Пуҫӗ – тукмак, хӳри – ҫурла. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
26%
Кашкӑр
13%
Йӗке хӳре
61%
Автан
1%
Мулкач
👍9🤔4❤1👎1👏1
❗️ Чӑвашсен пӗрремӗш киноактрисине сума суса асӑну хӑми уҫнӑ
✅ Тани Юн ҫуралнӑранпа - 120 ҫул. Максимова-Кошкинская Татьяна Степановна 1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Етӗрне районӗ) Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Паян Тани Юн ҫуралнӑ вырӑнта ларакан ҫурт ҫине тата Шупашкарта пурăннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

👍21👏6❤1🔥1
👏6🤔3🥰2👍1
Йӑлтӑр-йӑлтӑр тӑвать, пӗтӗм хире хирсе тӑкать. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
36%
Ҫиҫӗм
61%
Ҫава
2%
Ҫӳлевӗҫ
2%
Ӗне
👍8😁6🔥3❤1
❗️ Халăх календарĕпе паян Антон кунӗ.
▶️ Паянхи кун - усал-тӗселтен сыхланмалли.
Килти алӑксем тӑррине пурӑпа хӗрес хывмалла. Шуйттансене улталас тӗллевпе килтен хапха патне ҫитиччен кутӑн утмалла. Кун пек майпа усал-тӗсел килтен никам та тухман тесе шутлать.
▶️ Паянхи кун ҫанталӑк ӑшӑтсан та ҫӳхе ан тӑхӑнӑр. Ултавлӑ ҫанталӑк чирлеттерӗ.
▶️ Паян ал ӗҫӗпе тӑрӑшма хушман. Ачасем чирлесе каяҫҫӗ тенӗ.
▶️ Антон кунӗнче ача-пăча тӑвайккинчен ярӑнман, урамра хавасланса выляман - вӗсене усал-тӗсел ҫулӑхасран хӑраса урама кӑларман.
✅ Халăх сăнанинчен:
- Антон кунӗнче ӑшӑтсан тепӗр кунах шартлама сивӗ пулать тенӗ.
- Паян ӑшӑ тӑрсан ҫуркунне ир килет тенӗ.
✅ Антон, Иван, Павел, Виктор, Георгий, Антонина, Савелий ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.
✅ Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!

👍19😁2👏1
Уялла та, уйран та ҫурӑм ҫинче шуса килет. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
13%
Ҫӗлен
3%
Тимӗр шапа
3%
Агроном
81%
Сӳре
👍8🤔6🔥4😁3👏1
❗️Ҫӗпӗрти чӑвашсем "Агроном юрри" ҫӗнӗ альбом кӑларнӑ, пĕлтереççĕ Иркутск тăрăхĕнчи йăхташăмăрсем.
Унта Тагна ялĕчи "Куккук" ансамбль тата пĕртăван Белковăсен юррисене кĕртнĕ.
✅"Куккук" ансамбль йышĕнче - 22-56 çулсенчи хĕрарăмсем, ертÿçи - Марина Матвеева.
✅Масляногорскра чăваш чĕлхи вĕрентекен Надежда Фидиковăпа Иркутск тăрăхĕнчи чăвашсен "Юлташ" общество организацине ертсе пыракан Вероника Тимофеева "Пĕртăван Белковăсем" дуэт йĕркеленĕ. Çакă - вĕсен хĕр чухнехи тата амăшĕн хушамачĕ.

👍19❤5👏1
Чӑваш халӑх ҫыравҫин Илпек Микулайӗн романне пӗлетӗр-и?
Anonymous Quiz
87%
Хура ҫӑкӑр
3%
Шурӑ ҫӑкӑр
9%
Ҫӑкӑр чӗлли
❤9👍7👏1🤔1🤡1
❗️ Елчĕкри вӑтам шкулта Александр Докторов Паттӑр Парттине вырнаҫтарнӑ.
Маттур каччӑ 2000 ҫулта Елчĕкри 2-мӗш шкултан вĕренсе тухнӑ. Чӗмпӗрти суту-илӳпе экономика техникумне вĕренсе пӗтерсен ҫар ретне тӑнӑ.
Шел пулин те, ҫамрӑк арҫын шӑпийӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.

😢13👍6😱2👏1