ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.34K subscribers
14.7K photos
1.57K videos
3 files
547 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр
Download Telegram
❗️ Чӑвашсен пӗрремӗш киноактрисине сума суса асӑну хӑми уҫнӑ

Тани Юн ҫуралнӑранпа - 120 ҫул. Максимова-Кошкинская Татьяна Степановна 1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Етӗрне районӗ) Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Паян Тани Юн ҫуралнӑ вырӑнта ларакан ҫурт ҫине тата Шупашкарта пурăннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
👍21👏61🔥1
❗️ Ҫӗмӗрле хули пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ.

Депутатсен Пухăвӗнче Валерий Шигашев ӑна ҫак должноҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнине сӳтсе явнӑ. Депутатсем ыйтнине тивĕçтернӗ.
Хальлĕхе Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗн тивĕçне Эдуард Васильев пурнăçлӗ.
🤔14👍5👏1
Чӑваш кино ҫӑлтӑрӗ Тани Юн хӑш фильмра ӳкерӗннӗ?
Anonymous Quiz
32%
Айпике
56%
Сарпике
12%
Юрпике
👏6🤔3🥰2👍1
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури -4 градусран пуҫласа -9 градуса ҫити сивӗ пулать.

Ҫил кӑнтӑр хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 3-8 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 745 мм,
сывлӑшри нӳрӗк 70 %.
👍174🥰3👏1
👍15👏1
Йӑлтӑр-йӑлтӑр тӑвать, пӗтӗм хире хирсе тӑкать. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
36%
Ҫиҫӗм
61%
Ҫава
2%
Ҫӳлевӗҫ
2%
Ӗне
👍8😁6🔥31
❗️ Элӗк муниципалитет округĕн пуçлăхĕнче тӑрӑшнӑ Сергей Морозов ӗҫрен хӑтарма ыйтнӑ.

Депутатсем ун ирӗкне тивĕçтернӗ. Чи кӑсӑкли - Сергей Морозов ку должноҫре 2 уйăх кӑна ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ.
Элӗк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлама вӑхӑтлӑх Лидия Никитинӑна шанса панӑ.
🤔15👍41
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, вырӑн-вырăнпа юр ҫӑвать.

Сывлӑш температури 0 градусран пуҫласа -5 градуса ҫити сивӗ пулать.

Ҫил кӑнтӑр хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 5-10 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 740 мм. Сывлӑшри нӳрӗк 80%.
👍192👏1
❗️ Халăх календарĕпе паян Антон кунӗ.

▶️ Паянхи кун - усал-тӗселтен сыхланмалли.
Килти алӑксем тӑррине пурӑпа хӗрес хывмалла. Шуйттансене улталас тӗллевпе килтен хапха патне ҫитиччен кутӑн утмалла. Кун пек майпа усал-тӗсел килтен никам та тухман тесе шутлать.
▶️ Паянхи кун ҫанталӑк ӑшӑтсан та ҫӳхе ан тӑхӑнӑр. Ултавлӑ ҫанталӑк чирлеттерӗ.
▶️ Паян ал ӗҫӗпе тӑрӑшма хушман. Ачасем чирлесе каяҫҫӗ тенӗ.
▶️ Антон кунӗнче ача-пăча тӑвайккинчен ярӑнман, урамра хавасланса выляман - вӗсене усал-тӗсел ҫулӑхасран хӑраса урама кӑларман.

Халăх сăнанинчен:
- Антон кунӗнче ӑшӑтсан тепӗр кунах шартлама сивӗ пулать тенӗ.
- Паян ӑшӑ тӑрсан ҫуркунне ир килет тенӗ.

Антон, Иван, Павел, Виктор, Георгий, Антонина, Савелий ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
👍19😁2👏1
👍12👏1
Уялла та, уйран та ҫурӑм ҫинче шуса килет. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
13%
Ҫӗлен
3%
Тимӗр шапа
3%
Агроном
81%
Сӳре
👍8🤔6🔥4😁3👏1
❗️Ҫӗпӗрти чӑвашсем "Агроном юрри" ҫӗнӗ альбом кӑларнӑ, пĕлтереççĕ Иркутск тăрăхĕнчи йăхташăмăрсем.

Унта Тагна ялĕчи "Куккук" ансамбль тата пĕртăван Белковăсен юррисене кĕртнĕ.

"Куккук" ансамбль йышĕнче - 22-56 çулсенчи хĕрарăмсем, ертÿçи - Марина Матвеева.
Масляногорскра чăваш чĕлхи вĕрентекен Надежда Фидиковăпа Иркутск тăрăхĕнчи чăвашсен "Юлташ" общество организацине ертсе пыракан Вероника Тимофеева "Пĕртăван Белковăсем" дуэт йĕркеленĕ. Çакă - вĕсен хĕр чухнехи тата амăшĕн хушамачĕ.
👍195👏1
❗️ Кану кунĕсенче ҫул-йӗр инспекторĕсем 58 водителе тытса чарнӑ.

56-шӗ ӳсӗр пулнӑ, иккĕшӗ - наркотик хутӑшӗпе минренӗскерсем.
Виҫӗ водителӗн автомобилӗсене ҫывӑх вӑхӑтра туртса илме пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене иккĕмĕш хут ӳсӗрле тытса чарнӑ.
🤔10😱91👍1
Пирĕн ентеш Лана Прусакова фристайл енӗпе иртекен Раççей Кубокĕнче "ылтӑн" ҫӗнсе илнӗ!

Ӑмӑрту Челябинск тӑрӑхӗнчи Миасс хулинче иртет. Лана Прусакова "биг-эйр" дисциплинӑра пуринчен ӑсти пулнӑ. Ыран вӑл хӑй пултарулăхне "слоуп-стайл" дисциплинӑра кӑтартса парӗ.
👍20👏9🔥3🥰1
Чӑваш халӑх ҫыравҫин Илпек Микулайӗн романне пӗлетӗр-и?
Anonymous Quiz
87%
Хура ҫӑкӑр
3%
Шурӑ ҫӑкӑр
9%
Ҫӑкӑр чӗлли
9👍7👏1🤔1🤡1
❗️ Елчĕкри вӑтам шкулта Александр Докторов Паттӑр Парттине вырнаҫтарнӑ.

Маттур каччӑ 2000 ҫулта Елчĕкри 2-мӗш шкултан вĕренсе тухнӑ. Чӗмпӗрти суту-илӳпе экономика техникумне вĕренсе пӗтерсен ҫар ретне тӑнӑ.
Шел пулин те, ҫамрӑк арҫын шӑпийӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.
😢13👍6😱2👏1