Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Çухрăм = километр, тутарла - чакрым.

Асра ÿкерер - эсир ĕлĕк пурăнатăр, SI çук-ха, гуманитари те, çут çанталăк ăслăлăхĕ те çуралман-ха. Икĕ япала хушшин вăрăмăшне мĕнпе виçмелле, вăтам шутпа та пулин?

Тĕрĕс, сасăпа! Çын хытă кăшкăрни (çухăрни) хирте пĕр çухрăма яхăн илтĕнет, çавăнпа — çухрăм.

#сӑмах
Хĕвел çаврăнăш - тулли сăмах, пĕлтерĕшĕ пит ансат: чечек хĕвел хыççăн çаврăнать тет. Сăмахĕ вăрăм пулнăран халăх ăна кĕскетме тăрăшать, тĕслĕхрен, пирĕн патра ăна хвелчамăш теççĕ.
Чăвашсем тата урăхла та калаççĕ: хĕвел çавăрнăш, хĕвел çаврăш, хĕвел çаврăнăç, хĕвел çармăç, хвел çарăм, хĕвел çавнăш, хĕвел çанăш, хĕвел чаврăш, хĕвел чармĕç.
Хĕвел çаврăнăшран тунă çăва тип çу теççĕ.
#сӑмах
Упа - пысăк тискер вăрман чĕрчунĕ, Хабаровск йĕри-тавра икĕ тĕрлĕ пулать - пысăкраххи хăмăр, пĕчĕкреххи хура, Гималаи упи.
Кăсăк япала, ытти тĕрĕк чĕлхисенче упа - аю, адыг, айыу, адых, эhэ.
Шор чĕлхинче анчах тата тадар (хакас) чĕлхинче - аба (ада, азыг, апшақ).

Упа тенĕрен упален сăмах пулса кайнă. Упа,Упаç тесе арçын ачасене ят хунă, ачасем упа пек вăйлă пулччăр тесе.

Упана та ташлама вĕрентеççĕ, тет. (ваттисен сăмахĕ). Пичĕ упа кучĕ тĕслĕ (вараланнă пит çинчен).
#сӑмах
Чӳрече кантӑк кӗленче

Чÿрече - нумай тĕрĕк чĕлхисене перс чĕлхинчен кĕнĕ сăмах. Персла در کوچک - пĕчĕк алăк, тăмана/мачча шăтăкĕ.
Ĕлĕк чăвашсен мăн аслашшĕсен нимĕнле чÿрече те пулман, паллах. Çуртра (юрта евĕрлинче) хĕвел çутти кĕме валли тата тĕтĕм тухмалли шăтăк мачча тăрринче пулнă, юр е çăмăр лекесрен ăна выльăх тирĕпе хупланă.

Куçса çÿреме пăрахнăранпа пирĕн аслă асаттесем йывăç пÿртсенче (е тата çĕрпÿртре) пурăнма тытăннă. Вĕсенче кашнинче 1-3 чÿрече пулнă - чÿрече харши е пушă пулнă, вара ăна хупăнакан тунă, е вăкăр шăк хăмпине карнă. Çавăнтан вара - кантăк (карăнтăк, кантрăк, кантăрк).

Вырăссемпе çумлă пурăнма тытăннăранпа чăвашсен те чăн-чăн кĕленчеллĕ чÿречесем курăнма тытăннă. Кĕленче - вырăсла "скляница" сăмахран пулса кайнă.

#сӑмах
Шампа пулă сивĕ шыв юратать: кĕркунне çитсен ытти пулăсем çывăрма тытăнаççĕ, хăвăрт ишеймеççĕ, вара вĕсене шампа çăмăллăн тытса çиет, йышлăн пĕтерет.
Çавăнпа шампа хырăм тесе нумай çиекен çынна вăрçса калаççĕ. Эрех шампи - нумай ĕçекен çын.
#сӑмах
Ĕмĕт

— Мала ĕмĕт пултăр! — тесе пиллеççĕ;
— Ĕмĕтÿ çав пултăр! — тесе усал сунса кÿрентереççĕ.

Пĕрпекрех çак сăмах янрать: алтай чĕлхинче - амаду, яппунла - 夢 (юмэ). Анчах тутарла - хыял тата кăркăсла - кыял, хакас (тадар) чĕлхинче - сағыс, казахла - арман, турккăлла - rüya (рюя), тата ыттисенче пач тĕрлĕ.

Ма-ха чăвашла "ĕмĕт" пĕр тĕрĕк чĕлхипе те пĕр пек мар?
Мĕншĕн тесен çак сăмах перс чĕлхисенчен килнĕ — унта вăл "шанăç" тенине пĕлтернĕ, хальхи таджик чĕлхинче вăл - умед, фарси - امید (омид).
Халь те ытти тĕрĕк чĕлхисенче "шанчăк" = өмет (тутар, пушкăрт, турккă, казах, кăркăс т.ыт.те). Алтай тата яппун чĕлхисемпе çывăх пулсан та, пĕрлехи несĕлне тупса çирĕплетейместĕп (хальлĕхе).

#сӑмах
Тутлă чие
Черешня = черемуха + вишня (халӑх этимологийӗ)
Ăнчах та çĕмĕртпе чие гибричĕ мар вăл. Çак йывăç - пач урăх биологи тĕсĕ - Prunus avium, чиепе тата çĕмĕртпе пĕр тан Prunus (хураçимĕç, слива) ăрăвĕнче шутланса тăрать.

Çак пылак çуллахи çырла валли чăвашсен ятарлă сăмах çук.
Нумай тĕрĕк чĕлхисене вăл латин чĕлхинчен килнĕ, Рим этеммисем çав йывăçне Керасунт тăрăхĕнче курса cerasi ят хунă. Тĕрĕк чĕлхисенче вăл - керас, гилас, гелаз тата ытти версисем.

Тутарла - төче чия (пылак чие), пушкăртла - hары сейә (сарă чие).
Эпир те ăна тутлă чие тесе чĕнме пултаратпăр пуль?

#сӑмах
Писев - тĕрĕк сăмах, анчах ытти тĕрĕк чĕлхисенче çак тĕс - кызгылт, пембе, алсу, тата тĕрлĕрен.
Ĕлĕкхи тĕрĕк чĕлхинче "bezӓ(к)" (бизэ) - юсав, сăрă, капăр япала. Хĕрсем пит çине писев сĕрнипе çак тĕс ячĕ пулса кайнă.

Кĕрен вара - хĕр пичĕ хăйессĕн хĕрелнĕ тĕс - кĕренленнĕ теççĕ. Вăл та тĕрĕк сăмах, анчах пĕлтерĕшĕ ытти çывăх чĕлхесенче ун урăхла - хăмăр (ма-ши?). Авалхи тĕрĕк чĕлхинче "kiršӓn" (кĕршен) - пит çине сĕрмелли шурă сăрă тата kiršӓnlӓn (кĕршенлен) - хĕр питне сăрă сĕрсе илемленни.

Мĕнле уйăрмалла? Писев çутăрах, шăлан чечекĕ тĕслĕ, кĕрен хĕрлĕ енне çывăхрах, пиçнĕ хăмла çырли тĕслĕ.

#сӑмах
Ҫак куна пирӗн каналта яланхи #сӑмах рубрики сайра тухать, шел пулин те. Тӳрленме тӑрӑшӑп-ха малашне.

Сӑлтавӗ ансат та, кӑткӑс та: манӑн икӗ пӗчӗк ача, пӗри кӗҫ виҫҫӗ тултарать, тепри пилӗк уйӑхра. Ачасене эп ҫуралнӑранах чӑвашла калаҫтаратӑп, анчах та, виҫӗ ҫул иртсен, аслӑ ывӑл чӑвашла начар калаҫнине палӑртатӑп.

Сӑлтавӗсен йӗрки:
🙋‍♀ Чӑвашла калаҫакансем йӗри-тавра - эпӗ кӑна. Ҫителӗксӗр.
🤷‍♀ Ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен хушшинче вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ирӗклӗ калаҫу тӗслӗхӗ ҫук.
🙅‍♀ Чи пӗчӗккисем (1-3 ҫулхисем) валли чӑвашла видео ҫук. Сӑпка юррисем кӑшт пур та, вӗсене шута илместпӗр.

Ҫак лару-тӑрура ача чӑвашла калаҫма пултараймасть. Тата часра детсада ярсан ача вуҫех вырӑсланса кайӗ.

Мӗнле тӳрлетӳсем кӗртес:
1. Чӑвашла видео тумалла.
Ача шӑл тасатнӑ чух кунне вуншар минут YouTube.Детям пӑхать. Ҫавна пула вӑл вырӑсла та акӑлчанла шутлама пӗлет, алфавит, ӳт-пӳ пайӗсене, тӗс тата геометри фигурисене пӗлет. Чӑвашла та пӗлет, анчах пит калаҫасшӑн мар. Чӑвашла тата вырӑсла амӑшпе пӗрле вӗреннӗ, акӑлчанла - хӑйессӗн, видео тӑрӑх.
Апла пулсан пире те видео кирлӗ: алфавит, шут, тӗс, апат-ҫимӗҫ, чӗрчунсем, унтан шӑл тасатни, горшок ҫине лармалли, ача пахчи, поликлиника ҫинчен. Видео кӗске (3 минутран кӗскерех), пӗтӗмпех чӑвашла, илемлӗ, колоритлӑ, техӗмлӗ пулмалла. Сӑмахсем ҫӑмӑл та кӗске пулмалла, юрӑ-сӑвӑллӑ пулсан тата лайӑх. Унсӑрӑн пӗчӗк пуҫа нимӗн те кӗмест.

2. Чӑваш чӗлхе хутлӑхӗ кирлӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавна тивӗҫтерме май ҫук, анчах ачасем кӑшт ӳссен вӗсене кукӑшшӗ-кукамӑш патне яла яма пулать. Ирӗксӗр чӑвашла вӗренеҫҫӗ ун чух. Кукашшӗпе кукамӑшне ҫирӗп инструкци памалла малтан, атту мӑнукӗпе вырӑсла калаҫма пӑхаҫҫӗ. "Деда" теме "кукаҫей" тенинчен ҫӑмӑлрах вӗт.
Тата кӑшт ӳссен Хавал лагерьне яма пулать. Лайӑх ҫитӗнӳсем кӑтартаҫҫӗ тет, ачасем чӑваш чӗлхипе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ.

Ачасене мӗн пӗчӗкрен икӗ чӗлхеллӗ ӳстересси ҫинчен видео та пур, ун ҫинчен ҫырнӑччӗ: https://t.me/chushu/868
Тен, ӑна тезислӑн кӗскен кӑна каласа пама кирлӗ? Тепрехинче хӑтланса пӑхӑпӑр-ха.

Пӗтӗмлетӳ.
Ҫак кунран шут ҫинчен видео тума ларатӑп. Видео тӑвасси ман кӑштах опыт пур (ӗҫре инженерсем валли ҫӗнӗ ӗҫ программи ҫинчен курссем хатӗрленӗччӗ), анчах та эп педагог та, художник та мар. Темӗнле дендрофекальный япала туса кӑларӑп-ши, курӑпӑр) Срок - уйӑх, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшччен хатӗрлеме тӑрӑшӑп.

P.S. Усӑлла шухӑшсем пур пулсан -- ҫырӑр, эп вулама хавас.

#нумай_чӗлхелӗх
Уйӑх каялла эпӗ чи пӗчӗк ачасем валли (1-3 ҫулхисем валли) шут ҫинчен видео тума сӑмах панӑччӗ:
https://t.me/chushu/897

Вун ҫичӗ сехет кайрӗ виҫӗ минутлӑ видео хатӗрлеме )
Тинех ӑна пурне те кӑтартма пултаратӑп:

https://youtu.be/nxWLw5M6Q6A
https://youtu.be/nxWLw5M6Q6A
https://youtu.be/nxWLw5M6Q6A

Манӑн ача тӗрӗслесе темиҫе хутчен пӑхрӗ, тест-драйв ӑнӑҫлӑ иртрӗ)
Якатмалли вырӑнсем пур паллах, анчах аптрамасть пуль терӗм.

Тепрехинче тӗссем ҫинчен видео тухать. Срок - уйӑх, авӑн уйахӗн 24-мӗшччен.

#нумай_чӗлхелӗх
ҪУРЛА уйӑхӗ
Тырӑ вырмалли вӑхӑт ячӗ

"Ҫурла" сӑмах чӑваш чӗлхине ӗлӗк-авалах индоиран чӗлхинчен чагатай (авалхи узбек) чӗлхи урлӑ кӗнӗ, вӗсенче "ҫур" мӑйрака тенине пӗлтӗрет.
Пӑлхар чӗлхинчен ҫак сӑмах удмурт (сюрло) тата мари (сорла) чӗлхисене кӗрсе юлнӑ.

"Ҫурла" сӑмах пӗлтерӗшӗ тата ик версиллӗ: 1 - ҫур+ла, ҫурмалла кас; 2 - чар+ла, хӑйра.

#уйăх #сӑмах
Паллӑ мар чӑваш сӑмахсем.

Пӗрел -- ? Пӗрлӗх? Пӗр ен?
Виҫел -- виҫкӗтеслӗх? Виҫ + эл (ен)
Ҫилме -- ҫилӗм?

«Пĕрре — пĕрел, 
Иккĕ — йӗкел,
Виççĕ — виçел, 
Тăваттă — тăваткал, 
Пиллĕк — пилеш, 
Улттă — улма, 
Çиччĕ — çилме,
Саккăр — салма, 
Тăххăр — тăрна, 
Вуннă — тух!
Шутламалла çĕнĕрен!»

https://t.me/chushu/182
#сӑмах
Намӑс

Ҫи, ҫи помидор
Сан юратнӑ ҫимӗҫӳ
Ҫитмӗл ҫич хӗрпе ҫӳрен
Ӑҫта санӑн совеҫӳ?

Нумай пӗлтерӗшлӗ сӑмах -- намӑс.
Намӑс -- вӑйлӑ вӑтанни
Намӑс -- чыс
Намӑс сӑмах -- ирсӗр сӑмах
Тӗрӗк чӗлхисене ҫак сӑмах грек чӗлхинчен (νόμος - саккун) перс тата арап чӗлхисем урлӑ кӗнӗ.

Те унччен эпир намӑс пӗлмен?

#сӑмах
Ӑсла/сӑсла

Макс Фасмерӑн "Этимологический словарь русского языка" ӑнлантарнӑ тӑрӑх, "сусло" вырӑс чӗлхине авалхи чӑваш чӗлхинчен кӗнӗ, "suslak" - ӑсла - "ӑсса илни" тенине пӗлтернӗ.

#сӑмах
Кӑсӑклӑ япала, хӑш-пӗр (питӗ сахал) вырӑс сӑмахсене Европӑри чӗлхесене куҫармаҫҫӗ. Ытларах чухне ҫав япаласем культурӑпа ҫыхӑннӑ: матрешка (babushka), balalaika, vodka, bespredel.

Ак тата la raspoutitza. Чӑваш чӗлхине пит аван куҫать -- ҫӑрӑлчӑк, шашур.

Пирӗн те куҫарма ҫук сӑмахсем пур: шӑрттан, хуплу, тухья, сурпан, ниме, уяв, типшар, майра...

#сӑмах
Чӑвашла: шыв (шу)
Тутарла: су
Пушкӑртла: һыу
Тадарла (хакасла): cyғ
Узбекла: сув
Кӑркӑсла: суу
Уйгурла: (су) سۇ

Тымарӗ пӗрре -- китай сăмахĕ, 水 - шуэй - шыв.

#сӑмах
Чӑвашла: ҫын
Алтайла: йон
Уйгурла: jan (جان)
Тывалла: чон
Сахалла: дьон
Бурятла: хүн / зон
Монголла: хүний

Тымарӗ китайран: 人(жэнь) -- ҫын.

#сӑмах
Савӑт-сапан тӑванӗсем ҫинчен

Тӗрӗк халӑхӗсем куҫса ҫӳрекен пулнипе выльӑх тирӗнчен тӗрлӗ савӑт тунӑ, ҫав савӑтсенче сӗт те кӗвӗлтернӗ, вӗсене сапа тенӗ (савӑт-сапа).
Танлаштармалӑх -- пушкӑртсем те ӑна hаба тӗҫҫӗ.

Пушкӑртсен турһыҡ (выльӑх тирӗнчен тунӑ савӑт тӗсӗ - ӳкерчӗкре тӗллесе кӑтартнӑ) тата пирӗн турӑх пӗрпекрех илтӗнни те ахальтен мар. Ҫавӑнтан вырӑссен творог та тухса кайнӑ [вырӑс этимологи тӑрӑх, праславян чӗлхинчи тӑпӑрчӑ савӑчӗн ячӗнчен тет, анчах та 18 ӗмӗрччен ку сӑмах вырӑссен пач пулман].

Ҫав сапасенче пирӗн Кавказри инҫетри тӑвансем -- карачайсемпе балкарсем 15-мӗш ӗмӗрсенелле сӗтрен кефир тума вӗреннӗ. Ӑна вӗсем гипи тенӗ ("гипит" тенӗрен -- "сапа").
Танлаштармалӑх, тутарсен көфер сӑмахӗ пирӗн кӗвӗл сӑмахне тӑванлӑ, кӗвӗлнӗ сӗте пӗлтерет: йӳҫнӗ, пӑсӑлнӑ имӗш -- кафир (ислам тӗннӗ йышӑнман ҫын). Мӑсӑльманла Кавказра арап чӗлхи 19-мӗш ӗмӗрте лингва франка пулнипе вырӑс чӗлхине гипи "кефир" пек кӗнӗ.

Ӳкерчӗкре:
Оренбург тӑрӑхӗнчи пушкӑртсем, 1870 ҫул (К.А. Фишер ӳкернӗ)

#сӑмах
Ан та кала

Сӑнанӑ-и, пирӗн ытти тӗрӗк чӗлхесенчен ютшӑнтаракан уйрӑмлӑх пур: пирӗн ан [хирӗҫле татӑк] -- ыттисен -ма [хирӗҫле аффикс].

Ҫак уйрӑмлӑх ӑҫтан сиксе тухни питӗ интереслӗ. Малтанхи тӗпчевҫӗсем ӑна вырӑссенчен ҫапла кукӑр-макӑр йышӑннӑ тесе шутланӑ. Унтан ҫак вырӑн удмурт чӗлхипе ҫывӑх иккенне сӑнанӑ, халь вара эпир вӗсенчен е вӗсем пирӗнтен йышӑнни паллӑ.

Анчах та ҫак татӑк пирӗн тата удмурт чӗлхесенче кӑна мар. Тӗлӗнмелле, ҫакӑн пекех пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем Азире тупӑнчӗҫ:
Авалхи корей чӗлхинче: 不知 (*ANti)
Паянхи корей чӗлхинче:
안 (an), 아니 (ani), 않다 (anta)
Ҫурҫӗр прото-тунгус чӗлхинче: *anti
Хальхи эвен чӗлхинче: āt
Хальхи удэгей чӗлхинче: anči

Ҫак чӗлхесем ӗлӗк-авал пӗр чӗлхерен тата пӗр вырӑнтан тухнӑ тесе шутланать ⬇️⬇️⬇️

#сӑмах
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM