❗️Диспансеризаци пулăшнă.
15 çулти хĕрача пÿре ыратнипе аптăраман. Анчах черетлĕ диспансеризаци вăхăтĕнче унăн пÿринче шĕвек тулнă шыçă /киста/ асăрханă.
✅Хулари ача-пăча клиника больницин диагностика уйрăмĕн ертӳҫи Алевтина Пигаваева палăртнă тăрăх, пÿрери шĕвек тулнă шыçă пурнăçшăн хăрушă мар, анчах вăл ытти органа хĕсме, вĕсене пÿрлентерме пултарать, ку вара тĕрлĕ чир-чĕр патне илсе çитерет. Çак хĕрачан халĕ ача-пăча уролог тухтăрĕ патĕнче тĕрĕсленмелле.

❗️Сургутри «Туслăх» общество организацийĕн «Чăваш тăрăхĕн еткерлĕхĕ» студине çÿрекенсен йышĕ пысăклансах пырать.
Ку хутĕнче 19-мĕш шкул ачисем тăмран матрешка ăсталанă. Ăна чăваш эрешĕсемпе илемлетнĕ.

❗Пенсионерсене – открытка.
Раççейре «Почта #ДоброСеребро» акци иртет. Унта Улатăр районĕнчи кĕмĕл ÿсĕмри волонтерсем хастар хутшăнаççĕ.
✅Вĕсем Хĕл Мучипе Юр пике тивĕçне кăмăлтанах пурнăçлаççĕ — илемлĕ открыткăсене алă пусса пĕччен пурăнакан пенсионерсем тата сусăр ачасем патне илсе çитереççĕ.
✅Кирек кам та «ырă валеçекен почтальон» пулаять. Çакăн валли DOBRO.RU сайта кĕрсе «Почта #ДоброСеребро» пая суйламалла та регистраци тухмалла. Унтан кама саламламалли çинчен информаци килĕ.

This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
❗️Хӗл кунӗсенче шӑнас мар тесен Анатолий Мрясов пек хаваслӑ пулмалла.
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!
✅ Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, хушӑран уяртать, вырӑн-вырăнпа тӗтре карса илет.
Сывлӑш температури -8 градусран пуҫласа -13 градуса ҫити пулать.
Ҫил кӑнтӑр хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 3-8 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.
Атмосфера пусӑмӗ 756 мм,
сывлӑшра нӳрӗк 80% пулать.

❗️Москонцерт солистки Ирина Шоркина хăш тăрăхра çуралнă?
Чăваш Енре пĕрешкел ятлă ял темиçе те. Çавăнпах интернет уçлăхĕнче юрăç хăш районта çуралнине тĕрĕс мар палăртни тĕл пулать. Эсир хурава пĕлетĕр-и?

❗Ҫӗрпӳ муниципалитет округне Алексей Иванов ертсе пырӗ.
✅ Ҫакна паян районти депутатсен ларӑвӗнче татса панӑ.
Ҫӗрпӳ районне паянхи кунччен ертсе пынӑ Сергей Беккер ҫӗнӗ пуҫлӑха асӑнмалӑх район энциклопедине парнеленӗ.
Кун пирки "Провинцивиль" телеграм-канал пӗлтерет.

❗️Уçлăхра космонавтсем Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илеççĕ-ши?
Çакна А.Г. Николаев космонавт летчикăн Мемориал комплексĕнче уçăмлатма пулĕ. Уяв кунĕсенче йĕркелекен экскурсире уçлăхри космонавтсен пурнăçĕпе паллаштаракан видео кăтартаççĕ. Вĕсем Çĕнĕ çула епле хатĕрленнине, мĕнле йăла-йĕркене пăхăннине калаççĕ.
✅Уяв вăхăтĕнче космонавтика музейĕнче куçса çÿрекен цифра планетарийĕ ĕçлет. Ачасем космос теттине ăсталама пултараççĕ. Ятарлă экспонатсемпе сăн ÿкерĕнни вара асăнмалăх юлĕ.

❗️Агроном канашĕсем.
✅Садри кăвак çырла (голубика) – сивве чăтăмлă культура. Ÿсен-тăрана 23-25 градус сивĕ те сиенлеймест. Анчах кая юлса пулакан сорчĕсем шăнма пултараççĕ. Садра юр нумай пулсан хупламалла. Çакă ăна шартлама сивĕрен хÿтĕлет. Çанталăк ăшăтсан ирĕке кăлармалла. Культура чечекĕ 7 градус сивве чăтăмлă.

❗️ Халăх календарĕпе паян Трифон кунӗ.
▶️ Православи тĕнне ӗненекенсем паян Ҫветтуй Трифона асăнса кӗл тунӑ.
▶️ Паянхи кун ҫӗнӗ ӗҫе вӗренме, хӑнӑхма ӑнӑҫлӑ.
▶️ Вӑрҫӑнма, тавлашма, хирӗҫме юрамасть.
▶️ Вӑрмана кайма юрамасть - усал-тӗсел сукмака юрпа витсе ҫул ҫинчен пӑрса ярать, аташтарать тенӗ.
▶️ Качча кайман хӗрсем паянхи кун хӑйсене епле тытнинчен ҫемье пурнăçӗ епле пулассине пӗлнӗ тет. Кунӗпе кулса, савӑнса ҫӳрекен качча тухсан пӗрмай макӑрать тенӗ.
✅ Халăх сăнанинчен:
- Трифон кунӗнче епле ҫанталӑк - пуш уйăхĕ ҫапла пулать тенӗ.
- Хӗвел тухнӑ чух тавралӑха хӗрлӗ тӗс ҫапать пулсан шартлама сивӗсене кӗт тенӗ.
✅ Василий, Степан, Павел, Александр, Иларион, Сусанна ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.
✅ Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, тӑванӑмӑрсем!