❗️ Халăх календарĕпе паян Евтук кунӗ.
▶️ Паянхи кун ҫӗр улмине чӗрме (ҫырма) тухнӑ. Евтук кунӗнче чӗрсен ӳсен тӑран парка хунать тенӗ.
▶️ Палламан ҫынсене шанмалла мар паян. Улталанасси, ӳкӗнесси пулӗ.
▶️ Аякри ҫула тухма сӗнмеҫҫӗ паянхи кун.
✅Халӑх сӑнанинчен:
- Евтук кунӗнче ҫурҫӗр ҫилӗсем вӗреҫҫӗ - ҫӑвӗпех ҫиллӗ кунсем пулӗҫ.
- Улатакка сасси илтӗнсен кӗҫех ҫумӑр ҫӑвать.
- Сысна ҫӗр чавать, шӑтӑк тӑвать - ҫулла шӑрӑх пулать.
✅ Афанасий, Евдокия, Адриан, Степан ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.
✅ Ҫӗнӗ куна ырӑ шухăш-кӑмӑлпа пуҫлар. Савӑк кӑмӑл пур ӗҫре те пулӑшса пытӑр!

❗Çимĕкчен масарсене тасатса тирпейлеме хушнӑ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
✅ Сӑваплӑ асӑну кунӗсем умӗн масарсем вырнаçнă лаптӑксене сăвăсран, варăмтунаран тата ытти сиен хурт-кăпшанкăран ятарлă хими им-çамĕпе сапса тухма сӗннӗ.

❗Чăваш спортсменĕсем Атăлçи федераци округĕнчи ăмӑртуран 9 медальпе таврăннӑ.
✅ Хусанта ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе Атăлçи федераци округĕн ăмӑртăвӗ иртнĕ. Унта 25 çултан çамрăкрах спортсменсем вăй виçнĕ. Пирĕн республика ушкăнĕ 1 ылтăнпа, 4 кĕмӗлпе, 4 бронза медальпе савăнтарнă!
✅ Ылтăн медале Арсений Сергеев тивĕҫнĕ.
Егор Смирнов, Кирилл Бахметьев, Даниил Махмутов тата Семен Калинин пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă.
Павел Зайцев, Евгений Павлов, Кирилл Порфирьевич тата Дени Арсанукаев бронза медальсемпе савӑнтарнă.

❗️Чăваш кĕнекисем – Мускаври Хĕрлĕ тÿремре.
Çĕртме уйăхĕн 2-6-мĕшĕсенче çĕршывăн тĕп хулинче «Хĕрлĕ тÿрем» кĕнеке фестивалĕ 9-мĕш хутчен иртĕ. Унта Раççейри 400 яхăн издательствăпа пĕрле Чăваш кĕнеке издательстви те хутшăнĕ. Вăл вулакансене «Раççей регионĕсем» 16-мĕш чатăрта кĕтĕ.
Пĕтĕмпе 150 тӗрлӗ кĕнеке илсе кайма палăртнă. Фестиваль кашни кунах 10 сехетре ĕçлеме тытăнĕ. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче вăл 22 сехетре ĕçне вĕçлĕ, 3-4-мĕшĕсенче – 22 сехет те 30 минутра, 5-6-мĕшĕсенче вара – 21 сехет те 30 минутра.

❗️Музейсем çуллахи вăхăтра мĕнле графикпе ĕçлесси паллă.
Чăваш тĕррин музейĕ çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен ытларикунтан кӗҫнерникунччен тата шӑматкунпа вырсарникун 10:00-18:00 сехетсенче ĕçлет. Эрнекунсерен – 12-рен 20 сехетчен. Тунтикун канать.
К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен тунтикунран эрнекунччен 10:00-18:00 сехетсенче ĕçлет. Шăматкунпа вырсарникун – кану кунĕсем.

❗️Çĕнĕ кĕнеке.
«Сухви сехмечĕсем» ятпа «Алран алла» ярăмри тăваттăмĕш кĕнеке пичетленсе тухнă. Малтанхи виççĕшĕпе («Инкеклĕ телей», «Йăкăнат авланать», «Виççе пайланнă ĕмĕр») вулакансем паллашса ĕлкĕрнĕ пулĕ.
Çĕнĕ кăларăма Григорий Лучăн, Петĕр Львовăн, Геннадий Мальцевăн, Виталий Енĕшĕн, Микиш Павăлĕн, Николай Мартыновăн, Юлия Силэмăн, Нелли Петровскаян калавĕсем тата Александр Угольниковăн повеçĕ кĕнĕ.
Г. Лучăн, П. Львовăн, Микиш Павăлĕн, Г. Мальцевăн, В. Енĕшĕн калавĕсенче шӳтлесе те юптарса калани сахал мар. Ю. Силэм, Н. Мартынов, Н. Петровская хайлавĕсене вуласан ирĕксĕрех шухăша путатăн.

❗️ Халăх календарĕпе паян Федот кунӗ.
▶️ Паянхи кун кил-ҫурт е урӑх пурлӑх уҫҫисемпе асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫухатас хӑрушлӑх пур. Ҫынна пама та юрамасть - унсӑрӑн ҫурта инкек килет тенӗ.
▶️ Хӗр упраҫӑн тата хусах каччӑсен Паянхи каҫ килте ларма юрамасть тенӗ. Унсӑрӑн хусах пурнӑҫ ытла вӑраха тӑсӑлать.
▶️ Ӗҫ улӑштарма ан та шутлӑр - пысӑк йывăрлӑха кӗрсе ӳкетӗр.
▶️ Пысăк та хаклӑ япала туянма тӑхтамалла - ӑнӑҫлӑ пулмӗ.
✅ Халăх сăнанинчен:
- Федот кунӗ тӗлне юман ҫулҫӑ сарма ӗлкӗрнӗ пулсан сӗлӗ тухӑҫла пулать
- Вӑрӑмтунасем пысӑк йышпа вӗҫеҫҫӗ - шӑрӑх кунсем пулӗҫ
- Юман каврӑҫран маларах ҫулҫӑ сарнӑ - ҫу кунӗсем типӗ те шӑрӑх тӑрӗҫ.
✅ Фаина, Василий, Павел, Юлия, Кристина, Юлиан, Ираклий, Александра, Федот, Клавдия, Богдан, Михаил, Федор, Макар, Семен, Денис, Лев, Петр, Андрей, Давид ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.
✅ Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!

Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
❗️Патӑрьел тӑрӑхӗнче Аслӑ Арапуҫӗнче "Ял хапхи" стела хута янӑ.
✅ Пӗрлӗхлӗ вӑйпа туса лартнӑскер, ял сӑн-сӑпатне илем кӳрет.
Ӑна уҫма муниципалитет округĕн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов тата Первомайски территори пайӗн ертуҫи Анатолий Сорокин, Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи чиркӳ настоятелӗ Сергий атте тата ытти сумлӑ хӑнасем килнӗ.
Рудольф Селиванов стелӑна тӑвас ӗҫе никӗсӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен йеркелесе пыракансене тата хастар хутшăннӑ ял халӑхне тав сӑмахӗ каланӑ.

❗Ыран Шупашкарта алӑ ӑстисен куравӗ иртет.
✅ Трактор тӑвакансен керменĕ умӗнче тӗрлӗрен япала ӑсталакан маҫтӑрсем пухӑнӗҫ.
Суту-илӳ ярмӑркки 10 сехетре пуçланать.