Чӑвашла шухӑшла
457 subscribers
712 photos
27 videos
32 files
249 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Алексей Айги концерчĕ

Çав тери пултаруллă!
Ун тепĕр концерчĕ пуш уйăхен 27-мĕшĕнче Мускавра иртет.
https://www.cha.ru/concerts/events/aigi

Upd: сайтри информаци улшӑннӑ.
#пултаруллӑ_ҫынсем
Audio
Паянхи кун - пĕтĕм тĕнчери рок-н-ролл кунĕ! 🎸
Çакна палăртмашкăн - Хусан каччисен юрри - "Сувар".
#юрă
#пултаруллӑ_ҫынсем
Хам эп ун пек кĕвĕ-юрă юратмастăп пулин те, ахаль иртсе кайма пултараймастăп - хамăр çыншăн савăнас килет, пурне те пĕлтерес килет.
Астăвăр, юррисенче намăс сăмахсем пур.
https://youtu.be/atMNggovpuE

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта Саша Азарин дебют альбомне кăтартать:
https://vk.com/event164537890

#пултаруллӑ_ҫынсем
Тӗлӗнмелле илемлӗ ӳкерчӗклӗ кӗнеке куҫа лекрӗ, пуринпе те пайлашас килчӗ. Курӑр-ха, чечекӗсене те еплерех эрешленӗ! Художник - Анна Геннадьевна Сушкова, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлет.

#пултаруллӑ_ҫынсем
Александра Сергеевна Васильева, ҫамрӑк хайлавҫӑ, сире хӑйӗн юмахӗсен пуххипе паллаштарасшӑн:

Раштав (декабрь) 11-мӗшӗнче 11:00 ирхине, Мускав вӑхӑчӗпе, Zoom платформӑра презентаци чӑвашла иртет. Кашни хутшӑнма пултарать.
Презентаци икӗ 40-минутлӑ сессирен тӑрать. Кунта ссылкӑсем:

Тема: Дневное чтение (чувашский) 11 декабря 11:00 мск
Время: 11 дек. 2021 11:00 Москва
Подключиться к конференции Zoom
https://zoom.us/j/98323330214?pwd=d2ljeVQ3NHQ3UE4wRWR..

Идентификатор конференции: 983 2333 0214
Код доступа: 3DB59B

Тема: Часть вторая
Время: 11 дек. 2021 11:45 Москва
Подключиться к конференции Zoom
https://zoom.us/j/94324230384?pwd=c1lCRDlOWDhWNUZ2U709..

Идентификатор конференции: 943 2423 0384
Код доступа: cK6Cx7

Ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall4284077_1454

#пултаруллӑ_ҫынсем
Чӑваш эрешӗпе хавхаланса Кристина Макосеева дизайнер тӗлӗнмелле илемлӗ эксклюзивлӑ тумсем хатӗрлесе сутать:

https://vk.com/3sun_brand

#пултаруллӑ_ҫынсем
Акӑ вӑл -- чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ хӗрӗсем, чӑн ылтӑн.

#пултаруллӑ_ҫынсем
Мухтанмасӑр чӑтаймастӑп!
@3sun_brand -- Виҫӗ хӗвел -- хӑйсен пӗр тум комплектне ярса пачӗ. Япалисем йӳн мар, анчах та ҫак пахалӑхшӑн укҫана кӑшт та шеллеместӗп)
Ҫӗлесе парас умӗн ман виҫесене ыйтса илчӗҫ, ҫавӑнпа ман ҫине ҫӗленӗ пек курӑнать)

#пултаруллӑ_ҫынсем
"Паха тӗрӗ" иртнӗ эрнере Хусанта этнофестивальте тум-тир пуххисене кӑтартрӗ.
Капӑр шупӑрсем, илемлӗ кӗпесем, тухьи-пушмакӗ -- йӑлтах тем пек чаплӑ. Мӗн чухлӗ ӗҫ, вӑхӑт, вӑй хунӑ ҫавна -- ҫӗлекенсем мухтава тивӗҫ, маттурсем.

#пултаруллӑ_ҫынсем
Раиса Сарпи сӑввисен кӗнекинче кӑсӑклӑ ӳкерчӗксем куртӑм.
Праски Витти ӳкернӗ.

#пултаруллӑ_ҫынсем
Шупашкарти «Планета» кондитерскинчи мастер-кондитер Юрий Сиволоб III Пӗтӗм тӗнчери пекарьсен, поварсен тата кондитерсен конкурсӗнче арт-классра "Чӑваш мотивӗсем" композиципе кӑҫал пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ!
Ун пек ҫынсене куҫран пӗлмелле)

#пултаруллӑ_ҫынсем
Александра Васильева @sergeyevnachavashla ҫырнӑ "Сӑмахсемпе шухӑшсем".

Текст чӑвашла:
https://author.today/work/232602

Хайлавҫӑн урӑх ӗҫӗсемпе ак кунта паллашма май пур:
https://vk.com/lostinevents

#пултаруллӑ_ҫынсем
Ҫирӗм икӗ ҫул каялла тухнӑ "Тетте" журналта ак ҫапла кӑсӑклӑ япаласем тупрӑм.

Ачасем валли сӗтел ҫи вӑййи пичетленӗ пулнӑ, вӗҫӗнче тата ҫил ҫунатлӑ урхамах ҫыпӑҫтарса ӑсталамалли схема пур.

Ҫил ҫунатлӑ урхамах (аргамак, туркменсен ӑратлӑ лаши) вӑл туй такмакӗсенче час-час тӗл пулакан сӑнар:

"Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чух
Куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах:
Унăн пуçĕ пĕлĕте тимес,
Ури çĕре тимест,
Утни-юртни сисĕнмест,
Шыв пек юхать,
Çил пек вĕçет,
Çав урхамах çине утланса
Килтĕмĕр эпир çак туя."

P.S. Сӑмахран, Тӑнӑҫ ӳнерҫӗ пӗлтӗр "Вупӑр" ятлӑ карт вӑййи тунӑ пулнӑ:
https://t.me/tonosch/46

#ачалӑх #халлап #пултаруллӑ_ҫынсем