ПУРИНЧЕН МАЛТАН. Хыпар
1.99K subscribers
12K photos
1.05K videos
3 files
365 links
Хыпарсене никамран малтан пéлтеретпéр. Хыпарсем пулсан çырáр: @larisacherbay
Download Telegram
❗️ Йӗпреҫ районĕнчи Пучинкере ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тата хоккей курупки хута кайнӑ.

Видео - Дина Тряковӑн.
Пӳртре мӗн ытлашши? (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
4%
Тапӑчкӑ
1%
Шӑлавар
4%
Нуски
92%
Ҫӳпӗ
❗️Ырăлăхĕпе çĕнтернĕ.

Дивеево салинчи Славян культурин центрĕнче «Серафим ячĕллĕ тухтăр» конкурс çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсене чысланă. Вĕсен йышне Шупашкарти Елена Маштакова медсестра та кĕнĕ. Вăл «Серафим ячĕллĕ ыркăмăллăх сестри» ята тивĕçнĕ.
Елена Маштакова 1-мĕш Хула клиника больницинче пÿр хирургийĕн уйрăмĕнче 11 çул ытла ĕçлет. Ĕçтешĕсемпе пациентсем ăна професси ăсталăхĕшĕн çеç мар, ырă чунлăхĕшĕн те мухтаççĕ.
❗️ Шупашкарта пурăнакан 6 ҫулти Гриша - картинг чемпионачӗн призерӗ!

Хӑюллӑ ача ашшӗ ҫулне туптать. Автоспорта кӑмӑллакан ашшӗ ӑмӑртусене хутшăнать, ывӑлне те хӑюллӑ та шухӑ пулма вӗрентет.
Гриша картингпа 5 ҫулта кӑсӑкланма тытăннӑ, ҫак тапхӑрта икӗ ӑмӑртура 2-мӗш вырӑна йышăннӑ.
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
❗️Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ.

Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçлири Марина Алексеева уяв валли кăмака хутса шăрттан пĕçерет.
Эсир шăрттан пĕçерсе курнă-и?
❗️Диспансеризаци пулăшнă.

15 çулти хĕрача пÿре ыратнипе аптăраман. Анчах черетлĕ диспансеризаци вăхăтĕнче унăн пÿринче шĕвек тулнă шыçă /киста/ асăрханă.
Хулари ача-пăча клиника больницин диагностика уйрăмĕн ертӳҫи Алевтина Пигаваева палăртнă тăрăх, пÿрери шĕвек тулнă шыçă пурнăçшăн хăрушă мар, анчах вăл ытти органа хĕсме, вĕсене пÿрлентерме пултарать, ку вара тĕрлĕ чир-чĕр патне илсе çитерет. Çак хĕрачан халĕ ача-пăча уролог тухтăрĕ патĕнче тĕрĕсленмелле.
❗️Сургутри «Туслăх» общество организацийĕн «Чăваш тăрăхĕн еткерлĕхĕ» студине çÿрекенсен йышĕ пысăклансах пырать.

Ку хутĕнче 19-мĕш шкул ачисем тăмран матрешка ăсталанă. Ăна чăваш эрешĕсемпе илемлетнĕ.
Пенсионерсене – открытка.

Раççейре «Почта #ДоброСеребро» акци иртет. Унта Улатăр районĕнчи кĕмĕл ÿсĕмри волонтерсем хастар хутшăнаççĕ.
Вĕсем Хĕл Мучипе Юр пике тивĕçне кăмăлтанах пурнăçлаççĕ — илемлĕ открыткăсене алă пусса пĕччен пурăнакан пенсионерсем тата сусăр ачасем патне илсе çитереççĕ.
Кирек кам та «ырă валеçекен почтальон» пулаять. Çакăн валли DOBRO.RU сайта кĕрсе «Почта #ДоброСеребро» пая суйламалла та регистраци тухмалла. Унтан кама саламламалли çинчен информаци килĕ.
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
❗️Хӗл кунӗсенче шӑнас мар тесен Анатолий Мрясов пек хаваслӑ пулмалла.
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, хушӑран уяртать, вырӑн-вырăнпа тӗтре карса илет.
Сывлӑш температури -8 градусран пуҫласа -13 градуса ҫити пулать.
Ҫил кӑнтӑр хӗвел анӑҫӗнчен ҫеккунтра 3-8 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 756 мм,
сывлӑшра нӳрӗк 80% пулать.
❗️Москонцерт солистки Ирина Шоркина хăш тăрăхра çуралнă?

Чăваш Енре пĕрешкел ятлă ял темиçе те. Çавăнпах интернет уçлăхĕнче юрăç хăш районта çуралнине тĕрĕс мар палăртни тĕл пулать. Эсир хурава пĕлетĕр-и?
Ури пур – утаймасть. (Тупмалли юмах)
Anonymous Quiz
2%
Кӑвакал
90%
Пукан
5%
Шӗшлӗ
4%
Сӑпса
Ҫӗрпӳ муниципалитет округне Алексей Иванов ертсе пырӗ.

Ҫакна паян районти депутатсен ларӑвӗнче татса панӑ.
Ҫӗрпӳ районне паянхи кунччен ертсе пынӑ Сергей Беккер ҫӗнӗ пуҫлӑха асӑнмалӑх район энциклопедине парнеленӗ.
Кун пирки "Провинцивиль" телеграм-канал пӗлтерет.