Чӑваш Ен калаҫать
456 subscribers
1.11K photos
106 videos
25 links
Ку канал республика хыпарĕсемпе паллаштарать, тĕлĕнмелле ҫынсем, пулӑмсем ҫинчен каласа кӑтартать, несĕлсен йӑли-йĕркине аса илтерет, тĕрлĕ кӑсӑклӑ ыйтӑва пĕрле сӳтсе явма сĕнет! 😊
ВК:https://vk.com/club223395916
Ок:https://ok.ru/group/70000005812307
Download Telegram
Ҫӗршывӗпех пыракан «Вӑрмана сыхласа хӑварар» акцие хутшӑнса Юнкӑ тата Ильинка шкулӗсенче ӑс пухакансем 7 пине яхӑн йывӑҫ лартнӑ🌳.

«Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать», - теҫҫӗ халӑхра. Ҫут ҫанталӑк тусӗсем пӗр гектар ҫинче вӑй хунӑ.
Ырӑ ӗҫпе хавхаланнӑ ушкӑн тӑрӑшнипе часах пысӑк лаптӑка ҫамрӑк хунавсем йышӑннӑ. Шкул ачисем, вӗрентекенсем, вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ӗҫлесе пин-пин ҫӗпӗр лиственници лартнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хушӑвӗпе 2024-мӗш ҫула пирӗн республикӑра Экологие тата ҫут ҫанталӑкпа типтерлӗн усӑ курассине халалланӑ.

Муркаш тӑрӑхӗнче аслисемпе танах ачасем те тавралӑха хӑтлӑх кӳрес, йывӑҫ-тӗм лартас ӗҫре хастар.
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӳрӗ линире республика ҫыннисен 50 ыйтӑвне хуравланӑ.

Регионта пурӑнакансене чӑваш чӗлхин шӑпи пӑшӑрхантарать. Кун пирки республика ертӳҫи мӗн шутлать?
Етĕрне тӑрӑхĕнче пурӑнакансен калаҫӑвĕнче "сахан" тени пур. Мĕне пĕлтерет-ши ҫак сӑмах? 🤔
Anonymous Quiz
42%
сухан
51%
тĕпсакай
7%
сахал
Салам, чӑвашсем! 😍
Ака уйӑхĕн ҫуррине ҫитрĕмĕр.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, паян:
- ҫурхи шыв капланса юхни - тухӑҫлӑ ҫула 🌊
- кураксем явӑнса вĕҫни - ҫитес кунсем ҫумӑрлӑ пуласса ☔️
- пӑр тапранман пулсан кӑҫал пулӑҫсене ӑнмĕ 🤷

Ҫĕнĕ ĕҫ эрни мĕн палӑртнине пурнӑҫа кĕртме май патӑр!
Республикӑра ҫурхи ака пуҫланнӑ.

Чи малтан уй-хире пӑрачкавсем тухнӑ. Ку тӑрӑхри «Никулинский» хуҫалӑхра 166 гектар ҫинче урпа акнӑ та ӗнтӗ.

🌾 Пурӗ Чӑваш Енӗпе кӑҫал 546 пин ытла гектар ҫинче тӗрлӗ культура ӳстермелле. Вӑл шутран 55 проценчӗ - пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышшисем.

Ял хуҫалӑх министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи предприятисемсĕр пуҫне пурте ҫурхи ӗҫсене пуҫӑннӑ.
❗️Йĕркесене пăхăнмалла!

🚨
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен республикăра 15 пушар инкекĕ пулнă. Типĕ курăка пула 9 хутчен, каяшсем çунтарса 6 хутчен хĕрлĕ автан алхаснă. Ытларах Шупашкар тăрăхĕнче.

🧯Инкек куçа курăнса килмест, çавăнпа та влаç тытăмĕнче тăрăшакансем асăрхануллă пулма тата йĕркесене пăхăнма ыйтаççĕ.
🎞️Кинозалсене çӳрессипе Чăваш Ен Атăлçи тăрăхĕнче 7-мĕш, фильмсем кăтартассипе вара 3-мĕш вырăн йышăнать.

Республикăра пурĕ 22 кинозал. Вĕсенчен 20-шĕ 17 муниципалитетри культура учрежденийĕсенче вырнаçнă. Пур кинозал та «Пушкин картти» программăпа ĕçлет.

Улатăр, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Шăмăршă, Çĕмĕрле тата Елчĕк округĕсенче вара кино кӑтартмалли лапамсем çук.

2022-мĕш çултанпа 1 кинозал валли 9 миллион тенкĕлĕх субсиди параççĕ. Ăна илме кăçал конкурс йĕркеленĕ. Çӳлерех палăртнă муниципалитетсенчен Красноармейски тата Çĕмĕрле тăрăхĕсем кӑна заявка паман.
Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте ака уйӑхĕн 16-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ҫумӑр ҫуни - ҫуркуннен иккĕмĕш ҫурри ӑмӑр пуласса ☁️
- хурӑн шывĕ лайӑх юхни - йĕпе-сапаллӑ ҫу кунĕсене 💦
- лашасем хартлатни - ҫанталӑк пӑсӑласса 🌫
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен — ҫӗнӗ предметсем 📚.

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри шкулсен программине ӗҫ урокӗсем тата «Основы безопасности и защиты Родины» предмет кӗртеҫҫӗ.

Кӗҫӗн классемпе вӑтаммисен расписанине «Труд» хушӑнать. Ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхӗпе тата хӳтӗлевӗпе ҫыхӑннӑ сехетсем вара вӑтам тата аслӑ ҫултисем валли пулӗҫ.

Ҫитӗнекен ӑрӑва пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарни кулленхи пурнӑҫра ҫӑмӑллӑх кӳрет. Тепӗр ҫӗнӗ предмета вӗрентнӗ чухне те ытларах практика пайне тимлӗх уйӑрӗҫ.
🛴Çуркунне - самокатсен вăхăчĕ.

Чӑваш Енри сыватмӑшсене самокатпа ярӑнса аманнӑскерсем леке пуҫланӑ. Ку вӗсем йӗркене пӑхӑнмасӑр ҫӳренипе ҫыхӑннӑ.

Тимлӗ пулӑр:
❗️Хӑш-пӗр самокатсем сехетре 50 çухрăма та парăнтараяççĕ, çавăнпа хăрушсăрлăх малти вырăнта пулмалла.
❗️Самокат — çитĕнекен ăрушăн хăрушă тетте пулнине асра тытмалла.
❗️Вĕсемпе ярăниччен ашшĕ-амăшĕн ачисене ăçта, мĕнле тата миçен ярăнма юранине каласа памалла.
Ырӑ кун, чӑвашсем!😍

Календарьте ака уйӑхӗн 17-мӗшӗ. 😉

Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, паян:☀️
- пӗлӗтсем ҫӳлте пулни тата хӑвӑрт шуни - лайӑх ҫанталӑка;
- хӗвел пӑхни тырӑ аван пуласса;
- пӗлӗтсем майпен шусан ҫумӑр ҫӑвӗ.

Йӑл кулма ан манӑр!🤗
Чӑваш Енре кӑҫал ир вӑраннӑ ҫӗленсем ҫынсене сӑхма та ӗлкӗрнӗ.

Инкек Атӑл леш енче пулнӑ. Арҫын пахча тирпейлеме тухнӑ, ҫӳп-ҫап пуҫтарма пӗшкӗнсен ӑна сасартӑк ҫӗлен сӑхнӑ.

Ҫухалса каймасӑр велосипедпа больницӑна васканӑ. Ҫул ҫинче суранӗ хӑй пирки аса илтерсех тӑнӑ, пичӗ-куҫӗ, ӳт-кӗлетки шыҫӑнма пуҫланӑ. Хура ҫӗлен сӑхни юн пусӑмне антарнӑ, арҫыннӑн кӑмӑлӗ пӑтраннӑ. Тухтӑрсем вӑхӑтра пулӑшнипе халӗ вӑл вӑй илсе пырать.

💊 Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницин уйрӑмне кӑҫал ҫӗлен сӑхнипе самай маларах пыма пуҫланӑ. Ытти чухне ҫу уйӑхӗнчен юпаччен пулсан, 2024-мӗш ҫулта ака ҫурринченех.

❗️Тимлӗхе ан ҫухатӑр, инкекрен сыхланӑр!
🇷🇺Мускаври «Раççей» куравра кӑсӑкли чылайлансах пырать.

Малалла унта Чӑваш Енри муниципалитетсем тӗлӗнтереҫҫӗ. Ку шутра Улатăр, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Патăрьел, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Улатăр, Етĕрне, Вăрнар тăрăхĕсем.

Ҫĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускаври халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче Акатуй ирттерме палăртаççĕ. Халĕ йĕркелӳ ĕçĕсем пыраççӗ.
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Хӳтӗлевҫӗсем вӗри апат ҫисе тӑван кил ӑшшине туйччӑр🏡.

Канаш тӑрӑхӗнчи Энтрияль халӑхӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнчи хӗрӳ вырӑнти арҫынсем валли типӗ яшка хатӗрлет 🥔🥕🧅.

Хастарсен ушкӑнне Лариса Минаева учитель пухнӑ. Сӑмах май, унӑн ывӑлӗ те халӗ ҫапӑҫу хирӗнче.

Хамӑрӑннисене пулӑшас ӗҫе малтанах ӗҫтешӗсем хутшӑннӑ, унтан — ялӗпех. Ҫимӗҫпе, аш-какайпа тивӗҫтерекенсем те, укҫан пулӑшакансем те пур.

Ачасем те ӗҫре хастар. Аслисем хӑвӑрт пиҫекен апат хатӗрленӗ хушӑра тӑхтав вӑхӑтӗнче, уроксем хыҫҫӑн хӳтлӗх карри ҫыхаҫҫӗ.
❤️💛Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче ирттерме палăртнӑ. Ӑна Мускаври «Раҫҫей» куравра йӗркелӗҫ.

Программӑпа кӗскен паллаштаратпӑр:
- Акатуйра тăван халăхăмăра Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, «Çавал» ансамбль, фольклор ушкăнĕсем савăнтарĕç.
- «Чăваш туйĕ», «Симĕс ылтăн», «Ака-суха ĕçĕн уявĕ» чăваш йăли-йĕркисемпе паллашма пулĕ.
- Республикăшăн, тăван халăхшăн тăрăшакансене тав хучĕсемпе чыслĕç.
- Спорт ăмăртăвĕсенче регион чысне хӳтĕлесе малти вырăнсем илекенсене наградăсемпе хавхалантарĕç.
- «Çăпата çыхасси», «Чăваш тĕррине тĕрлесси» ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлеҫҫӗ.
- Пултарулăх çăлкуçне тарăнлатакансем вара тăван чĕлхепе сăвăсем вулама пултараççĕ.
- Тĕп хуламăрăн юбилейĕн презентацийĕпе паллаштараҫҫӗ.
- Хӑнасене чăваш эстрада çăлтăрĕсем, пултарулăх ушкăнĕсем савăнтараҫҫӗ.
- Лапамсенче йĕркелӳçĕсем парнесем выляттарĕç.
- Акатуйра наци кĕрешĕвĕсем иртĕç.
- Чăн чăваш апат-çимĕçне тутанса пăхма май пулӗ.

😍Акатуйра тӗл пуличчен!
Ырӑ кун, чӑвашсем!😍

Календарьте ака уйӑхӗн 18-мӗшӗ. 😉

Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, паян:☀️
- кӑнтӑрла ӑшӑ, каҫхине уҫӑ - ҫанталӑк лайӑхланасса;
- уй-хирте калаҫсан сасӑ аван илтӗнни - ҫумӑра;
- карӑксем илтӗнмесен ҫанталӑк пӑсӑлӗ.

Ӑнӑҫлӑ кун!🤗
Етӗрне округӗнчи культура ӗҫченӗсен халӗ автоклуб пур.

Халӑха чӑннипех те кирлӗ парне ку тӑрӑха «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫитнӗ.

Пӗр пӑхсан ахаль автобус. Шалта вара концерт, уяв йӗркелеме мӗн кирли пӗтӗмпех пур. Республика тӑрӑх ҫул ҫӳрекен пултарулӑх ушкӑнӗсене вӑл самай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Транспорта ҫутӑ, сасӑ хатӗрӗсем те вырнаҫнӑ, сцена валли те вырӑн тупӑннӑ.

🎙Культура ҫурчӗсӗр ялсенче ҫӑмӑллӑнах концерт лартма пулать.

🎞📚Комплекс кинотеатра та, вулавӑша та ҫаврӑнаять.

Ҫакнашкал пӗр центр хакӗ — 5 миллион тенке яхӑн. Хальлӗхе проектпа килӗшӳллӗн республикӑри 5 округ валли автоклубсем туяннӑ.
🏥 Хӑвӑрт хурав кирлӗ. Ӑҫтан тупмалла?

Интернет уҫлӑхӗнче Чӑваш Енри кашни медицина учрежденийӗн страници пур. Вӗсемпе вара мӗнле усӑ курмалла?

1. Чи малтанах «ГОСОРГАНИЗАЦИЯ» паллӑпа социаллӑ сете шыраса тупмалла.
2. «Сообщить о проблеме» ятарлӑ виджет урлӑ, е пӗр-пӗр пост айне комментари хӑварса, е ҫыру ҫырса ыйту хӑвармалла.
3. Сыватмӑшра тӑрӑшакансем вара ҫывӑх вӑхӑтра хурав парӗҫ.

🤝 Тимлӗ пулӑр, йӑнӑш уҫлӑхра хӑварнӑ ыйтусем хуравсӑр тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа официаллӑ ушкӑнсенче кӑна ҫырӑр.

Сире ҫӑмӑлрах пултӑр тесе -
https://clck.ru/3A9zzd 💙