, тӗве, верблюд. Пур сӑмаха та алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Верблюд – «В» «А» тата «Б» сас паллисем хыҫҫӑн пулать. Унтан иккӗмӗш сас паллие, «е» шыратпӑр. Акӑ, тархасшӑн, «Верблюд». Вулӑр, тӗрӗслӗр.
Пӗлес килет
Настьӑпа Ксюша хӑнана ҫӳреме юратнӑ. Пӗррехинче вӗсем подъезд умӗнче сак ҫине ларчӗҫ те хӑйсен домӗнче мӗн чухлӗ хваттерте пулса курнине шутлама пуҫларӗҫ. Унта… Пулнӑ. Унта та, унта та... Ефремов пенсионерсем патне нихӑҫан та кайса курман, мӗншӗн тесен вӗсен ачисемпе мӑнукӗсем хулара пурӑнаҫҫӗ.
– Знакомовсем! Вӗсем панче пулман. Маша патне килти ӗҫ ыйтма кайнӑ чухне коридорне ҫех курнӑччӗ.
– Атя вӗсем патне! – шутласа хучӗ Настя.
– Мӗншӗн? Лайӑх мар пек.
– Атя вара! Вӗсем мӗнле пурӑннине пӗлес килет вӗт. Унпа пӗр парта хушшинче ларан-ҫке, сан юрать ун патне кайма.
– Юрать. Куда идем мы с Пятачком?
– Большой-большой секрет!
Йӗкӗрешсем шаккарӗҫ. Алӑка Машшӑн асламӑшӗ уҫрӗ. Настя ҫавӑнтах коридорта пысӑк шурӑ чечеклӗ кӑвак обойсене курчӗ, чечеккисем хурт-кӑпшанкӑ е ҫерҫи те ҫӑтса яма пултаракан хӑрушӑ чӗрчунсем пекех.
– Здрасьте, Маша килте-и?
– Килте.
– Сирӗн патӑрта выляма юрать-и?
– Ну кӗрӗр. Урусене подъездра ан хывӑр, сивӗ вӗт.
Хӗрачасем алӑк урати урлӑ ярса пусрӗҫ те пушмакӗсене алӑк патӗнче хыврӗҫ. Вӗсене зала ӑсатрӗҫ. Так, телевизор пирӗнни пек. Видеомагнитофон ҫук вӗсен. Креслӑсем тем пысӑкӑш, ҫемҫе пек. Маша хӑй куҫне ӗненмерӗ: ҫак икӗ тӗлӗнтермӗш пушмак-пальтосӑр тӑра параҫҫӗ. Ун килӗнче. Ун залӗнче!!!
– Эсир мӗн, килти ӗҫ ыйтма килтӗр-и?
– Ҫук, выляма.
– А-а-а… – тӗлӗннӗ Маша телевизор сӳнтерме тӑчӗ. – Мӗн тӑватпӑр?
– Карт пур-и сан? Ухмахла выляма пулать.
Настя ыйтмасӑрах диван ҫине ларчӗ: «Эсир кунта ҫывратӑр-и?» Ҫапла тет, вара кашни ир вӗсем диванне каялла пуҫтарса хураҫҫӗ. Кашни кун пуҫтарасси мӗн чул ӗҫ! Так. Сервант пирӗнни пекрех, только вӗсен хрусталь ытларах. Картина ҫинче чечек, панулми тата груша, кушак ҫурипе календарь. Стена ҫинче пирӗнни пек часы. Сӗтел, пукан пуринни пекки. Урайӗнче ковер. Ӑнланмалла.
Хӗрачасем кашни пӗр хут та пулин выляса иличчен картла вылярӗҫ. Унтан вӗсене икерчӗ шӑрши вӑйӑ ҫинчен мантарчӗ. Хӗрачасене сӗтел патне чӗнсен, вӗсем питӗ савӑнчӗҫ.
Симӗс кафель, газ плитти. Сӑрӑ-шурӑ кухонный гарнитур. Занавескӑсем. Пурте пирӗн патӗнчи пекрех. Ку чайный набор питӗ хитре вара! Оранжевый тӗслӗ, шурӑ ҫаврашкасемпе. Ҫиессе вӗсем малина варенийӗ мар, хурлӑханран тунине ҫиеҫ. Вӑл тытӑннӑ пек, желе пулса тӑнӑ.
Хӗрачасем варенипе виҫшер икерчӗ ҫирӗҫ те тӑранчӗҫ. Тоня аппа хӑнасене: «Сире мами шырать пуль. Каҫхи апат вӑхӑчӗ те ҫывхарса пырать. Уроксене вӗренсе хутӑр-и?» – терӗ. Хӗрачасем систерсе каланине ӑнланчӗҫ: вӗсем куна унччен такам патӗнче хӑнара илтнӗччӗ-ха. Пушмаксене тӑхӑннӑ чухне Ксюша Машӑна ҫапла каларӗ: «Эс те пин патне хӑнана пыр, пирӗн черепаха пур». Сывпуллашсан хӗрачасем киле кайрӗҫ.
– Мӗнле шутлан, Маша пирӗн пата килет-и?
– Тепӗр хут чӗнсен килет ӗнте. Кам пӗрре каланӑ хыҫҫӑн килӗшет?
– Вӗсен спальня мӗнлерех-ши?
– Тепре кайсан пӗлетпӗр. Ну, занавескӑсем вӗсен кӑваккине халех калама пултарап. Ак, пӑх. Ой, Маша пире кантӑкран аллипе сулчӗ. Привет!
Чӗлхесем
Ачасем ялан тенӗ пекех шкула пӗрремӗш урокччен пӗр ҫур сехет маларах килетчӗҫ. Калаҫса татӑлма, хӑш-пӗрине ҫырса илме, доска ҫинче ӳкерме вӑхӑт пулнӑ кун пек.
– Эп английский вӗрентӗм, – тӗлӗнтерчӗ паян Настя пӗрле вӗренекенсене. – Пичче ӑна вӗренет, мана та вӗрентрӗ. Эй-би-си-и-эф-джи... Тата ытти те. Ак, ыйтӑр манран мӗнле те пулин сӑмах, эп ӑна сирӗн валли ҫырса парап.
– Ну, сӗт пултӑр.
Настя пурӑпа MOLOKO тесе ҫырса хучӗ. Унтан, ыйтнипе, тата темиҫе сӑмах тата предложени ҫырчӗ: SOBAKA, BEREZА, LES. YA IZ KONAR.
Кунта Максим та хӑй мӗн пӗлнине каласа пама шут тытрӗ:
– Вара мӗн, мана пичче кирпӗч чӗлхи ҫинчен каласа пачӗ. Ун ҫинчен пӗлекенсем ҫеҫ ӑнланакан чӗлхе вӑл. Например, «шкосоласа» вӑл – «шкул». Мӗн те пулин калӑр мана, эпӗ кирпичныйла калап. «Эпса Масаксисим. Эсесисир масанаса ӑнсалансамассатӑрса». Ӑнланмалла-и? «Са», «су», «си» хушмалла, вара пире никам та ӑнланаймаҫ.
Кун хушшинче кирпӗч чӗлхи сарӑлнӑҫемӗн сарӑлчӗ. «Эссе усухмахса!» – «Хӑвса ҫамсапексе». Ачасем эхӗлтетсе кулчӗҫ, мӗншӗн тесен сӑмахӗсем ют чӗлхе евӗр илтӗнме пуҫларӗҫ. Ҫитменнине тата кун пек хӑш-пӗр япаласене Анна Ивановна умӗнчех калама пулнӑ. «Асаннаса Исивасаносавнаса писиресе ӑнсалансамаҫса». «Эсепӗсе кисилтиси ӗсеҫесе ҫырсасаса (хи-хи) илсенӗсе». «Вӑлса пинсе ҫисенесе пӑсахатьса. Вӑлса урсасаса кайсарӗсӗ пусуласса».
«Сы» та «са» перемена вӑхӑтӗнче сывлӑшра унталла-кунталла вӗҫрӗҫ пӗр вӗренекенрен тепӗр вӗренекен патне. Максим вара калама ҫук хӗрсе кайрӗ те урок вӑхӑтӗнче: «Эпсе пӗлсемессе!» – тесе хуравларӗ. Кунта Анна Ивановна тӳсеймерӗ: «Эсесирсе мӗнсе тесесесе шусутласатӑрса, эсепӗсе сисиресе ӑнсалансамасса, тесетӗрсе-исе? Эсепӗсе тесе пӗсечӗксе пусулнӑса. Часарӑсанӑрса! Чисиперсе касаласаҫӑрса, юсурасать-и?»
Кирпӗч чӗлхи майӗпен манӑҫа юлчӗ, анчах та Анна Ивановнӑна пула калаҫура «юсурасать» юлчӗ.
Ӳпле
Папӑпа мама Шупашкара театра кайрӗҫ. Ачасем вара кукамайпа кукаҫи патне ҫӗр каҫма пычӗҫ. Вӗсем тӗплӗн хатӗрленчӗҫ: Тима хӑйпе пӗрле тетрис илсе пычӗ, Настя – плеер, Ксюша – ӳкермелли альбом тата кӑранташсем.
Пӳрте кӗрсенех кукамӑшӗ мӑнукӗсене сӗтел хушшине чӗнчӗ. Вӗсем кавӑнпа тулӑ пӑтти ҫирӗҫ. Тимӑн тата какай ҫиес килчӗ, ҫавӑнпа та кукамай сӗтел ҫине холодец лартрӗ. Чӗтрекен апата ҫиес килмерӗ арҫын ачан. Вара кукамай тепӗр кун беляш пӗҫерме сӑмах пачӗ, анчах ачасем ӑна пулӑшма килӗшсен кӑна. Унтан кукамай килти ирӗлтнӗ панулмие сӗтел ҫине лартса пачӗ. Улмисем хӑмӑр, пӑхсан ҫӗрнӗ пекех, ҫавӑнпа та ачасем куна ҫиме килӗшмерӗҫ. «Мами сире мӗнле тӑрантса пӗтерет?» – кӑмӑлсӑр каларӗ кукамай. Ун вырӑнне ачасем ҫупа тата пылпа сӗрнӗ батона пӗр самантрах ҫӑтса ячӗҫ те пӳлӗмсем тӑрӑх саланчӗҫ. Кукамай вара кухньӑра чуста ҫӑрма юлчӗ.
Тима телевизор пӑхасшӑн пулчӗ, анчах ӑна пӑхма кукаҫи маларах ларнӑ. Вӑл, яланхи пекех, кичем передачӑсем кӑна пӑхнӑ. Тима кукашшӗ ҫине кӳренчӗ те тетрисла выляма пуҫларӗ.
«Снегири-негири улетают-тают-тают», – спальнӑра юрлать та ташлать наушник тӑхӑннӑ Настя. «Снегири-негири», – юрлать залра Ксюша чаплӑ тумлӑ хӗрачана ӳкерсе. Сасартӑк вӑл шухӑша путрӗ, унтан ыйтрӗ: «Кукаҫи, «негири» тени мӗне пӗлтерет?» Лешӗ аптрарӗ, тупмалли юмахсем питӗ юратнӑ та-ха вӑл. Пӗр сӑмах каламасӑр вӑл ҫавӑнтах совет энциклопедийӗн «Н» саспаллийӗ патне утрӗ.
– Кун пек сӑмах ҫук, эс ӑна ӑҫта илтнӗ?
– Юрӑра, «Снегири-негири улетают-тают-тают»…
– Шухӑшласа пӑхмалла.
Кукаҫи ларчӗ кӑна, сасартӑк ӑнланса илчӗ:
– Э, ку негири мар, «не» тата «гири» вӗт. Уйӑпсем кире пуканӗ мар та, ҫавӑнпа та вӗҫсе каяҫ. Вӗҫсе каяҫсӗ те ирӗлеҫҫӗ, хӗвел ӑшшипе пуль. Ну хальхи юрӑсем вара, сая пӗлтерӗшсӗр!
Ксюша хуравӗпе кӑмӑллӑ юлчӗ.
Плеерта батарейка ларчӗ, халӗ вара Настьӑн тем тумалла. Вӑл Ксюшӑпа Тимӑна спальнӑра ӳпле тума сӗнчӗ, кукамайран та ирӗк илчӗ. Куна тума пукансем, ҫитӗ, минтер, кравать хыҫӗ юрӑхлӑ пулчӗҫ. Ӳпле тӑвӑртарах пулса тухрӗ: виҫҫӗшӗ аран-аран вырнаҫрӗҫ. Кун пек пулсан та, вӑл хӑтлӑ та тӗттӗм пулчӗ.
– Эп пӗлеп. Халех таврӑнап, – терӗ те Тима ӳплерен васкаса тухрӗ. Каялла вара кукашшӗн хунарӗпе таврӑнчӗ.
– О-о-о! – тӗлӗнчӗҫ йӗкӗрешсем.
– Халь мӗн? Мӗн тӑватпӑр халь?
– Ларатпӑр кунта. Эпир ҫӑлӑнса юлнӑ пек, ку пирӗн убежище пек, – каланӑ май шухшласа кӑларчӗ Тима.
– Халь вара?
– Халь те ҫампекех.
– Халь вара?
– М-м-м. Ну, йӑлӑхтаратӑр эсир. Атьӑр хӑратмаллисем каласа паратпӑр.
– Ай, хӑратать, кирлӗ мар! – хӑраса ӳкрӗ Ксюша.
– Атя, каласа пар! – савӑнчӗ Настя.
– Юрать. Итлӗр.
Пӗр хуп-хура ҫӗршывра хуп-хура хула пур. Ҫак хуп-хура хулара хуп-хура урам пур. Ҫак хуп-хура урамра хуп-хура ҫурт пур. Ҫак хуп-хура ҫурт патӗнче хуп-хура юман ӳсет. Ҫак хуп-хура юман ҫинче икӗ ҫын ларать. Пӗри теприне калать…
– А-а-а! – кӑшкӑрса ячӗҫ хӗрачасем.
– Ну, кукамай, вӗҫемпех пӑсса хутӑн! – пӑшӑрханчӗ Тима. Кукамай апчху турӗ иккен. Кашниех хӑраса ӳкме пултарӗччӗ, вӑл хулӑн арҫын сассипе апчхулатать та-ха.
Вӗҫне каласа пӗтерме килӗшмерӗ Тима. Мӗн те пулин пуласран хӑраса ӳкнӗ хӗрачасем вара ҫывӑрма выртнӑ чухне утиял айӗнчен урисем тухса ан тӑччӑр тесе питӗ лайӑххӑн витӗнчӗҫ.