ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.1K subscribers
12.7K photos
1.1K videos
3 files
384 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр. Хыпарсем пулсан çырăр: @Andreich07
Download Telegram
Каҫал тӑрӑхӗнчи Урмаелте паян ҫӗнӗ мечӗт уҫӑлчӗ.

Ӑна Рахимулла Миназетдинов ятне панӑ.
Мечӗте ял-йыш тата хастар усламçăсем пулӑшнипе ҫӗкленӗ.
Каллех 100 балл.

Информатикӑпа тата ИКТпа патшалӑх экзаменне пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Енри икӗ каччӑн – 100 балл. Гарий Филипповпа Николай Кузьмин иккӗшӗ те Шупашкарти 2-мӗш лицейрен вӗренсе тухнӑ.
Тепӗр эрнере шӑрӑх пулӗ.

Канмалли кунсенче Чӑваш Енре 21-26 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ.
Тепӗр эрне варринче 30 градус таран шӑрӑх ҫанталӑк пуҫланӗ, каҫсерен 15-20 градус ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн е каҫ еннелле аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать.
Ҫакнашкал шӑрӑх ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑрӗ.
Ӗҫ мухтавĕн хулисем - пӗр карттӑ ҫинче.

Паян тата ыран Шупашкарта Ӗҫ мухтавӗн хулисен форумӗ иртет.
Шупашкарта автомобиле лартмалли ятарлӑ вырăнсенче хак ӳстернӗ.

Паянтан автомобиле 1 сехетлӗх хӑварасси - 30 тенкӗ. Халиччен 10 тенкӗ пулнӑ.
Чӑн малтанхи ҫур сехечӗ - тӳлевсӗр.
Паян - Зосим хурт-хӑмӑрҫӑ кунӗ.

Паянтан пыл хурчĕсем карассене пылпа тултарма тытăнаҫҫӗ, тенӗ. Ҫак тапхӑрта вӗсене чӑрмантармалла мар.

▶️ Хурт-хӑмӑрҫӑсен хӑйсен хурчĕсем пирки каласа пама, мухтанма юраман. Инкек пуласран хӑранӑ.
▶️ Пыл хурчĕсене шутлани те начар япала пулнӑ.
▶️ Паянхи кун пыл сутман. Ӗҫ ӑнма пӑрахасран, кил-ҫуртран тату пурнӑҫ тарасран хӑранӑ.

Зосим хурт-хӑмӑрҫӑ - ҫемьесене сыхлаканскер. Паян пуҫарнӑ пысăк ӗҫсем яланах ӑнӑҫлӑ пулаҫҫӗ, тенӗ. Ҫурт никӗслесен - пӳрт ҫирӗп пуласса, ҫемье ҫавӑрсан - туслăхра, килӗшӳре пурăнасса ӗненнӗ.
❗️ Халăх сăнанинчен:

▶️ Пыл хурчĕсем ир-ирех ӗҫе пуҫӑннӑ, улӑха васкаҫҫӗ – хӗвеллӗ уяр ҫанталӑк пулать.
▶️ Ирпе сывлӑм ӳкмен каҫ кӳлӗм ҫумӑр пулать.
▶️ Эрешмен ҫӗнӗ карта хатӗрлени – уяр ҫанталӑка.
Муркаш районӗнчи Амаксар утравӗнче археологсем 10-мӗш ӗмӗрти вил тӑприне тупнӑ.

Ҫӗр айӗнче капӑрлӑхсем (пилӗк ҫыххисем, хӑлха ҫакки) упранса юлнӑ. Вӑхӑт чылай иртнипе бронза капӑрлӑхсем симӗсленнӗ. Ҫавӑн пекех тупнӑ япаласен йышӗнче – ҫӗҫӗ, пуртӑ, сӑнӑ. Вил тӑприсем пурте 10-11-мӗш ӗмӗрсемпе ҫыхӑннӑ, урлӑ-пирлӗ вырнаҫнӑ. Кунта хӑш халӑх ҫыннисене пытарни хальлӗхе паллӑ мар. Чӑваш тата мари археологӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑвашстат республикӑри чи пысӑк тупӑш кӳрекен профессисене палӑртнӑ.

Тӗрлӗ организацире тӑрӑшакансем уйӑхне вӑтамран 37 504 тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ.
Финанс тата страхлав ӗҫӗнче тӑрӑшакансен 1 уйӑхри ӗҫ укҫи 58 700 тенкӗпе танлашать.
Ӑслӑлӑх ӗҫӗнче тӑрӑшакансем 56 пин тенкӗ илеҫҫӗ.
Компьютер хатӗрлесе кӑларакансене 55 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Информаципе ҫыхӑну сферинче тӑрӑшакансен ӗҫ укҫи вара – 53 пин тенкӗ.
Металлурги производствинче тӑрӑшакансене уйӑхне 50 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
"Победа" авиакомпани расписанийӗ улшӑннӑ.

Ку расписанипе самолетсем паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗччен вӗҫӗҫ.
"ДП-460" Мускав (Внуково).
▫️Тунтикун-шӑматкун:
Шупашкара 9 сехет те 5 минутра ҫитӗ, Шупашкартан 9 сехет те 35 минутра тухӗ.
▫️Вырсарникунсерен:
Шупашкара 8 сехет те 50 минутра ҫитӗ, Шупашкартан 17 сехет те 10 минутра тухӗ.
Сочие каякан "ДП-358" рейс Шупашкартан вырсарникунсерен 9 сехет те 20 минутра вӗҫӗ. Тунтикун, юнкун тата эрнекун унчченхи вӑхӑтпах тухӗ.
Красноармейски районӗнчи Упи тӑрӑхӗнче Ҫамрӑксен кунне уявлаҫҫӗ.
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Салтак юррине пӗлмен "салтаксем".

Пур тӑрӑхра та ентешсем салтака кайма ят тухнӑ каччӑсене ҫара ӑсатаҫҫӗ.
Чӑвашсен ырӑ йӑлипе хӗсмете тӑма хатӗрленекен качча хул пуççи урлӑ ал шӑлли ҫакаҫҫӗ, ырӑ кун-ҫул, ӑнӑҫу сунса "сӗт ҫулӗпе кайса ҫу ҫулӗпе таврӑнма" сунаҫҫӗ.
Салтак ачи ял тӑрӑх юлташӗсемпе юрлама тухать.
Ку видеора – Вӑрнар районĕнчи Малтикасси ачисем. Андриян Андриянова салтака ӑсатаҫҫӗ.
Пирӗн ачалӑх асамҫин, мультипликатор-ӳнерҫин, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Премийӗн лауреачӗн Леонид Шварцманӑн чӗри тапма чарӑннӑ...

Ӑна "Чебурашка", " Аленький цветочек", "38 попугаев", "Котенок по имени Гав", Снежная королева" тата нумай-нумай мультфильмӑн ашшӗ теме пулать.
Талантлă ӳнерҫӗ, пурӑннӑ пулсан, ҫурла уйăхĕнче 102 ҫула ҫитӗччӗ...
Паян - Мефоди кунӗ.

Паянхи кун сунарҫӑсем путене тытма тухнӑ. Ку - ҫӑмӑл ӗҫ мар. Шурӑ путене тытни - пысăк ӑнӑҫу шутланнӑ. Ҫак ҫын телейлӗ пулать, тесе ӗненнӗ.

Паянхи кун ҫанталӑк мӗнле пуласси - питӗ пӗлтерӗшлӗ. Паян ҫумӑр ҫусан - йӗпе-сапа 40 куна тӑсӑлать, тенӗ. Вырма вӑхӑтӗнче те пӗрмаях ҫуса тӑрӗ.