ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.12K subscribers
12.8K photos
1.11K videos
3 files
385 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр. Хыпарсем пулсан çырăр: @Andreich07
Download Telegram
Шак-шак юман, шак юман, шак юманта шак турат, шак туратра шак йĕкел. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
88%
Куршанак
3%
Кушак
4%
Кӗрӗк
5%
Курак
❗️Упа сарри (папоротник) пур-и сирĕн?

Çемьери лайăх хутшăнусене çухатас килмесен ăна пĕр тăхтамасăр килтен илсе тухмалла та ĕçе кайса лартмалла.
❗️Агроном канашӗ: ҫӗр ҫырли тухӑҫлӑ пултӑр тесен.

1 стакан кӗле 1-2 л вӗретнӗ шыва ямалла, сивӗнессе кӗтмелле. Унтан 2 гр марганцовка, 2 гр бор йӳҫекӗ, 1 чей кашӑкӗ йод хушмалла. Кӗле сӑрхӑнтарса илмелле. Хатӗр шӗвеке 1 витре шыва ямалла. Ҫӗр ҫырлин ҫулҫисене йӗп-йӗпе пуличчен сирпӗтмелле. Ҫапла ҫӗр ҫырлине микро- тата макроэлементсемпе те тивӗҫтеретпӗр, сӑтӑрҫӑсенчен те хӳтӗлетпӗр.
❗️ Малашне ҫар комиссариачӗсем повесткӑна "Госуслуги" портал урлӑ та ярса пама пултарӗҫ.

Паян Патшалăх Думин депутачĕсем ҫар комиссариачӗсен ӗҫ йӗркине ҫӗнӗ улшăнусем кĕртессине ырланӑ:

▶️  Ҫара кайма ҫул ҫитнӗ каччӑсене повесткӑна хут ҫинче пичетлесе те, электрон майпа та ярса пама пултараҫҫӗ.
▶️ "Госуслуги" портала кӗрсе пӑхманни, ҫырӑва вуламанни яваплӑхран хӑтармасть.
▶️ Повестка ярса панӑ хыççăн икӗ эрне иртсен ҫак каччӑна ҫӗршыв чикки урлӑ каҫма чарӗҫ. 20 кун иртсен - автомобильпе ҫӳреме ирӗк памӗҫ.

Улшăнусене пур депутат та тенӗ пек ырланӑ.
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, хушӑран уяртать.

Сывлӑш температури +13 градусран пуҫласа +18 градус таран пулать.

Ҫил хӗвел анӑҫӗнчен тӳлек вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 749 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк 25 %.
❗️ Халăх календарĕпе паян Йӑван кунӗ.

▶️ Тавралăх чӗрӗлет, йывӑҫ-тӗмӗ ҫулҫӑ кӑларма тытӑнать. Ҫавӑнпа халăхра паянхи куна Ҫулҫӑ кӑларакан Йӑван тенӗ.
▶️ Паян сад-пахчара тата кил-ҫуртра тасатса тирпей кӗртмелли кун. Хӗллехи мӗн пур япалана ҫуса типӗтсе пуҫтарса хумалла.
▶️ Хурт-хӑмӑрҫӑсем вӗллесене урама илсе тухма пултараҫҫӗ.

Халăх сăнанинчен:

- Хур-кайӑксем ҫӳлтен ҫӳле вӗҫеҫҫӗ - ҫуркунне ҫумӑрлӑ пулать, аялтан вӗҫни типӗ ҫанталӑк пуласса пӗлтерет.
- Ака уйăхĕнче ҫумӑр час-часах ҫуни кӑмпа нумай пуласса пӗлтернӗ.
- Паянхи кун аслати авӑтсан ҫанталӑк ҫумӑра каять тенӗ.


Захар тата Иван ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
Ӳт пичӗкен – йӗс кӑшӑл. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
63%
Ҫӗрӗ
14%
Мечӗк
7%
Ҫӑрттан
16%
Хӗвел
❗️Синоптиксем çывăх кунсенче мĕнле çанталăк пулассине пĕлтернĕ.

☀️Хĕвел çине тухсан ÿт хăмăрланĕ, сулхăнра вара шăнса чирлеме пулĕ. Çакнашкал çанталăк тарать çак кунсенче.
☀️Кĕçнерникунран пуçласа шăматкунччен çил вăйланĕ. Эрнекун вăл çеккунтра 18 метр хăвăртлăхпа вĕрме пултарĕ. Сывлăш температури 7-9 градуспа танлашĕ.
☀️Канмалли кунсенче 5-10 градус ăшă пулĕ. Вырсарникун хыççăн çанталăк ăшăтма тытăнĕ.
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
❗️Николай Евдокимовăн «Çулсем-йĕрсем» романĕ кун çути курчĕ

Ăна Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземпляр тиражпа хатĕрлесе кăларнă.
Хайлав Хĕрлĕшур ялĕнче пурăнакан Лерисен çемйине, пултаруллă та мал курăмлă, вăрçă вутĕнче тата тăшман тыткăнĕнче туптаннă Александр Лери хирург ĕç-хĕлне сăнарлать. Автор вăрçă умĕнхи тата вăрçă вăхăтĕнчи чăваш ялĕн пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарать. Халăх йăли-йĕркин енĕсене, кил-çурт, хуçалăх, ĕç хатĕрĕсен уйрăмлăхĕсене тĕрĕс кăтартса парать.
❗️Сургутри чăвашсем Çĕпĕрте пурăнакан ытти наци çыннисемпе пĕрле «Ула курак кунне» паллă тунă.

Кунта тĕпленнисем çав кайăк хăйĕн çунатти çинче çуркуннене илсе килнине ĕненеççĕ.

Ула курак кунĕнче ханты тата манси халăхĕсем кăвайт çинче апат пĕçереççĕ, турăсене кĕл тăваççĕ. Ĕмĕте пурнăçлама ыйтса хурăн çине хăюсем çыхаççĕ.

Халĕ ку уява пур халăх та хутшăнать. Кăçал ула курак хатĕрлес тĕлĕшпе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Ачасем вĕçен кайăк çи-пуçне тăхăнса тухнă.
❗️ Тутлă шăршăллӑ электрон сигаретсене тата вейпсене малашне 18 çула çитмен çамрăксене сутмĕç.

Патшалăх Думин депутачĕсем кун пирки саккун йышăннă. Малашне çакнашкал хатĕрсене
çула çитмен çамрăксене  интернетра та, ахальлĕн те сутма юрамĕ. Вĕсен рекламине те чарĕç, лавккасенче пурне те курăнмалла çĕрте вырнаçтарма та ирĕк памĕç.
Ял хуçалăх çĕрĕсемпе çынсем епле майпа усă курнине тĕрĕслеме Росреестр ĕçченĕсем квадрокоптерсене явӑҫтарĕç.

Çывăх вăхăтра дронсене Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕсенче ӗҫе кӗртӗҫ, вĕсем тунӑ сăн ӳкерчĕксем тăрăх çӗр лаптăкĕпе епле усă курнине тишкерĕç.

Енчен те ял хуçалăх çӗрне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ е унпа пачах урăх тӗллевпе усӑ кураççĕ пулсан Росреестр ĕçченĕсем лаптăксен хуçисене калаçăва чĕнĕç.
❗️ Сӗнтӗрвӑрри хулинче купель ҫумӗнчи тавралăха хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.