Чӑваш Ен калаҫать
456 subscribers
1.11K photos
106 videos
25 links
Ку канал республика хыпарĕсемпе паллаштарать, тĕлĕнмелле ҫынсем, пулӑмсем ҫинчен каласа кӑтартать, несĕлсен йӑли-йĕркине аса илтерет, тĕрлĕ кӑсӑклӑ ыйтӑва пĕрле сӳтсе явма сĕнет! 😊
ВК:https://vk.com/club223395916
Ок:https://ok.ru/group/70000005812307
Download Telegram
Салам, чӑвашсем! 😍
Эрнекун ҫитнĕ ятпа сире!

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, паян:
- ҫилсĕр ҫанталӑк - ҫурхисем тухӑҫлӑ пуласса 🌾
- ҫерҫисем ҫурт-йĕр ҫывӑхĕнче ушкӑнпа пуҫтарӑнни - сивĕтессе 🌫
- хĕвел пӑхни - ҫитес эрне ӑшӑ тӑрасса ☀️

Кунĕ илемлĕ те телейлĕ пултӑр!
Диктант ҫырса вырӑс чӗлхине еплерех пӗлнине тӗрӗслеме сӗнеҫҫӗ.

Ыран Раҫҫейӗпех йӑлана кӗнӗ акци иртет. Шупашкарта вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх университетӗнче пулать.

Кӑҫалхипе диктанта тĕп хулара 12-мӗш хут ҫыраҫҫӗ. Хальхинче тӗрӗслев ирттерме Анна Матвеева ҫыравҫӑ хайлавне суйланӑ.

Акцие инҫет меслетпе те хутшӑнма пулать.
Ҫуллахи пек ҫанталӑк чылайччен савӑнтарӗ-и?☀️

Паян урамран пач киле кӗрес килмест. Сывлӑш температури 20 градусран та иртрӗ.

Синоптиксем палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене кӑнтӑр енчен ӑшӑ килнисӗр пуҫне янкӑр тӳпе, самай ҫӳле хӑпарнӑ хӗрӳ хӗвел те илемлӗ ҫанталӑка витӗм кӳрет.

🌧 Каҫа хирӗҫ сывлӑш сивӗнет, ҫумӑр ҫума пултарать.

🌤 Шӑматкунпа вырсарникун паянхи пекех илӗртӳллӗ пулмасан та хӗвел ҫӗр питне канмасӑр ӑшӑтӗ. Кӑнтӑрла сывлӑш температури 15-20 градуса ҫитӗ. Кӑнтӑр енчи тӑрӑхсенче - 24 патнеллех.

☔️ Ҫитес эрне ҫумӑртан пуҫланмалла. Сывлӑш температури майӗпен чакса пырса 5-10 градус таран анма пултарать.

Ырӑ вӑхӑтпа савӑнса юлар! Вӑхӑта ытларах ҫут ҫанталӑк ытамӗнче ирттерер! 🌿
💁‍♀️«Эпӗ - хӗрарӑм»

Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ тата «Пӗрле» аталанӑвӑн фончӗ «Эпӗ - хӗрарӑм» конкурс йӗркелет. Вӑл пӗрремӗш хут 2021-мӗш ҫулта вӑй илнӗччӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен видеоролик тӑратмалла. Унта хӑвӑр, ҫемье, ӗҫ, ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа кӑтартмалла. Халӑхшӑн тӑрӑшнине, ырӑлӑх пуҫарӑвӗсене хутшӑннине палӑртмалла.

Заявка пама: https://forms.yandex.ru/cloud/660ac6cb02848f184ed2364f/
👦💙Шупашкарӑн юбилейлӑ ҫулталӑкӗнче 555-мӗш ҫуралнӑскер арҫын ача пулнӑ.

Ҫакӑ тӗп хуламӑрӑн Калинин районӗн ЗАГС уйрӑмӗнче ҫирӗпленнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пепкине Дмитрий ят панӑ.

Аист вӗҫсе килнӗ ҫемьене ача ҫуралнине ӗнентерекен хутпа асӑнмалӑх парнесем панӑ.
Анатри чӑвашсен калаҫӑвĕнче "марта" тени пур. Мĕне пĕлтерет-ши ҫак сӑмах? 🤔
Anonymous Quiz
30%
ҫӑмарта
36%
вĕлле
34%
арча
ПУҪ ВАТМӐШ

Хӑй вӑхӑтӑнче ҫав тери анлӑ сарӑлнӑ инструмент. Шыравҫӑсем Атӑлҫи Пӑлхарта пулнине палӑртаҫҫӗ. Ӑна тимӗртен ҫеҫ мар, шӑмӑран та ӑсталама пултарнӑ.

🤔Сӑмах чӑвашсен мӗнле музыка инструменчӗ ҫинчен пырать-ши?
Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте ака уйӑхĕн 22-мĕшĕ. Ку ĕҫ эрни 6 кунлӑ. Ун хыҫҫӑн вара лайӑх канӑпӑр👍.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, паян:
- тĕтре карса илни - ҫулла тухӑҫлӑ пуласса 🌾
- чакаксем кунĕпех ҫӳллĕ вĕҫни - ыранхи типĕ ҫанталӑка ☀️
- хĕвел аннӑ чух пĕлĕтсем хĕрелни - ҫил алхасасса 💨

Эрне ҫӑмӑллӑн ирттĕр!
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти фонтансем ӗҫлеме пуҫлӗҫ⛲️.

💦 Пурӗ тӗп хулара шыв пӗрӗхтерсе сывлӑша уҫӑлтаракан, тавралӑха илем кӳрекен 15 конструкци.

Хӗрлӗ Лапамри тата Кадет корпусӗ тӗлӗнчи ҫутӑпа, кӗвӗпе илӗртеҫҫӗ.

Фонтансене ҫутиччен ятарлӑ служба ӗҫченӗсем вӗсене пухӑннӑ ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ, бассейнсене ҫӑваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин шыв айӗнчи ламписене улӑштараҫҫӗ, фильтрсем лартаҫҫӗ.
🚜Чӑваш Енре тимĕр утсене тĕрĕслеççĕ.

Кӑҫал çак ĕçе пуш уйăхĕнче пикеннĕ. Инженер-инспекторсем тĕрлĕ вырăна тухса çӳресе тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Графикпе вара патшалăх инспекцийĕн хыпарсен ресурсĕнче паллашма пулать, кунсăр пуçне вырăнти хаçатсенче тата ялсен ушкăнĕсенче те.

Республикăн агропромышленноҫ тытӑмӗнче 5507 техника. Вĕсенчен 5392-шӗ тĕрĕслев тухнă. Куншăн патшалăха тӳлемелли хак 400 тенкĕпе танлашать.

👍Ӗçсене тивĕçлĕн пурнăçласа пыракансем: Комсомольски, Елчĕк, Улатăр, Пăрачкав тăрăхĕсем.

Патăрьел, Çĕмĕрле, Етĕрне, Шупашкар, Куславкка округӗсенче вара тӗрӗслевсем самаях ирттермелле. Çак эрнере вĕçлемелле.
🎡Хӑрушсӑрлӑх малта пулмалла.

Чăваш Республикинче аттракционсене йĕркене кĕртеҫҫӗ. Çакă чи малтанах хăрушсăрлăхпа çыхăннă, мĕншĕн тесен ярӑнмалли хатӗрсем çинче ачасем аманни пулнă. Хальлĕхе 86 аттракциона тĕрĕсленĕ.

Хӑш-пӗр чуччусем йӗркерен тухнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсене «куҫ умӗнчен ҫухатмалла». Сӑмахран, кивӗ аттракцион Канаш хулинче те пур. Ӑна утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сӳтмелле.
Ырӑ кун, чӑвашсем!😍

Календарьте ака уйӑхӗн 23-мӗшӗ. 😉

Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, паян:☀️
- эрешменсене курни - часах ӑшӑ кунсем ҫитессе;
- вӗсем кӗтесре пытанса ларсан вара каҫхине шӑнтасса;
- ирхине тӗтре пулни - ҫумӑр ҫӑвасса.

Ӑнӑҫлӑ кун!🤗
Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ яланхилле савӑнӑҫлӑ иртӗ 🇷🇺🕊

Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи ӗҫ-пуҫа ирттерме 4 тӗп лапам пӑхса хунӑ. Ку вӑл — Лакрей вӑрманӗ, Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ, «Амазони» этнокомплекс тата Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗ умӗнчи лаптӑк.

Лакрей вӑрманӗнче 12 сехетре уяв программи пуҫланать. Хулара пурӑнакансем ҫут ҫанталӑка пакшасем янине курма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех паркра квестсемпе ӑмартусем иртӗҫ.

Ҫав вӑхӑтрах Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче те уяв кӑмӑлӗ хуҫаланӗ. Пухӑннисене ӑсталӑх урокӗсене хутшӑнма сӗнеҫҫӗ.

«Амазони» этнокомплексри уяв концертӗнче республикӑри пӗр профессие парӑнса вӑй хунӑ 17 ӗҫ династине чыслӗҫ.
Телейлĕ ҫул пултӑр! 🛣

Ҫу уйӑхӗнчи уявсемпе ҫыхӑннӑ канмалли кунсем ҫывхараҫҫӗ. Эппин ҫула тухас умӗнхи йӗркесене аса илме вӑхӑт ⬆️