❗Александр Конорев кӗҫӗн сержанта Раҫҫей Геройӗн ятне панӑ.
Вӑл Етӗрне районӗнчи Тури Мучар ялӗнче 1985 ҫулта ҫуралнӑ.
✅Сахалинта ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн контракта алӑ пуснӑ. Кавказри тата Сирири ҫар операцийӗсене хутшӑннӑ. Разведчик тата сапер пулнӑ.
✅Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Донбасри Краснополье ялӗнче паттӑррӑн пуҫ хунӑ. Александр пулемет расчетне тата 15 националиста тӗп тунӑ.

❗Шупашкарта пурăнакансене пыл хурчĕсем тапăннă.
Университет тата Граждан урамĕсенче пурăнакансем пулăшу ыйтса шыравпа çăлав службине шăнкăравланă. Специалистсем ятарлă тум тăхăнса пыл хурчĕсен çемйине пуçтарнă, вăрмана илсе кайнă.
✅Асăрхаттаратпăр: пыл хурчĕсен йышне курсан çывăха пымалла мар, тÿрех специалистсене чĕнмелле.

❗️Социаллă контракт пулăшăвне 100 пин тенкĕлĕх ӳстернĕ.
✅ Ку саккуна паян Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ырланă. Малашне харпăр хăй ĕçне пуçарса ярас текенсене 250 пин вырăнне 350 пин тенкĕ парса хавхалантарĕç. Ял тӑрăхĕнче хушма хуçалӑх аталантарас текенсене 100 пин тенкĕ мар, 200 пин тенкĕлĕх тĕрев укçи парĕç. Аса илтеретĕп, социаллă контракт пулăшăвне сахал тупăшлă çынсене параççĕ.

❗️Усал çил-тăвăл алхаснине пула шар курнă 488 çынна 10-шар пин тенкĕ тӳлĕç.
Кун пирки Чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕ пĕлтерет.
Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче алхаснă çил-тăвăл тата аслатиллӗ çумăр чылай çынна сӑтӑр кӳнĕ: çуртсен тăррийĕсене сӳтсе антарнă, йывăçсене хуçса антарса автомобильсене çĕмĕрнĕ, электричество пралукĕсене татнă, пушар сăлтавĕ пулса тăнă. Уйрăмах Йĕпреç, Канаш, Комсомольски районĕнчи хуҫалӑхсене чылай инкек илсе килнĕ.
✅ Пулӑшӑва тивĕçес текенсенчен 488 заявлени çитнĕ. Укҫана кӗҫех ҫитерсе парӗҫ.

❗Паян - Куҫмапа Демьян кунӗ.
▶️ Пахчари ӗҫсемпе аппаланма ӑнӑҫлӑ кун. Авалтанпах утӑ типӗтсе кӗртмелли тапхăр пулнӑ.
▶️ Ҫырла пухмалли вӑхӑт. Халӗ шӑпах чи тутлӑ та сиплӗ ҫырла вӑхӑчӗ.
▶️ Хӗрсемпе хӗрарӑмсем паянхи кун пӗр-пӗр килте пухӑнса пурте пӗрле пӑтӑ пӗҫернӗ, кӑмӑллӑ калаҫнӑ, пӗр-пӗрне канаш-сӗнӳ панӑ.

❗Шупашкарти аэропортран самолетсем Сургута тата Сочине вĕçме тытăнĕç.
✅ Çак кунсенче авиамаршрутсене кам пурнăçласси паллă пулчĕ. Сургут хулине ЮВТ-Аэро компанин Суперджет 200 самолечĕ вĕçĕ. Эрнере икĕ рейс пулĕ. Вĕсене компани çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен пурнăçлĕ.
✅ Сочи хулине вара «Северный ветер» компанин самолечĕ Боинг -737 -800 вĕçĕ. Ку маршрутпа эрнере икĕ рейс пурнăçланĕ. Вĕсемпе самолет юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен вĕçĕ.

❗Канаш районĕнчи Юмансар ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ çĕклеççĕ.
✅ 100 çынна йышăнма пултаракан клуба хăпартма «Культура» наци проекчĕпе 33 миллион тенкĕ уйăрнă.
Строительсем культура çурчĕн никĕсне хывнă, тăрăшсах стенасем купалаççĕ.
✅ Палӑртмалла, 2021-2026 ҫулсенче республикăра 25 культура çурчĕ çĕклеме, 55 клуба тĕпрен юсама палăртса хунă.

❗Пирĕн ентешсем Хусанта çамрăк спортсменсем хушшинче иртекен Раççей ӑмӑртӑвӗнче çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăваҫҫӗ.
✅ Виктория Максимова тата тепĕр «ылтăнпа» савăнтарчĕ. Малтанах вӑл 100 м дистанцире çĕнтерӳçĕ пулса тăнă, унтан вара 200 м дистанцире пуринчен малтан финиша çитнĕ.
✅ Унăн тантăшĕ Анна Красильникова 800 м дистанцире виççĕмĕш чупса тухнă, бронза медале тивĕçнĕ.
✅ Хӗрсенчен Александр Алексеев та юлас темен. 3000 м дистанцире финиша виççĕмĕш ҫитнӗ, "бронзӑна" тивĕçнӗ.
✅ Маттур хĕрсемпе каччӑсене тата вĕсен тренерĕсене чĕререн саламлатпăр!

❗Шупашкарти троллейбус управленийĕ 5 маршрутăн çул-йӗрне улшăнусем кӗртесшĕн.
✅ Предприяти ку ҫӗнӗлӗхсене хулара пурнакансемпе сӳтсе явасшӑн. Кун валли «Открытый город» порталта ятарлă сасăлав пуçарса янă. Тĕпрен илсен, 8, 6, 5, 9, 11 маршрутсене улшăнусем кĕртесшӗн. Сăмахран, 11-мĕш маршрута кĕскетесшӗн, троллейбуса Чукун çул вокзалĕнчен Чапаев поселокне кăна çӳреттересшӗн.
✅ Çынсене хăйсен шухăшне пӗлтерме, сасăлава хутшăнма ыйтаççĕ.

❗️Ача садике çӳренĕшĕн тӳленишĕн компенсацие тивĕçме заявление Госуслуги портал урлă яма пулĕ.
✅ Ку - питӗ меллӗ. Çак пулăшăва илес тесе çулсерен 9 пин ытла çын заявлени тӑратать. Çаванпа та ку ĕçе электрон мелпе тума май килни специалисчĕсен ĕçне чылай çăмăллатать.
✅ Ашшĕ-амӑшĕн те хутсемпе çӳремелле пулмĕ.

❗Фермер шкулĕнчен тата 32 çын вĕренсе тухса çĕнĕ услам ĕçне пуçăнать.
Çак кунсенче аграри университетĕнче «Фермер шкулĕн» çĕнĕ класĕ пĕлĕве вĕçленĕ. 32 çамрăк фермера çырла туса илме, пулă ĕрчетме, сыр хатĕрлесе сутма вĕрентнĕ.
✅ Хастар усламçăсене Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев диплом парса чысланă, çĕнĕ ĕçпе ăнăçлă тăрăшма пил парса саламланă.
❗ Фермер шкулӗ малашне те ӗҫлӗ, кунта тата агротуризм енӗпе тата кайӑк-кӗшӗк ӗрчетме вӗрентĕҫ.