❗️Паян Милĕкпе çапакан Василий кунĕ. Мĕн тума юрамасть?
⏺ Ĕмĕтсем, плансем пирки çынсене каламалла мар — пурнăçланмĕç.
⏺ Килте тирпейлемелле мар — çÿп-çаппа пĕрле телей те каять.
⏺ Паллашмалла мар, юратуллă, ĕçлĕ хутшăнусем пуçармалла мар — улталĕç.
⏺ Ют ал шăллипе шăлăнмалла мар — ун хуçин йывăрлăхĕсене хăвăр çине илетĕр.
⏺ Çăнăх, тăвар, сахăр ыйтмалла мар — параканăн та, илекенĕн те укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕчленĕ.
⏺ Укçа кивçен илмелле мар — парса татма йывăр пулĕ.

This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
❗️Паян Шупашкарта Çĕнтерÿ парачĕн репетицийĕ пулать. Хальхинче унта çар техники те хутшăнать.
Çавна май Шупашкарти тĕп урамсене – Ленин проспекчĕпе Карл Маркс урамне — 13 сехетрен пуçласа репетици вĕçлениччен пÿлсе хурĕç. Общество транспорчĕ кăна çÿреме пултарĕ. Анчах та çар техники репетицие тухнă тапхăрта троллейбуссемпе автобуссен те 20 минута яхăн тăхтама тивĕ.

❗️11 аэропорт çу уйăхĕн 1-мĕшĕчченех самолетсене йышăнмĕ.
Украинăра ятарлă çар операцийĕ иртнĕ май Анапа, Белгород, Брянск, Воронеж, Геленджик, Краснодар, Курск, Липецк, Дон çинчи Ростов, Симферополь тата Элиста хулисенчи аэропортсем самолетсене йышăнмаççĕ. Çынсене урăх аэропортсем урлă вĕçме сĕнеççĕ.
Шупашкартан Краснодара тÿррĕн пурнăçаланакан рейс та хальлĕхе пулмĕ.

❗️Республикăра кăçал 13 пляж ĕçлĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ – Шупашкарта.
Унсăр пуçне шыва кĕме ятарласа 100 яхăн вырăн хатĕрлĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов муниципалитетсен пуçлăхĕсене çĕнĕ вырăнсем йĕркелеме, хăтлă пляжсем тума заявка йышăнни пирки аса илтернĕ. Ку ĕçе туризма аталантармалли программăна кĕртнĕ.

Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
❗️Чăваш чĕлхи кунне халалласа паян Шупашкарти Иван Яковлев палăкĕ умĕнче те савăнăçлă митинг иртнĕ.
Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сăмах каланă, юрă ян кайнă. Пуçтарăннисем Иван Яковлев палăкĕ умне чечек хунă.

⭐️Кашни кун — паллă çынпа: НИКОЛАЙ ПЛОТНИКОВ.
1️⃣Чăваш чĕлхи кунне мĕнле кăмăлпа кĕтсе илтĕн?
Маншӑн кашни кун Чӑваш чӗлхи кунӗ.
2️⃣Чăваш халăх сайтне тытса пыни мĕн парать?
Ку маншӑн халӑхшăн тӑрӑшни. Тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни вара савӑнтарать.
3️⃣Интернета чăваш чĕлхине кĕртес ĕçĕн миçе проценчĕ санăн тивĕç?
Проценчӗ пӗчӗкрех пулсан аванччӗ — çакă ыттисем те ку ӗҫе кӳлĕннине пӗлтерӗччӗ.
4️⃣Тав сăмахĕ калакан пур-и?
Калакан ҫук пулсан ку ӗҫпе аппаланмӑттӑм.
5️⃣Тепĕр 50 çултан çĕр çинче чăвашла калаçакансен йышĕ мĕн чухлĕ пулĕ?
Ку ыйту 7 ҫулти ача «Ман ватлӑхра миҫе шӑл юлӗ-ши? Пурте тухса ӳкӗҫ-и е пӗри юлӗ-ши?» тенипе тан.
6️⃣Чăваш чăваша мĕншĕн ура хурать?
Ҫапла калани ытти халӑха пӗлменнипе ҫыхӑннӑ.
7️⃣Паянхи тĕп чăваш кам?
Тӗп чӑваш тесе кашни чӑвашăн хӑй пирки каламалла.
8️⃣Кăмăла выртакан ваттисен сăмахĕ.
Чи-чине суйлама йывӑр, «Куҫ хӑрать те ал тӑвать» тени пуль.
9️⃣Çын телейĕ мĕнре?
Мӗн ӗмӗтленнине пурнӑҫлани.
🔟Ыран мĕн тума палăртнă?
Нумай ӗҫ планланӑ, вӗсенчен пӗри — тутлӑн ҫывӑрса тăранасси.

❗️Чăваш наци библиотекинче "Наци кĕтречĕ" курав уçăлнă. Ăна чăваш поэзийĕн классикне Константин Иванова тата унăн вилĕмсĕр "Нарспи" поэмине халалланă.
Çавăн пекех "Нарспи" оперăна музыка театрĕнче лартнăранпа — 55 çул тата Чăваш драма театрĕнче "Нарспи" спектакле лартнăранпа 100 çул çитет. Куравра поэмăпа çыхăннă япаласем — кĕнекесем, куçарусем, сăн ÿкерчĕксем, хаçат статйисем, аудиодисксем, спектакльти тумсем — вырăн тупнă.

❗️"Ача чухне айӑпа кӗрсен сире кӗтесе тӑратнӑ-и? Ирĕксĕрлесе пӑтӑ ҫитернӗ-и?"
Тӗлӗнмелле кӑткӑс ыйтусем панă паян республика Пуҫлӑхне Олег Николаева "Тантӑш" хаҫатӑн ҫамрӑк корреспонденчӗсем.
✅ Кӑмӑллӑ тӗлпулӑва республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 17 юнкор пуҫтарӑннă, вĕсен 20 ытла ыйтăвне Олег Алексеевич туллин хуравланă. Мĕнле хуравланă? Кун пирки "Хыпарăн" ыранхи номерĕнче вуласа пĕлме май пулĕ.

❗️Çанталăк çинчен.
Республикáра паян ăмăр çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа аслатиллĕ çумăр çăвать. Шупашкарта сывлăш температури кăнтăрла — 16-18, çĕрле 10-11 градус ăшă. Канашра — 16-19, Етĕрнере — 18-19, Çĕмĕрлере — 17-19, Елчĕкре 17-20 градус ăшă пулать.
✈️ Мускавра паян 13-14 градус ăшă, Хусанта — 18-19, Сочире — 19-21.

❗️Паян асап тÿснĕ Фомаида е Çеçпĕл кунĕ. Мĕн тума юрамасть?
⏺ Пысăк япала туянмалла мар — усăсăр пулĕ.
⏺ Плансем тумалла мар, çĕнĕ ĕç пуçармалла мар — вĕсем малашлăхсăр пулĕç.
⏺ Арçыннăн — хĕрарăмпа, хĕрарăмăн арçынпа якăлтатмалла мар — чирлес хăрушлăх пур.
⏺ Çула тухмалла мар — ăнăçсăр пулĕ.
⏺ Хăна чĕнмелле мар — вĕсем сирĕн пата уйăхĕпех çÿрĕç.
⏺ Пепкене кăкăртан уйăрмалла мар — чирлекен пулать.
⏺ Пыл курăкĕнчен чей туса ĕçмелле. Паянхи кун курăкпа сипленме тăрăшмалла.

❗️Халăх сӑнанă тӑрӑх, паянхи кун кайӑксен тыткаларӑшне пăхса ҫанталӑк мӗнле улшăнассине пĕлме пулать.
▶️ Кураксем йывӑҫ тӑрринех лараҫҫӗ пулсан ҫанталӑк ӑшӑтĕ, аялти турачӗсем ҫине вырнаҫсан е ҫӗр ҫинче уткаласа ҫӳресен сивĕтĕ.
▶️ Куккук вĕçсе килсенех хыттăн авӑтма тытӑнсан ӑшӑ кунсем ҫитнӗ теме пулать.
▶️ Паян кунччен юман çулçă кăларсан ҫулла шӑрӑх килĕ.