❗️ Канаш тăрăхĕнчи Матьшу тата Атнаш ялĕсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсем тĕплĕ юсав хыççӑн хута кайнă.
✅ Медицина çурчĕсене тултан та, шалтан та çӗнетнĕ. Электричество пралукне, алăксемпе урайне улăштарнă, илемлĕ сăн-сăпат кĕртнĕ.

Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
❗️Комсомольски округне кӗрекен Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫурчӗн "Илем" фольклор ушкӑнӗ ҫӑварни юррипе саламлать.
❗Патăрьел тӑрӑхĕнчи Ҫӗньялта паян "Айхи вулавӗсем" иртрӗҫ.
✅ "Поэзине юратакансем вун ҫиччӗмӗш хут Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкула «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç," - пӗлтерет чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Кулакова.
Кăçал та конкурса хутшăнакансен йышӗ пысăк. 3-11 класра вӗренекен ачасем поэт сӑввисене чӑвашла, вырӑсла тата ют чӗлхепе пӑхмасӑр вуласа тӗлӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ.

❗️Наци музейĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне пĕрле паллă тума йыхравлать.
Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче Çар мухтавĕн музейĕнче Уçă алăксен кунĕ иртет. Унта ушкăнпа илнĕ билет хакĕпе экскурси йĕркелĕç.
✅В.И.Чапаев музейĕнче «Çамрăк чапаевец шкулĕ» ĕçлĕ. Урокра граждан вăрçинчи пурнăçпа паллашма май килĕ. Хĕрлĕ çар салтакĕн курсĕ витĕр кăларĕç.
Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Наци музейĕнче ăсталăх класĕсем иртĕç.

This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
❗️Самар облаçĕнчи Чатăрлă ялĕнчи чăвашсем Çăварнире савăнаççĕ.
✅ Сирĕн тăрăхра Çăварние мĕнле ирттереççĕ?
Видео авторĕ — Анатолий Мрясов.

❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!
✅ Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, кӑнтӑр районсенче вырӑн-вырăнпа юр ҫӑвать, тӗтре карса илет.
Сывлӑш температури - 6 градусран пуҫласа - 11 градуса ҫити сивӗ пулать.
Ҫил ҫурҫӗртен ҫеккунтра 7-12 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.
Атмосфера пусӑмӗ чакать - 736 мм пулать.
Сывлӑшри нӳрӗк пысӑк - 85%.

❗️ Халăх календарĕпе паян Ҫӑпата кунӗ.
▶️ Ҫак кунсенче ӗлӗк хресченсем ҫӑпата тума тытăннӑ. Ҫӑва тухнӑ тӗлӗк кашнин валли ӑсталанӑ.
▶️ Сиплев пуҫлама - ӑнӑҫлӑ кун.
▶️ Ӑнсӑртран тупнӑ укҫана ҫӗклеме хушман.
▶️ Паянхи кун ача-пӑчапа мухтанма юрамасть, усал-тӗсел шӑпӑрлана чир-чӗр ертесрен хӑрамалла.
✅ Халăх сăнанинчен:
- Ҫӑпата кунӗнче сивӗ тарсан ҫуркунне ӑшӑ килет тенӗ.
- Вӑрман кашлать - ҫанталӑк ӑшӑтасса пӗлтерет.
✅ Василий, Геннадий, Иннокентий, Тихон, Петр, Иван ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.
✅ Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, тӑванӑмӑрсем!

❗️Явăнса ÿсекен çак чечексене вăрăран ĕрчетме пулать.
🔆 Лобелия. Чи лайăх сорт — «Регата».
🔆 Вербена.
🔆 Виола. «Кул вейв» сорта акма тăрăшмалла.
Пеларгони. Пÿртре чÿрече çинче хĕл каçармалла.
🔆 Настурци. Шута илме: пĕр вырăнтан теприне куçарса лартнине килĕштермест.
🔆 Катарантус. Турцири тата Египетри хăна çурчĕсене илем кÿрекен чечек. Ăшша юратать.
🔆 Бальзамин. «Бикон» — чир-чĕре парăнман сорт.

❗️Ҫӑварни икерчи.
✅Кирлĕ пулать (4 порци валли):
120 г сĕлĕ çăнăхĕ, 200 г сĕт, 1 çăмарта, 1-2 чĕптĕм тăвар, 1 чей кашăкĕ сахăр, 0,5 чей кашăкĕ чустана кăпăшкалатмалли.
✅Савăта çăмарта, сахăр, тăвар ямалла, пăтратмалла, алланă çăнăх, чустана кăпăшкалатмалли хушмалла, пăтратмалла, сĕт ямалла, миксерпа хутăштармалла.
✅Хĕртнĕ çатмана кăштах ӳсен-тăран çăвĕ ямалла, пĕçермелле.
Диабетиксем валли

Ир те шӑкӑр-шӑкӑр, кӑнтӑрла та шӑкӑр-шӑкӑр, каҫ та шӑкӑр-шӑкӑр. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
20%
Карчӑкпа старик
25%
Кранри шыв
51%
Чашӑк-тирӗк
4%
Хурсем