ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.34K subscribers
14.7K photos
1.57K videos
3 files
547 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр
Download Telegram
😂 Шÿтлеççĕ

- Эсĕ мĕншĕн салху?
- Укçа çук.
- Шалу илмессерен пĕрер пин тенкĕ пытарса хур.
- Ун пек те туса пăхрăм: шыраса тупатăп-çке.
😁14🤣9🔥3👍1😱1
Ҫемен Элкер сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ хӑш районта ҫуралнӑ?
Anonymous Quiz
27%
Етӗрне районӗ
55%
Йӗпреҫ районӗ
18%
Патӑрьел районӗ
🔥12🤔42🤬2👍1
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
❗️Кирлӗ пулӗ.
👍142😁2🔥1
❗️Николай Теветкеле Чӑваш халӑх поэчӗ ятне панӑ.

Хушӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Николай Александрович Петровский – ҫыравҫӑ, драматург, поэт, куҫаруҫӑ. ЧР профессионал писательсен союзӗн членӗ. 1976 ҫултанпа СССР писательсен союзӗнче тӑрать. ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ.
Паллӑрах кӗнекисем: "Ҫамрӑклӑх сӑввисем", "Ҫын чӗртнӗ ҫутӑсем", "Шурӑ ката", "Хура сулӑ", "Сывлӑмпи", "Асамлӑ хӗл", "Хӗвел кӗлти" тата ытти те.
🔥18👍135👏5
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
❗️К.В.Иванов ячӗллé Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансемпе пӗрле 105 ҫула ҫитнине уявлать.

Коллектива республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

Уяв каҫӗнче спектакль сыпӑкӗсене кӑтартаҫҫӗ.
👍33🔥11👏1
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури -2 градусран пуҫласа -7 градуса ҫити сивӗ пулать.

Ҫил кӑнтӑр хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 4-6 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 752 мм,
сывлӑшри нӳрӗк 70 %.
👍184
Халăх календарĕпе паян Павӑл кунӗ.

▶️ Паянхи куна тухатмӑшсен кунӗ теҫҫӗ халăхра. Шӑпах ҫак вӑхӑтра вӗсем хӑйсен "пултарулăхне" урӑх ҫынна парса хăварас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Асӑрхануллӑ пулмалла.
▶️ Никампа та тавлашма юрамасть.
▶️ Палламан ҫынсемпе калаҫмалла мар. Вӗсенчен нимӗн те илмелле мар.
▶️ Килтен выҫӑ хырăмпа тухма юрамасть. Ҫавӑн пекех кивӗ тум-тир тӑхӑнма тӑрӑшмалла мар. Усал-тӗсел ҫулӑхма пултарать тенӗ.
▶️ Аслӑ ӑрӑва тимлӗх уйӑрмалла. Ваттисемпе вӑрҫӑнакан, вӗсене хисеплемен ҫынсене тухатмӑшсем шутсӑр юратмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫакнашкал хӑтланакансене пӑсаҫҫӗ.

Халӑх сӑнанинчен:
- Чӑхсем кашта ҫинче пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ, анмаҫҫӗ - ҫанталӑк сивӗтессе.
- Ҫерҫисем пӳрт умӗнче сиккелесе ҫӳреҫҫӗ, хӳтлĕх шыраҫҫӗ - сивӗ пулать.

Гавриил, Иван, Павел, Елена, Вениамин, Михаил, Прохор, Герасим ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Ырӑ та кӑмӑллӑ кану кунĕсем сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
👍25
👍15🤔21🔥1😁1
Пуҫӗ – тукмак, хӳри – ҫурла. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
26%
Кашкӑр
13%
Йӗке хӳре
61%
Автан
1%
Мулкач
👍9🤔41👎1👏1
❗️ Чӑвашсен пӗрремӗш киноактрисине сума суса асӑну хӑми уҫнӑ

Тани Юн ҫуралнӑранпа - 120 ҫул. Максимова-Кошкинская Татьяна Степановна 1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Етӗрне районӗ) Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Паян Тани Юн ҫуралнӑ вырӑнта ларакан ҫурт ҫине тата Шупашкарта пурăннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
👍21👏61🔥1
❗️ Ҫӗмӗрле хули пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ.

Депутатсен Пухăвӗнче Валерий Шигашев ӑна ҫак должноҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнине сӳтсе явнӑ. Депутатсем ыйтнине тивĕçтернӗ.
Хальлĕхе Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗн тивĕçне Эдуард Васильев пурнăçлӗ.
🤔14👍5👏1
Чӑваш кино ҫӑлтӑрӗ Тани Юн хӑш фильмра ӳкерӗннӗ?
Anonymous Quiz
32%
Айпике
56%
Сарпике
12%
Юрпике
👏6🤔3🥰2👍1
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури -4 градусран пуҫласа -9 градуса ҫити сивӗ пулать.

Ҫил кӑнтӑр хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 3-8 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 745 мм,
сывлӑшри нӳрӗк 70 %.
👍174🥰3👏1
👍15👏1
Йӑлтӑр-йӑлтӑр тӑвать, пӗтӗм хире хирсе тӑкать. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
36%
Ҫиҫӗм
61%
Ҫава
2%
Ҫӳлевӗҫ
2%
Ӗне
👍8😁6🔥31
❗️ Элӗк муниципалитет округĕн пуçлăхĕнче тӑрӑшнӑ Сергей Морозов ӗҫрен хӑтарма ыйтнӑ.

Депутатсем ун ирӗкне тивĕçтернӗ. Чи кӑсӑкли - Сергей Морозов ку должноҫре 2 уйăх кӑна ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ.
Элӗк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлама вӑхӑтлӑх Лидия Никитинӑна шанса панӑ.
🤔15👍41
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, вырӑн-вырăнпа юр ҫӑвать.

Сывлӑш температури 0 градусран пуҫласа -5 градуса ҫити сивӗ пулать.

Ҫил кӑнтӑр хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 5-10 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 740 мм. Сывлӑшри нӳрӗк 80%.
👍192👏1