ПУРИНЧЕН МАЛТАН
2.12K subscribers
12.8K photos
1.11K videos
3 files
385 links
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр. Хыпарсем пулсан çырăр: @Andreich07
Download Telegram
ПОЭЗИ ТӖНЧИ

Чӗнӳ чанӗ.

Чим!
Чӗремӗр чурӑсланчӗ-им?..
Чим!
Чӗлхемӗр чухӑнланчӗ-им?..

Чӗлхене чӑмласшӑн чӗмере,
Читлӗхри чарлан-им чун-чӗре?..
Чӑваша чан чӗнӗвӗпеле
Чир-чӗртен чӗртейӗн-ши, чӗрем?..

Чӑн чӑваш чӗлхи - чапсӑр чӗлхе-им?..
Чыссӑр чуралла чӗркуҫленер-им?..
Чӗрӗ чӗререн чӗрпӗк чӗлер-им?
Чӗрпӗк чӗлер-им - чӗпкуҫ чӗртер-им?
Чӗпкуҫ чӗртнипех чӑн чӗрӗлер-им?..

Чӑтӗ-ха чӗрем - чӑн чӑваш чӗри!
Чӗмсӗр чӑтаймасть - чӑтатех чӗрри!

Чӗрӗ чӗремрен чӗлӗх чӗлӗр-ха -
Чӗлӗхӗпеле чӗнӗр! Чӗнӗр-ха:
Чӗрӗ чӗлхешӗн чӑмӑртанар-ха -
Чӑваш чӗлхишӗн чӑтӑмланар-ха,
Чӗкеҫ чӗлхине чӗмлӗлетер-ха,
Чечеклетер-ха, чӗнтӗрлетер-ха!

Чӗмпӗрӗмӗрти чӑнкӑ чӑвашсем!
Чулхуламӑрти чӑрсӑр чӑвашсем!
Чӑн чӑваш чӗлхи чӗркуҫлентӗр-им?..
Чӗлӗ чӑмличчен... чӗн чӑмлӑпӑр-им?..
Чӗлӗм чӗртиччен - чӑрсӑрланайсан!..
Чанкки черккиччен - чӑркӑшланайсан!..
Чӑнкӑр-чӑнкӑрри - чурасенччӗ-иҫ!
Чӑштӑр-чӑштӑрри - чеййисенччӗ-иҫ!..
Чухласан - чухла. Чухлаймастпӑр-ҫке:
Чӑваш чатӑрӗ чӑлӑш-чалӑш-ҫке!..

Чӑн чӑваш чӗлхи чӑхӑмланӑ чух,
Чӑвашсен чӗри чухӑнланнӑ чух
Чышкӑпа чышса - чаплӑланар-им?..
Чавсапа чавса - чыслӑланар-им?..

Чӑвашра чапли чӑннипех чылай,
Чӑвашра чысли чӑннипех чылай.
Чӑлах чунланса, чапрас чунланса,
Чапран чаплисем, чӗлхене чӳклер-им?..
Черченрен черчен, чеченрен чечен,
Чипертен чипер чӗлхене чӳклер-им?..

Чӗрнипе чӗрет чыссӑр чӑлханни,
Чӗрет чӗрене, чӗрет - чухӑнни...
Чӗтрекен - чӗтрет: чунӗ чӑлах-ҫке.
Чӗнекен - чӗнет: чӗннӗ - чӗнӗ-ҫке!
Чӑн чӑваш чӗлхи - чӑваш Чунӗ-ҫке!
Чӗрӳнтен чикет чуххӑм ченӗҫке*...

Чим,
Чӗлхемӗр чухӑнланчӗ-им?..
Чим,
Чӗремӗр чурӑсланчӗ-им?..

Чеченлет чӑваш Чунне
Чӗрӗ чӗлӗхлӗ чухне:
Чӑн-чӑн чӗрӗлтӗр чӗлхе -
Чӑтӑмлӑ чӑваш чӗлхи!
Чӗвӗлти чӗлхемӗре
Чирлетеймӗ чӗмере!

***
Чӳхенех, чечек: чул-им - чӗрӗ-ҫке!
Чӑрӑш, чӳхенех - чараймастӑн-ҫке!
Чӗвӗлтет, чепчен, чӗрнӳсем - чӗвен!
Чыхӑнтарӑн-им - чӗрӗлме чӗнен!

Чепчен чӗппи - чепченле,
Чӗкеҫ чӗппи - чӗкеҫле,
Чӑваш чӗппи чӑвашла
Чӗвӗлтеттӗр-ха: чыслар!

Ч.Ч!
Чӑмӑртанар, чӑвашсем:
Чӑваш чӗлхи чӑн чӗрӗлтӗр!

*ченӗҫке - вилка.

Марина Карягина.
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

Паян, авӑн уйăхĕн 7-мӗшӗнче, республикӑра улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури +18 градусран пуҫласа +24 градус таран пулать.

Ҫил ҫурҫӗр хӗвел анӑҫӗнчен тӳлек вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ 756 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк 45 %.
❗️ Халăх календарĕпе паян Тит кунӗ.

▶️ Ҫветтуй Павӑл апостолӑн вӗренекенӗ Тит - ҫулҫӑ тӑкакан, кӑмпапа сӑйлакан. Ҫуллахи кӑмпа вӑхӑчӗ вӗҫленет тенӗ. Паянтан кӗрхи кӑмпасем шӑтма пуҫлаҫҫӗ.
▶️ Паян туяннӑ япала нумай ҫул усӑ кӳрӗ, савӑнтарӗ. Анчах та укҫапа пӗлсе усӑ курмалла.
▶️ Ҫурт-йӗр купалама, пысӑк юсав пуҫлама юраман паянхи кун. Ӗҫ харама каять тенӗ.

Халăх сăнанинчен:

- Тыр-пул ӑнса пулнӑ - хӗл шартлама сивӗ пулӗ, кӑмпа нумай пулсан хӗл вӑраха тӑсӑлать тенӗ.
- Вӗҫен кайӑксем канма ҫӗр ҫине лараҫҫӗ - ҫанталӑк ӑшӑ кунсемпе татах савӑнтарӗ, кайӑксем пӳрт тӑрне анса ларни ҫӗр шӑннине, ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтерет.


✅️ Владимир, Моисей, Иван паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
ПОЭЗИ ТӖНЧИ

ТӐВАН ЯЛ


Кун çути ка́тартна́ яла́м,
Ытамна ялан туртан.
Е́ме́рле́х сана эп савра́м,
А́ша́ туйа́м çуратан.

Ирсерен куçа уçcасса́н
Эп са́ната́п маччана.
Туратсен куçне курсасса́н
Сава́ната́п пе́р кана.

Тула́ пуссипе утата́п
Се́рте́нсе пучахсене.
Ула́х-çaранпа чупата́п
Пуçтарса чечексене.

Çут шевле вылять хавасса́н
Ку́ле́ри тумламсемпе.
Ва́шта́р çил, сывлана́н асса́н,
Калаçать çулçа́семпе.

Йа́мрасем ав кармашаççė
Пе́ле́тсемле́ ту́пене.
Канта́ксем йа́лта́ртатаççė
А́сатса шевлесене.

Сукмака те́рлет сар уйа́х
Мерченне сапса çу́лтен.
Кун-çулу сан пулта́р тула́х,
Савна́ яла́м, кунсерен.

Ирсерен эс вӑранатӑн
Кайӑк-кӗшӗк сассипе.
Каçсерен ыйха путатӑн
Янкӑс купӑс кӗввипе.

Ир те каç эс, ял, илемлӗ -
Кӗркунне, çулла, хӗлле.
Çуркунне шап-шур çеçкеллӗ,
Чун туртать тӑван киле...

Альбина Юрату
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра хӗвеллӗ уяр ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури +21 градусран пуҫласа +26 градус таран пулать.

Ҫил тӗрлӗ енчен тӳлек вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 744 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 45%.
❗️ Халăх календарӗпе паян Натали кунӗ.

▶️ Ӗлӗк хресченсем Натали кунӗнче сӗлӗ вырма тухнӑ. Пӗрремӗш кӗлтене киле илсе килнӗ, турӑшсем айне лартнӑ. Каҫ кӳлӗм, киле таврӑнсан, тӑвансем тӗп киле пухӑнса сӗлӗ пӑтти ҫинӗ, тыр-пула типтерлӗн пухса кӗртме ырӑ ҫанталӑк, вӑй-хӑват ыйтса кӗл тунӑ.
▶️ Натали кунӗнче шӑпана ӳпкелеме юрамасть. Темӗнле йывăр пулсан та, алӑ усмалла мар, парӑнмалла мар. Кӑмӑлӑра ҫӗклеме тӑрӑшмалла.

Халăх сăнанинчен:

- Хурӑнпа юман ҫулҫӑ тӑкман пулсан хӗл шартлама сивӗ пулать тенӗ.
- Пилеш нумай пулнӑ - хӗлле вӑраха тӑсӑлӗ, сивӗ пулӗ.
- Натали кунӗ тӗлне уплюнкка тухнӑ пулсан "карчӑк ӑшши" кӑҫал пулас ҫук.

Наталья, Адриан, Мария, Пётр, Георгий, Виктор, Дмитрий, Роман, Николай ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури +19 градусран пуҫласа +24 градус таран пулать.

Ҫил тӗрлӗ енчен тӳлек вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 755 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 52 %.
❗️Халӑх календарӗпе – Пимен кунӗ.

▶️ Ҫак кун аистсене кӳрентерме, вӗсем ҫине пӳрнепе кӑтартма юрамасть – ҫемьере йыш хушӑнмӗ.
▶️Тӗттӗмленнӗ хыҫҫӑн урама ан тухӑр – чирлесе ӳкме пултаратӑр.
▶️Ӗҫ укҫине ӳстерме ан ыйтӑр – нимсӗр юлма пултаратӑр.
▶️Упӑшкипе арӑмӗн вӑхӑта пӗрле ирттермелле – ҫемье ҫирӗпленӗ.
▶️Качча кайман хӗр вӗҫекен аиста курни – кӗҫех туй пуласса.

✅️ Халӑх сӑнанинчен:

– Паян аистсем вӗҫсе кайма хатӗрленеҫҫӗ пулсан кӗркунне ир тата сивӗ килӗ;
– Автансем пӗр вӑхӑтра тата хытӑ авӑтни – шӑрӑх кун пуласса;
– Хӗвел тухсан ирхи тӗтре сирӗлни – лайӑх ҫанталӑк пуласса;
– Юхан шыв кӑпӑкланни – талӑкран ҫумӑр пуласса;
– Ирхине асамат кӗперӗ тухни – ҫумӑр ҫӑвасса;
– Ирхине шыв ҫийӗн тӗтре сарӑлни – уяр кун пуласса.


✅️ Никонор, Алексей, Василий, Митрофан, Антон, Михаил, Пимен, Афанасий, Иван, Петр, Александр, Дмитрий паян менелникне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
❗️Артем тата Наталия Григорьевсен ҫемйи кӑҫал ҫуралнӑ пепкине чӑвашла ят панӑ.

Сӑмах май, ҫемье пуҫӗ малтан чӑвашла пӗлмен те, халӗ вара мӗнле илемлӗ калаҫать.

Ачана мӗнле ят панине тата маттур ҫемье ҫинчен ытларах пӗлес килет пулсан Константин Доброхотов хатӗрленӗ видеосюжетпа паллашма сӗнетпӗр.
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури +21 градусран пуҫласа +26 градус таран пулать.

Ҫил кӑнтӑр хӗвел тухӑҫӗнчен тӳлек вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 752 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 48 %.
❗️Ольга Палан (Осипова) тата Сергей Щербаков Пӗтӗм тӗнчери "SKEY-CINEMA" кинофестиваль дипломанчӗсем пулса тӑнӑ.

Кинофестиваль "АМЕДИА" киностудире иртнӗ. Чӑваш Енрен унта "Уй варринче" тата "Пирӗшти куҫҫулӗ" фильмсемпе Ольга Палан (Осипова) тата Сергей Щербаков хутшӑннӑ. Иккӗшӗ те диплома тивӗҫнӗ.

"Ку манӑн пӗрремӗш режиссер ӗҫӗ. Ӑна эпӗ пушкӑрт кинорежиссерӗн Булат Юсуповӑн шкулӗнче диплом ӗҫӗ валли "Ҫӗр сӑмахӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗччӗ", – терӗ Ольга Палан.
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури +21 градусран пуҫласа +26 градус таран пулать.

Ҫил кӑнтӑр хӗвел тухӑҫӗнчен тӳлек вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 752 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 48 %.
ПОЭЗИ ТӖНЧИ

Пысӑк телей...


Пысӑк телей - ирпе куҫа уҫсассӑн,
Ыр кӑмӑлпа тӑрса утсан кӑна.
Ҫут кун вӑйне, асамлӑхне туйсассӑн -
Ытамласа тытас пек таврана.

Пысӑк телей - тӑван сыв пурӑнсассӑн -
Ҫывӑх ҫынсем ҫӳреччӗр ҫеҫ чупса.
Ҫулран ҫула ҫемье аталансассӑн -
Унран пахи тупаймӑн шыраса.

Пысӑк телей - тӗнче ырӑ пулсассӑн -
Урӑх темех те кирлӗ мар ҫынна.
Пӗрне-пӗри ӑшӑ куҫпа пӑхсассӑн -
Хисеп тума ҫитер ҫеҫ хӑватна.

Пысӑк телей - инкекӗ пӑрӑнсассӑн -
Нихҫан килсе ан ҫулӑхтӑр нуша.
Илемлӗ самантсем асра юлсассӑн -
Телей кӗрсе вырнаҫнӑ пек ӑша.

Марина Иванова.
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен!

✅️ Паян республикӑра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать.

Сывлӑш температури +23 градусран пуҫласа +28 градус таран пулать.

Ҫил кӑнтӑр хӗвел тухӑҫӗнчен тӳлек вӗрет.

Атмосфера пусӑмӗ: 755 мм.
Сывлӑшри нӳрӗк: 35 %.
❗️ Халăх календарĕпе паян Александр кунӗ.

▶️ Православи тĕнне ӗненекенсем паян Александр Невский полководеца асӑнса кӗл тӑваҫҫӗ, ҫар ӗҫӗнче тӑрӑшакансене вилӗмрен сыхлама ыйтаҫҫӗ.
▶️ Паянхи кун ҫӗнӗ тырӑран ҫӑкӑр пӗҫерсе ҫиме хушнӑ.
▶️ Паянхи кун ҫӗнӗ тум туянма сӗнмеҫҫӗ. Ҫӳҫ кастарма та тӑхтамалла. Мӑшӑрсен пӗр-пӗрне сӑлтавсӑр кӗвӗҫмелле мар.

Халӑх сӑнанинчен:

- Вӗҫен кайӑксем тӳпере ҫаврӑнаҫҫӗ, кӑнтӑра васкамаҫҫӗ - кӗркунне уяр те ӑшӑ пулать тенӗ.
- Пыл хурчĕсем вӗллесене хуплаҫҫӗ - кӗҫех тӑм ӳкме тытӑнать.
- Чӗрӗпсем йӑвисене вӑрман хӗрринче тунӑ - хӗл кунӗсем ӑшӑ тӑрасса, вӑрман варринче - шартлама сивӗсем пуласса.


Гавриил, Василий, Елизавета, Павел, Григорий, Даниил, Ангелина, Максим, Александр, Леонид, Евгения, Федор, Макар, Николай, Алексей, Корнилий, Ефрем, Семен, Петр, Иван, Степан, Арсений, Игнатий ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.

Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, хисеплӗ тӑванӑмӑрсем!
❗️ ПОЭЗИ ТӖНЧИ

Телейлӗ ҫын телейлӗ яланах


Ахаллӗн каламаҫҫӗ халӑхра:
"Кам мӗн шырать - тупать", ҫав алӑра.
Пӗри вӑрҫать умри пӗренене,
Тепри ларса канать хӑй ун ҫине.
Унтан кулса ачашшӑн тав тӑвать,
Тулли кӑмӑлпала тӑрса утать.
Кам киленет хирти чечексемпе,
Пӑхать савса телейлӗ куҫсемпе.
Тепри вара тапта-тапта иртет,
Ҫав илеме курмасӑрах ҫӳрет.
Пӗри текех хурлать хӑй пурнӑҫне,
Ялан шырать унра ҫук кӑлтӑкне.
Тепри вара ҫиҫет ҫут хӗвелле,
Кашни ҫӗн кун та уншӑн ҫӗнӗлле.
Чун туртӑнать телейлисем патне,
Вӗҫес, юрлас килет ман хӑш чухне.
Эп юрататӑп! Пурнӑҫ та хитре,
Ҫиҫсем, хаваслӑ кулӑ, сӑн-питре!
Ҫак пурнӑҫ вӑл килет пӗрре кӑна,
Кашни саманчӗ хаклӑ-ҫке мана.
Ыран епле? Пӗлессӗм те килмест,
Шухӑшпала вӑл пурпӗр ҫӗнелмест.
Телейлӗ ҫын телейлӗ яланах,
Ӑҫта пулсан курать ырри анчах.

Мая Салампи
ПОЭЗИ ТӖНЧИ

ШЕП ИЛЕМ


Çӗнӗ кунӑн илемӗ - хӗлхем,
Çӗкленет унпа хапӑл чӗpeм.
Чуна ырлӑхӗ caвӑнтарать,
Пурӑнма иксӗлми вӑй парать.

Пархатар кашни кун çӗнетет,
Вӑл пире тивлетпе сӗртӗнет.
Кӗpкунне çимӗçне парнелет,
Таврана ытарми сӑн кӗpтет.

Тыткӑнлать хӳxӗм тӗc- acaмат,
Çyлçӑcем вальс ташланӑ caмант.
Тунсӑx cӗмӗ чунран сирӗлет,
Ырлӑxпа чӗpeне эрешлет.

Çyт хӗлхемӗн илемӗ -тупра,
Тав тӑвас килет уççӑн Турра.
Уçca пачӗ Вӑл вӑрттӑнлӑxa,
Чӗpeне сиплекен ырлӑxa.

Галина Макарова.