ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.03K subscribers
12.5K photos
1.09K videos
3 files
382 links
Хыпарсене никамран малтан пéлтеретпéр. Хыпарсем пулсан çырáр: @Andreich07
Download Telegram
❗️ Чăваш халăх ҫыравçи Юхма Мишши паян ҫуралнӑ кунне уявлать!

Хисеплӗ ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, вӗрентекен ячӗпе тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен саламлӑ ҫырусем вӗҫсе ҫитнӗ.
Эпир те Юхма Мишшине чӗререн саламлатпӑр, иксӗлми вӑй-хал тата вӑрӑм кун-ҫул сунатпӑр!
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра хӗвеллӗ уяр ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури +11 градусран пуҫласа +16 градус таран пулать.

Ҫил хӗвел анӑҫӗнчен тӳлек вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 751 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк 20 %.
Халăх календарĕпе паян хурӑн кунӗ.

▶️ Мӑнкун умӗнхи сӑваплӑ эрне пырать. Кӑмӑла ҫемҫетмелле, чуна йывăр шухӑшсенчен, куляну, кӳренӳ, кӗвӗҫӳ туйӑмӗсенчен пушатмалла. Ҫывӑх ҫынсемпе йӑваш та кӑмӑллӑ пулмалла.
▶️ Хурӑн - хресченӗн чи юратнӑ йывăҫӗсенчен пӗри. Чирлекен ачасене ҫурӑм тӑрӑх хурӑн тураттипе шӑлса тухнӑ, чир-чӗре "хӑваланӑ".
▶️ Хурӑн шывӗ юхтарма - чи аван вӑхӑт. Мӗн авалтан ҫак сиплӗ сӗткенпе вар-хырăм ыратнине сипленӗ.
▶️ Паянхи кун ҫунӑ тум-тире, кӗпе-йӗмме типме урама ҫакма юраман. Тӑхӑнсан чире каян тенӗ.

Халăх сăнанинчен:

- Чакаксем аялти туратсем ҫинче йӑва ҫавӑраҫҫӗ - ҫулла час-часах аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса тӑрӗ.
- Хурӑн шывӗ савӑта хӑвӑрт тулать - ҫу кунӗсем ҫумӑрлӑ пулаҫҫӗ.
- Хурӑн ҫирӗкрен маларах ҫеҫкене ларнӑ пулсан ҫулла шӑрӑх та ҫумӑрсӑр пулать тенӗ.
- Хурӑн ҫулҫӑ сармасӑр ҫӗрулми лартма хушман.


Кирилл, Михаил, Исаакий, Марк, Корнилий, Филипп, Иван ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Тухӑҫлӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
❗️Сургута Шупашкартан самолет вĕçме пуçлать.

Çав рейспа çĕртме /июнь/ уйăхĕн 6-мĕшĕнчен çула тухма май пулĕ. Самолет ытларикунсерен вĕçет.

Шупашкара 9 сехет те 40 минутра çитет. Сургута 10 сехет те 30 минутра çул тытать.
Шак-шак юман, шак юман, шак юманта шак турат, шак туратра шак йĕкел. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
88%
Куршанак
3%
Кушак
4%
Кӗрӗк
5%
Курак
❗️Упа сарри (папоротник) пур-и сирĕн?

Çемьери лайăх хутшăнусене çухатас килмесен ăна пĕр тăхтамасăр килтен илсе тухмалла та ĕçе кайса лартмалла.
❗️Агроном канашӗ: ҫӗр ҫырли тухӑҫлӑ пултӑр тесен.

1 стакан кӗле 1-2 л вӗретнӗ шыва ямалла, сивӗнессе кӗтмелле. Унтан 2 гр марганцовка, 2 гр бор йӳҫекӗ, 1 чей кашӑкӗ йод хушмалла. Кӗле сӑрхӑнтарса илмелле. Хатӗр шӗвеке 1 витре шыва ямалла. Ҫӗр ҫырлин ҫулҫисене йӗп-йӗпе пуличчен сирпӗтмелле. Ҫапла ҫӗр ҫырлине микро- тата макроэлементсемпе те тивӗҫтеретпӗр, сӑтӑрҫӑсенчен те хӳтӗлетпӗр.
❗️ Малашне ҫар комиссариачӗсем повесткӑна "Госуслуги" портал урлӑ та ярса пама пултарӗҫ.

Паян Патшалăх Думин депутачĕсем ҫар комиссариачӗсен ӗҫ йӗркине ҫӗнӗ улшăнусем кĕртессине ырланӑ:

▶️  Ҫара кайма ҫул ҫитнӗ каччӑсене повесткӑна хут ҫинче пичетлесе те, электрон майпа та ярса пама пултараҫҫӗ.
▶️ "Госуслуги" портала кӗрсе пӑхманни, ҫырӑва вуламанни яваплӑхран хӑтармасть.
▶️ Повестка ярса панӑ хыççăн икӗ эрне иртсен ҫак каччӑна ҫӗршыв чикки урлӑ каҫма чарӗҫ. 20 кун иртсен - автомобильпе ҫӳреме ирӗк памӗҫ.

Улшăнусене пур депутат та тенӗ пек ырланӑ.
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, хушӑран уяртать.

Сывлӑш температури +13 градусран пуҫласа +18 градус таран пулать.

Ҫил хӗвел анӑҫӗнчен тӳлек вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 749 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк 25 %.
❗️ Халăх календарĕпе паян Йӑван кунӗ.

▶️ Тавралăх чӗрӗлет, йывӑҫ-тӗмӗ ҫулҫӑ кӑларма тытӑнать. Ҫавӑнпа халăхра паянхи куна Ҫулҫӑ кӑларакан Йӑван тенӗ.
▶️ Паян сад-пахчара тата кил-ҫуртра тасатса тирпей кӗртмелли кун. Хӗллехи мӗн пур япалана ҫуса типӗтсе пуҫтарса хумалла.
▶️ Хурт-хӑмӑрҫӑсем вӗллесене урама илсе тухма пултараҫҫӗ.

Халăх сăнанинчен:

- Хур-кайӑксем ҫӳлтен ҫӳле вӗҫеҫҫӗ - ҫуркунне ҫумӑрлӑ пулать, аялтан вӗҫни типӗ ҫанталӑк пуласса пӗлтерет.
- Ака уйăхĕнче ҫумӑр час-часах ҫуни кӑмпа нумай пуласса пӗлтернӗ.
- Паянхи кун аслати авӑтсан ҫанталӑк ҫумӑра каять тенӗ.


Захар тата Иван ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
Ӳт пичӗкен – йӗс кӑшӑл. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
63%
Ҫӗрӗ
14%
Мечӗк
7%
Ҫӑрттан
16%
Хӗвел
❗️Синоптиксем çывăх кунсенче мĕнле çанталăк пулассине пĕлтернĕ.

☀️Хĕвел çине тухсан ÿт хăмăрланĕ, сулхăнра вара шăнса чирлеме пулĕ. Çакнашкал çанталăк тарать çак кунсенче.
☀️Кĕçнерникунран пуçласа шăматкунччен çил вăйланĕ. Эрнекун вăл çеккунтра 18 метр хăвăртлăхпа вĕрме пултарĕ. Сывлăш температури 7-9 градуспа танлашĕ.
☀️Канмалли кунсенче 5-10 градус ăшă пулĕ. Вырсарникун хыççăн çанталăк ăшăтма тытăнĕ.
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM