ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.08K subscribers
12.6K photos
1.1K videos
3 files
382 links
Хыпарсене никамран малтан пéлтеретпéр. Хыпарсем пулсан çырáр: @Andreich07
Download Telegram
Иваново облаçĕнчи Писцово поселокĕнче Валентина Кузьмичевăн ĕçĕсен куравĕ иртет.

Ĕçсене алмаз мозаикипе хатĕрленĕ.
Валентина Ильинична Чăваш АССРĕнче çуралнă. 14 çулта чухне Писцово хулине куçса кайнă, халĕ те унтах пурăнать. Писцовăри пир тĕртекен фабрикăра 30 çула яхăн ĕçленĕ.
Вăл – ĕç ветеранĕ. Икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, халĕ унăн ултă мăнук.
❗️Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Сургут хулин культура центрĕнче «Мăнкун» курма пулĕ.

Ăна «Туслăх» чăваш культура ушкăнĕ хатĕрлĕ.
Хальхи ачасем хĕвел шевли хыççăн кайса аваллăха лекĕç, Мăнкун уявĕн йăлипе паллашĕç. Аваллăха упракансем ачасене ĕлекхи юмахсем каласа парĕç, юрă шăрантарĕç, халăх вăййисене выляттарĕç.
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, хушӑран уяртать.

Сывлӑш температури - 1 градусран пуҫласа - 6 градус таран пулать.

Ҫил хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 3-8 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 747 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк - 65%.
Чăваш Енри 4 хӗрарӑм-усламҫӑ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑм-предпринимательсен саммитне хутшӑнать.

Арабсен Пӗрлешнӗ Эмирачӗсенче иртекен пӗлтерӗшлӗ мероприятине 30 ытла ҫӗршывран пухӑннӑ.

Саммит шайӗнче Раҫҫейри "Бизнесри хӗрарӑмсем" пӗрлешӳпе араб ҫӗршывӗсенчи усламҫӑ-хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ малашнехи хутшӑнӑва сӳтсе явӗҫ.
Финанс министрӗн ҫӗнӗ ҫум - Марина Загребаева.

Тӗрӗссипе, Марина Загребаевӑшӑн ку ӗҫ - ҫӗнӗлӗх мар. 2004-2005 ҫулсенче вӑл ҫак должноҫре ӗҫленӗ.
Ун хыççăн Куславкка районĕн администрацийĕнче, финанс министерствинче тӑрӑшнӑ.
2016-2022 ҫулсенче ял хуçалăх министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
❗️ Ӗҫ профессине вӗренекен ҫамрӑксен ӑсталӑхне хаклакан "Профессионалсем" конкурс пӗрремӗш хут республика шайĕнче иртӗ.

Професси конкурсне регион шайĕнче ирттерессине Вӗрентӳ министерствинче сӳтсе явнӑ.
Ӑмӑртӑва 71 професси енӗпе ака уйăхĕн 10-15-мӗшӗсенче ирттерме тӗллевлеҫҫӗ.
❗️ Канаш округĕнчи 4 ялта ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ тӑвӗҫ.

Сителте, Ҫӗнӗ Шелттемре, Вырӑскас Пикшихре тата Малти Тукайра кивӗ медицина пункчӗсем вырăнне ҫӗннисем ҫӗклӗҫ.
❗️ Ҫӗнӗ Шупашкарти "Атӑл" кинотеатр ҫуртне ҫӗнӗ пурнăç парнелӗҫ - кунта юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ.
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Ҫӗмӗрлери Юлия Кириллова ҫамрӑк усламҫӑ мӑшӑрӗпе пӗрле бургер хатӗрлеме тытӑннӑ.

Ырӑ шухăш харпăр хăй ӗҫне пуҫарса яма пулӑшнӑ. Тӑрӑшулӑхне кура Юльӑна республика Правительстви 500 пин тенкӗлӗх грантпа хавхалантарнӑ.
Ашшӗ тӳрӗ, амӑшӗ кукӑр, ачи-пӑчи кӑпӑшка. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
3%
Кушак
88%
Хӑмла
7%
Кӑркка
2%
Ҫӗлен
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, вырӑн-вырăнпа ҫумӑр ҫӑвать.

Сывлӑш температури 0 градусран пуҫласа -5 градус таран пулать.

Ҫил кӑнтӑр хӗвел тухӑҫӗнчен ҫеккунтра 10-15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет, кассӑн-кассӑн вӑйланать.

Атмосфера пусӑмӗ 736 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк - 80%.