ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.34K subscribers
14.7K photos
1.57K videos
3 files
547 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр
Download Telegram
👍12👏1
Уялла та, уйран та ҫурӑм ҫинче шуса килет. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
13%
Ҫӗлен
3%
Тимӗр шапа
3%
Агроном
81%
Сӳре
👍8🤔6🔥4😁3👏1
❗️Ҫӗпӗрти чӑвашсем "Агроном юрри" ҫӗнӗ альбом кӑларнӑ, пĕлтереççĕ Иркутск тăрăхĕнчи йăхташăмăрсем.

Унта Тагна ялĕчи "Куккук" ансамбль тата пĕртăван Белковăсен юррисене кĕртнĕ.

"Куккук" ансамбль йышĕнче - 22-56 çулсенчи хĕрарăмсем, ертÿçи - Марина Матвеева.
Масляногорскра чăваш чĕлхи вĕрентекен Надежда Фидиковăпа Иркутск тăрăхĕнчи чăвашсен "Юлташ" общество организацине ертсе пыракан Вероника Тимофеева "Пĕртăван Белковăсем" дуэт йĕркеленĕ. Çакă - вĕсен хĕр чухнехи тата амăшĕн хушамачĕ.
👍195👏1
❗️ Кану кунĕсенче ҫул-йӗр инспекторĕсем 58 водителе тытса чарнӑ.

56-шӗ ӳсӗр пулнӑ, иккĕшӗ - наркотик хутӑшӗпе минренӗскерсем.
Виҫӗ водителӗн автомобилӗсене ҫывӑх вӑхӑтра туртса илме пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене иккĕмĕш хут ӳсӗрле тытса чарнӑ.
🤔10😱91👍1
Пирĕн ентеш Лана Прусакова фристайл енӗпе иртекен Раççей Кубокĕнче "ылтӑн" ҫӗнсе илнӗ!

Ӑмӑрту Челябинск тӑрӑхӗнчи Миасс хулинче иртет. Лана Прусакова "биг-эйр" дисциплинӑра пуринчен ӑсти пулнӑ. Ыран вӑл хӑй пултарулăхне "слоуп-стайл" дисциплинӑра кӑтартса парӗ.
👍20👏9🔥3🥰1
Чӑваш халӑх ҫыравҫин Илпек Микулайӗн романне пӗлетӗр-и?
Anonymous Quiz
87%
Хура ҫӑкӑр
3%
Шурӑ ҫӑкӑр
9%
Ҫӑкӑр чӗлли
9👍7👏1🤔1🤡1
❗️ Елчĕкри вӑтам шкулта Александр Докторов Паттӑр Парттине вырнаҫтарнӑ.

Маттур каччӑ 2000 ҫулта Елчĕкри 2-мӗш шкултан вĕренсе тухнӑ. Чӗмпӗрти суту-илӳпе экономика техникумне вĕренсе пӗтерсен ҫар ретне тӑнӑ.
Шел пулин те, ҫамрӑк арҫын шӑпийӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.
😢13👍6😱2👏1
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Кирлӗ пулӗ.
👍211🥰1👏1
❗️Сăн ÿкерчĕкре чăваш эстрада юрăçи сăнланнă.

«7-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра шкулта пĕр кунра 3 концерт лартма лекрĕ. Ун чухне депутата суйламалли тапхăр пыратчĕ. Ашшĕ-амăшне виçĕ ăстрăмпа пухрĕç. Иккĕмĕш концерт хыççăн киле кайрăм. Анчах шкул директорĕ ыйтнипе каялла таврăнма тиврĕ», - аса илет вăл.

Эсир ăна палларăр-и? Кам-ши вăл?
Маларахри сăн ÿкерчĕкре - Лариса Степанова.
👏18👍3🔥1🥰1
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Ҫӗрпӳ каччи ҫар ятарлӑ операцийӗнче чуна тивекен юрӑсем ҫырса шӑрантарать.
👍55🙏7👏51🥰1
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, хушӑран уяртать.

Сывлӑш температури - 3 градусран пуҫласа +2 градуса ҫити пулать.

Ҫил кӑнтӑр хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 5-7 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 749 мм. Сывлӑшри нӳрӗк 85 %.
👍161🥰1
👍7🔥6🤔2🥰1
❗️ Халăх календарĕпе паян Афанасий кунӗ.

▶️ Паянхи каҫ мӗн пур усал-тӗсел алхасать тенӗ. Ҫавӑнпа та каҫ кӳлĕм килтен тухман.
▶️ Вӑрмана кайма сӗнмеҫҫӗ - усал-тӗсел сукмака юрпа витсе ҫул ҫинчен пӑрса ярать, аташтарать тенӗ.
▶️ Паянхи кун вӑрҫӑнма, тавлашма, хирӗҫме юрамасть. Чылай вăхăт ҫав ҫынпа калаҫмасӑр ҫӳретӗр.
▶️ Ҫын куркинчен шыв ӗҫме юраман - унӑн инкекӗсем ӗҫекен ҫынна куҫӗҫ тенӗ.
▶️ Каччӑсен паян савни патне кайма юраман - тухатмӑш вӗсен хӗрӗ пек пулса чылай инкек кӑтартма пултарать тенӗ.

Халăх сăнанинчен:
- Афанасий кунӗ епле - пуш уйăхĕ ҫапла пулать тенӗ.
- Хӗвел тухнӑ чух тавралӑха хӗрлӗ тӗс ҫапать пулсан шартлама сивӗсене кӗт тенӗ.
- Паянхи кун ҫил-тӑман алхассан ҫуркунне кая юлса килет.

Емельян, Афанасий, Мария, Владимир, Кирилл, Максим, Сергей, Александр, Иларион, Михаил, Николай, Евгений, Ефрем, Дмитрий, Ксения ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, тӑванӑмӑрсем!
👍165🥰1
❗️Мĕнле тĕссем куратăр?

Сирĕн пуç мимин сылтăм пайĕ ытларах ĕçлет пулсан эсир çак ÿкерчĕкре кĕрен тата шурă тĕссем куратăр, сулахаййи пулсан – симĕс тата сăрă.
Ку мĕне пĕлтерет?
▫️«Сулахай» – аналитика, логика шухăшлавĕ, хисепсемпе лайăхрах ĕçлетĕр.
▫️«Сылтăм» – пултарулăх, ÿнер, юрă-кĕвĕ…
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
👍9🔥6😁3🤔3🥴3🥰1🤯1
Кӑмакара пилӗк пус укҫа выртать. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
67%
Пашалу
27%
Кӑмрӑк
2%
Кушак
4%
Чул
👍9🤔5🔥3😁211🥰1
😂 Шÿтлеççĕ

- Галя, тĕлпулу епле иртрĕ?
- 5 хутчен çутăлтарса яма тиврĕ.
- Çыпăçрĕ-им?
- Çывăрса каясран.
🤣17😁41👍1
❗️Иван Яковлев çинчен çырнă сăвăсен пуххине хатĕрлесшĕн.

ЧР профессионал писательсен союзĕ конкурс ирттерет. Унта хутшăнас текенсен чăваш халăхне çутта кăларнă, хальхи чăваш çырулăхне йĕркеленĕ Иван Яковлев педагога, çыравçа, куçаруçа халалласа сăвă çырмалла.
Чăвашла хайлавсене пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен lrigel@rambler.ru электрон почтăна ăсатмалла, вырăслисене вара – sd_gordeeva@mail.ru. Чи лайăх сăвăсене кĕнекере пичетлеме суйласа илĕç.
👍193🔥2👏2
❗️ Республикăра кӑҫал ачасем валли 20 сквер хута ярӗҫ.

Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Скверсене йӗркелеме, хӑтлӑх кӗртме тата ятарлӑ вӑйӑ лаптӑкӗсем тума бюджетран ҫур миллиард тенкӗ уйӑраҫҫӗ.
👍17👏21🥰1
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
❗️Кирлӗ пулӗ.
👍19👏3🤣32🔥2🥰1👌1
❗️Сăн ÿкерчĕкре пулас артист сăнланнă.

«Пирĕн ял – Йĕпреç тăрăхĕнчи Ленинкасси - çулла сип-симĕс курăкĕпе, ватă йăмраллă урамĕпе темле юмаха аса илтеретчĕ. Тата ялпа юнашарах вăрман... Çуркунне пуçлансан, серте тухсан вăрмантан тухма та пĕлмен. Серте-пултран татма каяттăмăр та кунĕпе тем тĕрлĕ вăйă выляса вăхăта ирттереттĕмĕр... Хĕлле вара юр нумай çăватчĕ. Хапха урлă утса каçса сÿрени, окоп чавса выляни халь те куç умĕнче...» - аса илет вăл.

Эсир ăна палларăр-и? Кам-ши вăл?
Маларахри сăн ÿкерчĕкре — Михаил Ăраскал.
👍184👏2🤔1