ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.13K subscribers
12.8K photos
1.11K videos
3 files
385 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр. Хыпарсем пулсан çырăр: @Andreich07
Download Telegram
❗️Агроном канашĕ.

Хăяр валли вĕлтĕренрен «утиял» хатĕрлеме пулать.

Ÿсен-тăрана /çулçине те, тунине те/ татса ытла вĕтех мар вакламалла. Хăяр йăранĕ çине тĕмсем йĕри-тавра мульча пек сарса тухмалла.

Хĕвел, нÿрĕк, çил, микроорганизмсен витĕмĕпе çĕрнĕ май вĕлтĕренрен хăяра усăллă япаласем куçаççĕ. Çав вăхăтрах мульча çĕре, ÿсен-тăранăн тымарне типсе каясран, йăлмака /слизень/, хурт-кăпшанкă ересрен упрать. Тăпрана минералсемпе пуянлатнă май унăн тытăмне лайăхлатать.
❗️ Роза Шевлепи çыравçă пурăннă çурт (Ленин пр., 21 çурт) çине асăну хăми вырнаçтарнă.

Роза Ильина-Юхма чăваш литературишĕн сахал мар ĕç тунă. Вăл ачасем валли те, аслисем валли те çырнă. Унăн хайлавĕсене нимĕç, турккă, удмурт, мари, тутар, азербайджан тата ытти чĕлхене куçарнă. Педагог, прозаик, поэт, публицист, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çĕрпÿ районĕн хисеплĕ çынни…
❗️Александр Пушкинăн сăввисем чăвашла янăраççĕ.

Вырăссен паллă поэчĕ Александр Пушкин çуралнăранпа кăçал 225 çул çитет. Çавна май Чăваш кĕнеке издательствинче Александр Пушкинăн «Я помню чудное мгновенье… Асрах асамĕ çав самантăн…» сăвă пуххи пичетленсе тухрĕ. Ăна хатĕрлекенĕ тата чăвашла куçараканĕ – Василий Кервен поэт.

Кĕнекене А.С. Пушкинăн суйласа илнĕ сăввисемпе «Евгений Онегин» сăвăлла романĕнчи пейзаж çаврăмĕсем кĕнĕ.
❗️Уҫӑ тӳпе айӗнчех – музей.

Шупашкарти Хусанкай урамӗнче пурӑнакан Сергей Злобин картишре ҫакӑн пек илемлӗ экспонатсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсене вӑл 30 ҫул каяллах хатӗрлеме пуҫланӑ. Халӗ вара иртен-ҫӳрен курса савӑнать.

Питӗ хӑйне евӗрлӗ, ҫапла-и?
💢Аркадий Русаковăн «Турхан сăмахĕ» кĕнеки вулакан патне çитнĕ

Çак хайлав – Чăваш кĕнеке издательстви ирттернĕ «Чăваш романĕ» конкурсăн пĕрремĕш çаврăмĕн (2022) çĕнтерÿçи. Кăларăм нумаях пулмасть пичетленсе тухнă.

Истори романĕ XVI ĕмĕр вĕçĕ – XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш халăх пурнăçĕпе ытарлăн паллаштарать. Автор историре чăнласах пулнă çынсене асăнать пулин те вĕсем тĕп вырăнта тăмаççĕ, самана хăй евĕрлĕхне тата пурнăç сулăнкисене чăваш ялĕ – Улатăр уесĕ шайĕнчи сăнарсемпе уçса панă.

📚«Чăваш романĕ» конкурс малалла тăсăлать. Çыравçăсенчен сюжечĕпе кăткăс, шухăшĕпе тарăн хайлавсем кĕтеççĕ.
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, вырӑн -вырӑнпа ҫумӑр ҫӑвать.

Сывлӑш температури +20 градусран пуҫласа +25 градус таран пулать.

Ҫил хӗвел тухӑҫӗнчен ҫеккунтра 3- 5 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 749 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 78 %