ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.36K subscribers
13.7K photos
1.25K videos
3 files
410 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр
Download Telegram
Ырӑ салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, вырӑн-вырăнпа ҫумӑр ҫуса иртет.
Сывлӑш температури +18-23 градус таран пулать.
Ҫил ҫурҫӗртен ҫеккунтра 2-7 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 750 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк 50%.
Ялти спорт вăййисенче - пуринчен малта!

Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем Омск тăрăхĕнче иртнӗ ӑмӑртура хӑйсен ӑсталӑхне пур енӗпе те кӑтартса панӑ. 3548 очко пухса ял тăрăхĕнче 450 пин ҫынран сахалрах пурăнакан регионсен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннӑ.
Александр Политовпа Галина Павлова пуринчен маттур пулнӑ: утӑ ҫулса, тӗрлӗ дистанцире чупса, турник ҫинче туртӑнса ылтăн медальсемпе савӑнтарнӑ.
Арҫынсен волейбол ушкăнӗ пирĕн команда пухмачне 864 очкопа пуянлатнӑ! Каччӑсем пур ушкӑна та ҫӗнтернӗ, анчах та финалта Дагестан спортсменӗсене выляса янӑ, кӗмӗл медальсене тивĕçнӗ.
Пирĕн ушкăнра 37 ҫын пулнӑ: Етӗрне, Вӑрнар, Патӑрьел, Муркаш, Тӑвай тата Шупашкар районĕсенчен. Ентешӗмӗрсем Беларуҫ Республикинчен тата Раççейĕн тӗрлӗ регионӗнчен пухӑннӑ 50 ушкӑнран пуринчен маттур пулнине кӑтартса панӑ!
Хир сыснисем каллех хулана килнӗ.

Ӗнер 21:45 сехетре чӗр чунсене Шупашкарти Кӑнтӑр хӗвел анӑҫ районӗнчи чиркӳ патӗнче асӑрханӑ.
Унччен маларах ҫӳп-ҫап купи таврашӗнче апат шыракан хир сысни ҫинчен пӗлтернӗччӗ.
Ырӑ салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян республикӑра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, хушӑран уяртать.
Сывлӑш температури +19-24 градус таран ҫитет.
Ҫил ҫурҫӗртен ҫеккунтра 4-9 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 750 мм,
сывлӑшра нӳрӗк 45% пулать.
Патӑрьелсем Тинӗс Ҫар Флотӗнче хӗсметре тӑнисен энциклопедине пичетленĕ.

Районти моряксем уява тӗплӗн хатĕрленнӗ - ятарласа документсем пухса энциклопеди пичетленӗ.
Тинӗс Ҫар Флочĕн кунĕнче вӗсем ир-ирех Туҫа ялĕнчи чиркӗве пухӑннӑ, Улатăр тата Пӑрачкав епископӗ Феодор ирттернӗ уяв кӗллине хутшăннӑ.
Сӑмах май, Феодор атте хӑй те нумай ҫул карап ҫинче тухтӑрта тӑрӑшнӑ.
Уява Патӑрьелте тӑснӑ. Моряксен ячӗпе йӗркеленӗ концерта район ертӳлӗхӗ те хутшăннӑ.
"Морское братство - Союз моряков" Общество организацийӗн Канашӗн пайташĕсем Патӑрьел районĕнче ҫуралса ӳссе Тинĕс Ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ арҫынсене асӑну медалӗсемпе тата энциклопедипе чысланӑ.
Канаш районĕнчи Ухманта Раççей морякӗсене асӑнса палӑк уҫнӑ.

Ӑна Раççей флочӗн никӗслевҫи I Петӗр патша ҫуралнӑранпа 350 ҫул ҫитнине халалласа тунӑ.
Палӑка иртнӗ вырсарникун, Тинӗс Ҫар Флочĕн кунĕнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пысăк йышпа уҫнӑ.
Палӑк лартас ӗҫе хутшăннӑ хастарсене "Морское братство" Общество организацийӗн Канашӗн пайташĕсем тав хучĕсемпе тата асӑну медалӗсемпе чысланӑ.
Канаш районĕнчи Вӑтапуҫ ял тăрăхĕнче Тинӗс Ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ ентешсене асăнса палӑк лартнӑ.

Ӑна хисеплӗ ентешӗмӗрӗн, "Варяг" крейсерӑн комендорӗн Конон Зиновьевӑн тӑван ялӗнче вырнаҫтарнӑ.
Елчӗк районĕнчи Аслӑ Елчӗкре Тинӗс Ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнисен ячĕпе палӑк уҫнӑ.

Уява район ертӳлӗхӗ те хутшăннӑ, палӑк лартассишӗн тӑрӑшнӑ хастарсене тав хучĕсемпе чысланӑ.
М12 магистраль ҫинче сехетре 150 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ҫӳреме ирӗк парӗҫ.

"Вӑтамран сехетре 140 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ҫӳреме ирӗк парӑпӑр. Хӑш-пĕр лаптăкра — 150 ҫухрӑма ҫити", — палӑртнӑ Правительствӑн председателĕн ҫумӗ Марат Хуснуллин.
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
❗️Фитнеса ҫырӑнасшӑн-и?

Яла кайӑр! Унта "абонемент" тӳлевсӗрех.