Forwarded from ХЫПАР - ВЕСТИ ЧУВАШИИ
💢 Герой Çăлтăрне тăванĕсене панă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Геройĕн Александр Старчков рядовойăн Çăлтăрне паян тăванĕсене пачĕ.
Улатăр районĕн каччи Раççей Федерацийĕн пысăк наградине Украинăра ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне паттăрла пурнăçласа тивĕçнĕ. Олег Николаев паттăр салтак тăванĕсене вăл вилнĕшĕн тарăннăн хурланни çинчен пĕлтернĕ, ашшĕне Иван Николаевича ывăлне тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕшĕн тав тунă. «Александр кăтартнă паттăрлăх паянхи çамрăксем ыттисемшĕн хăйсен пурнăçне пама хатĕр мар текен сăмаха туллин сивлет. Вĕсен çакăн евĕрлĕ ĕçĕсем кашни салтак чун-чĕринче паттăрлăх тапса тăнине кăтартать. Çавăнпа пирĕн çĕршыв вăйлă та», — тенĕ республика ертÿçи. «Александр паттăрла пуç хунă. Вăл Раççей интересĕсене, тăван халăх тата пулас ăрусен малашлăхне хÿтĕлесе çут тĕнчерен уйрăлнă», — палăртнă Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиер Холиков.
...Александр Старчков водитель разведчиксен ушкăнне хăй ирĕкĕпе кĕнĕ. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Диброво ялĕ çывăхĕнче çар заданине пурнăçланă чухне тăшмана чи малтан асăрханă, кун пирки командира пĕлтернĕ, пулеметран пеме пуçланă. Çапла майпа вăл ушкăна çавăрса илме паман. Тăшман тимлĕхне хăй çине илсе юлташĕсене вут-хĕм ăшĕнчен тухма май туса панă. Шел, хăй çавăнтах юлнă...

💢 Улатăрсем хула кунне уявлаççĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Улатăр çыннисене хулан 470 çулĕпе саламланă.
«Ку тăрăх питĕ хăйне евĕрлĕ йăла-йĕркепе, çынсемпе палăрса тăрать. Кунтан, сăмахран, Совет Союзĕн 14 Геройĕ тухнă. Паллă ентешсен çулталăкĕнче эпир тăван тăрăх кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă кашни ентеше аса илетпĕр. Иртнине асра тытакан вăйлă», — тенĕ республика ертÿçи.
Олег Николаев Улатăр халăхне малашлăха шанăçпа пăхма, çутă пуласлăхшăн ырă ĕçсем тума чĕнсе каланă. Республика ертÿçи палăртнă тăрăх, çитес çулсенче Улатăрта пысăк улшăнусем пулса иртмелле. Килес çул, сăмахран, коммуналлă тытăма çĕнетме пуçлаççĕ. «Хула администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Икĕ çулта спорт объекчĕсене, икĕ шкула, икĕ ача садне юсанă.
Çакă хула сăнне самай улăштарчĕ», — тенĕ Олег Николаев.
✅ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Улатăрти Геройсен стели патне чечек хунă, уяв лапамне çитсе курнă, ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене наградăсемпе чысланă.

❗Паян Етӗрне районĕнче пулса иртнӗ аварире 2 арҫын пурнăçӗ татӑлнӑ.
Инкек паян 4:30-ра Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче пулнӑ. "Хёндай" автомобильпе пынӑ 38 ҫулти водитель (Тутарстан ҫынни пулнӑ) "Киа" ҫине пырса ҫапӑннӑ, хытах аманнӑран самантрах пурнӑҫран уйрӑлнӑ. "Киа" водителӗн шӑпийӗ те татӑлнӑ, Шупашкарта пурăннӑ 44 ҫулти арҫын больницӑра вилнӗ.
Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх инспекторӗсем ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулма, ҫул-йӗр правилисене ҫирӗппӗн пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ.

❗Музыка пӗлӗвне паракан чи лайăх вӗрентекенсене премипе чыслӗҫ.
✅ РФ Культура министерстви конкурс пуҫарса янӑ. Унта музыка е искусство шкулӗсенче, музыка училищисенче е аслӑ шкулсенче 3 ҫул ытла ӗҫлекен вӗрентекенсен ячӗпе заявкӑсем кӗтеҫҫӗ. Документсене пӗлӳ учрежденийӗ ятӗнчен ҫурла уйăхĕн 20-мӗшӗччен тӑратмалла.
Пур ыйтупа та musaward@mkrf.ru электрон адреспа ҫыру ҫырса ыйтса пĕлме май пур.

❗Чӑвашсем Хусанта иккĕмĕш хут иртнӗ Этно-fashion фестивале хутшăннӑ.
✅ "Культура кочӗ - пурнӑҫ стилӗ" ятпа йӗркеленӗ ӗҫ-пуҫ Хусанти Г.Камал ячĕпе хисепленекен театр умӗнчи тӳремре иртнӗ.
Культура фестивалӗнче "Паха тӗрӗ" фабрика хӑй ӑсталакан тум тире кӑтартса панӑ.
Пирĕн пикесем "Ҫиларман" ушкӑн юррипе тухнӑ, Александр Воробьевпа Олег Вунберов чӗрӗ сасӑпа юрласа чăваш тумӗн куравне тата илемлĕрех тума пулӑшнӑ.

❗️Республикӑри пур районта та аграрисем вырмана пуҫӑннӑ.
Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 303 пин гектар çинчен пухса кĕртмелле. Хальлӗхе аграрисем 27 пин гектар çинче çулнă, 26 пин гектар ҫинчен çапса кĕртнĕ. Пурĕ йĕтемсене 97 пин те 900 тонна тӗш тырă илсе çитернĕ. Çанталăк шăрăх тăнӑран, тырă нÿрĕкĕ те аван.
✅ Вырма ĕçĕсенче ҫӗрпÿсем, улатӑрсем тата елчĕксем пуринчен хастарри курăнать. Тырă тухăçлăхĕ те хальлĕхе шăпах çак районсенче пуринчен пысăкки.
"Паянхи куна илсен, уй-хирте 363 комбайн ĕçлет. Вĕсем талăкра вăтамран 7 пин гектар выртаççĕ" , - пĕлтернӗ паян ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Правительство çуртĕнче тунтикунсерен ирттерекен канашлура.

❗️Донбасран пирĕн тăрăха килнĕ ачасене валли Университет смени йĕркеленĕ.
✅ Çак кунсенче пĕрремĕш смена хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ.
43 ачана вунӑ кун Педагогика университечĕн студенчĕсемпе вĕрентекенӗсем Чăваш Ен, РФ историйĕпе, культурипе паллаштарнă, музейсемпе парксене, паллă вырăнсене илсе çитернĕ. Ачасем чăваш юрри-ташшипе, чĕлхипе те паллашма ĕлкĕрнĕ, çак сменӑпа çав тери кăмăллă юлнă.

❗️Çĕрпÿ хулинче çӗнĕ культура центрĕ пулĕ.
✅ Ăна Кăнтăр микрорайонĕнче «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе çĕклеççĕ. Культура аталанăвӗн центрĕ темиçе çуртран тăрĕ, вĕсем чечек çеçки евĕр пĕр-пĕринпе çыхăнса тăрĕç.
Паянхи куна илсен, строительсем пулас центрăн никĕсне хываççĕ, котельнăй валли вырăн хатĕрлеççĕ, коммуникаци тытăмĕсене тăсаççĕ. Çывăх кунсенче тимĕр конструкцисене пуçтарма тытăнĕç.

❗️Шупашкарти Чапаев поселокĕнчи «Атăл» стадионта реконструкци пырать.
✅ Кунта паянхи саманана тивĕçтерекен физкультурăпа спорт комплексĕ çĕклеççĕ, футболла вылямалли уй тăваççĕ, çулталăкĕпех каток çинче ярăнма, хоккейла выляма май паракан пăр керменĕ хăпартаççĕ.
«Атăл» стадиона ҫĕнĕ пурнăç парнелеççĕ тесен те йăнăш мар.
Кунта тăтăшах ăмăртусем йĕркелеме май килĕ, ачасене валли секцисем, кружоксем уçма пур услови те пулĕ. Графикпе килĕшÿллĕн, "Атăл" стадионти спорт учредженийĕсене çитес çул вĕçлениччен хута ямалла. Ҫапах та строительсен хастар ĕçне кура чылай ĕçе кăçалах вĕҫлесси куç кĕрет.

❗️Патăрьел районĕнче Алексей Кокеле халалланӑ пленэр хăйĕн ĕçне пуçланă.
✅ Ăна хальхинче те ÿнерçĕн тăван ялĕнче — Турханта ирттереççĕ. Раççей Императорĕ çумӗнчи Ӳнер Академийĕн йышăнăвӗпе Алексей Кокель профессиллĕ ÿнерçӗ ятне тивĕçнĕренпе кӑҫал 110 çул çитет. Çак паллă пулăма халалласа пухăннă та пленэра 14 ÿнерçĕ. Вĕсем çак тапхăрта ÿкернĕ картинăсене ятарлă курава тăратĕç.

❗Аслă пĕлÿллĕ инженер хулара пурăнас вырăнне ялта тĕпленме, пĕвере пулă ĕрчетме пуҫланă.
✅ Сăмах - 22 çулти Каçал каччи Георгий Матвеев пирки. Вăл пысăк хуларан яла пурăнма таврăннă. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе йĕкĕт вăрманти пĕр çырмана пĕвеленĕ те пулă ĕрчетме пуçланă. Тӗпрен илсен, Матвеевсем карп ÿстерсе сутаççĕ, çапах та, урăх тĕрлĕ ăратлă пулă та пур. Инженер пулни Георгие кашни кунах усă кÿрет. Çивĕч ăс-тăнлăскер хăй тĕллĕнех пулла апатлантарма ятарлă агрегат хатĕрленĕ. Пулă ĕрчетес ĕçе те алла илсе пырать вăл.
"Уйрăм пĕвере çитĕнтернĕ карп тутийĕ ахальлинчен чылай лайăхрах, юшкăн тути те каламасть", - тет Георгий Матвеев. 22 çулти каччă ÿстерекен пулла районти çынсем хаваспах туянаççĕ. Пĕлтĕр кăна темиçе тонна пулă сутнă вăл.
«Ялта пурăнса та тупăш илме пулать», - тет маттур усламçă.

❗️Кăçалхи утă уйăхĕнче Чăваш Енре 842 çын çемье çавăрнă.
Хĕрсем вăтамран 23-25 çулсенче качча тухаççĕ, каччăсем вара 24-27 çулсенче авланаççĕ. Çемье çавăракан чи çамрăк хĕр – 16-ра, каччă – 18-та; чи пысăк ÿсĕмри хĕрарăм вара – 75-ре, арçын – 84-ра.
✅Çурла уйăхĕнче мăшăрланма республикăри ЗАГС уйрăмĕсенче 872 заявлени йышăннă.